Сăмах майлашăвĕ - синтаксис единици
план-конспект урока (8 класс) на тему
Сăмах майлашăвĕсем çинчен аса илесси, пĕтĕмлетесси
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_temi_samah_maylashave.docx | 40.76 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Сăмах майлашăвĕ- синтаксис единици
Урок эпиграфĕ: Атте-аннерен хакли çук
Урок тĕллевĕсем:
Пĕлÿ тĕллевĕ: сăмах майлашавĕсем çинчен аса илесси
Аталантару тĕллевĕ:сăмах майлашăвĕн тытăмне ăнлантарасси, сăмах майлашăвĕсене предложенире(текстра) тупма пĕлесси, тишкересси
Сапăрлăх тĕллевĕ: атте-аннене хисеплеме вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: карточкăсем, мультимедиа
Урок юхăмĕ
Ачасем: Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав,
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
Учитель:Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай,
Çырăр, вулăр, шухăшлăр,
Çивĕчленĕр тĕрлĕ май!
I.1.Класа йĕркелени
Ырă кун пултăр пурне те! Сывлăх сунатăп. Сире курма, сирĕнпе ĕçлеме эпĕ çав тери хавас. Сирĕн кăмăлу вара мĕнлерех? Юлташун мĕнле? Пĕр-пĕрин çине пăхăр –ха. Питĕ кăмăллă
Апла пулсан ларатпăр та урока пуçлатпăр.
2. (слайд)
-Çак ÿкерчĕкре мĕн куратăр?
-Чăваш çемйине(Андрей Кузнецов-чăваш юрăçин çемйи)
-Çемьере камсем пур-ши?
-Атте, анне, йăмăк, пичче, аппа , шăллăм ……..асатте, асанне, кукамай, кукаçи
-Апла пулсан эпир ÿкерчĕк тăрăх сăмахсем тупрăмăр.
-Çак сăмахсем çинчен тĕрĕсрех, конкретлăрах калама пултаратпăр-и?
-Мĕн тумалла? Ăнлантару самахĕ тупмалла
3.Вăйă Хĕр ачасем аттене ăнлантаракан сăмахсем тупаççĕ, Атте(мĕнле?)-çирĕп кăмăллă, тĕреклĕ, маттур, ĕçчен, хастар,вăйлă..
Арçын ачасем аннене ăнлантаракан сăмахсем тупаççĕ Анне(мĕнле?)-хаваслă,ăшă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен, пултаруллă, çепĕç,хаклă, çамрăк, тирпейлĕ,савăнăçлă,тарават,чăтăмлă
Çак сăмахсенчен эпир мĕн йĕркелерĕмĕр?
- Сăмах майлашăвĕсем
4.Темипе тĕллевне палăртни
Апла пулсан паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр?
-Сăмах майлашавĕсем çинчен
Мĕнле тĕллев лартăпăр?Мĕн тумалла урокра?
-Сăмах майлашăвĕсем çинчен аса илмелле, предложенирен тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле, текстра тупма пĕлмелле, тишкерме пултармалла
II.Çирĕплетни(Ăнланса илни)
1.Сăмах майлашăвĕсем çинчен мĕн пĕлетпĕр?
Чăвашла тата вырăсла( ушкăнпа)
Парта çинче выртмалла(Таблица)
Чăвашла | Вырăсла |
Сăмах майлашăвĕ 1. 2. 3. 4. 5. 6. 7. 8 | 1. 2. 3. 4. 5. 6. 7. 8. |
Чăвашла | Вырăсла |
Сăмах майлашăвĕ | словосочетание |
1.Синтаксис единици | Синтаксическая единица |
2.Тĕп тата пăхăнакан сăмахран тăрать | Состоит из главного и зависимого слова. |
3. 2 е ытларах сăмахран тăраççĕ | Состоит из 2 или нескольких слов |
4.Ансăр, анлă | Нераспространенные и распространенные |
5. Пĕлтерĕшĕпе пĕр-пĕринпе çыхăнакан сăмахсем | Слова, связанные по смыслу и грамматически |
6.Пăхăнуллă çыхăнура тăраççĕ | Связь в словосочетании – подчинительная |
7.Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен йĕркеленет | Состоит только из самостоятельных частей речи |
8.Тĕрлĕ мелпе çыхăнаççĕ(аффикс, хыçсăмах, вырăнĕ йĕрки) | Согласование, управление, примыкание |
2. Хамăр тупнă сăмах майлашăвĕсен тытăмне ăнлантаратпăр(доска умĕнче)
схема(слайд)Сăмах майлашăвĕ 2 сăмахран тăрать: пĕри- тĕп сăмах(я.я пулнă), 2 вырăнта тăрать, ăнлантаракан(пăхăнакан) сăмахĕ(п.я.) -1 вырăнта
А)Доска умне пĕр хĕрачапа арçын ача тухаççĕ- сăмах майлашăвĕн тытăмне ăнлантараççĕ
Ĕçчен анне, тĕреклĕ атте
Ă)Ĕç: халĕ анне тата атте сăмах - ăнлантараканни пултăр, тĕп сăмахне тупмалла : анне кулли, сăмахĕ, алли, сасси, куçĕ, пилĕ, юрри
Атте ĕçĕ, çырăвĕ, пуртти, утти, сăмахĕ, пиншакĕ, кĕпи
Мĕн асăрхарăр?
Сăмахсем улшăнчĕç: япала камăннине пĕлтернĕ чухне –тĕп сăмах çумне кам.формин аффиксĕ хушăнать
Анне юрри, атте сăмахĕ(яп.ячĕ)
Б)Çак сăмах майлашăвĕсене анлăлатма пулать-и?
2 ача доска умĕнче
Аннен çепĕç юрри, аттен çирĕп сăмахĕ, аннен шурă кĕпи, аттен ырă ĕçĕ,
Ĕç: Схемăласа кăтартатпăр
Пирĕн аннен çепĕç юрри, ман аттен çирĕп сăмахĕ-схема тăватпăр
Пĕтĕмлетÿ сăмах майлашăвĕсем анлă тата ансăр пулаççĕ
3. Вăйă «Салтак тÿми»(ансăр сăмах майлашăвĕсене тупса палăрт, çыхăну мелне палăртăр)(иккĕн ĕçлеççĕ)-тĕп формăра(пуçламăш) ларт
япала ячĕ- пĕр.х. тĕп п) доска хыçне çырма
Глагол( хушу н., 2с., пĕр.х.)
1. Лар, аннеçĕм, юнашар,
Ăш сăмахпа ăшăнар.
2. Атте килĕм- тăван килĕм,
Сансăр, чăн та, ăшă мар.
3. Çут хĕвел пуль эсĕ пирĕн-
Лар, аннеçĕм, юнашар.
4.Пурнăç çути вăл-Анне!
Ÿçă кăмăлли , ăсли.
5. Эх, аннеçĕм, анне,
Йышăнсам ачусен парнине.
6. Пĕртен-пĕрех тăван аннеçĕм!
Ан пăшăрхан, пит ан кулян!
7.Тăван атте-анне ятне
Ярассăм çук эп ĕмĕрне!
-Çак сăвă йĕркисем камсем çинчен пулчĕç?
-Атте-аннерен хакли çук. Мĕншĕн? Вĕсем пире çуратнă, ура çине тăратнă. Анкетăри ыйтусене хуравлама ыйтни (кăмăл пуррисем хуравлаççĕ)
- Санăн аннÿ(аçу) мĕн ятлă?
- Вăл миçе çулта?
- Ăçта ĕçлет?
- Санăн аннÿ(аçу) хăш професси çынни?
- Эсĕ ăна юрататăн-и?
- Аннене(аттене) кулянтармалла-и?
- Аннепе аттене упрас тесен мĕн тумалла, мĕнле пулмалла?
3. Ĕçчен анне мана пир çине тĕрлеме вĕрентет.
Çак предложенирен сăмах майлашăвĕсем çырса илетпĕр, тытăмнеăнлантаратпăр.(тĕп формăра лартмалла)
Ĕçчен анне, мана вĕрент, тĕрлеме вĕрент, пир çине тĕрлеме вĕрент
Пĕтĕмлетÿ Сăмах майлашăвĕ –предложени сыпăкĕ, предложени йĕркелеме пулăшать, ăна предложенирен уйăрса тĕпчеме пулать
4.ТЕКСТПА ĕçлени Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне хатĕрленетпĕр.
1.Атте-анне пурри - телей. 2.Хама çуратса ÿстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук. 3.Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çынсем умĕнче пуçа таятăп. 4.Хамăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсене нихăçан та чĕререн кăлармастăп. 5.Тусăм, тантăшăм! Аçупа аннÿне хисепле! 6.Вĕсемшĕн эсĕ яланлăхах ача-пăча- пĕчĕк чухне те,ÿссе çитĕнсен те, вăтам çулсене çитсен те.7.Санăн кашни утăму, кашни ĕçÿ-аçупа аннÿ куçĕ умĕнче. 8.Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç кÿрĕç, тĕрĕс мар утăм туни- хурлăх.9.Çавăнпа та аçупа аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вĕсене нихăçан та ан кулянтар. 10.Яланлăхах ас ту: пурнăç малалла шăвать, эсĕ çитĕнетĕн, аçу-аннÿ ватăлать. 11.Вĕсене пурнăçра куллен пулăшса пыр. 12.Пĕчĕк чухне, ача чухне панă чун ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. 13.Эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.
1. Хăш предложени текстăн темине палăртать?
2. 4 сăмахлă анлă сăмах майлашăвĕсем хăш предложенире пур?
3. Текстăн тĕп шухăшне палăртакан предложение туп.
5. Анлă сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс туп.( кашни суйласа илет)
Анне валли ил, çамрăк чунлă чĕре, кĕрхи ăшă кун, юман пек çирĕп, вăйăран тухса ÿк, шкул хыççăн кай, алли кукăр, ял-ял витĕр тух, кун-çул утти, икĕ хутлă çурт, çич-сакăр кун, тем тĕрлĕ курăк, атте-анне килĕ, чи лайăх ача, çап-çаврака питлĕ, ăшă-ăшă сăмахсем, кăвак çитсă кĕпе, шурă тата хĕрлĕ чечексем
Паллă тунă сăмах мĕне пĕлтерет?
Пĕтĕмлетÿ Хыç сăмахсем, сăмаха икĕ хут калани, татăксем, пĕр йышши членсем, мăшăр сăмахсем, фразеологизмсем, подлежащипе сказуемай çыхăнăвĕ сăмах майлашăвĕсем тумаççĕ.
3.Рефлекси
Сăмах майлашăвĕ
Ансăр, анлă
Йĕркелет, пулăшать, пуянлатать
Сăмах майлашăвĕсем предложени йĕркелеме пулăшаççĕ, ун шухăшне пуянлатаççĕ.
предложени сыпăкĕ(пайĕ)
синтаксис единици
4.Пĕлĕве тĕрĕслени
Тест(пĕр-пĕрне тĕрĕслеççĕ)
1. Пĕр ăнлавпа çыхăннă хăй пĕлтерĕшлĕ икĕ е темиçе сăмах пĕрлешĕвĕ вăл-
1.сăмах майлашăвĕ
2. предложени
3.хутлă предложени
2.Сăмах майлашăвĕ мĕнле сăмахсенчен йĕркеленет?
1.тулли тата пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен
2. тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен
3. тулли пĕлтерĕшлĕ пĕр сăмахран
3. Пысăк çурт, виçĕ çул, вăштăр-вăштăр çил сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннă?
1. аффикспа
2.хыç сăмахпа
3. вырăнĕ- йĕркипе
4.Сăмах майлашăвĕ мĕнле çыхăнура тăрать?
1. пăхăнуллă
2.сыпăнуллă
3. нимĕнле çыхăнура та тăмасть
5. Ансăр сăмах майлашăвĕ миçе сăмахран тăма пултарать?
1. пĕр сăмахран
2. икĕ сăмахран
3. виçĕ сăмахран
6. Пичче пек ут, йăмăк çинчен калаç, анне валли ил сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем мĕнле мелпе çыхăннă?
1. аффикспа
2.хыç сăмахпа
3. вырăнĕ- йĕркипе
7. Ансăр сăмах майлашăвĕнче тĕп сăмах ăçта вырнаçать?
1. пĕрремĕш вырăнта
2. иккĕмĕш вырăнта
3. виççĕмĕш вырăнта
8. Аннерен ыйт, аттепе кай, асаннесĕр пурăн сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем мĕнле мелпе çыхăннă?
1. аффикспа
2.хыç сăмахпа
3. вырăнĕ -йĕркипе
«5»-8 балл
«4»- 7 балл
«3»- 5-6 балл
Килти ĕç.
1.И.Я.Яковлев халалĕнчен 4-ансăр, 4-анлă сăмах майлашăвĕсем çырса ил.
2.Анне çинчен сăвă çыр.
3.Атте-анне çинчен ваттисен сăмахĕсем туп.
Хăвăр урокра мĕнле ĕçленине хакламалли анкета
Эпĕ урокра | Хастар ĕçлерĕм | Япăхрах ĕçлерĕм |
Урокра мĕнле ĕçленипе | кăмăллă | кăмăлсăр |
Урок маншăн | Хăвăрт иртрĕ | Вăраха тăсăлчĕ |
Урокра | Эпĕ ывăнмарăм | Эпĕ ывăнтăм |
Урок маншăн | Усăллă Интереслĕ(кăсăклă) пулчĕ | Усăсăр Кичем пулчĕ |
Килти ĕç | Çăмăл пулчĕ | Йывăр пулчĕ |
Хама урокшăн “___” паллă лартма пултаратăп. |
Тавах урокшăн. Сывă юлăр! Тепре тĕл пуличчен!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Синтаксис. Основные единицы синтаксиса:словосочетание и педложение.
Урок русского языка в 5 классе по УМК Львовой С.И....
Предложение как единица синтаксиса.
Презентация к уроку по теме "Понятие о предложении"...
урок русского языка по теме "Синтаксис. Пунктуация. Культура речи. Основные единицы синтаксиса."
Тема: “Синтаксис. Пунктуация. Культура речи.Основные единицы синтаксиса”(учитель Жуков Алексей Иванович)8 «Б» классТип урока: комбинированный.Уровень А. Что такое синтаксис? В чем связь между си...
Конспект урока русского языка в 5 классе. Тема: «Что изучает синтаксис. Основные единицы синтаксиса»
Конспект урока русского языка в 5 классе. Учитель Пучкова Галина Анатолиевна МБОУ «Гимназия № 11 им.К.А.Тренева» г. Симферополя.Класс: 5-БТема: «Что изучает синтаксис. Ос...
Презентация к уроку рус.яз 5 кл. Тема:"Что изучает синтаксис. Основные единицы синтаксиса."/ Учитель: Пучкова Г.А./
Презентация к уроку рус.яз 5 кл. Тема:"Что изучает синтаксис. Основные единицы синтаксиса."/ Учитель: Пучкова Г.А./...
Дидактические материалы по русскому языку 8 класс. Синтаксис. Пунктуация. Культура речи. Тема: «Словосочетание как единица синтаксиса».
Данные дидактические материалы соответствуют федеральному государственному образовательному стандарту. Использование материалов позволит педагогу:-целенаправленно и систематически работать ...
Предложение как единица синтаксиса. Основные признаки предложения и его отличие от других языковых единиц. Виды предложений по цели высказывания.
Конспект урока русского языка в 5 классе по теме "Предложение как единица синтаксиса. Основные признаки предложения и его отличие от других языковых единиц. Виды предложений по цели высказывания...