«Чăваш ачи чăвашла калаçтăр» семинар ирттерме хатӗрленӗ сценарии
методическая разработка
«Чăваш ачи чăвашла калаçтăр»
семинар ирттерме хатӗрленӗ сценарии
1 е.п. Ырӑ кун пултӑр сире, хисеплӗ хӑнасем. Паянхи уява эпир чӑваш чӗлхине халаллатпӑр.
2 е.п. Çулсеренех аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш çырулӑхне пуçарса яраканӗ И.Я.Яковлев çуралнӑ куна – ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунӗ тесе паллӑ тӑватпӑр. Паян эпир хамӑр чӗлхене сума суса чӑвашла юрӑ-сӑвӑ шӑрантаратпӑр.
Ачасем сцена çине тухаççӗ(гимн школы)
1 ача. «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ çук», - тенӗ И.Я.Яковлев.
2 ача. Чӑвашсен çак тарана упраннӑ паха мулӗ вӑл- чӗлхе, юрӑ, тӗрӗ. Чӑвашсен çӗр пин сӑмах, çӗр пин юрӑ, çӗр пин тӗрӗ.
3 ача. Атте-анне чӗлхи- пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван сӑмах, тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ. Унӑн паянхи кунӗ, малашлӑхӗ. Унсӑрӑн халӑх çук.
4 ача
Анне мана тирпейлӗ пиеленӗ,
Сиктернӗ лӑнкӑр- лӑнкӑр сӑпкама,
Чӗкеç вӗçнисене курса пилленӗ
Çемçен те чӗвӗл- чӗвӗл калаçма
Ачаранах ӗмӗрлӗхе
Чӑваш чӗлхи ,тӑван чӗлхе.
5 ача.
Чӑваш чӗлхи вӑл – манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм – тӑван чӗлхе.
Пуçна чӗлхе вилессине ан çӗмӗр,
Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!
6 ача.
Пуçра мӗн чухлӗ шухӑш санӑн,
Мӗн чухлӗ ӗмӗт хальлӗхе,
Пире, ачасем, пурне те панӑ
Чӑваш чӗлхи ,тӑван чӗлхе.
Песня «Чун-черерен» 3 класс
1 е.п. Тăван чĕлхем! Тăван аннем-чĕлхем--
Хĕвел те эс, çĕр чăмăр çаврăнни,
Кашни çынна вăй паракан хĕлхем,
Хăватлăн, аслăн, чаплăн пурăнни
Кирилл Исаев песня
2 е.п. Туссем калаçнӑ чух тӑван чӗлхемӗм
Шур акӑш тӗкӗ евӗр эс çемçе
Санпа ман халӑх чунӗ те илемлӗ
Çӳрет çӳлте те çӗр çинче.
Танец 2 класс «Вальс»
1 е.п.
Çырла пахчи евӗр пуян чӗлхене
Юратӑр, чӑваш ачисем, ӗмӗрне!
Юратӑр ӑна çын çинче, кил-çуртра
Юратӑр ӑна паянхи юрӑра!
А.Павлова «Кайаксем» юрӑ юрлать.
Сава Новикова
1 е.п. .
Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк çутăрах çунма.
2.е.п.
Çӗр-шывӑм, йӑмраллӑ кӗтесӗм
Çӗр –пин юррунтан пӗрине
Таçта ӑнсӑртран çеç илтсессӗн
Темскер пӗçертет чӗрене.
4-мӗш класра вӗренекен А.Павлова «Тусӑма»юрӑ юрлать.
2 е.п..
Ташши! Ташши! Мӗн тухӗ-ши,
Танлаштару парсан?
Хур акӑш кун пек юхӗ-ши,
Пулайӗ-ши унран?
« Виç тӳпе çӑлтӑрӗсем» ташӑ ушкӑнӗ «Çурхи вӑрманта»
1е.п.
Чӑн та, илемлӗ те çепӗç пирӗн чӗлхе.
Чухӑн мар вӑл- пуян та, чаплӑ та,
Çемçе те, вутлӑ та хӑватлӑ.
Вӑл тӳсӗмлӗ, çиçӗмлӗ, сисӗмлӗ!
«Тӑван кӗвӗсем» юрӑ ушкӑнӗ.
Видеофильм.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_achi-chavshla_kalastar.pptx | 2.99 МБ |
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
« В ĕ ренӳл ĕ х п ĕ лсе т ă ракан пурл ă ха пуҫтарса эсир х ă в ă р ă н т ă ван хал ă х ă р патне тавр ă н ă р,вара ч ă н лай ă х этем ĕ н м ĕ нле пулмалли ҫинчен в ĕ сене каласа ă нлантар ă р »
Тӑван чӗлхене , йӑла-йӗркене юратма вара чи малтан ашшӗ-амӑшӗ , çемье вӗрентмелле .
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Чăваш чĕлхи кунĕ ирттерме хатĕрленĕ сценари
Тёван ч.лхене пир.н =ине тёрса в.ренес пулать: вёй-хала шеллемес.р т.пчес пулать: ёна =ырура та хёй.н м.нпур ахах-мерчен.пе ку=а шартса тёмалла т...
Валерий Туркай сăввисенчи Чăвашлăх хавалĕ
Разработана для внеклассной работы...
Сценарий отчетного концерта образцового ансамбля танца"Калинка"
Сценарий отчетного концерта образцового ансамбля танца "Калинка"...
Чăваш литературипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
чăваш литературипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ...
Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...
Калаçасса калаçăп эпĕ, Нептун çинче те чăвашла
Тĕллевсем:1.Вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăç çулĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслесси, çĕннине пĕлтересси.2. Вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарасси.3. Вĕренекенсен кал...
"Чăвашла уяв янратăр"
Предлагаемый материал можно использовать на классный часах в 6-8 классах. Экскурсия в школьном краеведческом музее посвящена Году выдающихся земляков....