Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.
план-конспект урока (5 класс)

Салюкова Ольга Петровна
Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ҫулҫӳревре пӗлӗпӗр. Малтанлӑха ҫакӑнта ҫырнӑ сӑмахсене вуласа пӑхар. «Тӑван чӗлхемӗр, чӑваш чӗлхи!... Эсӗ янӑравлӑ та хӑватлӑ. Эсӗ ҫурхи ҫут хӗвеллӗ кун йӑлтӑртатса тӑракан таса ҫӑл шывӗ пек шӑнкӑртатса юхатӑн.»(В.Давыдов-Анатри) - Мӗншӗн ҫак сӑмахсем экран ҫинче? (Мӗншӗн тесен паян эпир чӗлхе чӑнах та илемлӗ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплететпӗр.) Халӗ, ачасем, ҫул тытатпӑр, ҫул ҫинчи пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтеретпӗр. Сире эпӗ, ачасем, урокра хӑвӑр пултарулӑха кӑтартма, ырӑ кӑмӑл-туйӑм туянма, хӑвӑра уҫса пама сунатӑп.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_chielhi_ilemlie_te_puyan_ta_esie.docx28.93 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.

Урок тӗсӗ: Пӗтӗмлетӳ урокӗ, ҫулҫӳрев урокӗ.

Урок тӗллевӗсем:

  1. Синоним, антоним, омоним ҫинчен вӗреннине аса илесси.
  2. Текстра ҫак ушкӑнри сӑмахсене тупма хӑнӑхтарасси.
  3. Сӑмахсем патне синонимсемпе антонимсене тупса лартма хӑнӑхтарасси.
  4. Ачасен сӑмах йышне ӳстересси.
  5. Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес хӑнӑхӑва аталантарасси, класри туслӑха ҫирӗплетесси.
  6. Чӑваш чӗлхин илемне туйма вӗрентесси.

Кирлӗ хатӗрсем: медиапроектор, экран, электронлӑ презентаци, карточкӑсем

Урок конспекчӗ

  1. Класа урока хатӗрлени.

Сывлӑх сунатӑп, ачасем. Пӗр-пӗрне те, мана та кулӑ парнелӗр.Тавтапуҫ.

Тупмалли юмах тупсӑмне тупӑр.

Каян-каян – вӗҫӗ ҫук. Е

Шырӑн-шырӑн – тупаймӑн, вӗҫне кураймӑн, хыҫне кураймӑн. (Ҫул)

  1. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни.

Учитель: Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ҫулҫӳревре пӗлӗпӗр. Малтанлӑха ҫакӑнта ҫырнӑ сӑмахсене вуласа пӑхар.

«Тӑван чӗлхемӗр, чӑваш чӗлхи!... Эсӗ янӑравлӑ та хӑватлӑ. Эсӗ ҫурхи ҫут хӗвеллӗ кун йӑлтӑртатса тӑракан таса ҫӑл шывӗ пек шӑнкӑртатса юхатӑн.»(В.Давыдов-Анатри)

- Мӗншӗн ҫак сӑмахсем экран ҫинче? (Мӗншӗн тесен паян эпир чӗлхе чӑнах та илемлӗ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплететпӗр.)

Ку сӑмахсем паянхи урок эпиграфӗ пулӗҫ. (Тетрадь ҫине число, урок темине ҫырса хуни).

Халӗ, ачасем, ҫул тытатпӑр, ҫул ҫинчи пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтеретпӗр. Сире эпӗ, ачасем, урокра хӑвӑр пултарулӑха кӑтартма, ырӑ кӑмӑл-туйӑм туянма, хӑвӑра уҫса пама сунатӑп.

  1. Ҫулҫӳрев.

Учитель: Эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытатпӑр. Кунта сӑмахсем пурӑнаҫҫӗ. Ку ҫӗр-шыв тӗлӗнмелле пуян. Унӑн пуянлӑхӗ ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах. Унӑн арчисенче чӑваш чӗлхин пӗтӗм сӑмахӗсем, чи авалхинчен пуҫласа тин ҫуралнисем таранах, упранаҫҫӗ.

Ҫак ҫӗр-шывра пурӑнакансем пирӗн чӗлхен пуянлӑхне тирпейлӗ упраҫҫӗ, ыттисене те, сӑмахсемпе тирпейлӗ усӑ кураҫҫӗ пулсан,  хаваспах усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Халӗ куҫа хупатпӑр та ҫул ҫинче пынине хамӑр ума кӑларса тӑрататпӑр.

Пирӗн умра пӗрремӗш хулана кӗрекен хапха. Текстри сӑмахсене палласа илсен пире ҫак хапхана уҫса параҫҫӗ.

Ишӗлсе аннӑ хуралтӑсем вырӑнне вӗр ҫӗнӗ пысӑк ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, хуйхӑллӑ пуҫ усса ларакан пӳртсем ҫӗтӗк-ҫатӑк тумӗсене хывса ывӑтаҫҫӗ. (слайд)

Учитель: Пӗр пуплев пайне кӗрекен, тӗрлӗрен ҫырӑнакан, анчах та пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене каласа тухӑр.

Ачасем: хуралтӑсем, ҫуртсем, пӳртсем.

Учитель: Мӗн ятлӑ ҫак сӑмахсем?

Ачасем: Синонимсем.

Учитель: Маттурсем! Хапха уҫӑлать. Кунта йӗкӗреш сӑмахсем пурӑнаҫҫӗ. Йӗкӗрешсем камсем-ха вӗсем? Йӗкӗрешсем яланах иккӗн е виҫҫӗн пулаҫҫӗ. Синонимлӑ сӑмахсем те пӗр пӗлтерӗшпех икӗ, виҫӗ е унтан та ытларах пулма пултараҫҫӗ. Халӗ ку хулара пурӑнаканнисем пире тӗрлӗ ӗҫ тума хушаҫҫӗ.

1 ӗҫ. Пӗрремӗш номерлӗ ҫуртран пиччӗшӗсенчен пӗри тухрӗ. Ӑна Хӑюллӑ тесе чӗнеҫҫӗ.

Унӑн ытти пиччӗшӗсене каласа тухӑр.

Ачасем: Хастар, шиксӗр, паттӑр, маттур, харсӑр.

2 ӗҫ. Иккӗмӗш номерлӗ ҫуртран Пысӑк ятлӑ ҫын тухрӗ. Унӑн пиччӗшӗсене каласа тухӑр.

Ачасем: Капмар, мӑнӑ, мӑнттай.

Учитель: Ҫак синонимсене пурне те ҫын сӑмах патне лартма пулать-и? (Пысӑк ҫын тетпӗр, капмар ҫын тесе каламастпӑр, капмар ҫурт тетпӗр.)

Пӗтӗмлетӳ: Синонимлӑ сӑмахсем пӗр сӑмахпа ҫыхӑнура тӑма пултараҫҫӗ, тепринпе вара пачах та ҫыхӑнма пултараймаҫҫӗ.

4 ӗҫ. Синонимсене пахалӑх е ӗҫ ӳссе пынӑ йӗркепе вырнаҫтарса ҫырса тухӑр.

Вӗри, ӑшӑ, шӑрӑх, пӑчӑ. Йӗпе, нӳрлӗ, йӗпе-сапаллӑ. Ҫунать, йӑлкӑшать, тӗлкӗшет.

5 ӗҫ. Пуҫватмӑш.

С

   

И

Н

О

Н

И

М

  1. Ешӗл
  2. Такӑр
  3. Ӑслӑ
  4. Кахал
  5. Илемлӗ
  6. Чылай

Учитель: Маттурсем! Халӗ каллех куҫа хупатпӑр. Ҫулӗ вӑрман витӗр каять.

Ҫул тепӗр хапха патне илсе ҫитерчӗ. Сӑмахсене тӗрӗс тупсан ҫак хулана хӑнана кӗрӗпӗр.

6 ӗҫ. Предложенисенче хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене тупӑр.

Машина, машина, машина. Йывӑрри, ҫӑмӑлли. Тиевли, пушши. Пысӑкки, пӗчӗкки. Кивви, ҫӗнни. Юхаҫҫӗ машина ҫырмисем ҫӗр-шыв пичӗпе урлӑ та пирлӗ – пин-пин ҫухрӑма. (слайд)

Учитель: Ку сӑмахсене мӗн теҫҫӗ?(Антонимсем)

Кусем тӑшман сӑмахсем. Эпир антонимсен хулине кӗтӗмӗр. Эсир асӑрхарӑр-и, пӗр ҫурчӗ шурӑ, тепри хура, пӗри ҫуллӗ, тепри аяллӑ. Ҫынсем пӗрисем савӑнӑҫлӑ, теприсем хурлӑхлӑ. Мӗншӗн?

Ачасем: Мӗншӗн тесен антонимсем хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем

Учитель: Антонимсем ваттисен сӑмахӗсенче чылай тӗл пулаҫҫӗ. Тупар-ха вӗсене.(слайд)

Ӑшӑ пуҫтарать, сивӗ салатать.

Пӑсасси ҫӑмӑл та, тӑвасси хӗн.

Калакан маннӑ, итлекен манман..

Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни тӗттӗм.

7 ӗҫ. Пӑнчӑсем вырӑнне панӑ сӑмахсен антонимӗсене ҫырӑр. (ӗҫсем карточка ҫинче, тетрадь ҫине пурнӑҫлаҫҫӗ)

… ҫынна – пӗр сӑмах, … ҫынна – ҫӗр сӑмах. … сӑмах – ҫу кунӗ, … сӑмах – хӗл кунӗ. Шыв … юхать, ҫын … тапаланать. Пӑхма … та, илме ….

Усӑ курмалли сӑмахсем: анаталла – тӑвалла, ҫывӑх – инҫе, ӗҫчен – кахал, ӑшӑ – сивӗ.

8 ӗҫ. Панӑ сӑмахсен антонимӗсене тупӑр, пуҫламӑш сас паллисенчен ваттисен сӑмахне йӗркелӗр.

(Ӗҫӗ карточкӑсем ҫинче, ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ).

Ҫывӑхра - … (аякра)

Ӑшӑ - … (сивӗ)

Тӑр - …(лар)

Илемсӗр - …(илемлӗ)

Ҫурхи - …(кӗрхи)

Кӗҫӗн - …(аслӑ)

Ҫӳллӗ - …(лутра)

Тӑвалла - …(анаталла)

Сахал - …(нумай)

Каҫ - …(ир)

Ӗҫчен - …(наян)

Хӑвӑрт - …(ерипен)

Ухмах - …(ӑслӑ)

Ҫых - …(салт)

Ҫӳлте - …(аялта)

Ҫывӑх - …(инҫе)

Япӑх - …(лайӑх)

(Асли каланине ӑса ил.)

Кану саманчӗ.(слайд)

Алӑра ҫӗклер ҫӳле,

Антарар халь аяла.

Ларӑр шӑппӑн лапчӑнса,

Вара тӑрӑр васкаса.

Малалла кӑштах утар,

Каялла халь утӑмлар.

Пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр,

Ӑшӑ кулӑ парнелетпӗр.

Парта хушшине ларатпӑр.

Учитель: Ҫакӑнта антонимсем тупар-ха.

- Маттур, ачасем. Малалла каятпӑр. Каллех куҫа хупрӑмӑр. Шыв урлӑ каҫатпӑр. (Шыв сасси). Ҫул пире 3-мӗш хапха патне илсе ҫитерчӗ, анчах унта пурӑнакансем пире ӗҫе пурнӑҫламасӑр унта кӗртмеҫҫӗ.

9-мӗш ӗҫ. Кашни сӑмахпах тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмах майлашӑвӗ тӑвӑр.(слайд)

Ҫӗр, туй, хыр, каҫ, кил.

Учитель: Ку сӑмахсене мӗн темелле?(Омонимсем)

Ку хулара пӗр ятлӑ сӑмахсем(тёзка) пурӑнаҫҫӗ. Омоним сӑмахсем час-часах пӗлтерӗшӗсемпе ҫеҫ мар, тӗрлӗ пуплев пайне кӗнипе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ку хулара та тепӗр ӗҫ туса пӑхар-ха.

10-мӗш ӗҫ. Сӑвӑ йӗркисенче омонимсем тупӑр.

  1. Манӑн йӑмӑк Урине

Ыраттарнӑ урине.

  1. Кӑлтӑр-кӑлтӑр икӗ чул

Пӗрне-пӗри хӑйраса

Пире валли темӗн чул

Парать тулӑ авӑртса.

  1. Кастрюльте, плита ҫинче,

Тутлӑ ҫеҫ яшка вӗрет.

Урамра, кил умӗнче,

 Манӑн тус Кампур вӗрет.

  1. Пӳрте час ан кӗр –

Тулта ылтӑн кӗр.

  1. Эс хӑнана кил,

Ялта нумай кил.

  1. Кил картинчи ватӑ хур

Кӑтартатчӗ мана хур.

Учитель: Халӗ паян аса илнине пӗтӗмлетсе тест ыйтӑвӗсем ҫине хуравлатпӑр.

11 ӗҫ. Теста пурнӑҫла.

  1. Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене мӗн теҫҫӗ?

1)омоним

2) топоним

3) антоним

4) синоним

2. Хӑш сӑмахӑн антонимӗсене тӗрӗс кӑтартман?

1) пысӑк – ҫинҫе, кӗске

2) хурлан – савӑн, хӗпӗрте

3) кахал – ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ

4) илемлӗ – илемсӗр, нӗрсӗр

3. Хӑш сӑмахӑн синонимӗсене тӗрӗс кӑтартман?

1)вӑйлӑ – хӑватлӑ

2) сивӗ – начар, имшер

3) лӑпкӑ – йӑваш, ачаш

4) майӗпен – ерипен, аран

4. Синонимлӑ сӑмахсене шыраса тупӑр.

1) умӗн, хыҫҫӑн

2) пирки, ҫинчен

3) пула, тӗле

4) пек, валли

5. Мӗн куҫӗ пулма пултараймасть?

1) ҫӗр улми куҫӗ

2) ҫӑл куҫӗ

3) турат куҫӗ

4) курӑк куҫӗ

6. Ҫак сӑмахсенчен хӑшӗ тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ?

1) пӑчкӑ шӑлӗ

2) сӳре шӑлӗ

3) ача шӑлӗ

4) кӗрепле шӑлӗ

7. Хӑш сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ ыттисемпе танлаштарсан урӑхларах?

1) аякра

2) инҫетре

3) темӗнле

4) таҫта

8. Предложенисенчен хӑшӗнче инҫетри сӑмахӑн синонимӗ пур?

1) Вӗсем пурте кӗчӗҫ.

2) Кукамӑшӗ картлашкапа аран-аран ҫеҫ хӑпарчӗ.

3) Ах, чӑннипех те питӗ пӗтсе кайнӑ иккен вӑл.

4) Калаҫса ларнӑ май кукамӑшӗ мӑнукӗн аякри пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

(тӗрӗс ответсене «+», тӗрӗс маррисене «-» лартатпӑр)

Учитель: Маттур, ачасем! Паян урокри ҫул ҫӳревре эпир хамӑрӑн чӑваш чӗлхин пуянлӑхне, илемне туйса илтӗмӗр. Чӑнах та вӑл пирӗн янӑравлӑ та, ҫепӗҫ те.  Юлашкинчен, айтӑр-ха, паянхи урока пӗтӗмлетсе синквейн тӑвар.

Чӑваш чӗлхи

ҫепӗҫ, янӑравлӑ

пӗтмест, пурӑнать, пуянланать

Ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхи нихӑҫан та пӗтмӗ,

ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, пуянлансах пырӗ.

тӑван чӗлхе

  1. Киле ĕç пани, урокра ĕçленине хаклани.

Тăван чĕлхе (мĕнле), тăван чĕлхе (мĕн тăвать), тăван чĕлхе (мĕн) хĕвеллĕ кластер туса килмелле.

                   

                     


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Михаил Федоровăн «Арçури» поэма пахалăхĕ, жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем.

Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен пĕрремĕш фестивальне тăратнă урок планĕ. Кама та пулин усă кÿрессе шанатăп....

Валентина Элпин "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" хайлав пĕтĕмлетĕвĕ - уçă урок

Валентина Элпи çырнă "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" калав икĕ урок хушши вĕренме планланă урок. Ачасемпе пĕрремĕш урокра писатель пултарулăхне тĕпчесе  тухнă хыççăн   калава вулани пулса ир...

Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ"

Лексикăна пĕтĕмлетес тĕллевлĕ çулçÿрев урокĕ....

Презентация к уроку: "Кĕркунне - илемлĕ вăхăт"

Презентац на осеннюю тему с музыкальным сопровождением....

Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.

Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ...