Внеклассное мероприятие "В стране фразеологии"
методическая разработка (5 класс)

Васильева Ираида Ивановна

Внеклассное мероприятие "В стране фразеологии" предназначено для обучающихся 5 класса. Целью данного мероприятия является развитие речи обучающихся, закрепление изученного о фрзеологизмах.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл frazeologi.docx18.71 КБ

Предварительный просмотр:

ФРАЗОЛОГИ ТĔНЧИНЧЕ

5 класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ класс тулашĕнчи мероприяти

Тĕллевсем: 1.Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

                      2.Сăмахсен куҫамлă пĕлтерĕшĕсем ҫинчен вĕреннине ҫирĕплетесии

   Ачасем пĕр класа пуҫтарăннă.

  Оля (чупса кĕрет): Ырă кун пултăр пурне те! Ай-ай, хитре-ҫке паянхи ҫанталăк. Урамра шап-шурă юр. Куҫ тула юлчĕ пулмалла – нимĕн те курмастăп.

Сашук: Сан куҫу мĕнле тула юлма пултартăр-ха. Чип-чиперех тăратăн пирĕн умра: куҫу та, сăмсу та вырăнĕнчех.

Учитель: Нимĕн те ăнланман иккен эсĕ, Сашук. Оля калакан сăмахсем вĕсем куҫăмлă пĕлтерĕшпе ҫӱреҫҫĕ.

Сашук: Эпир ун пек сăмахсем ҫинчен вĕренменччĕ-и-ха?

Оля (йĕкĕлтесе): Вĕренменччĕ-и-ха?! Вĕреннĕ ҫав.

Сашук: Кăштах ас тăватăп пек, анчах пурне те мар. Ачасем, пулăшăр-ха мана.

Учитель: Ачасем те пулăшĕҫ сана. Фразеологи те хăйĕн пулăшаканĕсемпе ҫитрĕ.

Фразеологи: Сывă-и, ачасем? Мĕн пирки пуҫăрсене ҫĕмĕретĕр?

Сашук: Мĕскер Эсир, Фразеологи пичче, эпир кунта ҫав тери туслă  пурăнатпăр. Никамăн пуҫне те ҫĕмĕрместпĕр.

Фразологи (хăйĕн пулăшаканĕсене): Туссем, эпир тĕрĕсех килтĕмĕр пулас. Кунта сăмахсен куҫăмлă пĕлтерĕшĕсене пĕлмен ачасем чăнах та пур иккен. Пулăшас пулать вĕсене. (Учителе) Мĕнле йывăрлăхсем пур?

 Учитель: Сашук сăмахсем, сăмах майлашăвĕсемпе предложенисем куҫăмлă пĕлтерĕшлĕ те пулма пултарнине  ăнланса илеймест-ха.

 Фразеологи (ачасене ыйтусем парать, ачасем хуравлаҫҫĕ): Мĕне пĕлтереҫҫĕ-ши эп калакан сăмах майлашăвĕсем:

   Пуҫлă ача (ăслă, тăнлă); пуҫĕнче ҫил вылять (ҫăмăлттай, вĕренесшĕн мар); пуҫ ватма (йывăр задача шутлама); хырăм хыр тăррине улăхрĕ (выҫса ҫитни); хуп турттар (ҫывăр) тата ытти те.

Сашук: Ак, халь тин пуҫа кĕре пуҫларĕҫ.

Оля: Мĕн каларăн эсĕ?

Сашук: Пуҫа кĕре пуҫларĕ терĕм.

Оля:  Тĕлĕнмелле. Ху нимĕн те пĕлместĕп тетĕн – фразеологизмпа усă куратăн.

Сашук: Апла пулсан эпĕ пĕтнĕ ҫынах мар иккен-ха. Малашне вĕрентекене тимлĕ итлĕп. Оля пекех нумай пĕлме тăрăшăп.

Фразеологи: Сашук ăнланни мана питĕ савăнтарчĕ. Ачасем, халĕ эпĕ сире тĕрлĕ вăйă выляттарăп. Эсир фразеологие мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслĕп.

  Вăйăсем выляма ачасем икĕ ушкăна уйрăлаҫҫĕ.

  1. «Мĕне пĕлтерет?»

 Ачасен фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене пĕлмелле. Кашни ушкăна виҫшер фразеологизм панă. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш ушкăн валли – пĕр ҫавартан сур, сăрлă пыр, ăвăс ҫулҫи; иккĕмĕш ушкăн валли – пĕр ҫăварлă пул, яка пыр, ҫул хĕрринчи ясмăк пек.

  1. «Вырăсла куҫар»

  Панă фразеологизмсене вырăсла куҫармалла. Тĕслĕхрен:

    1.Чике тăршшĕ ларт, йĕп чиксен те куҫ курмасть, пуш параппан ҫап, тăрă шыв ҫине кăлар.

    2. Сăмаха ҫилпе вĕҫтер, ик айкки те тăвайкки, алă ҫитмест, чĕре ура тĕпне ҫитрĕ.

III.         «Чĕр чунсен тĕнчинче»

    Чĕр чунсен е вĕҫен кайăксен ячĕсем тĕл пулакан фразеологизмсене аса илмелле (шурă курак пек, икĕ мулкач хыҫҫăн хăвала, чăх чĕриллĕ тата ытти те).

IV.«Ваттисем каланине манар мар»

      Ăc, кĕнеке, туслăх ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илмелле.

V. «Чи илемлĕ ӱкерчĕк»

 Фразеологизмсене ӱкермелле. Ку ĕҫе ачасем малтанах тунă. Укерчĕксене выставка евĕр вырнаҫтарса хунă.

Фразеологи: Маттур, ачасем! Эсир мана савăнтартăр. Сиртен уйрăлас та килмест, анчах манăн кайма вăхăт ҫитрĕ.

Учитель: Ачасем, эсир паян пĕлнипе кăна лăпланса ларас ҫуккине шансах тăратăп. Хăвăр пĕлĕвĕре анлăлатма, унпа пурнăҫра тивĕҫлĕн усă курма тăрăшăр.

 Фразеологи: Пире тĕлĕнмелле илемлĕ чĕлхе пĕрлештерсе тăрать. Чĕлхере – пирĕн кулленхи пурнăҫ: ĕҫсемпе шухăшсем, ҫут ҫанталăк илемĕ, халăх савăнăҫĕпе хурлăхĕ. Чĕлхере – халăх ăс-тăнĕ, иртнипе пуласлăхĕ. Чĕлхе халăха хăйне манма памасть. Тĕнчере пĕтмен япала ҫук теҫҫĕ. Пур! Вăл – чĕлхе тата ăна ҫуратнă халăх. Вĕсем вилĕмсĕр!

   

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

внеклассное мероприятие " Страна полезных напитков"

Материал можно использовать на уроках  биологии в 8 классе,  на День здоровья. Много полезного могут узнать дети на классном часе....

Внеклассное мероприятие "Страна, которой нет на глобусе"

Внеклассное мероприятие "Страна, которой нет на глобусе", проведенное в рамках недели русского языка и литературы....

Внеклассное мероприятие: "Страна чудес"

Мероприятие «Страна чудес»Оформление мероприятия состоит из названия мероприятия, и домиков с дорожками (домики рисуются в соответствии с количеством команд).Под песню выходят двое ведущих...

Внеклассное мероприятие " Страна здоровья"

Классный час, посвященный ЗДОРОВОМУ ОБРАЗУ ЖИЗНИ...

Внеклассное мероприятие "Страна здоровья"

Формирует навыки здорового образа жизни...

Внеклассное мероприятие "Страна здорового питания"

Внеклассное мероприятие по формированию у обучающихся осознанной потребности в сохранении и укреплении здоровья, желания питаться правильно...