"Чыс та мухтав сана, Çеçпĕл Мишши!" (Поэзи каçĕн сенарийĕ)
методическая разработка (9 класс)

Левина Галина Александровна

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,

Эп – пин чăваш, эп – пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри!

 

Çапла хăюллăнах çырма пултарнă Çеçпĕл Мишши хăй çинчен «Инçе çинçе уйра уяр…» сăввинче. Чанах та эпир  çак йĕркесенче вăл нихăçан та халăхран уйрăлса, ютшăнса пурăнманнине, халăх телейĕпе савăннине, унăн хуйхи-суйхишĕн куляннине чунпа туйса илетпĕр. Паян эпир мухтавлă та чаплă поэтăмăр  çинчен калаçмасăр пултараймастпăр. Çеçпĕл пултарулăхĕпе, паллă поэтсем ун çинчен çырнă сăввисемпе паллашасси  – тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ  уяв сценарийĕнче. Кавар чĕреллĕ  поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет

Мероприятие 14-15 çулти ачасем валли хатерленĕ.

Тĕллевсем: 1. Ачасене Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси, чыслă та сумлă поэтăмăрăн мăнаçлăхне туйтарасси.

2. Ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартасси. Ачасен илемлĕх туйăмне вăратса çирĕплетесси.

3. Илемлĕ вулав хăнăхăвне малалла аталантарасси.

4. Тăван халăха хисеплеме, тăван чĕлхе пуянлăхне туйма пулăшасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл tema.docxcecpel.docx193.54 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Вăрмар муниципалитет округĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ

Номинаци: класс тулашĕнчи ĕç

Тема:

„Чыс та мухтав сана, Çеçпĕл Мишши!”

Шкулти поэзи каçĕн уяв сценарийĕ

(Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле )

Сценари авторĕ:

                                                                        Левина Галина Алекскндровна,

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле

                                                                  пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн

                                                                                     чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

                                               8-937-385-16-68,

Вăрмар 2024

Ăнлантару çырăвĕ.

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,

Эп – пин чăваш, эп – пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри!

 

Çапла хăюллăнах çырма пултарнă Çеçпĕл Мишши хăй çинчен «Инçе çинçе уйра уяр…» сăввинче. Чанах та эпир  çак йĕркесенче вăл нихăçан та халăхран уйрăлса, ютшăнса пурăнманнине, халăх телейĕпе савăннине, унăн хуйхи-суйхишĕн куляннине чунпа туйса илетпĕр. Паян эпир мухтавлă та чаплă поэтăмăр  çинчен калаçмасăр пултараймастпăр. Çеçпĕл пултарулăхĕпе, паллă поэтсем ун çинчен çырнă сăввисемпе паллашасси  – тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ  уяв сценарийĕнче. Кавар чĕреллĕ  поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет

Мероприятие 14-15 çулти ачасем валли хатерленĕ.

Тĕллевсем: 1. Ачасене Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси, чыслă та сумлă поэтăмăрăн мăнаçлăхне туйтарасси.

2. Ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартасси. Ачасен илемлĕх туйăмне вăратса çирĕплетесси.

3. Илемлĕ вулав хăнăхăвне малалла аталантарасси.

4. Тăван халăха хисеплеме, тăван чĕлхе пуянлăхне туйма пулăшасси.

Илемлĕ те çутă зал. Стенасене тĕрлĕ-тĕслĕ шарсемпе, хăюсемпе илемлетнĕ. Стена çинче Çеçпĕл Мишши портретне вырнаçтарнă. Поэт кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ. Чăваш кĕвви янăрать. Мультимедийлă экран çинче Çеспĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци страницисем тухса пыраççĕ.

 Зала чăваш тумĕ тăхăннă литература каçне ертсе пыракансем тухаççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр!

2-мĕш ертсе пыракан: Сывлăх сунатпăр сире, пурне те!

1-мĕш ертсе пыракан: Çак илемлĕ чăваш кĕввипе эпир паянхи уява пуçлатпăр. Чăваш халăхĕн таса чунлă, çивĕч ăслă ывăлĕ, поэчĕ –  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçăл чÿк уйăхĕн 16- мĕшĕнче 125 çул çитет. Çак паллă куна пирĕн республикăра та, Тутар Республикинчи Теччĕ хулинче те анлă паллă тăвĕç. Паян эпир унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçăпăр, сăвăсем вулăпăр.

2-мĕш ертсе пыракан: Çеçпĕл Мишши – пултаруллă та чаплă сăвăç, чăн-чăн патриот. Вăл чăваш поэзине никĕслекенсенчен пĕри. Чăваш литературине малалла аталантарас ĕçре ăна вырăссен классикăлла поэзиĕ, революцичченхи чăваш литератури, сăмахлăхĕ хавхалантарса пынă.

1-мĕш ертсе пыракан: «Çеçпĕл» - поэтăн литературăри псевдонимĕ. Çак ята ахальтен суйласа илмен пулĕ çулăм чĕреллĕ поэтăмăр. Çак чечекре тен, вăл хăйĕн пурнăç çулне те курă пулĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Черченкĕ çеçпĕл!

                                          Вăл хăюллăн

                                          Юра сирсе тухать çут ирĕке.

                                          Тÿсет.

                                          Сивве çĕнет.

                                          Кун-çулĕ,

                                          Тен, çавăнпа самант пек ун кĕске?

                                          Кĕске пулсан та,

                                          Çавах мар-и:

                                          Вăл чи малтан çĕр чăмăрĕ çине.

                                          Этем чунне çунат хушмалăх

                                          Илсе çитет çурхи тĕнче сăнне.

1-мĕш ертсе пыракан: Ахальтен мар пуль

                                         Пирĕн Çеçпĕл,

                                         Поэтăмăр,

                                         Сÿнми кăвар чĕре,

                                         Çак чечеке суйланă çеç-мĕн

                                         Хăй шăпине унра курса тÿрех.

2-мĕш ертсе пыракан: Çĕçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 çулта чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесне кĕрекен Касаккасси ĕкĕр ялĕнче(хальхи Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ) çуралнă.

1-мĕш ертсе пыракан: Çеçпĕл Мишши килти ачасенчен асли пулнă. Ун хыççăн Гурий, Петĕр, Кирилл, Илья, Ульяна çуралнă. Вĕсем пурте туслă çитĕннĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шăхасанти вулăс кантурĕнче çыруçă пулса ĕçленĕ. 1914-1917-мĕш çулсенче Шăхасанти икĕ класлă шкулта вĕреннĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Унта алăпа çырса «Çăлтăр» («Звёздочка») журнал кăларса тăнă. Редакторĕ – Çеçпĕл. Çак журналта вырăсла çырнă «Скоро» («Час») ятлă пĕрремĕш сăвви тухнă.

1-мĕш сăвă вулакан: Йÿçĕ ăвăс, шавласа,

                                                 Çилпеле сулланчĕ.

                                   Чăвашсемшĕн пит асап

                                                   Самана пуçланчĕ.

                                   Мĕн чул хурлăх вĕсене

                                                   Кÿчĕ вăрçа-харçă:

                                   Ывăль леçрĕ ашшĕне

                                                  Кĕç – хăйне ыйтаççĕ.

                                   Выçлăх йĕртрĕ ялсене,

                                                 Ачасем те хăрăк.

                                   Питĕрте патша тронне

                                                 Сырса илнĕ вăрă.

                                   Хысна илчĕ лашана,

                                                  Пулăшмарĕ турă.

                                   Ах, хăçан ку патшана

                                                   Аслати тĕл курĕ?

                                   Халăх хум пек çĕкленет

                                                    Тăвăллă, хаяррăн;

                                   Таса мар патша йăхне

                                                    Час юхтарса ярĕ.

                                   Час хĕвелĕмĕр çÿлте

                                                     Çурхилле вутланĕ,

                                   Тырă-пулă уй-хирте

                                                     Савăнса хумханĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: 1917-мĕш çулхи кĕркунне поэт Тутар республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕнĕ. Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе чунне парса ĕçленĕ. Хăйĕн хăш-пĕр  паллăрах сăввисене вăл çак тапхăрта шăрçаланă. В есенчен пĕри «Пуласси»

2-мĕш сăвă вулакан:          Пуласси.

                         Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк

                         Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.

                         Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă

                         Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.

                        Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвнсенĕн юнĕ

                        Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.

                        Кĕмĕл сывлăш шывĕ чечек çинче çунмĕ, _

                        Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ.

                       Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранĕ

                       Ирĕкпе çĕнелне пурăçран тарĕ,

                       Чĕрере ачашшăн çунĕ, çулăмланĕ

                       Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Теччĕри семинаринче вĕреннĕ чухне вăл Павел Бекшанскипе çывăх туслашать. Пушă вăхăтра Теччĕри Халăх çуртĕнче библиотекăра ĕçлет, драмкружок ертсе пырать. Бекшанскийсен кил-йышĕнче вăл Чĕмпĕртен темиçе уйăхлăха  хăнана пынă вырăс хĕр арăмĕпе,Анастасия Александровна Червяковăпа паллашать. Анастасия Александровна вăл вăхăтра библиотека заведующийĕнче ĕçленĕ. Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова çывăх паллашаççĕ, вĕсем хушшинче юрату туйăмĕ çуралать.

2-мĕш ертсе пыракан: Анчах шăпа пĕрле пулма пÿрмен вĕсене. Анастасия Александровнăн Чĕмпĕре таврăнма тивет. Çеçпĕле Шупашкара чĕнсе илеççĕ.Вĕсен урăх курнăçма май килмен. Çеçпĕл Мишши Анастасия Александровна патне çĕре яхăн çыру çырнă. Çак çырусенче вăл хăĕн юратăвĕ çинчен çинчен çырнă.

2-мĕш сăвă вулакан:          

                      Ан васка-ха каймашкăн , тăхта _

                      Пĕр минут, пĕр самант та пулин!,,

                      Тăлтлатать шух чĕрем кăкăрта,

                      Юратать те, шанмасть те туллин.

                      Пĕр минут, пĕр самант та пулин,

                      Савнă тусăм манпа эс юлсам,

                      Пурнăçра эпĕр иккĕн халь тин

                      Пĕр çулпа каяймастпăр пулсан!

                     Савнă тусăм, юлсам манпала,

                     Лăш пулам кăкăру çумЕнче!

                     Сивĕ-и, шăрăх-и, - малалла

                     Хурлăх çулĕ халь куç умĕнче.

2-мĕш ертсе пыракан: 1918 ç. (çулла-кĕркунне) Хĕрлĕ çарта пулать (штабра ĕçлет, Хусан коменданчĕн хут ĕçĕсене йĕркелесе тăрать). Хусанти казармăра  хăй тин çырнă «Пурнăçпа вилĕм» сăввине вуласа парать.  

3-мĕш сăвă вулакан: (4 куплет вулать).

Пурнăçпа вилĕм.

Ушкăн-ушкăн шур пĕлĕт иртет…

Тăлăх хирте каç пулса килет.

Курăксене тайса çил вĕрет,

Çĕр çумĕпе тусан вĕçтерет…

Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен,,,

Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен.

Вилнĕ çын тăпри вăл –  çак тăпра,

Ырă çынни вилнĕ вăрçăра.

Ĕç ачи вăл. Çĕнĕ пурнăçа

Сыхласа вилнĕ вăл –  çапăçса.

Чухăнсемшĕн хăйĕн кун-çулне,

Çамрăк ĕмĕрне вăл хĕрхенмен,

Коммунизм Хĕрлĕ Ялавне

Чун тухиччен çĕре ÿкермен.

Çывăр, тăван, иртрĕ ĕмĕрÿ…

Вăхăтсăрах сан тухрĕ чуну.

Анчах çăмăл пултăрчĕ тăпру,

Канлĕ пултăр нÿрĕ вырăну.

1-мĕш ертсе пыракан: 1920 çулхи август уйăхĕнче Шупашкара поэт куçса килет. Революци комитечĕ Çеçпĕле Чăваш автономи облаçĕнчи Ревтрибунал председательне лартать. Раштав уйăхĕнче юстици уйрăмĕн ĕçĕсемпе Хусана командировкăна тухса кайнă. Вăл Хусанта чухне Юстици уйрăмĕн çуртĕнче вут тухнă. Юстици çуртне вут тĕртме хĕтĕртнĕ суя сăмахпа Çеçпĕл Мишшине арестленĕ. Юлташĕсем Çеçпĕл Мишшине хăйсен çăклăхне илсе 1921 çулхи нарăс 7-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Тĕрмерен тухсанах вăл «Йывăр шухăшсем» ятлă сăвă çырать.

4-мĕш сăвă вулакан: Йывăр шухăшсем.

Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм,

Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.

Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ…

Тăван çĕр-шыв тавра чунăм вĕçрĕ.

Атăл шавланине итлерĕм:

Чуна лăплантарса пули, терĕм.

Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,

Пуçран йывăр шухăш каймарĕ.

Тăван çĕр-шыв, сана ĕненеттĕм,

Пулас мухтавлăхна сисеттĕм…

Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ…

Паян теме сиссе ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.

- Килсем часрах, чăваш поэчĕ! –

Тесе яланах чун чĕнетчĕ.

Шухăшлаттăм: акă талан килĕ –

Тăван çĕр-шыв чĕлхине илем килĕ.

Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,

Кĕнеке те пулĕ çĕр-шыв мулĕ…

Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,

Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.

Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,

Паян кун чĕрере ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ…

2-мĕш ертсе пыракан: Куçару ĕçĕнче те ăнăçлă ĕçлет Çеçпĕл Мишши.Л.Н. Толстойăн «Хаджи Мурат» повеçне, М.Ю.Лермонтовăн «Мцыри» поэмине куçарма пуçлать. «Эп вилсен…» сăвă, «Упик» драма, «Истома» калав çырать.

Чăваш композиторĕ Г.Хирбю Çеçпĕлĕн «Эп вилсен» сăввине юрра хывнă.

( «Эп вилсен» юрра Н.Гордеев юрланине итлеççĕ)

1-мĕш ертсе пыракан: Часах Çеçпĕле тепĕр инкек пырса çапнă: ăна шăмă туберкулёзĕ аптратса çитернĕ.Сывлăхĕ хытах хавшаса çитсен поэт сывалма Крыма тухса кайнă. Евпаторири санаторире «Чăваш! Чăваш!», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр», «Çĕн кун аки»,»Катаран каç килсен» сăввисене çырнă. «Çĕнĕ Кун аки»  сăввине тĕнчери 55 чĕлхене куçарнă.

 5-мĕш сăвă вулакан сăвва чăвашла вулать.

Çĕнĕ Кун аки

Кăвак çутăран шăратнă акапуç,

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.

Çĕн Кун – шевле сарриллĕ ылтăн пуç –

Чăваш уйне ака тума тухать.

Çĕн Кун акипуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри

Касса-касса уй урлă кас тăвать.

Кас-кас айне чăвашăн иртнĕ ĕмĕрри

Вилсе выртса пытарăнса пырать.

Çĕн кун пăхать: ун ылтăн акипуç

Кăпăшласа хураирĕ уйсене;

Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăл куç

Уйсем айне савса сапать шывне.

Çĕн Кун пин-пин кăварлă хурăç аллипе

Сар-хĕрлĕ кунтăкран уйсем çине

Кăварлă ывăçпа пин, çĕр пин сăлтăр акрĕ.

Ирхи шевле ун хыççăн ылтăн сÿрипе

Çĕр пин çăлтăрлăн çунанЧăваш çĕрне

Тĕр тĕрлесе сÿрелесе пăрахрĕ.

Çĕн Кун акин шăтма вăхăт çитсен,

Çĕн Кун умне хура çĕр айĕнчен,

Хĕвел калчи пулса, хĕвеллĕн сарăлса, хăюллăн

Чăваш çыннин кун-çулĕ тухĕ.

Укаллă, ылтăн-кĕмĕллĕ хĕлхемĕ унăн

Кĕсле сасси пулса çĕр тăрăх шуххăн юхĕ.

Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ,

Хулпуççипе кăвак пĕлте пернсе,

Кун-çул уйне тухса, хĕвел тумтир тумланĕ,

Çĕн Кун ăна ыталĕ савăнса, ачашшăн;

Умне, çĕн çул çине, çĕн чечекскм чĕртсе,

Интернационал кĕперĕ анĕ.

6-мĕш сăвă вулакан сăвва вырăсла вулать.

Пашня Нового Дня

Из синевы рассвета плуг отлит.

В оглоблях – солнце. Это Новый День,

Чья голова в лучах зари горит,

На пашню едет мимо деревень.

Вонзает плуг в столетние пласты

Свой лемех, раскалённый докрасна.

В могильный мрак глубокой борозды

Чувашская ложится старина.

День новый видит, ясен и могуч,

Как млеет разрыхлённая земля.

Через зелёный луг, бездонный ключ

Направил воды в вешние поля.

День Новый взял рукой своей стальной

Из красного лукошка тыщи звёзд

И щедро сеет по чувашской пашне.

Зарница золотою бороной,

Как будто вышивая гладью холст,

Прошлась, ровняя плуга след вчерашний.

Когда набухнет семя в свой черёд

И землю чёрную росток пробьёт, -

Покроют густо солнечные нивы

Поля мечты чувашской, всенародной;

Серебряно-златые их отливы,

Как гусли, зазвенят по всей земле свободно.

Чуваш с могучим сердцем, житель новой эры

Плечами подпирая неба свод,

Шагнёт простор, одеждой солнечной сверкая;

Обнимет Новый День его с любовью, верой,

И путь, что впереди, цветами уберёт

Интернационала радуга живая.

7-мĕш сăвă вулакан сăвва акăлчанла вулать.

http://www.nbchr.ru/virt_sespel/doc/img_d07.jpg

2-мĕш ертсе пыракан: 1921 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчн Çеçпĕл Киеври илемлĕх шкулне вĕренме кĕрет.Унта ик эрнене яхăн вĕреннĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕл Мишшине Хĕрлĕ Çар ретне йышăннă.Çав вăхăтра вăл «Хурçă шанчăк» сăвă çырать.

8-мĕш сăвă вулакан: 

Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла:

«Çук, çук» теекен улталанĕ,

Кам «çук» тет ун чунĕ – чăлах.

Унччен-ха – айван пек çĕршывăм,

Унччен-а – чăваш ыйхăлать.

Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн –

Паян чĕрĕлсе тăрасла…

Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ

Çĕре чечекленĕ чухне

Кам курнă çанталăк илемĕ

Пăрпа пăрланса шăннине?

Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр

Ăш еншĕн сикен чĕрене,

Хăюллă куçпа палăртатпăр

Çĕн кун вутланса килнине.

Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн,

Хăюлăх юрри кĕвĕле –

Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,

Ăна тĕл пулса илмелле…

Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,

Таçта асдатиллĕ саспа

Юратнă çĕршывăн хăвачĕ

Часрах тапранасшăн тапать…

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем,

 Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен.

Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,

Ыран-и, паян-и вăл? – Час…

Кам «çук» тет, çав –  суеç чĕлхеллĕ;

Кам «мар» тет, çав – суккăр, чапрас.

Ыран-и, паян-и… тĕреклĕн

Вутланĕ çĕршывăм чĕри,

Кăварлăн чечеклĕн чечеклĕ

Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.

Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла.

Кам хирĕç калаçĕ – улталĕ,

Кам «мар» тет, ун чунĕ – чăлах.

1-мĕш ертсе пыракан: Туберкулёз чирĕ амаланса пынă пирки ăна Хĕрлĕ Сар службинчен хăтарнă. Кун хыççăн сăвăç зăйĕн Чернигов кĕпĕрнин Остёр уесĕнчи Кашкăр Сăрчĕ ялĕнче пурăнакан тусĕ Фёдор Пакрышень патĕнче пурăннă.Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл Остёр уеснчи çĕрĕç пайне делопроизводителе ĕçлеме кĕнĕ.Унта вăл тата çĕнĕ çĕре куçакансен комисси инструкторĕнче ĕçленĕ, Атăл тăрăхĕнчен выçлăх çулхине тухса килнĕ çынчене пулăшу кÿрес енĕпе хытă тимленĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Поэтăн юлашки кунĕсем Чăваш çĕршывĕнчен аякра – Украинăра иртеççĕ. Çуралнă çĕршывĕнчен татăлса пурăнни, йывăр чир, сĕршыв пурнăçĕпе хăй пурнăçĕнчи йывăрлăхсем хавшатса çитернĕ ăна.Пурнăçра хăйне тивĕçлĕ вырăн çуккине туйса, кăмăлне çĕнтереймесĕр, вăл, 1922 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Чернигов кĕпĕрнинчи Кивĕ Хула ятлă ял çывăхĕнчи çăкалăхра çакăнса вилет.

1-мĕш ертсе пыракан: Поэт пурнăçĕ вилĕмсĕр.

Кашни таса чĕреллĕ чăвашра

Эп Çеçпĕле паян курса тăратăп:

2-мĕш ертсе пыракан:

Ĕçлет уйра, ĕçлет вăл стройкăра,

Сăввисене хапăлласах вулатăп.

1-мĕш ертсе пыракан:

Çак самантра та ун сăвви янрать,

Кăвар чĕреллĕ поэта тăнлатпăр,

2-мĕш ертсе пыракан:

Апла пулсан, вилмен вăл, пурăнать,

Унпа пĕрле ÇĔН КУН АКИ тăватпăр.

1-мĕш ертсе пыракан: Çеçпĕл Мишши сăнарĕ , унăн кашни юрри-сăвви, ăмахĕ чăваш халăх асĕнче пурăнать. Поэт çуралнă яла Çеçпĕл ят панă.Çавăн пекех тинĕссем урлă «Çеçпĕл» пăрахут мăнаçлăн ишнине курма пулать. Ун ячĕпе библиотекăсем, шкулсем, урамсем хисепленеççĕ. Шупашкарта унăн палăкĕ пур, музейĕ, кинотеатр пур.

2-мĕш ертсе пыракан: Çеçпĕле сума суса пирĕнсăвăçсем, композиторсем, ÿнерçĕсем сăвăсес,юрăсем,картинăсем нумай çырнă.Киеври илемлĕ фильмсен А.П.Довженко ячĕллĕ киностуди «Çеçпĕл» фильм ÿкернĕ.

9-мĕш сăвă вулакан:  Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.

Кейÿ хули ытла хитре-çке,

Тĕлентерет илемĕпе.

Кунта тахçан çÿренĕ Çеçпĕл…

Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.

Таçта хаяр çилсем çÿреççĕ

Мăнаçлă Днепр çумĕпе.

Кунта мăнаçлăн утнă Çеçпĕл…

Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.

Пире, Кейÿ, ялан кĕт эсĕ

Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕлпе

Асран кайми туссен кĕтесĕ

Мухтавлă халăх чунĕ пек.

Темле хура хурне тÿссен те

Пире çул парĕ çÿл тÿпе…

Ытарайми хастар туссемĕр,

Çÿресчĕ Çеçпĕл çулĕпе.

10-мĕш сăвă вулакан:  Çеçпĕл Мишшине.

Чÿк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.

Кам хăйтăр халĕ:»Çеçпĕл çук», - теме.

Пире чĕнет вăл чÿклеме чунне, Эпир тăнлатпăр чăн Поэт чанне.

Вăл янăрать санра, манра – чунра,

Çÿл тÿпери çап-çут çăлтăрсенче.

Мĕн пур тĕнче вырнаçнă çак çынра,

Вăл хăй те çут тĕнче ытамĕнче.

Çĕн Кун килет Поэт тивлечĕпе,

Вăл çут шевле сарриллĕ паянтан.

Тупа тăватпăр Çеçпĕл ячĕпе:

Малашлăхшăн, чăваш, часрах вăран!

Çитет кĕлмĕçленме те тĕлĕрме,

Мухтавлă халăхра хуман хăват!

Тек хăратаймĕ выçлăх та тĕрме.

Эй, Чăнлăх Чанĕ, чăваша варат!

Кам пÿлтĕр халь поэтăмăр çулне,

Вăл кĕрешет пăхмасăр нимĕне.

Чăвшлăхшăн чÿклет чун илемне

Чĕнсе пире пĕр АСЛĂ НИМЕНЕ.

… Чÿк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.

Çĕн кун килет сирсе сĕм тĕттĕме.

Илем элемĕ çĕкленет, элле,

Унпа пĕрле чăваш çĕкленмелле.

Усă курнă литература:

  1.  Çеçпĕл Мишши çырнисен пуххи. – Шупашкар:Чăваш кĕнеке издательстви. 1989.
  2. Иванова Н.Г. Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентесси. Методика пособийĕ. – Шупашкар, 1992.
  3. Электронлă кăларăм.Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи.// Нац. Б-ка Чуваш.Респ. – Чебоксары, 2009.

Ăнлантару çырăвĕ.

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,

Эп – пин чăваш, эп – пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри!

 

Çапла хăюллăнах çырма пултарнă Çеçпĕл Мишши хăй çинчен «Инçе çинçе уйра уяр…» сăввинче. Чанах та эпир  çак йĕркесенче вăл нихăçан та халăхран уйрăлса, ютшăнса пурăнманнине, халăх телейĕпе савăннине, унăн хуйхи-суйхишĕн куляннине чунпа туйса илетпĕр. Паян эпир мухтавлă та чаплă поэтăмăр  çинчен калаçмасăр пултараймастпăр. Çеçпĕл пултарулăхĕпе, паллă поэтсем ун çинчен çырнă сăввисемпе паллашасси  – тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ  уяв сценарийĕнче. Кавар чĕреллĕ  поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет

Мероприятие 14-15 çулти ачасем валли хатерленĕ.

Тĕллевсем: 1. Ачасене Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси, чыслă та сумлă поэтăмăрăн мăнаçлăхне туйтарасси.

2. Ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартасси. Ачасен илемлĕх туйăмне вăратса çирĕплетесси.

3. Илемлĕ вулав хăнăхăвне малалла аталантарасси.

4. Тăван халăха хисеплеме, тăван чĕлхе пуянлăхне туйма пулăшасси.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация, правила по татарскому языку.Исемнең күплек саны (Множественное число имён существительных)

Правила по татарскому языку в виде презентации. Исемнең күплек саны (множественное число имён существительных)...

Сенарий дня рождения гимназии 2013г. «По волнам памяти»

Сценарий предназначен для проведения праздничного общешкольного мероприятия "День рождения гимназии"...

Сенарий Первого звонка в школе

Первое сентября хоть  и традиционный праздник, но  всегда хочется провести его как  - нибудь необычного....

Сенарий конкурса танцев

Энергия Центра Азии...

Сенарий праздника Масленица

Праздник Масленица для детей разновозрастной группы с ОВЗ...

Сенарий мероприятия "День Героев Отечества"

Цель мероприятия- воспитание патриотизма, гражданственности, чувства долга и уважения к историческому прошлому России...

Вăрçăпа тыл ĕç паттăрĕсене чыс та мухтав!

Сценарий внеклассного мероприятия...