Вода -богатство народа
план-конспект урока (6 класс) на тему
Методическая разработка урока на родном (чувашском) языке. Описываются технологии, приемы и методы урока
Пĕлÿ тĕллевĕ: шывăн çутçанталăкри, этем пурнăçĕнчи вырăнĕпе, унăн сиплĕхĕпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарасси;
Аталантару тĕллевĕ: буклет тума вĕрентесси, унта вырнаçтарма информаци ачасене тупма вĕрентесси;
Сапăрлăх тĕллевĕ: çутçанталăк ырлăхĕсемпе перекетлĕн усă курма вĕрентесси;
Актуаллăхĕ: 2017-мĕш çул –Экологи çулĕ
Урокра кирлĕ хатĕрсем:
Минерал е ахаль шыв, чăваш алфавичĕ, шывпа çыхăннă ÿкерчĕксем, тĕрлĕ шыв:тинĕс, çăлкуç, çумăр сасси, компьютер, проектор
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
mazikova_r.a.shupashkar_huli_19_shkul.doc | 290.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Мазикова Роза Анатольевна,
Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
19-мĕш шкулта
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
Урок теми: Шыв- çут çанталăк пурлăхĕ
„Океан- юханшывсен аслашшĕ”
Ваттисен сăмахĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ: шывăн çутçанталăкри, этем пурнăçĕнчи вырăнĕпе, унăн сиплĕхĕпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарасси;
Аталантару тĕллевĕ: буклет тума вĕрентесси, унта вырнаçтарма информаци ачасене тупма вĕрентесси;
Сапăрлăх тĕллевĕ: çутçанталăк ырлăхĕсемпе перекетлĕн усă курма вĕрентесси;
Актуаллăхĕ: 2017-мĕш çул –Экологи çулĕ
Урокра кирлĕ хатĕрсем:
Минерал е ахаль шыв, чăваш алфавичĕ, шывпа çыхăннă ÿкерчĕксем, тĕрлĕ шыв:тинĕс, çăлкуç, çумăр сасси, компьютер, проектор
1. Доска çинче урок теми:
30,33,4 - 22, 24, 23, 22, 1, 17, 23, 1,15, 2, 14 19,24,20,15,2,25,9
Ш Ы В- Ç У Т Ç А Н Т А Л Ă К П У Р Л Ă Х Ĕ
Числосем айĕнче саспаллисем пытаннă .Кашни ача умĕнче –чăваш алфавичĕ.Саспаллисене номерлесе тухнă.Çав номерсем тăрăх саспаллисене шыраса тупса урок темине пĕлетпĕр.Кам хăвăртрах тупать, çав балл илет.
Чăваш алфавичĕ
1-А 9-Ĕ 17-Н 25-Ÿ 33-Ы
2-Ă 10-Ж 18-О 26-Ф 34-Ь
3-Б 11-З 19-П 27-Х 35-Э
4-В 12-И 20-Р 28-Ц 36-Ю
5-Г 13-Й 21-С 29-Ч 37-Я
6-Д 14-К 22-Ç 30-Ш
7-Е 15-Л 23-Т 31-Щ
8-Е 16-М 24-У 32-Ъ
2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси
Урокра кирлĕ сăмахсем: ушканпа каласси, предложенисем тăвасси, словарь çине çырса хурасси
Тăварлă-соленая
Тăварсăр- пресная
Лĕп- теплая
Вĕретнĕ - кипяченая
Чĕрĕ-сырая
Вĕри –горячая
3. Презентаци слайчĕсемпе ĕçлесси
1-мĕш слайд „Шыв- çутçанталăк пурлăхĕ” ачасене кăтартатăп,шыв сассисене итлеттеретĕп.
-Мĕн сасси-ши ку ? (çăлкуç сасси)
-Шыв сассине илтсен мĕнле туйăмсем çуралаççĕ? (шыв çынна лăплантарать, шухăша ярать)
Тинĕс сасси итлетпĕр (шыв хумхантарать)
Çумăр сасси лăплантарать, шухăша ярать
2-мĕш слайд. Шывпа çыхăннă уявсем
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсене сыхламалли кун (Всемирный день защиты водных ресурсов). ООН Ассамблейи 1992-мĕш çултанпа çак уява уявлама палăртнă.Çавăнпа та паянхи урок теми çакăн пек янăрать.Этем пурнăçĕнче, çутçанталăкра вăл мĕнле вырăн йышăнать-ши? Ачасен хуравĕсем.
Паян эпир сирĕнпе буклет тума информаци хатерлетпер.”Буклет” француз сăмахĕ, „темиçе хут хуçлат” тенине пĕлтерет
( Темиçе буклет тĕслĕхне кăтартасси. Класра тума пуçлассине, килте буклета туса пĕтермеллине каласа хăварасси)
3-мĕш слайд Пĕлме интереслĕ
Этем 60-65% шывран тăрать.Шывсăр этем нумай пурăнаймасть.Тĕве икĕ эрне шывсăр пурăнайрать.Çĕр çинче 2,5%-тăварсăр, 97,5%-тăварлă шыв.
-Тăварсăр шыв кама кирлĕ? (этеме , ÿсентăрансене, выльăх-чĕрлĕхе). Ачасене интернетран шыв çинчен 3 факт тупса çыртарасс (телефон урла фактсем шыраççĕ, чăвашла куçарса калаççĕ)
4-мĕш слайд Физикăна аса илер-ха
Юр, пăр ÿкерчĕкĕсем.Пирĕн хытă шыв -пăр, çемçе-юр тата çумăр шывĕ пулать.Ĕлĕк çумăр шывĕпе апат пĕçернĕ, япала çунă.Халь çумăр шывĕ-кислоталлă. Мĕншĕн?
Хытă шывра вара пахча çимĕçсем час пиçмеççĕ.
5-мĕш слайд
Тинĕс сассине итлеттеретĕп.Тинĕс сасса мĕнлерех? (шавлă, чунра лăпкăлăх çухалать). Хĕвеллĕ çанталăкра тинĕс мĕнле-ши? (лăпкă)
6-мĕш слайд
Ваттисен сăмахĕсем
Хăшĕ „Шыв” темăна çывăх? Çырса илеççĕ.Пĕр ваттисен сăмахĕпе ачасен сапăрлăх туйăмне аталантарасси
1.Алла алă çăвать.
2.Тусу çук пулсан-шыра, тупсан-упра
3.Пĕр çын сурать-типсе пырать, çĕр çын сурать-кÿлĕ пулать
4.Юханшыв çул тупать
5.Ултавçăпа тĕрĕслĕх тупаймăн
6.Тумламран тинĕс пулать
7.Вĕренни-çутă, вĕренменни-тĕттĕм
7-мĕш слайд
Кашни ача умĕнче кластер.
-Шыв тесен сирĕн куç умне мĕн тухать? Кластер ăшне çырса тухатпăр
Кластерăн тепĕр енче интернет адресĕсем (ачасене буклет тунă чух информаци илмелли материал)
http://www.sibparus.ru/hwl/ecology/voda_4.htm
http://provodu.kiev.ua/oleg-mosin/o-strukture-vody
http://home.uic.tula.ru/-zanchem/index.htm
Кашни ассоциаци сăмахĕпе кĕске калаçу ирттерме пулать
1-Сывлăх
-Шыв çынна сиплеме пултарать-и? Магнитланă шыв çинчен каласа паратăп.Шыва вĕретмелле те 20 градус таран сивĕтмелле.Икĕ сехетрен кая юлса ĕçмелле мар.
Хăвăн тăрăх шыв ярса,сывлăха та çирĕплетме пулать.Анчах та пĕр кашăк шывран пуçламалла
2.Пурнăç
Пĕр ăслă çын çакăн пек каланă:
„Шыв, санăн тĕсÿ те, шăршу та çук.Санпа пурте киленеççĕ.Эс пурнăçра кирлĕ тесе калама çук, эс-ху пурнăç.”Вода, у тебя нет ни вкуса, ни запаха.Тобой все наслаждаются, не ведая , что ты такое.Нельзя сказать, что ты необходима для жизни.Ты сама-жизнь”
Антуан де Сент-Экзюпери
3 Астăвăм
Шыв, флэшка пекех, астуса юлма пултарать.Унра 440000 панель информаци
Шыв хĕрринче, алăра шыв пулсан вăрçма юрамасть.Ученăйсем çакăн пек эксперимент тунă:икĕ стакан шыв илнĕ..Пĕр стаканне ырă çынна, теприне ялан мăкăртатса çÿрекен çынна тыттарнă.Вара шывсене шăнтма лартнă.Шыв икĕ тĕрлĕ шăнса ларнă: ырă çыннăн шывĕ хитре криссталликсемпе, усал çыннăн урлă-пирлĕ кристаллсемпе.Çавăнпа та шыв ĕçнĕ чух лайăххи çинчен кăна шутламалла, йăл кулса илме те манмалла мар(ăшра)
Çамрăкланма
Сăнÿкерчĕк кирлĕ, фольгапа банка çумне çыхса хумалла,вара çав шыва ĕçмелле.Сăнÿкерчĕкре хаваслă, çамрăк пулни кирлĕ.Шыв сирĕн сăнăкерчĕке астуса юлать.
Юлашкинчен смайлик кăтартатăп
:
Апла пулсан, йăл кулса , савăнса, шывпа хăвна кирлĕ чухлĕ усă курма пĕлмелле
Буклет тума пуçласси
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Становление экологической культуры личности. Групповое занятие "Вода - главное богатство".
Сегодня стало жизненно важно возродить в российском обществе чувство истинной любви к природе, к окружающему миру в целом, бережного к нему отношения как духовно-нравственную и социальную ценность, сф...
Духовные богатства народа
Вопросы для познавательной викторины...
Урок химии "Вода - самое большоое богатство на свете"
Урок химии в 8 классе построен с применением ИКТ, элементов развивающего, проблемного и личностно-ориентированного обучения, а также различных приемов активизации учебной деятельности....
Вода - наше богатство
Сценарий внеклассного мероприятия , которое можно провеси в рамках предметой недели по химии и биологии...
Олонхо- богатство народов Саха
МР «Уус-Алдан улууьа (оройуона)»МБОУ «В.Н.Мигалкин аатынанЧаран орто уопсай уерэхтээьин оскуолата» «Олонхо – саха норуотун ...
Интегрированный урок-познание по химии, биологии и географии "Вода- богатство планеты" для учащихся 8 класса.
Интегрированный урок-познание по химии, биологии и георгафии для учащихся 8 класса "Вода-богатство планеты"Цель: обеспечить в ходе урока усвоение основных понятий по теме - строение мо...
«Татарстан – наш общий дом. Единство народов, культурное и языковое многообразие как уникальное богатство республики». Единство народов, культурное и языковое многообразие как уникальное богатство республики»
«Татарстан – наш общий дом. Единство народов, культурное и языковое многообразие как уникальное богатство республики». Единство народов, культурное и языковое многообразие как уникальное богатство...