Чăваш литературипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (8 класс) на тему
Чăваш литературипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
8_kl._chuv.lit_.doc | 207 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ ҪИРĔПЛЕТЕТĔП
Директор ҁумĕ Шкул директорĕ
______А.А.Гречко _________А.П.Директоров
. . 2017 . .2017 №-лĕ приказ
Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи
«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш литературипе
8-мĕш класс валли хатĕрленĕ
ĔҪ ПРОГРАММИ
2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă
2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ
1. Ӑнлантарса пани
Ку программӑна Чӑваш Республикин вӗрентӱ министерстви усӑ курма сӗннӗ: Вӗ Пӗ Никитин пӗтӗмӗшле ертсе пынипе 2003 ҫулта чӑваш шкулӗн 5-11 класӗсем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури программине» тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2003 ҫулта ҫирӗплетнӗ вӗренӱ планӗ тӑрӑх чӑваш шкулӗсенче тӑван литература вӗрентме VIII класра эрнере 2 сехет уйӑрнӑ.
Вӗренӱ материалне ҫапла пайланӑ: VIII класс (70 сехет): хайлавсене вуласа тишкерме - 50: калаҫупа ҫыру ӑсталӑхне вӑйлатма – 10 (сочинени пӗтӗмпе – 4: класри – 2: килти – 2): тарӑнрах пӗлӱ пама: килти вулава йӗркелеме – 10.
«Чӑваш литератури» предметӑн тӗп тӗллевӗсем:
1. Ятарлӑ тӗллевсем:
- чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыруллӑ сӑмахлӑх хайлавӗсен чи паха тӗслӗхӗсемпе паллаштарасси*
- ачасене ӱнерсен тата сӑмах ӱнерӗн пулӑмӗсене тӗрӗс ӑнланма: ӑша хывма вӗрентесси*
- шкул ачин тӗнче курӑмне никӗслеме пулӑшасси*
- ачасен кӑмӑл-сипетне халӑх педагогикипе эстетики: традицийӗсемпе философийӗ урлӑ аталантарасси*
- илемлӗ сӑнарлӑха туйма: хаклама хӑнӑхтарасси: ҫыхӑнуллӑ шухӑшлава тарӑнлатса пырассиӗ
2. Пӗтӗмӗшле тӗллевсем:
- ӗҫ хӑнӑхӑвӗсен йӗркелесси: вӗренекенсене ытти халӑхсен литературипе паллаштарасси: справочниксемпе: словарьсемпе ӗҫлеме вӗрентесси*
- пуплев-хутшӑну культурине аталантарасси*
- ачасен шухӑшлав пултарулӑхне йӗркелесси*
- общество пурнӑҫӗн пулӑмӗсене: вӗсен ҫыхӑнулӑхне тарӑнрах ӑнланма пулӑшасси*
- тӗрлӗ предметсен ҫыхӑнӑвне пӗтӗмлетме май парассиӗ
Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче ачасен пĕлĕвне тест ĕçĕсем çыртарттарса хакламаллаӗ Тест ĕçĕсене çак сборникрсенчен илмелле:
З.П.Михайлова, В.М.Михайлов. Чăваш литератури.5- 9 класссенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. Шупашкар:Республика вĕренÿинститучĕн издательстви.
Н.И.ДимитриеваӗЧăваш сăмахлăхĕ:8-11 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслесси: Тестсем.Шупашкар.
2.С О Д Е Р Ж А Н И
Куртӗм (2 сех).
Тӑван ҫӗршыв (Чӑваш Республикин мухтав юрри.
Кӱртӗм калаҫу. Сӑнарлӑ сӑмах – халӑх ӑс-хакӑлӗн пӗр пайӗӗ Вӑл тапхӑрӑн-тапхӑрӑн аталанса пыниӗ Сӑмах ӱнерӗ пурнӑҫа сӑнарсем урлӑ кӑтартниӗ /нерсен ытти тӗсӗсемӗ Вӗсен илемлӗх витӗмӗӗ (1 сех.)
И.Я.Яковлев «Чӑваш халӑхне» (халал) (1 сех)
Ӑсталӑхпа илем тӗнчиӗ Пил: пехил: халал: жанр паллисем: тытӑмӗ: хутламсен (рефренсен) пӗлтерӗшӗ.
Авалхи еткертен (9 сехет)
«Камсем эпир: мӗнле йӑхран эпир» (сӑвӑ)
Вутран юлнӑ пуянлӑхӗ
Чӑваш сӑмахлӑхӗн аталану тапхӑрӗсемӗ Халӑх ӑс-хакӑлӗӗ Авалхи картӗ Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх тӗслӗхӗсемӗ Туй сӑмахлӑхӗ.
Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗ.
Вуласа тишкерме:
Мӗтри Юман «Паттӑр пулнӑ авалсем» (Ирӗклӗ сӑвӑ)ӗ Сӑвӑ пахалӑхӗ: пӗлтерӗшӗӗ Илемлӗх мелӗсем.
Вуласа паллашма:
Г.В.Тал-Мӑрса «Силпи – пӑлхар пики» (трагеди сыпӑкӗсем).
Г.В.Тал-Мӑрса пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗӗ Чӑваш драматургийӗпе театрӗнчи ӑсталӑхӗ. «Силпи – пӑлхар пики» трагедире ӱкерӗннӗ вӑхӑт: темипе тӗп шухӑшӗ. Сӑнарсем: вӗсен историри чӑнлӑхӗ.Сӑвӑ хывӑм мелӗсем.
Килте вулама:
«Пусмӑрпа хурлӑх сасси»: «Уксак Тимӗр Пӱлере илни ҫинчен» (сӑвӑллӑ халап).
Пусмӑрти халӑх сасси.
Хура Элмук юррисемӗ «Вутлӑ тӑвӑл пек килчӗ Супетей»: «Шапатан тухатмӑш»: «Икӗ тӑван».
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. Авалхи сӑмахлӑхра халӑх шӑпи ӱкерӗнсе юлни.
XVI – XIX ӗмӗрсенчи сӑмахлӑхран (9 сех)
+ӗр-шывпа ҫырулӑха ҫухатнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫпа литератураӗ Вӗреннӗ несӗлсем арабла е тӗрӗкле ҫырнӑ вӑхӑт.
Вӑтӑр Юман «Чӑтӑмлӑх ҫинчен» (сӑвӑ).
Халӑх кӗрешӗвне сӑнарлакан сӑвӑ-юрӑ. Пӑлхавҫӑсемпе ҫар пуҫӗсен сӑмахӗсемпе юррисем.
Искей Пайтулӗӗ «Хупӑрларӗҫ виҫӗ хут»: «Эй: ҫилсем: кӑра ҫилсем…»
Пайтул Искеев кӗрешӱҫӗн кун-ҫулӗ. Халӑх юррисен шӑпи. С.Разин пӑлхавӗ Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче палӑрса юлни.
Тойтерякпа Нехей юррисем. «Тӑхӑр Атӑл ҫине тухса куртӑмӗ.
Халӑх сӑмахлӑхӗнчен: «+ичӗ хӑрхӑм»: «Тереш хӗрне антӑм та»: «Разин чӗлӗмӗ»: «Хура халӑх куҫҫульлисем».
Кивӗ ҫырулӑх вӑхӑтӗнчи ӑс-хакӑл палӑкӗсем. Вӗсен пахалӑхӗпе пӗлтерӗшӗ. Сӑвӑ-юрӑра палӑрса юлнӑ пурнӑҫ.
В.И.Лебедев «Пирӗн телей» (сӑвӑ): «+итет: ан хӗне» (тӗрленчӗк).
В.И.Лебедев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ. Тӗрленчӗкӗсем: «Чӑваш халапӗсем»: «Чӗмпӗр чӑвашӗсем тискер кайӑк тытни». «Пирӗн телей» сӑвӑ тытӑмӗ: ытарлӑхӗ: пӗлтерӗшӗ.
В.И.Лебедевӗ «Мул тупни»
Чӑваш Хветин: Урхас Якурӗн сӑввисем.
Н.А.Петровская «Юрату» (халап)
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. Фольклор никӗсӗ ҫинче ҫуралнӑ литература хайлавӗсем.
М.Ф.Федоров «Арҫури» (поэма)
М.Федоров пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. КӗВӗМагницкипе НӗИӗЗолотницкий шкулӗн витӗмӗ.«Арҫури» поэма шӑпи. Поэма пахалӑхӗ: жанр тӗсӗ: тытӑмӗ: илемлӗх мелӗсем.
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. чӑваш сӑвӑ хывӑмӗн никӗсӗсем: сыпӑклӑ хывӑм (силлабика)
XX ӗмӗрти чӑваш сӑмахлӑхӗ(1 сех.)
XX ӗмӗрти паллӑ чӑваш ҫыравҫисем: вӗсен паха хайлавӗсемӗ Сӑмахлӑх халӑх кун-ҫулне тӗрлӗ енчен кӑтартни.
Ирӗке: танлӑха: ҫутта утар (11сех.)
Литературӑн ҫутта туртаслӑхӗ: кӗрешӱри вырӑнӗ.Ϛыравҫӑсен тӗрлӗ ушкӑнӗсем.
М.Ф.Акимов. «Шӱт туни»: «Тӗлӗнмелле» (памфлетсем).
М.Ф.Акимов пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ. Памфлет жанрӗн илемлӗх мелӗсем.Шухӑш вичкӗнлӗхне вӑйлатмалли майсем.
К.В.Иванов. «Нарспи» (поэма).
К.В.Иванов – чӑваш литературин классикӗ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. «Нарспи» поэма пахалӑхӗ: чӑваш пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ. Поэмӑн илемлӗх тӗнчи. Сӑнарсем.
А.С.Артемьев. «Хунавлах хӑрнисем» (роман пайӗ).
А.Артемьев – чӑваш халӑх ҫыравҫи. «Тӑвӑл умӗн» роман – чӑваш интеллигенцийӗн шӑпи ҫинчен ҫырнӑ хайлав. И.Я.Яковлев ӱстернӗ «хӑватлӑ ушкӑн» шӑпи.
Çеҫпӗл Мишши. Крым сӑввисем («Катаран каҫ килсен»: «Инҫе ҫинҫе уйра уяр…»: «Çӗн кун аки»: «Тинӗсе»). Сӑвӑҫ ҫинчен каланӑ сӑмах.
Çеҫпӗл Мишши – чӑваш литературин классикӗ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. Лирика геройӗ.Кӗрешӱҫ. Этем сӑнарӗ. Илемлӗх мелӗсем.
Ӑсталӑхпа илемлӗх тӗнчи. Сыпӑкпа пусӑм сӑввисем: сӑвӑ виҫисем.
Çеҫпӗл Мишши. «Чӑваш сӑввипе ударени правилисем».
Усал-тӗселе - кулӑш саламачӗ (7 сех.)
Чӑваш кулӑшӗн ӑстисем Кулӑш литературин хӑйне евӗрлӗхӗ: жанрӗсемпе илемлӗх мелӗсем.
И.И.Мучи. «Хурах: хут вӗрентеҫҫӗ!»: «Килти экзамен».
Иван Мучи – кулӑшпа питлев ӑсти. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. Иван Мучи еткерӗн пӗлтерӗшӗ. Кулӑша вӑйлатмалли илемлӗх мелӗсем.
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи.Кулӑшпа питлев хавхи. Кулӑш жанрӗсем: вӑйлату мелӗсем.
Хумма Çеменӗ «Шишка» (калав).
Хумма Çеменӗ – сӑмах ӑсти. «Шишка» калавӗн кивлемен пахалӑхӗ.
Н.Е.Евдокимов. «Картара»: «Пичеври лашапа тӗпри лаша» (юптарусем).
Юптару – кулӑш литературин ҫивӗч жанрӗ. Чӑваш юптаруҫисен ӑсталӑхӗ. Н.Евдокимов врач-писатель пурнӑҫӗ: вӑл ҫырнӑ юптарусен витӗмлӗхӗ.
М.Т.Аттай. «Такапа шапа» (юптару).
В.Е.Рзай. «Ваҫлей саккунӗ» (калав).
Çыравҫӑн кун-ҫулӗ: калав ӑсталӑхӗ. «Ваҫлей саккунӗ» калавӑн пурнӑҫри никӗсӗ. Пурнӑҫри чӑнлӑхпа сӑмахлӑхри тӗрӗслӗх. Калавӑн пӗлтерӗшӗ.
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. Калав жанрӗн тӗсӗсем: илемлӗх мелӗсем. Кулӑшпа питлев калавӗсен тытӑмӗ.
Çӗршывӑмӑр: Тӑван ҫӗршыв (9 сех.)
Тӑван ҫӗршывпа тӑван халӑх тата ял-йышпа кил-йыш ӑнлавӗсем. Сутӑнман тата сутма юраман пуянлӑх – тӑван халӑх.
А.Н. Лазарева. «Пӗрремӗш юрату» (калав).
А. Лазарева пултарулӑхӗнче пурнӑҫри пулӑмсем палӑрса юлни. Калав пахалӑхӗ. Сӑнарсем.Çынлӑх ыйтӑвӗсем.
В.В. Бараев. Сӑвӑҫ ҫинчен каланӑ сӑмах.
В. Бараев – паттӑр салтак: сӑвӑҫ. Салтакӑн поэзири еткерӗ. «Чӑваш хӗрне» тата «Анне патне» сӑвӑсен пахалӑхӗ. Лирика геройӗ тата автор.
В.С. Алентей. «Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл» (повесть).
Чӑваш халӑх писателӗ В. Алентей. Пултарулӑхӗн пӗлтерӗшӗ. Повеҫри сӑнарсем. Паттӑрлӑхпа тивӗҫлӗх ыйтӑвӗсем.
Н.Ф. Илпек. «Госпитальте» (калав). Халӑх писателӗн хайлавӗсем. Паттӑрлӑхпа тивӗҫлӗх ыйтӑвӗсем.
В.А. Урташ «Пурӑнас килет!» (поэма): «Укӑлча умӗнче шурӑ хурӑн»: «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» (юрӑ сӑмахӗсем).
В. Урташ – юрӑ сӑввисен ӑсти: хӑйне евӗрлӗ ҫыравҫӑ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн паллӑрах енӗсем. Валентин Урташ сӑввисемпе поэмисен ҫынлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗ: ҫутӑ ӗненӱлӗхӗ.
«Пурӑнас килет» поэма пахалӑхӗ. Сӑнарсемӗ Вӑхӑтпа ӗмӗр.
Ӑсталӑхпа илем тӑнчи. Литературӑри паттӑрлӑх хавхи. Хайлавсен чӗнӱллӗ пахалӑхӗ.
Тӗлӗнтермӗш тӗнче ытамӗ (7сех.)
Таймӑк-шаймӑк тата ӗссӗмлӗх литературин хӑйне расна тӗнчи.
Г.В.Краснов. «Тинӗсре тупнӑ ҫӗрӗ» (повесть).
Г. Краснов пултарулӑхӗ. Чӑваш фантастикин утӑмӗсем.
М.П. Сунтал. «Асатте кӗпи»: «Мӑн ту вӑрттӑнлӑхӗ».
И.Д. Вутлан «Ытла та вӑрттӑн юрату» (сыпӑксем).
Г.А. Ефремов. «Тимӗр тыткӑнран».
Ӑсталӑхпа илем тӗнчи. Детектив: приключенипе фантастика хайлавӗсен уйрӑмлӑхӗсем. Çыравҫӑн асамлӑх ӑсталӑхӗ.
ХХ ӗмӗрти «утмӑлмӗшсен» сасси (6 сех.)
Этемлӗх пахалӑхӗсем. Çынсен хутшӑнӑвӗсем: кӗрешӱри тата пурнӑҫри пӗрлӗх. Литература этем чунне уҫса пани. Илемпе тасалӑх туйӑмӗ.
Л.В. Таллеров.«Пысӑк тӗнчери пӗчӗк чун» (калав).
Л. Таллеров – чӑваш халӑх писателӗ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн паллӑрах тапхӑрӗсемӗ Проза ӑсталӑхӗ.
«Пысӑк тӗнчери пӗчӗк чун» калавӑн тӗп шухӑшӗ: сӑнарсем. Ӑс-хакӑлпа ҫынлӑх ыйтӑвӗсем.
Н.С. Айзман. «Ӑҫта-ши ман атте» (драма).
Н. Айзман – чӑваш шилӗкӗн ӑсти: драматург. Паллӑрах пьесисем. «Ӑҫта-ши ман атте» драма темипе тӗп шухӑшӗ. Кашни ҫын хӑй пурнӑҫӗшӗн хӑй яваплӑ пулни. Тӗрӗслӗхпе тӱрӗлӗх ҫӗнтеретех.
XX ӗмӗр вӗҫӗнчи калавсемпе повеҫсем
Мӗн вӑл телей (9 сех.)
Телейпе ӑраскал ыйтӑвӗсене литературӑпа философире тата кулленхи пурнӑҫра мӗнле ҫутатни. Вӑхӑтпа ҫын. Êмӗтпе телей.
Л.Н. Сачкова «Чӗкеҫӗм: чӗкеҫ» (повесть).
Ӑсталӑхпа илемлӗх тӗнчи. Калавпа повесть хушшинчи пӗрешкеллӗхпе уйрӑмлӑх. Çыравҫӑн тӗнче курӑмӗпе ҫырулӑхӗ ҫыхӑнса тӑни. Хайлав пахалӑхне палӑртмалли виҫесем.
Ирӗклӗ вулав валли:
Н.М.Охотников «Манӑн ачалӑх» (повесть).
А.Ф. Талвир «Пӑва ҫулӗ ҫинче» (повесть).
И.К. Ахрат «Кӑвак ҫутӑ килсен». «Юлашки тӗл пулу» (повеҫсем).
Е.Н. Лисина «Тепӗр ҫул та килетпӗр»
Л.В. Таллеров «Юхать юхан шыв»: «Çӱл тӱпере ҫич ҫӑлтӑр»
Усӑ курма сӗннӗ кӗнекесем:
Çеҫпӗл Мишши. Çырнисен пуххи. Шӗ1989
Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ. Хушма вулав кӗнеки. Вӑтам классем валли. Ш.1996
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ (1-6 томсем)
Революцичченхи чӑваш литератури (1-2 томсем) Ш. 1984ӗ 1988
Константин Иванов. Çырнисен пуххи Ш.1990: 2000
И.Я. Яковлев в фотографиях и документах Ч.1999
Г. Тал-Мӑрса. Хӗрлӗ ҫар ҫыннин юрри. Ш.1975
Иван Мучи. Кулӑшла калавсем. Ш.1982
А. Кӑлкан. Суйласа илнисем. Ш. 1971
И.Микулайӗ. Вӑрҫӑпа ҫӗнтерӱ. Ш.1973
Г. Краснов. Теллей патне виҫӗ ҫухрӑм. Ш. 1983
Л.Агаков. Юманлӑхра ҫапла пулнӑ. Ш.1993
Г. Айхи. Сӑвӑсем. Ш. 1980
Г. Краснов. Асамлӑ ҫӑлкуҫ. Ш.1966
А.Лазарева.Санӑн 77 тус. Ш. 1987
В.Урташ. Êмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран. Ш. 1983
Хумма Çеменӗ. Штрум. Ш. 1975
Р. Ярандай. Кӗмӗл сулӑллӑ сехет. Ш 1981
3.VIII класс пӗтернӗ ҫӗре вӗренекенсен пӗлмелле:
- класра вӗреннӗ хайлавсен тата килте вуланӑ кӗнекесен авторӗсене: ячӗсене: жанрӗсене: ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе темисене тата вӗсене хӑш тапхӑрта ҫырнине:
- ҫак ӑнлавсене пӗтӗмӗшле пӗлмелле: илемлӗ сӑнарпа сӑнарлӑх: темӑпа тӗп шухӑшӗ: ӗҫ йӗркипе тытӑмӗ: рифмӑпа сӑвӑ йӗрки: жанрсем: ретсемпе ушкӑнсем (эпика: лирика: лиро-эпика: драматурги: романсем: новеллӑсем: публицистика хайлавӗсем: комедисем: трагедисем: драмӑсем: приключенисемпе фантастика: питлев): литература сулӑмӗсем тата пултарулӑх меслечӗсем (классицизм: романтизм: реализм) :
- лирика: лиро-эпика: драматурги речӗсенчи хайлавсен жанрӗсене: тытӑмне: сӑнарсен ушкӑнӗсене: хайлаври вӑхӑтпа вырӑна тата вӗсен ҫыхӑнӑвӗсене:
- ҫыравҫӑсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн литературӑра палӑрнӑ тапхӑрӗсем тата вӗсен пурӑннӑ вӑхӑтри паллӑ ӗҫӗсемпе ҫынсем ҫинчен:
- чӑваш литературин аталану тапхӑрӗсене: вӗсем халӑх историйӗпе ҫыхӑнса тӑнине тата кашни тапхӑрти ҫыравҫӑсемпе хайлавсене
Вӗренекенсен пултармалла:
- кирек мӗнле текста та уҫӑмлӑ: йӗркеллӗ: такӑнмасӑр вулама: пӑхмасӑр калама вӗреннӗ сӑвӑсемпе сыпӑксене халӑх умӗнче илемлӗ каласа пама:
- вуланӑ хайлав тӗсне: жанрне: ӗҫ йӗркипе тытӑмне: сӑнарсен ушкӑнӗсене: тавлашу йӗрӗсене ӑнлантарса пама:
- хайлавра хускатнӑ ҫивӗч ыйтусене тупма:
- илемлӗх мелӗсем хайлав шухӑшне вӑйлатнине ӑнлантарса пама: ҫыравҫӑ хавхине палӑртма:
- сӑнарсемпе хайлав ҫинчен мӗн шухӑшланине тӗслӗхсемпе ҫИрӗплетсе ӗнентерме:
- ҫыравҫӑпа унӑн хайлавӗ литературӑра мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнлантарма:
- вӑланӑ кӗнекери ӗҫсене пурнӑҫри тӗслӗхсемпе танлаштарса ҫыхӑнуллӑ калаҫма: ыттисен сӑмахне ҫирӗплетсе: тиркеме е тӱрлетсе харпӑр хӑй мӗн шухӑшланине хӱтӗлеме:
- каламалли е ҫырса памалли шухӑшсен планне: тезисӗсене тума:
- вӗрентекен каланине е лекцилле калаҫӑва кӗскен ҫырса пыма:
- литература темипе пӗлтерӱ: хыпар: реферат е доклад хатӗрлеме:
- хӑй тӗллӗн вуланӑ кӗнеке: курнӑ спетакль: концерт: кинофильм: телекурӑм ҫинчен рецензи е информаци ҫырма:
- пурӑнакан вырӑнти халӑх сӑмахлӑхне: литература палӑкӗсене: алҫырӑвӗсене пухма: вӗсене тирпейлесе вырнаҫтарма:
- пуҫламӑш классенче литература ыйтӑвӗсемпе калаҫӑсем: сӑвӑ сехечӗсем ирттерме:
- тӗрлӗ йышши сӑмах кӗнекипе (словарьпе): справочникпа: энциклопедипе усӑ курма: вӗсенчи кирлӗ вырӑнсене ҫырса илме: вырӑсла ӑнлантарнисене чӑвашла куҫарма.
Пӑхмасӑр калама вӗренмелле:
И. Яковлев «Чӑваш халӑхне» (халал сыпӑкӗсем)
М. Юман «Паттӑр пулнӑ авалсем»
В. Лебедев «Пирӗн телей»
К. Иванов «Нарспи» (поэма сыпӑкӗсем)
Çеҫпӗл Мишши «Çӗн Кун аки»: «Тинӗсе»: «60-мӗшсен» пӗр сӑвви
В. Урташ «Укӑлча умӗнче шурӑ хурӑн»: «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ»
Тишкерÿ йĕрки:
- Хайлавсен историйĕ: хăсан çырнă, пичетленĕ.
- Тема.
- Проблема.
- Пафос.
- Сăнарсем.
- Ĕçсен йĕрки.
- Конфликт.
- Илемлĕх мелĕсем.
- Авторăн пултарулăх меслечĕ.
4. КАЛЕНДАРЛǍ ТЕМАТИКА ПЛАН
Урок № | Темǎри урок № | Урок теми |
Куртĕм (2 сех) | ||
1 | 1 | Кӱртӗм тишкерӱ. Сӑнарлӑ сǎмах ӑсталӑхӗӗ Ÿнер тӗсӗсем. |
2 | 2 | И Я Яковлев «Чăваш халăхне» халалӗ. Пил халал жанрӗсен тытӑмӗ: илемлӗх мелӗсем. |
Пурӗ 2 сехет | Авалхи эткертен(9 сех) | |
3 | 1 | Авалхи эткертен. Чӑваш несӗлӗсен ӑс-хакӑлӗ. Халăх сăмахлăхě тата ҫыру палăкěсем. |
4 | 2 | Ăрăмлă сăмахлăх тěсěсем: илемлěх мелěсем: пуплев фигурисем. Аллитераци: ассонанс. |
5 | 3 | Чăваш туйěн сăмахлăхě |
6 | 4 | Килти вулав урокӗ.«Чăваш туйě – халăх уявě» |
7 | 5 | Сочинени. «Чăваш туйě – халăх уявě» |
8 | 6 | Кӱртěм тишкерӱ. Авалхи сăмахлăхӗ |
9 | 7 | Г.Тал- Мăрса пурнăҫěпе ěҫě – хěлě. «Силпи - Пăлхар пики» сăвă трагеди историйӗ |
10 | 8 | Сăвă трагеди сюжечě : кульминацийě. Хайлаври конфликт. Истори чӑнлӑхӗ |
11 | 9 | Килти вулав урокӗ. Калаҫу урокě «Пусмăрпа хурлăх сасси» |
12 | 10 | Кӱртěм тишкерӱ. XVI-XIX ӗмӗрсенчи сӑмахлӑх Вӑтӑр Юман «Чӑтӑмлӑх ҫинчен». |
Пурӗ 9 сехет | XVI-XIX ӗмӗрсенчи сӑмахлӑхран(9сех) | |
12 | 1 | Кěрешӱ юррисем. Искей Пайтулӗ. «Пайтул юррисем»: «Тойтеряк юрри» |
13 | 2 | Кӱртěм тишкерӱ. Кивě ҫырулăх вăхăчě (XVII-XVIII) |
14 | 3 | В .Лебедевăн «Пирěн телей»: «Мул тупни» хайлавěсен жанр тěсěсем. |
15 | 4 | Кӱртěм тишкерӱ. Çӗнӗ ҫырулӑх пуҫламӑшӗнчи литература утӑмӗсем |
16 | 5 | М. Федоровăн «Арҫури» хайлавěн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ: тӗсӗ: тӗп сӑнарӗ. |
17 | 6 | М. Федоровӑн «Арҫури» хайлавăн виҫи: сăнарлăхě: ытарлӑхӗ. |
18 | 7 | Килти вулав. Калаҫу урокě «Чуралăхри чěлхене шанчăк паракансем. |
19 | 8 | Сочинени. «Тӑван литература никӗслевҫисем» |
20 | 9 | Кӱртěм тишкерӱ. XX ěмěрти чăваш литератури. М.Акимов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. «Шӱт туни» |
Пурӗ 9 сехет | XX ӗмӗрти чӑваш сӑмахлӑхӗ(1с) | |
21 | 1 | «Тěлěнмелле» памфлет. Кулӑш тата питлев жанрӗсем: вӗсен тӗсӗсем. Пафос. |
Пурӗ 1сехет | Ирӗке: танлӑха: ҫутта утар(11 с) | |
22 | 1 | К. Иванов пултарулӑхӗн паллӑ енӗсем. «Нарспи» поэма пахалăхě |
23 | 2 | «Нарспи» поэмăри сăнарсем паянхи кунпа мӗншӗн тавлашаҫҫӗ. |
24 | 3 | Поэмӑн илемлӗх тӗнчи:сӑнарлӑхӗ: «Нарспи» ҫаври: илемлӗх мелӗсем: пуплев фигурисем. |
25 | 4 | Сочинениӗ«Çакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» |
26 | 5 | Çеҫпӗл Мишши пурнăҫěпе пултарулăхě. «Катаран каҫ килсен» |
27 | 6 | «Инҫе ҫинҫе уйра уяр» … сăвăри лирика геройӗ. Тема: проблема: композици: виҫе. |
28 | 7 | «Çěнě Кун аки» сăвăри ҫěкленӱлěх пафосӗн мелӗсем. |
29 | 8 | «Тинěсе» сăвăри ҫěкленӱлěх: кěрешӱҫě этем сăнарě. |
30 | 9 | Килти вулав урокĕ |
31 | 10 | Сочинени. Кĕнекери сĕннĕ темăсем. |
32 | 11 | «Усал – тĕселе кулăш саламачě». |
Пурӗ 11 сехет | Усал-тӗселпе кулӑш саламачӗ(7с) | |
33 | 1 | «Асаплă сăмахсем» калаври илемлěх мелěсем. |
34 | 2 | Хумма Çеменӗн пурнăҫěпе пултарулăхě. «Шишка» калав теми:проблеми: композицийӗ. |
35 | 3 | «Шишка» калаври тěп сăнар хăй евěрлěхě. Тӗп сӑнара ӱкерме усӑ курнӑ илемлӗх мелӗсем. |
36 | 4 | Килти вулав. В. Рсай «Ваҫлей саккунӗ». |
37 | 5 | Н. Евдокимов пултарулăхěн хӑйне евӗрлӗхӗ. «Картара» юптарури илемлӗх мелӗсем. |
38 | 6 | Килти вулавӗ Калаҫу урокě «20-30 ҫулсенчи кулăшпа питлевӗ. |
39 | 7 | А.Лазарева пултарулăхěнче пурнӑҫ пулӑмӗсем палӑрса юлни. «Пирвайхи юрату». |
Пурӗ 7 сехет | Çӗр-шывӑмӑр тӑван ҫӗр-шыв(9 с) | |
40 | 1 | «Пирвайхи юрату» хайлаври сăнарсем |
41 | 2 | « 20-30-мӗш ҫулсенчи чӑваш литературӗ» |
42 | 3 | Сочинени: «Пурнăҫ ҫулě – тумхахлă аслă ҫул» |
43 | 4 | Тăван ҫ ěр - шывăн аслă вăрҫи вăхăтěнчи тата вăрҫă хыҫ ҫăнхи сӑмахлӑх |
44 | 5 | В .Урташ – паттăр салтак: сăвăҫ: юрӑ сӑввисен ӑсти. |
45 | 6 | «Пурăнас килет» поэмăри лирика геройӗн шухăш- кăмăлě |
46 | 7 | Килти вулав. Калаҫу урокӗ. «Вăрҫă ҫулăмě тивнě ҫыравҫăсен хайлавӗсем». |
47 | 8 | Сочинени. «Паттӑрсем ӗмӗрех пулнӑ: малашне те пулаҫҫӗ» |
48 | 9 | Кӱртěм тишкерӱ. XX ӗмӗрти чӑваш детективӗ: чӑваш фантастики . |
Пурӗ 9 сехет | Тӗлӗнтермӗш тӗнче тытӑмӗ(7с) | |
49 | 1 | «Тинěсре тупнă ҫěрě» хайлав сюжечӗ:композицийӗ: тӗп сӑнарсем. |
50 | 2 | «Тинěсре тупнă ҫěрě» хайлаври конфликт. |
51 | 3 | И Вутлан пултарулăхě. Çыравҫӑн публицист ӑсталӑхӗ. |
52 | 4 | Килти вулав. «Чыса ҫамрăкран упра». ( Л. Агаков – «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ». |
53 | 5 | Сочинени. «Хӑюллисен хастарлӑхне – мухтав та чыс» |
54 | 6 | Кӱртěм тишкерӱ. XX ӗмӗрӗн 60-70 – мӗш ҫулӗсенчи чӑваш поэзийӗн ҫул-йӗрӗ. |
55 | 7 | Г. Айхи пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсем. |
Пурӗ 7 сехет | XX ӗмӗрти «утмӑлмӑшсен» сасси(6с) | |
56 | 1 | Н. Теветкел пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ. |
57 | 2 | Н. Айзман пурнӑҫӗпе пултарулăхě. Комеди ӑсти. «Ӑҫта-ши ман атте;» пьесӑн теми. |
58 | 3 | «Ăҫта-ши ман атте?» пьесӑри сӑнарсем. |
59 | 4 | «Ăҫта-ши ман атте?» пьесӑри сӑнарсен типлӑхӗ: хӑй евӗрлӗхӗ. |
60 | 5 | Сочинени. « Ырӑ вӑрлӑхран ырӑ ҫимӗҫ». |
61 | 6 | Л Сачкова – ҫěнě ăрури ҫыравҫӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш прозин тӗп туртӑмӗсем. |
Пурӗ 6 сехет | XX ӗмӗр вӗҫӗнчи калавсемпе повеҫсем Мӗн вӑл телей(9с) | |
62 | 1 | «Чěкеҫěм: чěкеҫ…» хайлав жанрě: тӗсӗ: композицийӗ. |
63 | 2 | «Чěкеҫěм: чěкеҫ…» хайлаври сӑнарсен типлӑхӗпе хӑй евӗрлӗхӗ. |
64 | 3 | Сочинени.«Кам шутланӑ: кам ӑна ӗненнӗ Чи хакли яш ӗмӗр иккенне». |
65 | 4 | Сочинение пӗтӗмлетни. |
66 | 5 | Вӗреннине аса илни. |
67 | 6 | Аса илӱ урокӗ. |
68 | 7 | Тест ĕçĕ. |
69 | 8 | Асра юлнӑ урок. |
70 | 9 | Пӗтӗмлетӱ урокӗ. |
Пурĕ 9 сехет |
Пĕтĕмпе 70 сехет
5ӗВӗренӱ учебникӗ
: Никитин В. П. пухса-ҫырса хатӗрленӗ «Чӑваш литератури - 8» (Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви: 2003ҫ) кӗнеке тӑрӑх хатӑрленӗ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс
Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...
Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс
Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...
Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская
рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...
Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"
Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"...
2016 Программа кружка "Домоводство".Программа рассчитана на 5-6 классы. Срок реализации программы 1 год.
Программа предполагает формирование ценностных эстетических ориентиров, навыков художественно-эстетической оценки, которые дадут возможность каждому ученику открыть для себя мир декоративно- прикладно...
Рабочая программа по русскому языку 7 класс (144 часа). Программа Савчук Л.О. «Русский язык. 5–9 классы общеобразовательных учреждений» под ред. Е.Я. Шмелёвой. — М. : Вентана-Граф, 2013.
Предлагаемая рабочая программа для учащихся 7-б класса составлена на основе Фундаментального ядра содержания общего образования, требований к результатам основного общего образования, пред...
Рабочая программа по литературе 7 класс (72 часа). Программа: Литература: 5-9 классы общеобразовательных учреждений / авторы-составители Г.С.Меркин, С.А.Зинин, В.А.Чалмаев. М., «Русское слово», 2013
Предлагаемая рабочая программа по литературе для 7 класса составлена на основе примерной программы по предмету «Литература», утвержденной Министерством образования РФ, программы Лите...