Чăваш литературипе 9-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (9 класс) на тему

Шишкина Алевтина Евгеньевна

Чăваш литературипе 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 9_kl_chuv.lit_.doc213 КБ

Предварительный просмотр:

                                                                                                                                 

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ                                                

______А.А.Гречко                                                           _________А.П.Директоров                                                        

. . 2017                                                                                       .  .2017       №-лĕ приказ

                                                                                                                                                                         

                                                                   

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш литературипе

 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

 

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                                                                                                                                                               

                                                      2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

                 

                                                                         

1.Ӑнлантарса пани

Чӑваш Республикин Вӗренӱ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2003 ҫулта ҫирӗплетнӗ вӗренӱ планӗ тӑрӑх чӑваш шкулӗсенче тӑван литература вӗрентме IX класра эрнере 1.5 сехет уйӑрнӑ.

Ку программӑна Чӑваш Республикин вӗрентӱ министерстви усӑ курма сӗннӗ: В. П. Никитин пӗтӗмӗшле ертсе пынипе 2003 ҫулта чӑваш шкулӗн 5-11 класӗсем валли  хатӗрленӗ «Чӑваш литератури программине» тӗпе хурса йӗркеленӗ.

Вӗренӱ материалне ҫапла пайланӑ: IX класс (52 сехет): хайлавсене вуласа тишкерме - 42: ҫырупа пуплев ӑсталӑхне якатма – 5 (сочинени пӗтӗмпе – 6: класри – 4: килти – 2): тарӑнрах пӗлӱ пама: килти вулава йӗркелеме – 4.

«Чӑваш литератури» предметӑн тӗп тӗллевӗсем:

1. Ятарлӑ тӗллевсем:

- чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыруллӑ сӑмахлӑх хайлавӗсен чи паха тӗслӗхӗсемпе паллаштарасси*

- ачасене ӱнерсен тата сӑмах ӱнерӗн пулӑмӗсене тӗрӗс ӑнланма: ӑша хывма вӗрентесси*

- шкул ачин тӗнче курӑмне никӗслеме пулӑшасси*

- ачасен кӑмӑл-сипетне халӑх педагогикипе эстетики: традицийӗсемпе философийӗ урлӑ аталантарасси*

- илемлӗ сӑнарлӑха  туйма: хаклама хӑнӑхтарасси: ҫыхӑнуллӑ шухӑшлава тарӑнлатса пырасси.

2. Пӗтӗмӗшле тӗллевсем:

- ӗҫ хӑнӑхӑвӗсен йӗркелесси: вӗренекенсене ытти халӑхсен  литературипе паллаштарасси: справочниксемпе: словарьсемпе ӗҫлеме вӗрентесси*

- пуплев-хутшӑну культурине аталантарасси*

- ачасен шухӑшлав пултарулӑхне йӗркелесси*

- общество пурнӑҫӗн пулӑмӗсене: вӗсен  ҫыхӑнулӑхне тарӑнрах ӑнланма пулӑшасси*

- тӗрлӗ предметсен ҫыхӑнӑвне пӗтӗмлетме май парасси.

         Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче ачасен пĕлĕвне тест ĕçĕсем  çыртарттарса хакламаллаӗ Тест ĕçĕсене çак сборникрсенчен илмелле:

З.П.Михайлова, ВӗМӗМихайловӗ Чăваш литературиӗ5- 9 класссенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. Шупашкар:Республика вĕренÿинститучĕн издательстви.

Н.И.Димитриева.Чăваш сăмахлăхĕ:8-11 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслесси: Тестсем.Шупашкар.

Вӗренекенсен хӑнӑхса ҫитмелле:

_ илемлӗ литература: ӑсталӑхпа политика: публицистикӑпа критика хайлавӗсене тӗрӗс: ҫӑмӑл: уҫӑмлӑ вулама:

_ ҫыравҫӑ ҫырса кӑтартнине куҫ умне ӱкерчӗклӗн кӑларса тӑратма: ун ҫинчен сӑнарлӑ каласа пама:

_ класра е килте вуланӑ хайлавсене вырӑн-вырӑнӑн: туллин е пӗтӗмӗшле кӗскен сюжетласа каласа е ҫырса пама:

_ хайлавсен ретне: тӗсне: жанрне уйӑрма: уйрӑм хайлавӑн шухӑшпа илемлӗх хӑй евӗрлӗхне палӑртма:

_ вӗреннӗ хайлав тӑрӑх план тума: сӑнарсене тата сӑнарсен ушкӑнӗсене тишкерсе сочинени хатӗрлеме:

_ хайлав ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине ҫыхӑнуллӑ каласа е ҫырса пама:

_ хайлаври тӗп е хушма темӑсемпе ҫивӗч ыйтусене уйӑрма: вӗрентекен панӑ ыйтусем е план тӑрӑх ырӑ е усал сӑнарсене: пулӑмсемпе ӗҫсене танлаштарса хаклама: вӗсене уҫса пама:

_ автор шухӑшӗ (позицийӗ) тата хайлав пафосӗпе идейи сӑнарсемпе геройсем урлӑ мӗнле уҫӑлса пынине кӑтартма:

_ ӗҫ йӗрки: хайлав тата сӑнарсен тытӑмӗ: хирӗҫӱ: сӑнарлӑ чӗлхе: илемлӗх пайрӑмӗсем (детальсем) хайлав шухӑшӗпе илемне мӗнле ӱстернине ӑнлантарма: тӗслӗхсемпе ҫирӗплетме:

_ литература ыйтӑвӗпе пӗчӗк доклад: хыпар: реферат тата «Тантӑш» хаҫатпа «Çил ҫунат» журнал вали статья е тӗрленчӗк ҫырма:

_ килте вуланӑ кӗнекене: курнӑ фильма: спектакле е телекурӑма хакласа аннотаци: кӗске рецензи: статья ҫырма: харпӑр хӑй шухӑшне тӗслӗхсемпе ӗнентерсе ҫирӗплетме:

_ вӗренӱ кӗнекисемпе хрестоматисенчи ӑнлантарусемпе: шкул валли кӑларнӑ справочниксемпе: словарьсемпе усӑ курма.

Пӑхмасӑр калама вӗренмелле:

«Çуралнӑ ҫӗршывӑмӑр» (сӑвӑ).

«Ирхи сӑвап» (кӗлӗ).

Н. Шелепи: «Раҫҫей» (сыпӑк).

В. Митта: «Çӗршывӑм: ҫӗршывӑм...» (сӑвӑ).

И. Тукташ: «Шур Атӑлта акӑш ярӑнать...» (юрӑ).

П. Хусанкай: «Натали кӗпе тӗрлет» («Аптраман тавраш» роман сыпӑкӗ)

Я. Ухсай: «Атте-анне» (поэма сыпӑкӗ) е урӑх сӑвӑ.

 

  Шкулта чӑваш литературине вӗрентес ӑслӑлӑх концепцийӗпе патшалӑх стандарчӗ куҫӑмлӑ тапхӑр валли хатӗрленӗ программӑри тӗп шухӑшсенех ҫирӗплетрӗ.    

   Вулама кӑмӑллӑ: ӱсӗм шыравне тивӗҫтерекен хайлавсем кӑна ачасене хавхалантарса пыраҫҫӗ: малтан мала талпӑнса пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлне тарӑн уҫса паракан хайлавсем вӗренӱ кӗнекисенче тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. Вӑл шутра тӗплӗ чарӑнса вӗрентмеллисем _ ХIХ  ӗмӗр шедеврӗсем: «Чӑваш эпир пултӑмӑр»: «Арҫури». ХХ ӗмӗрте паха хайлавсемпе палӑрнӑ ҫыравҫӑсем  тата йышлӑрах: Константин Иванов: Çеҫпӗл Мишши: Çемен Элкер: Митта Ваҫлейӗ: Петӗр Хусанкай: Ухсай Яккӑвӗ: Илпек Микулайӗ: Влас Паймен: Николай Терентьев: Александр Артемьев: Юрий Скворцов т.ыт.те. Классиксен хайлавӗсене темиҫе класс программине кӗртнӗ. Ку тӗрӗсех: мӗншӗн тесен кашни ӱсӗмӗн хӑйӗн Ивановӗ: Çеҫпӗлӗ: Хусанкайӗ: Ухсайӗ... Кӗҫӗн классенче пӗчӗк хайлавсемпе: сыпӑксемпе палашаҫҫӗ пулсан: ӱсерехпе вара поэма: драма-трагеди: повесть-роман тишкерме пуҫлаҫҫӗ. Кусене те пайӑрлатса панӑ: пӗрисене пӑрӑнми вуласа тишкермелле (тӗп шкул валли): теприсемпе вуласа паллашмалла (тарӑнрах пӗлӱ паракан классем тата ятарлӑ лицей-гимназисем валли): виҫҫӗмӗшӗсене килте вуламалла кӑна (программӑра вӗсене класра тишкерме сехетсем уйӑрнӑ).

   Малтанхи пекех вӗрентӱ тӑватӑ ӑстрӑмлӑ. Пуҫламӑш классенче (I-IV)  ӑнлантаруллӑ вулав пулсан кӗҫӗн классенче (V-VII)  литература вулавӗ: литература пӗлӗвӗн кӱртӗм вӗренӗвӗ никӗсре. Вӑталӑх классем (VIII-IХ) халӑх кун-ҫулне: культура аталанӑвне вӑхӑтпа талккӑш сарӑмӗнче курмалӑх ӱссе ҫитеҫҫӗ.

    Вӑталӑх пусӑм (VIII-IХ) ачасен ӱнерсен аталану тапхӑрӗсене пӗлмелле: пысӑк жанрсене алла илсе пымалла: ҫыравҫӑсен хӑйне евӗрлӗхне: вӗсен пурлӑхӗпе пултарулӑхӗ ҫыхӑнса тӑнине ӑнкармалла. Литература речӗсемпе жанрсен тытӑмне йӑлтах чухласа тӑмалла. Çавӑнпа ку вӗренӗве вӑхӑт тапхӑрӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ. IХ класӑн программи малтанхи тӗп тытӑмпах юлнӑ. IХ  класра истори тапхӑрӗсене палӑртма: ун чухнехи пурнӑҫпа сӑмахлӑхӑн лайӑх е япӑх енӗсене: халӑх ӗҫӗ-хӗлӗ: ҫыравҫӑсен ӑсталӑхӗ тапхӑртан тапхӑра пуянланса: якалса пынине кӑтартма тӑрӑшма.

     Ку ӑстӑмри хайлавсем ачасене ҫынсен хутшӑнӑвӗсене: литература сӑнарӗсен ырӑ тата япӑх енӗсене хак пама: хайлавсен сӑнарӗсенче харпӑр хӑйне курма хӑнӑхтарса пымалла. Çав вӑхӑтрах патриотлӑх: гражданлӑх туйӑмне мала кӑларасси: хайлавсенче хускатнӑ моральпе эстетика ыйтӑвӗсене ӑнланса ӑша хывма тата этемӗн чун-чӗре пахалӑхӗсемпе ҫыхӑнтарса вӗсене тӗрӗс ӑнлантарма пӗлесси пулмалла. Маларахри вӗренӱ кӗнекинче сӑнарсем хӑйсене хӑйсем алӑ хунине (сиуцида) пусӑмласа тӑни сиенлӗ тесе шутлатпӑр. Йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӗрентнине мала кӑларса пырас пулать. Хайлавсенчи авторӑн кӑмӑлӗпе шухӑш-туйӑмӗ мӗнлерех палӑрнине сӑнаса пӗтӗмлетесси: хайлавсен илемлӗх-сӑнарлӑх мелӗсен пӗрлӗхӗ (стиль) пирки пӗтӗмлетӱсем тӑвасси пулмалла. Проблемӑпа тема: сюжетпа композици: геройсемпе сӑнарсем: сӑнар характерӗсен аталанӑвӗ: хайлаври сӑнарсене хакламалли мелсем: пуплеве илемлетме усӑ курнӑ ытарлӑхсем пурте ачасен ӑнланулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.    

    Хальхи вӑхӑтра IX класран вӗренсе тухакансем тӗп пӗлӱ илеҫҫӗ. Вӗсем X_XI классенче вӗренмесен те пултараҫҫӗ. Çавӑн пирки вӑталӑх пусӑмри ачасене чӑваш литературипе пӗтӗмӗшле пӗлӱ пама тӑрӑшмалла.

     Вӑталӑх пусӑмӑн юлашки ҫулӗнче (IX класс) пысӑкрах хайлавсен сыпӑкӗсене панӑ. Ку вӑл йӗркеллӗ вӗренсе пынӑ ачашӑн  йывӑрлӑх кӑларса тӑратмӗ. Анчах хайлава пӗтӗмпех вуламан ачана ыттисен картне ларма май килмӗ. Аслӑ классенче вара ҫак кӗскетӱ мелӗпе ытларах усӑ курма сӗннӗ. Калӑпӑр: Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр»: Çемен Элкерӗн «Хурапа шурӑ»: Федор Павловӑн «Ялта»: Леонид Агаковӑн «Шанчӑк»: Хветӗр Уярӑн «Таната»: Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗсене хрестоматие ниепле те пӗтӗмпех кӗртме май ҫук. Анчах вӗсене вӑтам шкулта ачасене пӗтӗмпех вулаттармасан та юрамасть.

     Вӗрентекенпе хӑйсен ӱсӗмӗшӗн ытларах пӗлекен ачасем шкула ан ӱпкелеччӗр тесе программӑна виҫӗ шай виҫипе йӗркеленӗ.

     Кӗскетнӗ хайлавсем хушшинче вуласа тишкермеллисем тата вуланӑ хыҫҫӑн сӱтсе явмаллисем (килти вулав) пулаҫҫӗ. Çыру ӗҫӗсем ирттермелли хайлавсене кашни ачан пӗр сиктермесӗр пӗтӗмпех вуласа тухма тивет. Пӑрӑнми вулама сӗннӗ хайлава вуласа тухманни программӑна пурнӑҫламанни шутланать. Пӑхмасӑр калама сӗннӗ сӑвӑсене вӗренменни те ҫавах. Вӗсем йышлӑ мар: анчах вӗсене пӗлмеллех. Ку вӑл _ аялти шай. Çӱлти шай вара ачан пултарулӑхӗнчен тата вӑл малашне ӑҫта мӗне вӗренме каяссинчен нумай килет.

     Харкам тӗллӗн вулама сӗнни (ирӗклӗ вулав) _ лайӑх вӗренекен е вулама юратакан ачасем валли. Ку йышши хайлавсем малтан вӗреннисемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ахаль йышши класра йӗркипе вӗренсе пыракан ачасем те: тарӑн пӗлӱ класӗнче е ятарлӑ лицей-гимназире вӗренекенсем те вулаччӑр тесе программӑна кӗртнӗ.

    Çыравҫӑсен пултарулӑхне вӗрентмелли уроксенче хайлавсен поэтикине _ композици: сӑнар: илемлӗх енӗсене тӗплӗнрех ӑнлантарни вырӑнлӑ. Аслӑ классен программа никӗсӗнче _ классиксен чи лайӑх хайлавӗсем. Вӗсене: паллах: ретпе: хавхапа: жанрсемпе: ҫыру мелӗсемпе тата ытти енчен виҫеллӗ шайлаштарса илме пӗлмелле. Программӑра ҫапла тума май панӑ.

     Программӑна май пур таран кӗскерех те уҫӑмлӑрах тунӑ. Халӑх сӑмахлӑхӗпе литературӑна шкулта ӱнерӗн пӗр тӗсӗ тесе вӗрентме сӗннине тӗпе хунӑ. Хайлавсене малтанхи пек ӑнлантарса панисем: темӑна ӑнлантарса тӑнисем кунта ҫук. Вӗсем меслет кӑтартӑвӗсенче тата вӗренӱ кӗнекисенче пулмалла. Тӗп темӑсене кӗскен уҫса панӑ. Ку вӑл вӗрентӱҫӗ уроксене планланӑ чухне хӑш сулӑма тӗпе хумаллине систерет: мӗн чухлӗ вӗренмеллине палӑртать. Анчах ҫакӑ вӑл хайлава яланах пӗр майлӑ кӑна ӑнлантармалла е урӑххи ҫинчен калаҫма юрамасть тени мар. Малтан е кайран вӗрентме: пӗр хайлава тепринпе ылмаштарма юрать. Çапах та вӗренсе тухнӑ чух аттестаци ӗҫӗ ҫырма: абитуриента чӑваш филологи уйрӑмне вӗренме кӗме кирлӗ пулакан хайлавсене сиктерсе хӑварни стандарта тата программӑна тытса пыманнине пӗлтерет.

     Литература вӗрентӗвӗн стандарчӗ ыйтнине вӗрентекен кирек мӗнле меслетпе: ӑслайпа пурнӑҫлама пултарать. Программӑра ӑна ҫавна тумалли тӗп ҫул-йӗре кӑтартса панӑ.

2.С О Д Е Р Ж А Н И

«Çуралнӑ ҫӗршывӑмӑр» (сӑвӑ).

Кӱртӗм калаҫу. Чӑваш культурипе литературин аталану тапхӑрӗсем. Литература _ халӑх пурнӑҫӗн сӑнарлӑ тӗкӗрӗ. (1 сех.)

Литература теорийӗ. Литературӑпа ӱнерсен историйӗ.

1. Халӑх сӑмахлӑхӗпе авлхи ҫырулӑх (10 сех.)

Сартӑш вӗрентӗвӗн сӑмахлӑхӗ: «Турӑ кӗнекинчи» кӗлӗсем: сӑвапсем: сӑрмансем. «Шӑпа кӗнекинчи» чӗлхесем: ӱкӗтсем: калмаксем. Сартӑш сӑмахлӑхӗн илемлӗх мелӗсем.

Несӗлсен карт (руна) ҫырӑвӗ. Чулсемпе пир-авӑр ҫинче упранса юлнӑ сӑмахлӑх. Авалхи ҫырулӑх пӗлтерӗшӗ.

          Вӑтам ӗмӗрсенчи культурӑпа литература лару-тӑрӑвӗнчи паллӑ ятсем: пулӑмсем. Атӑлҫи Пӑлхар культури.

Ахмед ибн Фадлан. «Пӑлхар патшалӑхне ҫитсе курни» (сыпӑксем).

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрӗ-шывӗ: историйӗ: йӑли-йӗрки.

М.Ф. Юрьев «Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем» (трагедии сыпӑкӗсем).

М. Юрьев драматургӑн синкерлӗ шӑпи. «Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем» трагедин истори никӗсӗ. Сӑнарсен тытӑмӗ: пахалӑхӗ.

Палас Ахун Юсупӗ «Хӑтлӑ пӗлӱ» (сыпӑкӗсем). Поэма пӗлтерӗшӗ.

      XVII ӗмӗрти чӑваш сӑмахлӑхӗ. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи сӑвӑҫсен мӑсӑльман тӗнне йышӑнма: арабла ҫырма тивни.

Калай Малля сӑввисем. Тӗрӗк поэзийӗн пахалӑхӗ. «Атте-анне сӑмахӗсем» сӑвӑри кивелмен шухӑшсем.

XVII ӗмӗрти чӑваш сӑмахлӑхӗн йывӑр утӑмӗсем. Çул тӗрленчӗкӗсемпе сӑвӑсем.

Охатер Томеев «Вӑйпа тӗне ан кӗртчӗр» (ҫыру).

О. Томеев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. Паттӑрлӑ ӗҫӗсем. Кӗрешӱри тӗллевсем. Çырӑвӗсемпе сӑввисен пӗлтерӗшӗ. Тӗне хаклани: тӑван тӗншӗн хытӑ тӑни: ҫыру тытӑмӗ: илемлӗх мелӗсем.

Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. Халӑх сӑмахлӑхӗпе (фольклорпа) ҫыру сӑмахлӑхӗн (литературӑн) уйрӑмлӑхӗсем.

Н.Я. Бичурин «Байкал» (ҫул очеркӗ).

Н. Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. Тумхахлӑ ҫул-йӗрӗ. «Байкал» очеркри калавҫӑ сӑнарӗ.

19 ӗмӗрти литература (3 сехет)

С.М. Михайлов «Юнка» (сӑвӑ): «Хӗрринче выртасшӑн мар»: «Сунарҫӑн пуҫ пулнӑ-и$» (шӱтсем).

С. Янтуш пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ. Историпе этнографи ҫырӑвӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗпе усӑ курса ҫырни. Кулӑш пахалӑхӗ.

Литература ӑсталӑхӗ.  Классицизмпа ҫутлӑх реализмӗн паллисем.

Д.П. Ознобишин «/пкев»: «Пӗрин йӑл кули улталарӗ мана...» (сӑвӑсем).

Вырӑс ҫыннисем вак халӑх ывӑлӗ-хӗрне пулӑшни. А.С. Пушкин: А.А. Фукс: Д.П. Ознобишин туслӑхӗ.

С.П. Чунтеров «Пирӗн йӑх» (повеҫрен).

Сергей Чунтеровӑн «Манӑн пурнӑҫ» повеҫӗ _ малтанхи паха хайлавсенчен пӗри. Çыру мелӗсем. Ӑру пурнӑҫне лайӑх ҫутатса пани.

Н.И. Ашмарин «Качи ҫӑви» (халап).

Н. Ашмарин _ паллӑ тӗпчевҫӗ: чӗлхеҫӗ: ҫыравҫӑ. «Качи ҫӑви» халапри сӑнарсем: шухӑшсем: ӗҫсем. Юратури тӱрӗлӗхпе пурнӑҫри ҫирӗплӗх.

5. XX ӗмӗрти литература (24сех.)

Малтан калани. XX ӗмӗрӗн пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпачӗ: аталану тапхӑрӗсем. Чӑваш ӑслӑлӑхӗн ӱнерӗсемпе сӑмахлӑхӗн паллӑрах ӱсӗмӗсем. Аталану тапхӑрӗсенчи паллӑ ҫынсем: вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ. Сӑмахлӑха ҫӗнӗлӗхсемпе пуянлатнӑ вилӗмсӗр хайлавсем.

Икӗ пӑлхавӑр кӱнӗ ҫӗнӗлӗх. 1905_1907 ҫулсем ӱстернӗ ҫыравҫӑсем.

Н.И. Шелепи «Раҫҫей»: «Кӗпер хывни».

Н. Шелепи _ халӑх юрӑҫи: унӑн сӑвви-юрринчи халӑхла туртӑмсем. Халапла сӑмахлӑхӑн витӗмӗ: илемлӗх мелӗсем.

И.Е. Тӑхти «Шерхулла» (калав).

Илле Тӑхти ӑсталӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ. «Шерхулла» _ этнографилле калав. Сӑнар тумалли мелсем.

      20-мӗш ҫулсенче чӑваш литератури хӑвӑрт вӑйланса пыни. Паллӑ ятсемпе паха хайлавсем. Поэзи: проза тата драматурги хӑйне ирӗклӗ туйса аталанни.

Д.В. Исаев «Рабфак хӗрӗ».

Мӗтри Исаев (Авраль) _ чӑваш прозин талантлӑ ӑсти. Пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ. «Рабфак хӗрӗ» калавра хускатнӑ ыйтусен ҫивӗчлӗхӗ.

Д.П. Юман «Пӱлӗх Йӑмри» (калав).

Мӗтри Юман _ ҫыравҫӑ: историк: таврапӗлӱҫӗ: кӗрешӱҫӗ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн паллӑрах енӗсем. Сӑвви-калавӗсен шӑпи. «Пӱлӗх Йӑмри» _ ял сийӗсен пӑлхавӑрлӑ пурнӑҫне шахвӑртуллӑ мелпе сӑнарлакан хайлав. Калав тытӑмӗ: сӑнарӗсем: тӗп шухӑшӗ.

Литература ӑсталӑхӗ. Сӑмахлӑхри шахвӑртуллӑ-юптаруллӑ ҫыру мелӗ.

Г.А. Кореньков «Эс ҫеҫ мана йӑпатан»: «Юрӑ»: «Хурӑн юрри».

Гаврил Кореньков _ вӗрентӱҫӗ: сӑвӑҫ. Пултарулӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ. Лирикӑллӑ сӑввисемпе поэмисем: куҫару ӑсталӑхӗ.

В.Е. Митта «Тӑван чӗлхем»: «Çӗршывӑм: ҫӗршывӑм...»: «Анатри юрӑ».

Василий Митта _ чӑваш поэзийӗн классикӗ. Пурнӑҫӗн йывӑр ҫулӗсем. В. Митта лирикин хӑвачӗ. Илемлӗх мелӗсем. Пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнни.

     30-мӗш ҫулсенчи пурнӑҫпа ӱнерсен шӑпи. Айӑпсӑр айӑпланин синкерӗ. Колхозсем тунӑ вӑхӑт палли. Сӑвӑ-юрӑри паха тӗслӗхсем.

Н.К. Янкас «Катя» (калав).

Нестӗр Янкасӑн синкерлӗ шӑпи. Сӑввисемпе калавӗсен ӑшпиллӗхӗ: ҫынлӑх туртӑмӗ. «Катя» калаври сюжетпа характерсем тата ҫыру мелӗ. Юратупа тасалӑх ыйтӑвӗсене татса пани.

И.С. Тукташ «Шурӑ кӑвакарчӑн»: «Уйрӑлу»: «Шур Атӑлта акӑш ярӑнать».

Илле Тукташ _ юрӑ сӑмахӗсен ӑсти. Пултарулӑхӗн тӗп енӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗпе пӗлсе усӑ курни. Юрӑ сӑмахӗсен хӑйне евӗрлӗхӗ.

А.Т. Петтоки «Тӗнче кӗвви».

Андрей Петтоки пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн паллӑрах тапхӑрӗсем. Кӗрешӱри хастарлӑхӗ. Поэзири авангардизм.

Литература ӑсталӑхӗ. Лирика ушкӑнӗсемпе жанрӗсем. Лирика сӑнарлӑхӗ.

Е.В. Еллиев «Чӗн тилхепе» (калав).

Е. Еллиев _ паллӑ вӗрентӱҫӗ: прозӑпа драматурги ӑсти. Пултарулӑхӗн тӗп енӗсем. «Чӗн тилхепе» калавӑн философиллӗ тӗшши.

Литература ӑсталӑхӗ. Эпика ретӗнчи жанрсем.

        Вӑрҫӑ умӗнхи: вӑрҫӑ вӑхӗтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи чӑваш сӑмахлӑхӗн тӗп паллисем. Публицистика: проза: поэзи тата драматурги паттӑрлӑх хавхине вӑйлатни. Çапӑҫура пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсем. Фронтра пулнӑ салтак ҫыравҫӑсен еткерӗ.

А.Е. Алга «Июнӗн 22-мӗшӗ»: «Бранденбург хапхи умӗнче».

Чӑваш халӑх сӑвӑҫин Александр Алган пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хайлавсен паттӑрлӑх хавхи. Паттӑр салтак сӑнарӗ. «Тӑватӑ ҫулталӑк» кӗнекери сӑвӑсен янӑравлӑхӗ.

Литература ӑсталӑхӗ. Элтешлӗх сӑввисен хавхи: илемлӗх мелӗсем (сасӑсен янӑравӗ).

П.П. Хусанкай «Аптраман тавраш» (сӑвӑлла роман сыпӑкӗ): «Çӗнтерӱ юрри» ярӑмри сӑвӑсем.

Петӗр Хусанкай _ чӑваш халӑх сӑвӑҫи. Нумай енлӗ пултарулӑхӗ. Вӑрҫӑ хавхипе ҫырнӑ хайлавӗсем. Вӗсен пахалӑхӗ: пӗлтерӗшӗ: сӑнарӗсем. Чӗлхе ӑсталӑхӗ: шухӑш вичкӗнлӗхӗ.

А.С. Артемьев «Симӗс ылтӑн» (повесть).

Чӑваш халӑх ҫыравҫин А.С. Артемьевӑн ҫар ыйтӑвӗпе ҫырнӑ хайлавӗсем. Пултарулӑхӗн тӗп енӗсем.

«Симӗс ылтӑн» повесть _ салтак чӑтӑмлӑхне: ҫирӗплӗхне: тасалӑхне мухтакан хайлав. Повеҫӗн ырлӑхӗ: шухӑш тарӑнлӑхӗ. Тӗп сӑнарсем.

А.С. Артемьев. «Юлашки юрӑ» (повесть).

В.Л. Садай «Летчиксем» (роман).

Литература ӑсталӑхӗ. Лирикӑллӑ-психологиллӗ повесть.

XX ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш литератури (14 сехет)

XX ӗмӗр вӗҫӗнче сӑмахлӑх аталанӑвӗнче пысӑк улшӑнусем пулса пыни. Сӑмахлӑхра ҫӗнӗ ятсем: ҫӗнӗ хайлавсем тухни: манӑҫа юлнисене аса илни. Сӑмахлӑх ҫӗнӗ хаклав шайне хӑпарса пыни.

Я.Г. Ухсай «Мана тутар сӑнарлӑ теҫҫӗ»: «Çумӑр»: «Кӑвак хуппи»: «Анне мана тирпейлӗ пиеленӗ»: «Атте-анне» (поэма сыпӑкӗсем).

Ухсай Яккӑвӗ _ чӑваш халӑх сӑвӑҫи. Нумай енлӗ пултарулӑхӗ. Эпикӑллӑ лирика ӑсти. Çынпа ҫут ҫанталӑка юратса ҫырнӑ сӑввисемпе поэмисен пахалӑхӗ.

Л.Я. Агаков «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ».

Л. Агаков _ чӑваш халӑх ҫыравҫи. Пултарулӑхӗн тӗп енӗсем.

«Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повесть _ шаймӑк сӑмахлӑхӗн ырӑ тӗслӗхӗ. Сюжет йӗрӗсем: сӑнарсем. Хутлӑхри йӗркелӗхе тытса пурӑнасси.

Литература ӑсталӑхӗ. Эпика жанрӗсем: вӗсен тӗсӗсем.

Н.Т. Терентьев «Çил ҫинчи ҫеҫпӗл» (драма).

Н.Терентьев _ чӑваш халӑх ҫыравҫи: талантлӑ драматург. Драматургири ҫӗнӗлӗхӗсем. «Çил ҫинчи ҫеҫпӗл» драма _ ашшӗсемпе ачисен ӗмӗрхи хутшӑнӑвӗсене уҫса паракан хайлав. Конфликт: сӑнарсем.

Н.Т .Терентьев «Атӑл куҫӗ».

Л.Н. Родионов «Асамат кӗперӗ».

Литература ӑсталӑхӗ. Драматурги жанрӗсем тата вӗсен тӗсӗсем: поэтики.

Ю.И. Скворцов «Хӗрлӗ мӑкӑнь» (сыпӑкӗсем).

Ю. Скворцов _ талантлӑ прозаик. Пултарулӑхӗн паха енӗсем. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫре хускатнӑ ыйтусем.

В.П. Петров «Çӑлӑнӑҫ» (повесть).

XX ӗмӗр вӗҫӗнчи прозаиксен ӗҫӗ-хӗлӗ. В.Петров пултарулӑхӗн чӑваш литературинчи вырӑнӗ. В. Петров хайлавӗсенчи ӗретлӗх-йӗркелӗх ыйтӑвӗсем. «Çӑлӑнӑҫ» повеҫри сӑнарсем тата паянхи яш-кӗрӗм хутшӑнӑвӗ.

Хурӑнташ халӑхсен сӑмахлӑхӗ

Тӑванла пушкӑрт: тутар: мари: удмурт: мӑкшӑ-ирҫе: кӑркӑс: тува: хакас: казах тата ытти хурӑнташ халӑхсен сӑмахлӑхӗ. Паллӑ ҫыравҫисем: вӗсен чӑвашла пичетленнӗ хайлавӗсем.

Ирӗклӗ вулав валли:

И.Н. Юркин «Çамрӑк чухнехи кӑмӑл»: «Урине».

Хумма Çеменӗ Калавсемпе повеҫсем.

Е.В. Еллиев Калавсем.

В.Е. Рзай Калавсем.

Иван Мучи Калавсем.

И.Н. Ивник Сӑвӑсем.

Н.Ф. Илпек Калавсем.

Д.А. Кипек «Ягуар»: «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ».

В.З. Паймен Калавсем.

А.В. Емельянов Калавсемпе повеҫсем.

Л.В. Таллеров Повеҫсем.

Ю.С. Сементер «Хурапа шурӑ» (сӑвӑсемпе поэмӑсем).

Н.А. Петровская «Шурӑ лили» (повесть).

Д.В. Гордеев «Акман ыраш» тата ытти повеҫсем.

Хв. Агивер «Туй» (повесть).

     IX класс пӗтернӗ ҫӗре ачасен мӗн-мӗн пӗлмелле:

_ класра е килте вуланӑ хайлавсен тексчӗсене: вӗсенчи темӑсемпе тӗп шухӑшсене: сӑнарсене: ӗҫсен йӗркине: хирӗҫ тӑрӑва (конфликта) :

_ хайлавсен тытӑмне: авторӑн пултарулӑх меслетне: илемлӗх мелӗсене: чӗлхен ытарлӑ ҫаврӑнӑшӗсене: ӑсталӑх хӑй евӗрлӗхне:

_ чӑваш литературин аталану йӗркине: тапхӑрӗсене:

_ кашни тапхӑрти паллӑ ҫыравҫӑсемпе вӗсен хайлавӗсене:

_ реализм меслечӗн тӗп паллисене: жанрсен ҫыхӑнӑвне:

_ литература хайлавӗсен жанрӗсене:

_ литература сӑмах ӑсталӑхӗ пулнине: вӑл пурнӑҫа типласа: историн пӗр-пӗр тапхӑрӗн паллӑрах енӗсене вӑйлатса кӑтартнине.

                                         

                                                   3. КАЛЕНДАРЛӐ ТЕМАТИКА ПЛАНÊ

Урок №

Темǎри урок №

Урок теми

Асǎрхаттарни

Халăх сăмахлăхĕпе авалхи çырулăх ( 10 сехет)

1

1

Кӱртӗм калаҫу. Чӑваш культурипе литературин аталану тапхӑрӗсем.

        2

2

Кӗлӗсемпе сӑвапсем. Сӑмахлӑхри илемлӗх мелӗсем: пуплев фигурисем.

3

3

Ӑрӑмлӑ чӗлхе асамлӑхӗ. Ӑрӑмлӑ чӗлхен жанрӗсемпе паллисем.

4

4

Кӱртӗм тишкерӱ.Несӗлсен ҫыруллӑ палӑкӗсем.

5

5

Ахмед ибн Фадлан «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ҫитсе курни».

6

6

Палас Ахун Юсупӗ. «Хӑтлӑ пӗлӱ» хайлав куҫарӑвӗ: виҫи. Халӑхран ҫырса илнисем.

7

7

Кӱртӗм тишкерӱ. Калай Малля пултарулӑхӗ. «Атте-анне сӑмахӗсем» сӑввӑн теми.

8

8

Кӱртӗм тишкерӱ. 18-мӗш ӗмӗрти литература паллисем. Охатер Томеев пултарулӑхӗ.

9

9

Никита Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. «Байкал» хайлав жанрӗ: тӗсӗ: хавхи.

10

10

Кӱртӗм тишкерӱ. 19-мӗш ӗмӗрти литература аталанӑвӗ

 

Пурĕ 10 сехет

19 ĕмĕрти литература (3 сехет)

11

1

С. Михайлов-Янтушӑн «Юнка»: «Хӗрринче выртасшӑн мар» хайлавӗсем.

2

12

Килти вулав. Чунтеровӑн «Пирӗн йӑх» хайлав жанрӗ: тӗсӗ: хавхи.

3

13

Сочинени. «Ламран лама куҫать этем ӗҫ-хакӑлӗ» е кӗнекери темӑсем.

Пурĕ 3 сехет

20 ĕмĕрти литература (24 сехет)

14

1

Кӱртӗм тишкерӱ. 20-мӗш ӗмӗрти чӑваш литератури. Н. Шелепи «Раҫҫей»

15

2

Килти вулав урокӗ. «20-30-мӗш ҫулсенчи проза аталанӑвӗ»

16

3

Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн

тӗп тапхӑрӗсем.

17

4

«Анатри юрӑ»: «Тӑван чӗлхем! Таса чӗлхем...»хайлавсенчи сӑвӑ виҫи:

18

5

30-мӗш ҫулсенчи литература аталанӑвӗ.

19

6

Килти вулав урокӗ. «20-30-мӗш ҫулсенчи пурнӑҫпа илем

20

7

Е. Еллиев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. «Чӗн тилхепе» хайлав теми: проблеми: стилӗ.

21

8

А. Петтокин кӗске ӗмӗрӗ. «Тӗнче кӗвви» хайлав теми: проблеми: лирика геройӗ.

22

9

Сочинени «20-30-мӗш ҫулсенче пурнӑҫпа вилӗм проблеми»

23

10

Кӱртӗм тишкерӱ. 20-мӗш ӗмӗр варринчи чӑваш литератури.

24

11

       12

А.Алка пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ

25

26

13

П. Хусанкай пултрулӑхӗн хӑйне  евӗрлӗхӗ.

27

14

П. Хусанкай пултарулӑхӗнчи жанр хӑйне евӗрлӗхӗ: сӑвӑ ярӑмӗ: сӑвӑлла роман.

28

15

«Ман ҫӑлтӑр»: «Мунча шӑрши» хайлавсен жанр уйрӑмлӑхӗсемӗ

29

16

«Çиле хирӗҫ ҫӱрен ут юртать...» сӑвӑ: ячӗ: теми: проблемиӗ

30

17

Сочинени «Сасартӑк тревога янрарӗ ирпе...»

31

18

А. Артемьев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсем. «Симӗс ылтӑн» хайлав

32

19

«Симӗс ылтӑн» хайлав жанрӗ: тӗсӗ. Хайлавра сӑнланнӑ истори тапхӑрӗ.

33

20

«Симӗс ылтӑн» хайлаври сӑнарсем. Тӗп сӑнарсен характеристики.

34

21

«Симӗс ылтӑн» хайлаври хирӗҫӱ.

35

22

Килти вулав урокӗ. Калаҫу урокӗ: «Совет салтакӗн паттӑрлӑхӗ:чыслӑхӗ: тасалӑхӗ»

36

23

Сочинени «Чӑваш салтакӗн чӑтӑмлӑхӗпе чун ҫирӗплӗхӗ: тасалӑхӗпе ҫынлӑхӗ»

37

24

Кӱртӗм тишкерӱ. 20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш литературин утӑмӗсем.

Пурĕ 24 сехет

20 ĕмӗр вӗҫӗнчи  литература (14 сехет)

38

1

Ухсай Яккӑвӗн пурнӑҫ ҫул-йӗрӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсем.

39

2

Я. Ухсайӑн «Çумӑр»: «Кӑвак хуппи» хайлавӗсен тӗсӗсем.

40

3

Ухсай Яккӑвӗн «Анне мана тирпейлӗ пиеленӗ» сӑвви: хайлав тӗсӗ: проблеми:

41

4

«Атте-анне» поэма сыпӑкӗсем.

42

5

Н. Терентьевӑн пултарулӑх ҫул-йӗрӗ.

43

6

«Çил ҫинчи ҫеҫпӗл» хайлав ячӗ: теми

44

7

«Çил ҫинчи ҫеҫпӗл» хайлав ячӗ: сӑнарсен характеристики

45

8

Ю. Сквоцов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсем.

46

9

«Хӗрлӗ мӑкӑнь» хайлав жанрӗ: тӗсӗ: темипе проблеми тачӑ ҫыхӑнни

47

10

«Хӗрлӗ мӑкӑнь» хайлаври сӑнарсен  хӑйне еврлӗхӗ.

48

11

Тест ĕçĕ

49

12

Сочинени .«Çамрӑк ӗмӗр иккӗ килмест: ӑна тивӗҫлӗ пурӑнасчӗ» е урӑх темӑсем.

50

13

Вĕреннине пĕтĕмлетни

51

14

9-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетни

Пурĕ 14 сехет

Пурĕ 51 сехет

5.Вӗренӱ учебникӗ: Никитин В.П. пухса хатӗрленӗ «Чӑваш литератури-9»  (Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви: 2003.) кӗнеке тӑрӑх хатӑрленӗ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"...

2016 Программа кружка "Домоводство".Программа рассчитана на 5-6 классы. Срок реализации программы 1 год.

Программа предполагает формирование ценностных эстетических ориентиров, навыков художественно-эстетической оценки, которые дадут возможность каждому ученику открыть для себя мир декоративно- прикладно...

Рабочая программа по русскому языку 7 класс (144 часа). Программа Савчук Л.О. «Русский язык. 5–9 классы общеобразовательных учреждений» под ред. Е.Я. Шмелёвой. — М. : Вентана-Граф, 2013.

Предлагаемая рабочая программа для учащихся 7-б  класса  составлена на основе Фундаментального ядра содержания общего образования, требований к результатам основного общего образования, пред...

Рабочая программа по литературе 7 класс (72 часа). Программа: Литература: 5-9 классы общеобразовательных учреждений / авторы-составители Г.С.Меркин, С.А.Зинин, В.А.Чалмаев. М., «Русское слово», 2013

Предлагаемая рабочая программа по литературе для 7  класса составлена на основе примерной программы по предмету «Литература», утвержденной Министерством образования РФ, программы Лите...