10- мěш класс валли хатĕрленĕ тĕрĕслев материалĕсем
тест (10 класс)

Иванова Ирина Васильевна

Аслă класра вĕренекенсем литература урокĕсенче илемлĕ литература тексчĕсемпе паллашаççĕ тата вĕсене тишкереççĕ. Ачасен урокра вуласа тухнă хайлавсене ăнланса хаклама вĕренсе пымалла. Çакă шкул ачисене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕрентекен тĕп тĕллев. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 10-_mesh_klaa.doc70 КБ

Предварительный просмотр:

10- мěш класс валли  хатĕрленĕ тĕрĕслев материалĕсем

Умсăмахĕ

Аслă класра вĕренекенсем литература урокĕсенче илемлĕ литература тексчĕсемпе паллашаççĕ тата вĕсене тишкереççĕ. Ачасен урокра вуласа тухнă хайлавсене ăнланса хаклама вĕренсе пымалла. Çакă шкул ачисене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕрентекен тĕп тĕллев. Вĕрентекен  чи малтанах ачасене çыравçăн чĕлхипе шухăшне ăнланма, хайлава тĕрĕс хаклама тата тишкерме, пуплев фигурисене тупма вĕрентмелле, мĕншĕн тесен  çак тĕслĕхсем писатель пурнăçа, героя тата обществăна мĕнле хакланине палăртма пулăшаççĕ.

         Ачасене  хăйсем тĕллĕн пурнăçламалли ĕçсем сĕнес тесен, пĕрремĕшĕнчен, хайлава пĕрле пăхса тухмалла.

        Иккĕмĕшĕнчен, илемлĕ литература тексчĕсене ачасем пĕтĕмĕшле вуласа тухасси тата тĕплĕнрех тишкересси пулмалла.

        Виççĕмĕшĕнчен, вĕренекенсем урокра илнĕ пĕлÿпе ытти материалсен пăхса тухнă чухне усă курма пултарччăр, вĕсен тавра курăмлăхĕ аталантăр, мĕн илтнине-курнине хаклас туйăм ÿстĕр тесе тăрăшмалла.

        Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме май паракан тепĕр тĕслĕх вăл литература диктанчĕсем ирттерни. Ăна вĕрентекен темиçе вариантлă та йĕркелеме пултарать. Малалла эпĕ çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ирттермелли диктантсен тĕслĕхĕсене паратăп.

Тĕллевĕсем:

                 

Чăваш литературипе 10- мĕш класра ирттермелли тĕрĕслев ĕçĕсем

18 –мĕш ĕмĕрти чăваш çыруллă сăмахлăхĕ

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

Рожанский

2

Бичурин

3

Михайлов

 2.Çак ĕмĕрти çыруллă  сăмахлăхăн тематики.

3. С.Михайлов  хăш хайлавĕнче кĕвĕ-çемĕ инструменчĕсем çинчен çырса панă? Мĕн ятлă инструментсем?

4. «Тĕлĕк» сăвă жанрĕ.

5. «Пур халăхшăн та çĕнĕрен эс уçрăн

Пуян ăс-халлă Ази алăкне» сăввăн авторĕ? Ăна кама асăнса çырнă?

6. «Хăйсен чĕлхине пĕлмелле»  статья мĕн ятлă кĕнекен умсăмахĕ шутланать?

7. Г.Филипповăн «Чухăн çын пурнăçĕ- хирти мулкач пурнăçĕ» сăвви хăш çыравçăн поэмине çывăх?

8.И.Я.Яковлев çинчен  5-6 предложенипе çырса парăр.

20 ĕмĕр вĕçĕнчи проза тата 19 ĕмĕр вĕçĕнчи поэзи 

 

 

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

Юркин

 

 

 

2

Турхан

 

 

 

3

 Турхан

 

 

 

2. «Мул» повеçри сăнарсене палăртса тухăр. Тĕп сăнарăн характеристикине 5 предложенипе çырса парăр.

3.Укçа-тенкĕ çинчен калакан 3 ваттисен сăмахĕ тупса çырăр.

4. «Варуççи» поэма хăш хайлавпа пĕрпекрех? Мĕн енĕпе?

5. Лирика тĕсĕсен ретне малалла тăсăр: пейзаж,…

6.Турхан Хĕветĕрĕн  хăш сăввисенче анафора тĕслĕхĕ пур?  Пĕр тĕслĕх тупса çырăр.

7. 1903 çулта «Чăваш календарĕнче» тухнă сăвă мĕн ятлă пулнă? Унăн авторĕ?.

8. «Мул» хайлав ятне мĕнле ăнланатăр?

 

20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи поэзи

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

Кореньков

2

Шупуççнни

3

Иванов

2. М.Лермонтов сăввисене куçарнă çыравçăсем?

3. Мĕн вăл рифма? Г.Кореньков сăввисенчи рифма тĕслĕхĕсене тупăр.

4. Чĕмпĕр шкулĕн  чăваш литературинчи   вырăнĕ?

5. «Калаçнă чух ун пит çăмартисем пăт путса çаврашкаланатчĕс, сăмси тÿрĕччĕ, хура хăмăр куçĕсем пысăк та илемлĕччĕ» тесе кам çинчен çырнă? Çак йĕркесене  авторĕ.

6.  «Шуйттан чури» трагедин авторĕсем.

7. К.Ивановăн «Нарспи» поэми пĕрремĕш хут мĕн ятлă кĕнекере пичетленнĕ?

8. Çак тапхăрти тĕп темăсем?

20 –мĕш çулсенчи поэзипе проза

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

 Çеçпĕл

2

 Хумма

2.Чăваш  чĕлхин грамматикипе паллашнă хыççан Çеçпĕл мĕн ятлă статья çырнă?

3. Çеçпĕл чăваш литературине кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем.

4. «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе чăвашсем хăш уявра калаççĕ?

5. «Чунăмçăм, çунатăмçăм» тесе Çеçпĕл кам пирки  калать? Ун  çинчен 3-4 предложенипе  çырса парăр.

6. «Юншăх» калавпа «Станцăра» хайлаври тĕп шухăш?

7. «Сывă пултăр ĕçпе юрату!» тесе каланине мĕнле ăнланатăр?

8. « Станцăра» калаври географи  объекчĕсен  ячĕсене çырса тухăр.

30-40 –мĕш çулсенчи драматурги

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

 Павлов

2

  Осипов

2. Ф.Павловăн «Ялта» драми мĕн енĕпе кăсăклă?

3. Кам вăл хăйматлăх?

4.Чăваш юррисенчи сарă тени мĕне пĕлтерет?

5.П.Осиповăн  драминчи халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене 4 кая мар çырăр.

6. Мăшăрсен ретне малалла тăсăр: Ахтупай- Михетер,…

7. Драматурги жанрĕсене палăртăр? Вĕсен пĕлтерĕшĕ?

8. Çак тапхăрта литературăра хускатнă темăсем.

30-40-мĕш çулсенчи проза

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

 Элкер

2

   Ялавин

2. Элкер «Ĕçленĕ хĕрĕх çул таран. Чăвашлăха савса чунтан» тенине мĕнле ăнланатăр?.

3.1937 çул чăваш литературине хăш енчен сиен кÿнĕ?

4. «Хурапа шурă»  хайлавра  çак ăнлав  сăнарсен пурнăçĕпе хăш енчен çыхăннă? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

5.Мĕн вăл символ? «Çул çинче» калаври символ тĕслĕхĕсене 2-3 тупăр.

6. «Çул çинче» хайлаври хĕре паллă ячĕсемпе сăнласа  парăр.

7. С.Элкерпе С.Ялавин  хайлавсенче хускатнă проблема.

8. Шухăша малалла тăсăр «Шăпана….».

30-40-мĕш çулсенчи поэзи

Çыравçă хушамачĕ

Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ (туллин)

Пурăннă çулĕсем

Пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсем 2 кая мар, жанрĕ

 Пурнăçĕнчен çыравçа хаклакан 2 тĕслĕх палăртăр

1

Шелепи

2

Хусанкай

3

Кольцов

2. «Тилли юррисем» хайлав жанрĕ?

3. Андрей Петтокие асăнса кам сăвă çырнă? Сăвă ячĕ?

4. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çыравçăсене камсене пĕлетĕр?

5. Карели çĕршывĕн  сăнарĕ хăш авторсен сăввисенче тĕл пулать?

6. С.Есенинпа П.Хусанкай пултарулăхĕнчи пĕрпеклĕх.

7.П.Хусанкайăн «Хура пĕркенчĕк» ярăмĕ миçе сăвăран тăрать? Ăна хăш хулара çырнă?

8.Шелепипе пĕр кунта хăш çыравçăн ывăлĕ çуралнă? Унăн ячĕ?


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

урок подготовки младшего обслуживающего персонала в коррекционной школе в 8 классе Тема:Практическая работа "изготовление перевязочного материала".

Данный урок подготовки младшего обслуживающего персонала имеет практичекую направленность и способствует выбору будущей професии. Перед практической работой  учащиеся знакомятся с видами преревяз...

Методическая разработка мастер-класса по теме «Использование аутентичного музыкального материала в обучении английскому языку»

Данный разработка поможет творческим учителям использовать такой замечательный языковой материал, как песни, на своих уроках...

Урок русского языка в 5-а классе «Синтаксис и пунктуация. Повторение пройденного материала».

Урок русского языка в 5-а классе «Синтаксис и пунктуация.Повторение пройденного материала»....

Конеспект урока по технологии в 5 классе по теме: Древесина- природный конструкционный материал

Конспект урока по технологии в 5 классе по теме "древесина- природный конструкционный материал" с использованием ИКТ....