Вăрçăпа тыл ĕç паттăрĕсене чыс та мухтав!
методическая разработка (5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 класс)
Сценарий внеклассного мероприятия
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
varcapa_tyl_ec_pattaresene_chys_ta_muhtav_-_stsenari.docx | 32.59 КБ |
Предварительный просмотр:
Вăрçăпа тыл ĕç паттăрĕсене чыс та мухтав!
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер (ноутбук), проектор, музыка центрĕ, вăрçă çинчен хывнă юрăсем, фон вырăнне усă курмалли юрă-кĕвĕ, 1940-мĕш çулсенчи тум-тир, салтаксен форми, кутамкка, виç кĕтеслĕ çырусем, краççын лампи, репродуктор тата ытти те.
Зала вăрçă паттăрĕсене тата Хусанпа Сăр юхан шывĕ хĕрринче хÿтĕлев рубежĕ тунă çĕре хастар хутшăннă ентешсене халалланă стена хаçачĕсемпе илемлетмелле.
Чаршав хупӑ. Çутӑ сÿннĕ. Шӑплӑх. В. Свиридовăн «Вăхăт малалла» хайлавĕн фонограмми янăраса каять. Сцена çине çутă яраççĕ. Çав вăхăтра ачасен ташă ушкăнĕ сцена çине тухать, ушкăнри пĕр хĕр ачапа арçын ача аллинче пысăк глобус. Ташă композицийĕ. Сценăн хыçалти пайĕнче пĕчĕк хунарсенчен çутă каять, вĕсем вылянтарса çăлтăрсем евĕр çутатаççĕ. Ташă вĕçленнĕ май глобуса ик енчен тытнă хĕр ачапа арçын ача сценăн мал енне куçса В. Давыдов-Анатрин «Çĕр-планета чĕнет» сăввин çаврисене вулаççĕ.
Арçын ача: Çĕр-планета чĕнет пурнăçа юратма,
Тĕнчепе, пур йышпа çирĕп миршĕн тăма,
Çĕр-планета чĕнет!
Хĕр ача: Çĕр-планета чĕнет пĕр-пĕрне ал пама,
Халăхсем хушшинчи туслăха упрама
Çĕр-планета чĕнет!
Сцена çине ертсе пыракансем тухаççĕ. Вĕсен хыçĕнче сăвă вулакансем савăл евĕр тăраççĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем!
2-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, ентешĕмĕрсем!
1-мĕш ертсе пыракан: Çапла, кашни çын çĕр çине çут тĕнчепе киленсе пурнăçа юратма çуралать, çутă малашлăха ăнтăлать, çĕр аннемĕре хисеплесе мирлĕ ĕçпе çĕнĕ кунăн илемне савать. Пирĕн мăн кукаçи-кукамайсем те, мăн асаттесемпе-асаннесем те çутă ĕмĕтсемпе пурăннă.
2-мĕш ертсе пыракан: Анчах вăрçă… 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи вăрă-хурахла тапăннă, тискер, ылханлă вăрçа пула мĕн чухлĕ çыннăн ырă та çутă ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пурнăçланайман, мĕн чухлĕ пурнăç вăхăтсăр татăлнă!
Сăвă вулакансем: (ачасем черетпе çырнă сăввăн йĕркисене калаççĕ):
Çĕртме. Хĕрĕх пĕрремĕш çул…
Тин çутăлма пуçланă тул.
Кас-кассăн шăпчăк сас парать,
Шевле сапса хĕвел тухать –
Ирĕ илемлĕ туйăнать.
Анчах çак çутă ирхине
Хура тĕспе асра юлать:
Пирĕн Тăван çĕр-шыв çине
Фашист эшкерĕ тапăнать -
Ылханлă вăрçă пуçланать.
Кашни ялтан та хуларан,
Çĕр-шыв аннемĕр ыйтнăран,
Вăрçа каяççĕ çамрăксем,
Çулланнă вăй питти арсем,
Хăйсен ирĕкĕпех – хĕрсем…
Сăввăн юлашки йĕркисене вуланă май сцена çине юр-вар хунă сĕтел тухса лартаççĕ, хĕрарăмпа арçын, пĕчĕк ача курăнаççĕ. (Арамĕ упăшкине вăрçа ăсатма кутамкка хатĕрлет. Пĕр çавра çăкăр чикет тата ытти те. Тулта салтак юрри илтĕнет. Упашки пĕчĕк ачине йăтса илсе чуп тăвать. Алăк патне çитсен кутамккине салтса çур çăкăрне касса парса хăварать.
Упăшка:
Сывӑ пул, тӑван кил, сывӑ пул,
Яш çӑкаллӑ урам, ӗмӗрех ешӗл юл.
Ача чупса пырса ашшĕне уринчен çавăрса ыталаса тытать, арăмĕ йĕрсе ачине çĕклет, ашшĕ ачине пуçран ачашласа илет.
Упăшка (ачине):
Пул хăюллă, тÿрĕ чунлă, аннÿне итле.
Упăшка (арăмне):
Кĕт мана, эп таврăнатăп
Питĕ хыт кĕтсем.
Кĕт мана, эп таврăнатăп
Вилĕме çĕнсе.
Тухса каять. «Сăваплă вăрçă» («Священная война») юрă фонограмми янăраса каять.
1-мĕш ертсе пыракан: Республика аталанма кӑна пуҫланӑ,
Киревсӗр вӑрҫӑ хупăрларӗ тӗнчене.
Пур халăх харăс чӑмӑртаннӑ
Пӳлсе лартас тесе тӑшман ҫулне.
2-мĕш ертсе пыракан: Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи малтанхи кунран пуҫласах пӗтӗм халӑх вӑрҫи пулса тӑнӑ. «Тӑван ҫӗр-шыв хӑрушлӑхра!», Пӗтӗмпех фронт валли, пӗтӗмпех ҫӗнтерӳ валли!», «Пӗтӗм вӑя тӑшмана аркатма!» – çак лозунгсем ҫынсене ура ҫине тӑратнӑ, ялав вырӑнне пулнӑ.
«Тÿпери пĕлĕт» («Облако по небу») юрă янăрать, экран çинче Сăр рубежне сăнлакан кадрсем (ÿкерчĕксемпе схемăсем) тухаççĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче тăшман Мускав патне çывхарнă. Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕр-шывăмăрăн тĕп хулине пăхăнтарма, Атăл тăрăх Астраханьрен Хусана çити, унтан Çурçĕрелле, Котлас тата Архангельска, çитме палăртнă. Çак лини Чăваш Республики урлă выртмалла пулнă. Совет çыннине ыран мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Мускав хÿтĕленме хатĕрленнĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕнче Г. Жуков И. Сталина хăрушлăх пирки, нимĕçсемшĕн Мускав патне мĕнпур çул тенĕ пекех уçă пулни çинчен пĕлтернĕ. Патшалăх Хÿтĕлев комитечĕ çийĕнчех Ока, Дон, Атăл юхан шывĕсен çывăхĕнчи хÿтĕлев тата стратеги рубежĕсен планне йышăннă.
2-мĕш ертсе пыракан: Çапла майпа ытларах Горькие /хальхи Чулхула/, Куйбышева /хальхи Самара/, Чĕмпĕре, Саратова, Сталинграда /хальхи Волгоград/ тата ытти хулана хÿтĕлеме тĕллев лартнă. Пĕтĕмпе 10 пин çухрăм хÿтĕлев рубежĕ, 70 пин дзот, 27 пин çĕрпÿрт тумалла пулнă.
1-мĕш ертсе пыракан: 1941 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Хÿтĕлев комиссийĕн патшалăх комитечĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев рубежĕсем тăвас тесе йышăннă. Тĕп тĕллев – Хусанта вырнаçнă Тăван çĕр-шывшăн чи пĕлтерĕшлĕ промышленность объекчĕсене хÿтĕлесе тăшман çулне пÿлесси.
2-мĕш ертсе пыракан: Çак трассăна Мари, Чăваш тата Тутар республикисем урлă тума палăртнă. Сăр рубежĕн çул-йĕрне Етĕрне районĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Паньтăк ялĕ çумĕпе иртсе Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсем, Улатăр районĕнчи Сурский Майдан сали çумĕпе Чăваш ен чикки таранах хывма палăртнă.
1-мĕш ертсе пыракан: Хусан рубежне Вăрмар районĕнчи Ĕсмел (Октябрьски), Энĕшпуç (Шоркистры) тата Арапуç (Арабоси) салисем витĕр Тăвай районĕнчи Тăвай тата Мучар (Можарки) салисем çумĕпе Тутар Республикин чикки таран хывмалла пулнă. Пĕтĕмĕшле Чăваш çĕр-шывĕ урлă выртакан хÿтĕлев рубежне 380 километр тăршшĕ тума йышăннă. Малтанах пур ĕçе те 1941 çулхи раштавăн 10-мĕш тĕлне вĕçлеме палăртнă.
2-мĕш ертсе пыракан: Йышăнупа килĕшÿллĕн хÿтĕлев рубежĕсене тума 17 çултан аслăраххисене, сыввисене илсе кайнă, анчах çав йыша çул çитмен çамрăксем те лекнĕ. Акă, тĕслĕхрен, 16 çулта пулас чăваш драматургĕ Н. Н. Терентьев та Канаш районĕнчи Кăшнаруй çыннисемпе пĕрле Тăвай районĕн Çăлпуç ялĕ çывăхĕнче уйăх ĕçлени паллă. Хÿтĕлев рубежĕсене тăвас ĕçе пĕтĕмĕшле 200 пине яхăн çын хутшăннă.
Сăвă вулакансем:
Тăшман ытла хаяр та сĕмсĕр,
Эшкерĕ Мускава ав талпăнать.
Вилĕм çави тата ним шелсĕр
Паттăрсене çулать-çулать…
Тылри чăваш ним тăхтамасăр
Алла часрах к(ĕ)реçе тытать.
Кунне-çĕрне те уямасăр
Сăр рубежне куллен хывать.
Кĕр-хĕл сивви ним хĕрхенмесĕр
Нимĕçсене те ăшалать.
Чăваш çынни ăна пăхмасăр
Шăннă çĕре катать, чавать.
Сцена çине çутă яраççĕ. Унта фуфайка, алса, кăçатă тăхăннă, аллисене кĕреçе, пăчкă, наçилкка тытнă çынсем тухаççĕ, çурма çавра туса кăвайт тавра ларса вырнаçаççĕ. Аллисене ăшăтнă май калаçу пуçарса яраççĕ. Экран çине Сăр рубежне çутатакан çĕнĕ слайдсем тухаççĕ.
Сценăн малти пайне хĕр тухать, шăнса кÿтнĕ аллине ăшăтса кăранташа сурчăкĕпе йĕпете-йĕпете, çыру çырать.
Хĕр: Аннеçĕм, эпир кунта иртен пуçласа каçчен кану кунĕсемсĕр ĕçлетпĕр. Йывăр, анчах аттепе пиччесене вăрçăра тата йывăртарах пулни çинчен шухăшлатăп та шăла çыртса ĕçлетĕп. Çанталăкĕ тата кăçал ытла сивĕ-çке. Анне, тархасшăн аялти тум-тир, çăкăр, çĕр улми парса ярсам. Эпĕ питĕ вăйран каятăп, кунта кашни кун тенĕ пекех çынсем вилеççĕ. Тен, эпĕ те киле тавранаймаймăп.
Сасă вăйсăрланса пырать. Пĕр хĕрарăм ун патне пырать, чей курки тăсать.
Хĕрарăм: Хĕрĕм, çав тери ан хуçăл-ха. Акă вĕри чей ĕç, ăшăнăн. Ăçтан пулатăн эсĕ?
Хĕр: Канашсем эпĕ. Пире ялтан 15 çынна эрне каялла Сăр тăрăхне окоп чавма ячĕç: ултă хĕр, 16 çулхи арçын ача тата 2 хĕрарăмпа 2 ватă арçын. Пурне те пĕр хваттере ячĕç. Кил хуçи кашни кунах пире вĕри яшка пĕçерсе çитерет. Яшкинче шыв, çĕр улмипе сухан çеç пулин те ĕç хыççăн çав тери тутлă пек туйăнать.
Хĕрарăм: Çапла. Эпĕ вара Йĕпреç тăрăхĕнчен, эпир кунта пĕр ялтан вун иккĕн. Йĕре-йĕре килтĕмĕр. Килте пĕчĕк ывăлпа ват анне юлчĕç. Мĕн кĕтет пире? Хăрататчĕ. Уйăха яхăн ĕнтĕ вăрман касатпăр, окопсем чаватпăр, блиндажсем тăватпăр.
Хĕр: Мĕнле чăтатăр? Ман алăсем йăлт хăмпăланса ларнă? Шăннă çĕре кăвайт чĕртсе ăшăтмасăр та чавма çук.
Хĕрарăм: Ах, хĕрĕм, тăшман ытла хаяр-çке. Çак Сăр тăрăхĕнчи рубеж питĕ пĕлтерĕшлĕ иккен. Чăтмалла, чăтмалла…
Тĕттĕмленет. Кăвайт тавра ларакансем кĕрсе каяççĕ, вĕсене хирĕç ĕç тумĕ тăхăннă виçĕ хĕрарăм тухать, сăн-пичĕсем салхуллă, шухăшлă. Вĕсем аса илÿсен ярăмĕпе паллаштараççĕ. Экран çинче Сăр рубежне тунине кăтартакан слайдсем, çак ĕçе хутшăннă паттăр ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсем тухаççĕ.
1-мĕш хĕрарăм: Пите тăм тиветчĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметрне лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. 1,5 тарăнăш чавмаллаччĕ. Урара – çăпата. Çĕр пÿрте таврăнсан ăна пÿлĕм варринчи çаврака кăмака тавра хурса типĕтеттĕмĕр. Ăшă тумланайман ун чухне, çири кĕпе-йĕм кивĕччĕ.
2-мĕш хĕрарăм: Вăл хĕл юр нумай çуманччĕ, сивĕ самаях шăтăртатрĕ. Ĕç вырăнне лашапа илсе каятчĕç. Пĕррехинче ларса пынă чухне сисмен те – пите тăм тивнĕ. Шап-шурă вырăна юрпа сăтăркаласа ăшăтрăм. Çăпатапа ура та шăнатчĕ. 40 градус сивĕре сăхман та витĕр яратчĕ. Хăшĕ-пĕри ăшăнас тесе кăвар çинче тăпăртататчĕ.
3-мĕш хĕрарăм: Танксем ан хăпарччăр тесе сăрта чăнкăлатса 3 метр çÿллĕш чаваттăмăр. Канмалли кун пулман пирĕн. Çил-тăман алхасать-и, пите сивĕ чĕпĕтет-и – кĕреçе йăтса ĕçлеме кайнă. Шăннă çĕре лумпа та, кувалдăпа та катнă. Аялтан тухакан ăшă тăпра урана кăштах ăшăтатчĕ. Ĕçленĕ çĕрте лашасем вилни пирки те илтнĕччĕ. Ахаль пĕр кун та ларман.
1-мĕш ертсе пыракан: «Вĕсем окоп чавнă», – тесе калама çăмăл. Анчах ку ĕç мĕн тери йывăр пулнине çавна чăтса ирттернисем çеç лайăх пĕлеççĕ. Пĕве кĕнĕ хĕрсен, çул çитмен яшсен алла кĕреçе, лум тытса окоп чавма тивнĕ. Çĕр хытă шăннă, лумпа аран катăлнă. Черчен хĕрсем теме пулман вĕсене – арçын пекех вăйлă ĕçленĕ.
Сӑр хӗрринче ырми-канми ӗҫленӗ –
Мӗн чухлĕ чавнă пулӗ окопсем.
Ǎшă тум-тир фронта валли тиенӗ,
Кунта кил тупнă аякри çынсем.
2-мĕш ертсе пыракан:
Лăш курмасăр кунĕпе те çĕрĕпе,
Хусанпа Сăр юхан шывĕ çумĕпе,
Шартлама сивве пăхмасăр кар тăрса,
Хÿтĕлев рубежĕ тунă шăл çыртса!
1-мĕш ертсе пыракан: Чăваш Республикинче хÿтĕлев рубежне тăвакан ултă çарпа уй-хир строительствин ушкăнне йĕркеленĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшса вăй хунă, ĕçре чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Сăр тăрăхĕнчи ĕçсене 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче, Хусан енчи линие кăрлачăн 25-мĕшĕнче вĕçленĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Шел те, çак йывăр ĕçе кÿлĕннĕ çынсем пирĕн республикăра нумаййăн юлман. Ватăлаççĕ ветерансем, вăрçă ачисем, тылри ĕç паттăрĕсем. Апла пулин те ун чухне окоп чавнă хĕрсем, халĕ 90-ран иртнĕ ватăсем, çав вăхăта манаймаççĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Мăнçырма ялĕнчен Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвас ĕçе хутшӑннисенчен пĕртен-пĕр çын кăна сывă юлнă. Вăл Данилова Ирина Константиновна. Ирина Константиновна 1924 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкренех çирĕп сывлăхлă пулни ăна вăрăм кун-çул парнеленĕ. Ачалăх çулĕсем, паллах, çăмăл килмен. Нумаях пулмасть вăл 97 çул тултарчĕ.
Çанталăк та хирĕç тăнă тейĕн: 1941–1942 çулсенчи хĕл ытти чухнехинчен сивĕ килнĕ, урамра 40 градуса та çитнĕ. Пурпĕрех ĕçленĕ вĕсем, нăйкăшакан пулман. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çĕнтерÿ çăл куçĕ пулнине лайăх ăнланнă.
2-мĕш ертсе пыракан: Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Указĕпе 2021 ҫула Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхне халалланă ҫулталăк тесе пĕлтернĕ. «Хӳтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерӳшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла»,- ҫак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Пирĕн те ҫынлăха ҫухатмалла мар.
Сăвă вулакансем сцена çине тухаççĕ:
Сухине те турăн, акрăн, выртăн—
Пĕтĕмпех ăсатрăн фронт валли.
Кĕркунне алсиш-чăлха та çыхрăн,
Шăнасран салтак ури-алли.
Йывăр пулчĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕн,
Пурпĕр çÿремерĕн çемçелсе.
Çĕнтерÿшĕн ним те хĕрхенмерĕн,
Çĕнтерсен йăлтах пулать тесе.
1-мĕш ертсе пыракан: Мускавшăн пынă çапăçу 1941 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи ака уйăхĕччен тăсăлнă, нимĕç фашисчĕсен çарĕ пĕрремĕш пысăк çухату тÿснĕ, çакă гитлеровецсен çак çулах СССРа аркатас ĕмĕтне аркатнă. 1942 çулта пирĕн çарсем Сталинград çывăхĕнче нимĕçсен çарне чарнă. Тăшман совет халăхĕн парăнманлăхне туйса илнĕ. Анчах вăрçă тата виçĕ çул алхаснă.
2-мĕш ертсе пыракан: Вăрçă вăхăтĕнче кашни килех тенĕ пек салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем кăна мар, хурлăхлă çырусем те килсех тăнă. Чăваш Республикинчен вăрçа 208229 ентеш тухса кайнă, 106470 çын таврăнайман.
Сцена çине хĕрсемпе хĕрарăмсем, почтальон тухаççĕ. Почтальон çырусем валеçет. Сайра кама савăнăçлă çыру парать, ытларах хурлăхлă хыпар пĕлтерекен çырусем лекеççĕ. Тăванĕсене çухатнăскерсем йĕреççĕ. «Вдовы России» юрă янăранă май çак хĕрарăмсем сăвă калаççĕ.
1-мĕш хĕрарăм:
Çук, нихăçан, ĕмĕрне те
Ĕненмĕп эп, ывăлăм,
Эсĕ çичĕ ютра
Ик куçна хупнине.
Çырăвне комиссар
Йăнăшпа кăна çырнă вăл,
Эп пĕлеп вăрçăра
Ун пекки пулнине.
2-мĕш хĕрарăм:
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ…
Çухалмашкăн савнă-им çĕре?
Çухалмашкăн тапнă-им чĕре?
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ…
3-мĕш хĕрарăм:
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ…
Çуралман хыпарсăр çухалма,
Юн тăкман хыпарсăр çĕр пулма
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ…
Çав вăхăтра сцена çине хура, хĕрлĕ хăю тытнă ташă ушкăнĕ тухать, «Вут-çулăм ташши» ташлать. Экран çинче – вăрçăри кадрсем.
Сцена хыçĕнче 1-мĕш ертсе пыракан (сăввин йĕркисене калаççĕ):
Хăрушă пулнă çав кунсем:
Кĕрслетнĕ мина-снарядсем.
Çĕр ваннă хурçă танксемпе,
Тÿпе тулнă йÿç тĕтĕмпе,
Çынсем вилнĕ мĕльюнĕпе.
Сцена хыçĕнче 2-мĕш ертсе пыракан:
Çапла тăватă çул хушши
(Епле чăтса ирттернĕ-ши?!)
Тăшман лăсканă çĕр-шыва.
Пирĕн – çĕнтернĕ çав-çавах!
Паттăрсене – чыс та мухтав!
Çутă сÿнет. Ташлакансем сцена çинчех выртаççĕ. Джеймс Ластăн «Пĕччен кĕтÿçĕ» кĕвви янăраса каять. Пирĕштисем тухса «Вут-çулăм ташши» ташлакансем тавра хурлăхлăн явăнаççĕ те ларса йĕреççĕ. Хура тумлă ВИЛĔМ тухать, çутă пайăрки ун çине ÿкет. Вăл ерипен сцена çинче выртакансем хушшипе çÿрет. А. Розенбаумăн «Пурнăç çулĕ» фонограммине ямалла.
Вилĕм: Хăрушă, хăрушă…Эп вĕсене вилĕм сунман, хам çавана та туптаман. Вăхăтсăр вилнĕ паттăрсем, çут пурнăçа сыхлакансем.
Мĕн чухлĕ çухату эп куртăм?
Сире ыйтсах калатăп – Вилĕм,
Асра чĕрĕ юлччăр вĕсем,
Çĕр-шывшăн пуçа хунисем.
Эп – Вилĕм, чунсене илсе кайăп,
Хăварăп Астăвăм та вил тăприсем.
Хурлăха тăрнасенче хăварăп,
Вĕсенче пулĕç паттăрсен чунĕсем!
Ҫутă ерипен сӳнет. Вăл тепре çутăлнă çĕре пурте сцена умне тухса тăнă. «Тăрнасем» (Р.Гамзатов, Я.Френкель) юррăн кĕвви ерипен илтĕнет.
1-мĕш ертсе пыракан: Хуркайӑксем, картан-картан
Хуллен-хуллен эсир иртетӗр.
Ĕшеннӗ-мӗн ҫунатӑрсем.
Чуна татса ҫӳлте йӗретӗр
Эсир, мӑнтарӑн тӑрнасем!
Аркадий Лукин
Çав вăхăтра сÿнми кăвайт çутăлса каять. Арçын ачапа хĕр ача кăвайтăн икĕ енне тăрса сăвă вулаççĕ.
1 ача: Пуҫа тайса ҫапла калатпӑр:
– Вилсе – вилӗме парӑнтарнӑ
Пире ыр пуласлӑх сунса.
2 ача: Кашнин ячӗ халь пархатарлӑн
Ҫиҫет, ҫутӑ ҫӑлтӑр пулса.
1-мĕш ертсе пыракан: Пайтах ӗмӗр иртӗ, анчах 1418 куна пынӑ вӑрçӑра халӑх тӗлӗнмелле патгӑрлӑх кӑтартнине, Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫленине тӗнче историйӗ манса кайма пултараймӗ. Чăвашран 54 пин салтак орден-медаль илме, вĕсенчен 65 Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Тылра вăй хурса фронта пулăшнăшăн 120 пин çынна «Хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Тăшман Сăр тата Хусан тăрăхĕнчи рубежсем патне çитеймен, анчах вĕсене мĕн вăрçă пĕтичченех сыхласа, çирĕплетсе тăнă.
1 ача: Тăратпăр сÿнми кăвайт умĕнче,
Паян кунта пуçтарăннă тĕнче.
Саламлама мухтавлă çынсене,
Раççейшĕн çапăçнă салтаксене.
2 ача: Çак паттăрсем çĕнтернĕ тăшмана
Питех тискер çав пулнă самана.
Темле пулсан та чăтнă салтаксем
Чунне парса ĕçленĕ тылрисем.
1 ача: Сăр рубежне çĕкленĕ чăвашсем,
Хусан енне те чавнă окопсем,
Ик уйăх Хÿтĕлев хăпартнă,
Ĕçре чăн паттăрлăх кăтартнă!
2-мĕш ертсе пыракан: Манăçмаççĕ вăрçă кунĕсем, çухалмаҫҫĕ паттăрсен ячĕсем. Пирĕн халăх вĕсене ялан асра тытать. Чыс та мухтав вĕсене!
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ…
Паттăрсене асăнатпăр паян
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ –
Вăрçă шавне вăл хуплатăр ялан!
Халĕ вăрçăра пуç хунă ентешĕмĕрсене, тыл паттарĕсене асăнса пĕр минут шăп тăрăпăр.
(«На безымянной высоте» юрă янăрать.)
1-мĕш ертсе пыракан:
Юнлă вăрçă каймасть асăмран ĕмĕрне.
Вăл хăварчĕ суран кашни çын чĕринче.
Эп таятăп пуçа вилнисен умĕнче:
Пултăр Мир ĕмĕрех Çĕр планета çинче!
В.Давыдов-Анатри
2-мĕш ертсе пыракан
Шавлă аслати кисретнĕ чух çĕре
Эп вуларăм çиçĕм çырăвне.
Асăрхаттарать-мĕн çав çыру пире:
Упрама хушать çĕр илемне.
Сÿнес çук тĕнче, хĕвел, сенкер тÿпе!
Пĕлĕте пăхса итле, ватти-вĕтти:
«Вăрçă кирлĕ мар!» - тесе, çут çиçĕмпе
Вăйлăн ал пусать, ав, аслати.
Алексей Афанасьев
1-мĕш ертсе пыракан: Тăватă çул хушшинче 27 миллион ытла совет çыннин кун-çулне татрĕ нимĕç фашисчĕ. Мĕн тери пысăк çухату!. Мĕн чухлĕ çынна сусăрлатса-амантса хăварчĕ çак ылханлă вăрçă. Кĕтнĕ 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ кунĕ – историе ĕмĕрлĕхех савăнăçпа куççульлĕ астăвăм кунĕ пулса кĕчĕ.
Пурте сцена çине тухаççĕ, «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра чăвашла янăраттараççĕ. Экран çинче Çĕнтерÿ салючĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ
Куçаруçисем: Енейкина Г. Л., Енейкин А. Н.
Çĕнтерÿ, эс аякраччĕ шав пиртен,
Шĕл кавар пек хĕмленеттĕн инçетрен.
Çулăмпа та, тусанпа та ăнтăхса,
Çак куна çывхартнă тар тăкса.
Хушса юрламалли:
Ку Çĕнтерÿ кунĕ, кĕл шăршиллĕскер.
Уяв кунĕ, кăвакарнă çÿçлĕскер.
Пысăк савнăç, йăлтăрти куççульлĕскер.
Çĕнтерÿ ку! Çĕнтерÿ ку! Çĕнтерÿ ку!
Çĕрĕн-кунĕн куç хупмасăр талпăнса
Тимĕре шăратнă халăх кар тăрса.
Ирĕн-каçăн тăшмана çапса-ватса
Çак куна эпир çывхартнă юн тăкса.
Ах, аннеçĕм, юлташсем халь çук манпа,
Çаруран чупса килесчĕ сывлăмпа.
Çур Европа çулăмра утса-чупса
Çак куна эпир çывхартнă шăл çыртса.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Чыс та мухтав сана, Çеçпĕл Мишши!" (Поэзи каçĕн сенарийĕ)
Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,Эп – пин чăваш, эп – пин-пин çын!Чĕрем юрри – пин çын юрри! Çапла хăюллăнах çырма пултарнă Çеçпĕл Мишши хă...