Михаил Федоровăн «Арçури» поэма пахалăхĕ, жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем.
план-конспект урока по литературе (8 класс) на тему
Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен пĕрремĕш фестивальне тăратнă урок планĕ. Кама та пулин усă кÿрессе шанатăп.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
fest_urokarcuri_shnv_na_30.12.2013.doc | 111.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Михаил Федоровăн «Арçури» поэма пахалăхĕ, жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем.
Сапăрлăх тĕллевĕ: чĕлхе илемне туйма халăх культурине хисеплеме хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: хайлава тишкерÿ тума, сăнарлă чĕлхене ăнланма хăнăхтарасси; А.С Пушкинăн «Бесы» хайлавĕпе М.Федоровăн «Арçурине» танлаштарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен логикăлла шухăшлавне аталантарасси, хăйсене тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, литература диктанчĕ, ушкăнпа ĕçлени, ыйту-хурав, коментариллĕ тата илемлĕ вулав, текстпа ĕçлени, словарь ĕçĕ, хĕвеллĕ кластер, пуçватмăш(Эсир ăна пĕлетĕр).
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: панă ыйтусене тĕрĕс хуравлама, пуплевпе шухăша тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси.
Литература теорийĕ: Поэма – калуллă е лирикăллă, анлă сюжетлă, сăвăласа çырнă пысăк хайлав; унта халăхăн е уйрăм çынсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, кăмăл-туйăмĕ сăнланать; Поэмăра автор хăй çинчен те каласа пама пултарать (П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» стр.36).
Баллада(уйланăш) – çуйлану(лирика) поэзийĕн калуллă жанрĕ. Литература уйланăшĕ – кунта çыравçă сюжета истори событийĕпе, харпăр хăй инкек-синкекĕпе, фантастика пулăмĕпе çыхăнуллăн йĕркеленĕ май, персонажсене лирикăпа эмоци тĕлĕшĕнчен хак парать; çак хайлавра ялан тенĕ пекех пейзажлă пуçламăш тата пейзажлă вĕçлев пулать; унăн никĕсĕнче - уçă тата вăрттăн диалогсем; литературăра истори; кил-йыш, фантастикăллă тата ытти йышши балладăсем пулаççĕ (П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» стр.57).
Словарь ĕçĕ
а) ăнлантаруллă: Тÿр кĕлли – йĕрĕх. (Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», Т14 стр. 226 )
Пихампар – çынсене ырă салатакан, вĕсене хÿтĕлекен, авалхи чăвашсен выльăх-чĕрлĕх турри(Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», Т15 стр. 226 )
Чуман лаша – кахал лаша.(Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», Т9 стр. 252 )
Хуньăм хĕрĕ – арăм(Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», Т16 стр. 166).
Усă курмалли хатĕрĕсем: компьютор, проэктор, экран, Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», С.И.Ожеговăн «Толковый словарь русского языка», П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем», А.С.Пушкинăн «Бесы» поэма тексчĕ, дидактика хатĕрĕсем (литература диктанчĕ).
Курăмлăх хатĕрĕсем: М.Ф.Федоровпа А.С.Пушкин сăн ÿкерчĕкĕсем, слайдсем («Арçури» поэма тăрăх хатĕрленĕ литература диктанчĕ, ăнлантаруллă словарь ĕçĕ, А.С.Пушкинăн «Бесы» тата М.Ф.Федоровăн «Арçури» поэмипе ĕçлени, Поэма эпиграфĕпе ĕçлени, Литература теорийĕ, «Арçури» поэма сюжечĕ, Киле ĕç).
Урок тĕсĕ: хайлава тишкермелли хутăш урок
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени
I Килти ĕçе тĕрĕслени
- Михаил Федоровăн «Арçури» поэми тăрăх хатĕрленĕ литература диктанчĕ çырни.
Хĕветĕр мĕншĕн вăрмана пĕччен каять? | Мĕнрен епле майпа пулнă арçури? | Арçури мĕн-мĕн тăвать? | Хĕветĕр ăçта-ăçта пулать? |
-… каймарĕ, арăмĕ сывă мар пирки … пуç çапма … каять - … килте çук - … салтак ачи леçме кайнă | … ятлă çынна … лашипе таптаса кайнă та арçури пулнă | Шăхăрать Юмахлать Шатăртаттарать Юптарать Çулран çĕтерет Уткалать Тулашать … … … … Чуптарать Кăшкарать | … варĕ– … вăрманĕ – Тарăн вар – … шывĕ – арман – Итлемес – …уй – Хурăншур |
2) Словарь ĕçĕ
Тÿр кĕлли – йĕрĕх.
Пихампар – çынсене ырă салатакан,вĕсене хÿтĕлекен, авалхи чăвашсен выльăх-чĕрлĕх тури.
Чуман лаша – кахал лаша.
Хуньăм хĕрĕ – арăм.
3) «Эсир ăна пĕлетĕр» пуçватмăшпа ĕçлени.
II Çĕнĕ темăна ăнлантарни.
- Хайлава çырнин историйĕпе паллаштарасси.
Чăваш çыравçисем вырăс поэчĕсен хайлавĕсене юратса вуланă, вĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă, вĕсем евĕрлĕрех хайлавсем çырма тăрăшнă. М.Ф.Федоров та çав çулпах пынă. Ăна уйрăмах А.С.Пушкин хайлавĕсем килĕшнĕ. Çак туртăма пула вăл «Бесы» поэмăна чăвашла куçарма пуçăнать. Ĕç йывăррăн пырать. Вара М.Ф.Федоров чăвашсем хушшинче те арçури çинчен тĕрлĕ халапсем çÿренине асра тытса хресченĕн йывăр пурнăçĕ çинчен çĕнĕ хайлав çырать.
Поэмăна хăш çул çырни пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. М.Я.Сироткин ăна 1879 çулта хайланă тесе палăртать. Д.Ф.Филимонов çырнисенче 1884 çула асăнни тĕл пулать. Г.И.Комиссаров шучĕпе вара 1891 çулта çырнă. 1908 çулта Чĕмпĕрте «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» кĕнекере пĕрремĕш хут поэма кун çути курнă.
- Ушкăнсемпе ĕçлени (А.С.Пушкин «Бесы» тата М.Ф.Федоровăн «Арçури» поэма)
-Атьăр-ха А.С.Пушкинăн «Бесы» тата М.Ф.Федоровăн «Арçури» поэмисене танлаштарса пăхар. Мĕнлерех сăнарлаççĕ арçури сăнарне?
-Пур-ши унта пĕрпеклĕхсем?
а) 1 ушкăн. С.И.Ожеговăн «Толковый словарь русского языка» тата Н.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе» ĕçлени.
А.С.Пушкин «Бесы» | М.Ф.Федоров «Арçури» поэми |
Бес – 1. В религии и народных поверьях: злой дух. 2 перен. О живом ловком, задорном человеке. (С.И.Ожегов «Толковый словарь русского языка» стр 44). | Ар çури – çынран пулнă усал. …Вăрманта вилнĕ çынсен чунĕ кăшкăрса çÿренĕ. Çавсене вара арçурисем тенĕ. (Н.И.Ашмарин «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» Т2 стр72 ). |
2 ушкăн А.С. Пушкин хайлавĕнчи арçурине(бес) М. Федоровăн арçурипе танлаштарни.
А.С.Пушкин «Бесы» | М.Ф.Федоров «Арçури» поэми |
Пень Волк | Ват сын пек шур сухаллă Качака пек мăйракаллă Урна йыт пек тулашать Таркăн салтак Вилнĕ карчăк Çурхи сурăх Анчăк çури |
3 ушкăн. Текстри пĕр пеклĕхсене шырани (А.С.Пушкин «Бесы» поэма, М.Ф.Федоров «Арçури» поэма.
А.С.Пушкин «Бесы» | М.Ф.Федоров «Арçури» поэми |
Мчатся тучи, вьются тучи | Хура пĕлĕтсем чупаççĕ, |
Хоть убей следа не видно; | Йĕп чиксе те куç курмасть |
В поле бес нас водит, видно, Да кружит по сторонам. | Йăнăш çулпа чуптарать. Чике тăршшĕ ларттарать |
Дует, плюет на меня; | Вĕрет, сурать, пусмăрлать |
Мчаться бесы рой за роем В беспредельной вышине, Визгом жалобным и воем Надрывая сердце мне. | Те арçури, те шуйттан, Те ыр-усал, те вăр-хурах, Те çул маяк, тем амак? Чун шикленет, ăш вăркать, Пуç тӳпинчен сĕрĕм тухать. |
- «Тухман çын тухсан тăман тухать тет» поэма эпиграфĕпе ĕçлени.
а) - Мĕншĕн-ши хайлав эпиграфне çак йĕркесене илнĕ?
- Хĕветĕр куçне мĕншĕн арçури курăнать?
- Хайлаври тĕп сăнар арçури е Хĕветĕр?
Çут çанталăк пулăмĕсем çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнман. Тăман тухасси, çил алхасасси, çумăр çăвасси хăйсен йĕркипе пулса пыраççĕ. Поэма эпиграфĕ кунта вулакана чăн пурнăçран тĕшмĕшлĕх тĕнчине куçарма кирлĕ.
ă) Хĕветĕр сăнарĕпе хĕвеллĕ кластер йĕркелени.
б) Синквенй çырни.
- Хĕветĕр
- ĕçчен, тĕшмĕшлĕ
- хăрать, таврăнать, талпăнать.
- Ĕçчен, тĕшмĕшлĕ Хĕветĕр пурăнма малалла талпăнать.
- аптраман чăваш.
- Хайлав жанрĕпе ĕçлени.
- Вĕрентекен сăмахĕ.
Михаил Федорович Федоров «Арçури» жанрне палăртман. Тĕпчевçĕсем XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ку хайлава баллада теме пуçланă.
- Хайлав жанрĕ поэма е баллада?
- Литература теорийĕ
а)1 ушкăн С.И.Ожеговăн «Толковый словарь русского языка» словарĕпе баллада термина ăнлантарать.
ă)2 ушкăн С.И.Ожеговăн «Толковый словарь русского языка» словарĕпе Поэма термина ăнлантарать.
б) 3 ушкăн П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» словарьпе уйланăш, термина ăнлантарать.
в) Учитель хушса калани.
Поэма – Поэма – калуллă е лирикăллă, анлă сюжетлă, сăвăласа çырнă пысăк хайлав; унта халăхăн е уйрăм çынсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, кăмăл-туйăмĕ сăнланать; Поэмăра автор хăй çинчен те каласа пама пултарать. Лирикăллă тата лиро-эпикăллă поэмăсен тĕсĕсем пулаççĕ. Поэмăра пулни-иртни эпикăлла каласа панин никĕсĕ пулса тăрать, вăл халăх шухăш-ĕмĕтне кăтартать.
С.И.Ожегов «Толковый словарь русского языка» | П.Н.Метин «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» |
Баллада - лирическое или лиро-эпическое стихотворение особой формы на историческую, обычно легендарную, тему. (стр. 35) | Баллада(уйланăш) – çуйлану(лирика) поэзийĕн калуллă жанрĕ. Литература уйланăшĕ – кунта çыравçă сюжета истори событийĕпе, харпăр хăй инкек-синкекĕпе, фантастика пулăмĕпе çыхăнуллăн йĕркеленĕ май, персонажсене лирикăпа эмоци тĕлĕшĕнчен хак парать; çак хайлавра ялан тенĕ пекех пейзажлă пуçламăш тата пейзажлă вĕçлев пулать; унăн никĕсĕнче - уçă тата вăрттăн диалогсем; литературăра истории; кил-йыш, фантастикăллă тата ытти йышши балладăсем пулаççĕ (П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» стр.57). |
Поэма - Большое стихотворное произведение на историческую, героическую или возвышенную лирическую тему (стр. 576) | Поэма – калуллă е лирикăллă, анлă сюжетлă, сăвăласа çырнă пысăк хайлав; унта халăхăн е уйрăм çынсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, кăмăл-туйăмĕ сăнланать; Поэмăра автор хăй çинчен те каласа пама пултарать(П.Н.Метинăн «Литературăпа халăх сăмахлахĕсен ăнлавĕсем» стр.36). |
III Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнăхăвĕсене çирĕплетни
- «Арçури» поэма сюжечĕпе ĕçлени.
- Мĕн-ши вăл хайлав сюжечĕ?
- Мĕнле пайсенчен тăрать?
- «Арçури» поэмăра вăл мĕнлерех йĕркеленнĕ?
а) Ачасем хăйсем тунă сюжетлă ÿкрчĕксене ăнлантарса пани.
ă) «Арçури» поэмăн çул çÿрев талккăшĕ çинче хайлав тытăмне ÿкерни.
Умсăмах – Хĕветĕр вăрмана мĕншĕн пĕччен кайнине калани.
Ĕç пуçламăшĕ – каç пулсан Хĕветĕр пĕчченех вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайни.
Ĕç аталанăвĕ – çанталăк пăсăлни.
Ĕçĕн чи хĕрÿ саманчĕ – тĕттĕм вăрманта Хĕветĕре арçури курăнни.
Ĕç вĕçленни – Хĕветĕр вăрмантан тухса Чиперуя çитсен лăпланни.
Хыççăн калани - арçури мĕнрен пулни çинчен тата пурнăç пирки те шухăшлани.
- Илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени.
- Ушкăнсемпе ĕçлени
1 ушкăн Поэмăра ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, сăнавсем, туптармăшсем тупать.
2 ушкăн Поэмăра ассонанс, аллитерации, тата малти састаш тĕслĕхĕсем шырать
3 ушкăн Поэмăра эпитет, метафора, танлаштару, сăпатлантару шырать.
III. Урокра вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.
- Сире урок килĕшрĕ-и?
- Урокра мĕн çĕннине пĕлтĕр? Хăвăр кăмăлăра палăртса сĕтел çинче выртакан чăваш тĕррисене хаçат çине çыпăçтарăр. Хĕрлĕ – килĕшрĕ, кăвак – аван, симĕс – ытлашшиех мар, сарă – çук.
Киле ĕç: 1) «Лапка-лапка юр çăвать..» сыпăка е хăвра килĕшнĕ ытти вырăнсене пăхмасăр калама вĕренме.
- «Манăн пурнăçри шиклĕ самант» ятлă сăвă е калав çырма.
- Габдула Тукайăн «Шурале» хайлавне тупса вулама.
- Арçури хайлав тăрăх тест хатĕрлеме.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Михаил Врубель и Михаил Лермонтов. Образ Демона
Angels & Demons, Demons — New World Order Chant на Яндекс.МузыкеМ.Врубель Демон сидящий 1890В 1891-м году, к 50-летию со дня смерти Лермонтова, было издано юбилейное собрание сочинений поэта, к оф...
Валентина Элпин "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" хайлав пĕтĕмлетĕвĕ - уçă урок
Валентина Элпи çырнă "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" калав икĕ урок хушши вĕренме планланă урок. Ачасемпе пĕрремĕш урокра писатель пултарулăхне тĕпчесе тухнă хыççăн калава вулани пулса ир...
Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ"
Лексикăна пĕтĕмлетес тĕллевлĕ çулçÿрев урокĕ....
Презентация к уроку: "Кĕркунне - илемлĕ вăхăт"
Презентац на осеннюю тему с музыкальным сопровождением....
Михаил Юрьевич Лермонтов поэма Мцыри.(урок-семинар)
Михаил Юрьевич Лермонтов поэма Мцыри.(урок-семинар)...
Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.
Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ...
Чӑваш чӗлхи, илемлӗ те, пуян та эсӗ.
Ҫул ҫинчен тупмалли юмах ахаль памарӑм эпӗ. Паян эпир Лексика ҫӗр-шывне ҫул тытӑпӑр.Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе, аташ сӑмахсемпе(словами-тёзками) тӗл пулӑпӑр. Сӑмахӗсем мӗн ятлине ...