Наклонения глагола – Глагол наклоненийĕсем
методическая разработка (9 класс)

Кириллова Надежда Витальевна

Урок теми: Наклонения глагола – Глагол наклоненийĕсем.

(вырăс шкулĕ, 9-мĕш  класс)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chch9_glagol_naklonen.docx27.64 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Наклонения глагола – Глагол наклоненийĕсем.

(вырăс шкулĕ, 9-мĕш  класс)

I. Теори.

В чувашском языке четыре наклонения: изъявительное, повелительное, сослагательное и уступительное.

Изъявительное наклонение (кăтарту наклоненийĕ) обозначает действие, которое происходило, происходит или будет происходить. Глаголы в изъявительном наклонении имеют форму времени – прошедшего, настоящего и будущего.

Повелительное наклонение (хушу наклоненийĕ) выражает волю говорящего – просьбу, приказание или побуждение к совершению действия.

Сослагательное наклонение (ĕмĕт наклоненийĕ) выражает действие, которое мыслится как желаемое или возможное.

Уступительное наклонение (килĕшÿ наклоненийĕ) обозначает действие, совершение (или несовершение) которого говорящему кажется безразличным. Формы 1-го и 2-го лица уступительного наклонения в настоящее время употребляются редко. Форма же 3-го лица встречается достаточно часто каймин, килмин).

 II Хăнăхтарусем..

1. Палăртнă глаголсен наклоненине калăр.

1. Çу каçа тĕкĕр пек йăлтăртатса выртакан Кăвакал кÿллинче халь шыв чÿхенмест. (О.Алекс.) 2. Хам пурăнакан çуртран пăрăнса сквералла килетпĕр. (А.Вас.) 3. Вар ыратсан çиме тăхта, куç пăсăлсан шăлма ан васка. 4. Эп мăнуксемпе пĕрле хур-кăвакал пăхса кăна çÿреттĕм. (Л.Аг.) 5. Пирĕн пурсăмăр та чун-чĕререн юратакан тăван чĕлхемĕр пулман пулсан чăвашсем тахçанах тутара е вырăса тухса пĕтнĕ пулĕччĕç(Юхма.) 6. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен. 7. Пирĕн класа çĕнĕ ача килет теççĕ. Тĕрĕсех-ши? Килин, мана пурпĕрех.

  1. Вулăр. Текстри глаголсене çырса илĕр, вĕсен наклоненине, вăхăтне, сăпатне, хисепне кăтартăр.

Таçтан пĕррехинче çумрă пĕлĕчĕсем капланса килчĕç. Хĕвел те тарса пытанчĕ. Тавралăх тĕттĕмленчĕ. Çумăр тăкса ячĕ. Эпĕ садри кÿлĕ хĕрринчен хурал çурчĕ тĕлне чупса çитиччен йĕпе шăши пек пултăм. Тăратăп çурт çи витти айĕнче. Пуçа сасартăк чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. «Улмуççи çине хăпарса пĕр пан улми татса илсен, мĕнле-ши, аçа çапатех-ши?» - тетĕп хам ăшра.

Çывăхра никам та курăнмасть, пурте пÿрте кĕнĕ пулас. Ман енче çуртăн чÿрече çук. Улмуççи патнех пырса тăтăм. Çиçĕм ман тавраллах явăнса çиçнĕн туйăнать. Улăхас-ши тетĕп. Акă аялти туратран ярса илтĕм, ялт! çеç çĕклентĕм. Алла тăсатăп, анчах пан улмине ниепле те татса илейместĕп. Алă чĕтрет, шăл çумне шăл перĕнмест. Хама хам лăплантаратăп. Çав-çавах çумăр лÿшкет, çиçĕм çиçет. Çÿлерех улăхрăм, темиçе пан улми татса хĕве чикрĕм. Вĕçнелле пысăкрах пан улми курăнчĕ. Ăна татса илме хăтлантăм, анчах темĕн çатăртатрĕ. Эпĕ турачĕ-мĕнĕпех аялалла вирхĕнтĕм, куçран çулăм сирпĕннине çеç сиссе юлтăм. (Г.Луч.)

  1. Глаголсене кирлĕ наклоненире лартăр.

Ачăрсене вĕрентме те

Эсĕр ан (ÿркен):

Чăваш çĕрне юратмашкăн

Вĕсене (вĕрент).

Ачăрсем чăваш чĕлхишĕн

Тăма хатĕр (пул),

Ют халăхсем ĕлĕкхи пек

Чăвашран ан (кул).

Çитĕ! Шăпăр шăтăкĕнчен

Çут тĕнчене (тух)!

Этем чунне – выльăх чунĕ

Вырăнне (ан хур).

(Çеçпĕл Мишши)

III. Тĕрĕслевпе хаклав ĕçĕ. Тест.

1. Глагол-

а) япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ

ă) хисепе кăтартакан пуплев пайĕ

б) япала ĕç тунине кăтартакан пуплев пайĕ

2. Глагол ыйтăвĕсем:

а) кам? мĕн?

ă) мĕн тăвать? мĕн тунă? мĕн тăвĕ?..

б) мĕнле? епле?

3. Чăваш чĕлхинче миçе наклонении?

а) 5

ă) 4

б) 3

4. Хăш наклонени вахăт тăрăх улшăнать?

а) кăтарту

 ă) хушу

 б) ĕмĕт

5.  Ваттисен сăмахĕнче хăш наклоненири глагол тĕл пулать? Çиччĕ виç те пĕрре кас.

а) хушу наклоненийĕ

ă) килĕшÿ наклоненийĕ

б )ĕмĕт наклоненийĕ

6. Çырăттăм глагол хăш наклоненинче пулать?

а) кăтарту наклоненийĕ

ă) хушу наклоненийĕ

б) ĕмĕт наклоненийĕ

7. Кăтарту наклоненийенчи глагола туп.

а) вула

ă) вулăттăм

б) вулаттăм.

8. Емĕт наклоненийенчи глагола туп.

а) килĕччĕç

ă) килччĕр

б) килеççĕ.

9. Çуклă формăри  глагола туп.

а) каламасть

ă) вĕренĕттĕм

б) çыртăм

10. Хăш сăмаха грамматика енчен йăнăш ăнлантарнă?

а) Шутлаççĕ – глагол, кăтарту наклоненийĕнче, хальхи вăхăтра, нумайлă хисепре, 3-мĕш сăпатра.

ă) Калаçрĕ – глагол, кăтарту наклоненийĕнче, хальхи вăхăтра, пĕрреллĕ хисепре, 3-мĕш сăпатра.

б) Пулăшаттанн – глагол, кăтарту наклоненийĕнче, темиçе иртнĕ вăхăтра, пĕрреллĕ хисепре, 2-мĕш сăпатра.

Хурав: 1-б, 2-ă, 3-ă, 4-а, 5-а, 6-б, 7-б, 8-а, 9-а, 10-ă.

 IV. Хушма материал.

  1. Наклонения глаголов

Наклонения глаголов

Изъявительное

(кăтарту)

Повелительное

(хушу)

Сослагательное

(ĕмĕт)

Уступительное

(килĕшÿ»

обозначает действие, которое происходило, происходит или будет происходить.

выражает волю говорящего – просьбу, приказание или побуждение к совершению действия.

выражает действие, которое мыслится как желаемое или возможное.

обозначает действие, совершение (или несовершение) которого говорящему кажется безразличным.

килетĕп

килтĕм

килĕп

килем

кил

килтĕр

килĕттĕм

килĕттĕн

килĕччĕ

килĕпин

килĕсĕн

килин

  1. Спряжение глаголов по наклонениям.

Повелительное наклонение

(хушу наклоненийĕ)

Утвердительная форма

Единственное число

Множественное число

Эпĕ вулам

Эпир вулар

Эсĕ вула

Эсир вулăр

Вăл вулатăр

Вĕсем вулаччăр

Отрицательная форма

Единственное число

Множественное число

Эпĕ вулам мар

Эпир вулар мар

Эсĕ  ан вула

Эсир ан вулăр

Вăл ан вулатăр

Вĕсем ан вулаччăр

Сослагательное наклонение

(ĕмĕт наклоненийĕ)

Утвердительная форма

Единственное число

Множественное число

Эпĕ вулăттăм

Эпир вулăттăмăр

Эсĕ вулăттăн

Эсир вулăттăр

Вăл вулĕччĕ

Вĕсем вулĕччĕç

Отрицательная форма

Единственное число

Множественное число

Эпĕ вуламăттăм

Эпир вуламăттăмăр

Эсĕ  вуламăттăн

Эсир вуламăттăр

Вăл вуламĕччĕ

Вĕсем  вуламĕччĕç


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Наклонения глагола. Условное наклонение глагола" конспект урока русского языка в 6 классе

Тема урока: Наклонения глагола. Условное наклонение глагола.Цель урока: дать сведения о наклонениях глагола и его изменениях в условном наклонении.Задачи урока:Образовательная:повторить знания учащихс...

Различение глаголов повелительного наклонения и глаголов изъявительного наклонения настоящего и будущего времени приложение

Приложение к уроку "Различение глаголов повелительного наклонения и глаголов изъявительного наклонения настоящего и будущего времени"...

Различение глаголов изъявительного наклонения и глаголов изъявительного наклонения настоящего и будущего времени

Папка с материалом для проведения урока состоит из 4-ёх частей:- цели и задачи урока, предполагаемые умения и навыки;- ход урока с дидактическим материалом;- приложение с доп.дидактическим материалом...