Конспект урока чувашского языка в 5 классе "Ятарлă сăмахсем. Профессионализмсем"
план-конспект урока (5 класс) на тему
1. Харкамлăх результачĕсем:
а) Вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, пултарулăхне шанма хăнăхни;
ă) вĕренекен хăйĕн ĕçне сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни;
б) пуплеве, логикăлла шухăшлава, тавçăрулăха аталантарни;
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
razrabotka_uroka.doc | 117.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Номинация конкурса:
«Лучшая методическая разработка учителя- предметника»
Тема работы:
Конспект урока чувашского языка и литературы в 5 классе по теме: «Ятарлă сăмахсем Профессионализмсем»
Ф.И. О автора:
Яковлева Анна Павловна
Должность:
учитель чувашского языка и литературы
Полное наименование ОО:
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение
«Емелькинская средняя общеобразовательная школа»
Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан
Класс: 5
Урок теми: «Ятарлă сăмахсем. Профессионализмсем»
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.
Урок тĕллевĕсем:
1. Харкамлăх результачĕсем:
а) Вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, пултарулăхне шанма хăнăхни;
ă) вĕренекен хăйĕн ĕçне сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни;
б) пуплеве, логикăлла шухăшлава, тавçăрулăха аталантарни;
2.Предмедăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
а) харпар хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни;
ă)вĕренекенсене хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарасси;
б)логикăлла шухăшлавне аталантарасси; лексикине пуянлатасси;
3. Предметăн ятарлă результачĕсем:
а) ятарлă сăмахсемпе- профессионализмсемпе паллаштарасси;
ă) тĕрлĕ словарьсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси;
б) кирек мĕнле професси те пурнăçра кирлине ăнланасси;
г) ытти професси çыннисен ĕçне хисеплеме вĕрентесси;
Технологисем: информаципе коммуникаци, ушкăнпа, мăшăрпа ĕçлени, вăйă;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: кластер, учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, карточкăпа ĕçлени, вăйă.
Урока кирлĕ хатĕрсем: проектор, компьютер, карточкăсем, презентаци,
Л.П.Сергеевăн Чаваш чĕлхи кĕнеки- 5 кл; Чĕлхе терминĕсен словарĕ; Медицина терминĕсен словарĕ, Социаллă сăмахлăхăн вырăсла чăвашла словарĕ.
Словарь ĕçĕ: менеджер, дизайнер, программист, рентген.
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелени: Сывлăх сунатăп , ачасем. Пурте паян кăмăллă, тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и?
Пурте пĕрле: Шăнкăрав шăнкăртатать,
Урока ларма хушать,
Парта хушшине ларар,
Урока часрах пуçлар.
II.Вĕреннине çирĕплетни.
1.Иртнĕ уроксенче вĕреннине аса илĕпĕр.
«Мĕн ытлашши?»-вăйă.
(1-мĕш слайд ) сăмахсем
Япала ячĕ, местоимени, паллă ячĕ, лексика, глагол, наречи. (Ытлашши сăмах кунта лексика, ытти сăмахĕсем пуплев пайĕсем.) Эпир халь сирĕнпе лексика пай вĕренетпĕр? Мĕн- ши вăл лексика ?... Мĕн пĕлетĕр- ха эсир ун синчен?
2.Лексика çинчен пĕлнине кластер туни.
( Мĕнпур сăмахсен йышĕ, пулăма, япалана пĕлтерет, пĕлтерĕшĕ пур: сăмахсем нумай тата пĕр пĕлтерĕшлĕ, тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ, хирĕçле пĕлтерĕшлисем те пулаççĕ,т. ыт.те.)
III. Ачасене кăсăклантарасси.
Паянхи урока П.Ялкирĕн «Манăн ĕмĕт» сăвăпа пуçлас килет.
(2- мĕш слайд )
Манăн атте тимĕрçĕ, анне бригадир
Пиччеçĕм Владимир çарта командир,
Пит пысăк-çке ĕмĕт,умра ĕç нумай.
Йĕркеллĕн ĕçлеççĕ-эп уншăн хавас
«Эс кам пулан?»-теççĕ, ах, кам-ши пулас?
Вĕренĕп, вĕренĕп ăста çын пулма.
Йĕркеллĕн ĕçлеççĕ-эп уншăн хавас
«Эс кам пулан?»-теççĕ, ах, кам-ши пулас?
Вĕренĕп, вĕренĕп ăста çын пулма.
Мĕн çинчен-ши ку сăвă йĕркисем?
Мĕн вăл профессии?
Сирĕн аçăр –аннĕрсем мĕнле профессиллĕ çынсем?
-Апла пулсан паянхи урок темине палăртма пултаратпăр-и эпир?
-Мĕн çинчен калаçăпăр-ши паянхи урокра?
- Мĕн пĕлмелле-ши?(ачасен хуравĕсем)
Атьăр- ха паянхи числона, класри ĕçе çырар тата урокăн темине палăртар.
Урок теми: Ятарлă сăмахсем. Профессионализмсем.
(3- мĕш слайд ) Çак ÿкерчексем пирки мĕн каланă пулăттăр? (Ачасен хуравĕсем.)
Проблемăлла ыйту: Мĕнле майпа пулса каяççĕ-ши профессионализмсем? ( Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ)
-Апла пулсан мĕн çинчен пĕлмелле?
-Урок тĕллевĕ мĕнле пулать?
(ачасем урок тĕллевне хăйсем тĕллĕн палăртни).
- 1. Çĕнĕ темăна ăнлантарни:
-Ачасем, эсир тата мĕнле профессисем çинчен пĕлетĕр? -Вĕсемпе камсем тата ăçта усă кураççĕ? -Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăçтан пĕлме пулать-ши? (кĕнекере, словарьсенче)
165 стр.правилăна вулаççĕ
-Правилăна вуласа мĕн пĕлтĕр?
Учитель: Пурнăç аталансах пырать. Çавна май çĕнĕрен те çĕнĕ профессисем
вăй илсе пыраççĕ Çĕнĕ профессисем пулса кайнă май ятарлă сăмахсем пулса
каяççĕ. Çав сăмахсемпе специалистсем, урăхла каласан пĕр-пĕр професси çыннисем усă кураççĕ. Пĕр- пĕр профессире çеç усă куракан ятарлă сăмахсене профессионализмсем теççĕ. Профессионализмсене ăнлантармалли уйрам словарьсемпе справочниксем пур.
2.Словарь ĕçĕ: Халĕ час-часах программист, технолог, менеджер, дизайнер тенисене илтме пулать. Кам-ха вăл программист? Компьютерпа ĕçлеме пĕлекен, çак ăслă машина валли тĕрлĕ прогрммăсем хатĕрлеме пултаракан специалист.
Технолог- заводсенче, фабрикăсенче ĕçлекен. Вăл пĕр-пĕр продукцие тунă чух виçесене,ĕç йĕркине сăнаса тăрать.
Менеджер вара предприятисенче пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пырать.
Дизайнер – çĕнĕрен те çĕнĕ тумсем шухăшласа кăларакан, пÿрт-çурт ăш-чикне çĕнĕлĕхсем кĕртекен, илемлĕхе туйма пĕлекен çын.
Çĕр çинче сайра тĕл пулакан профессисем те пур. Вĕсенчен пĕри- космонавт. Çивĕч ăслисем, çирĕп сывлăхлисем, мал ĕмĕтлисем çеç çак ята тивĕçме пултарĕç.
3. Карточкăсемпе ĕçлени. (кашни ача умĕнче)
Черетлĕ сезон уçăлчĕ. Çĕнĕ программăпа, çĕнĕ солисткăпа кĕтсе илчĕç ăна.
Мерченпин сцена çине концертăн иккĕмĕш пайĕнче тухмалла. Ку вăл режиссер программăна çапла йĕркеленинчен килчĕ. Мерченпи юрлама пуçласан зал сывлама чарăнса шăп ларчĕ. Хĕр юрласа пĕтерчĕ те сцена умнерех тухса кăшт тайăлса тав турĕ. Çав самантар хĕрÿллĕн алă çупса ячĕç куракансем. Ытам тулли чечек. (Ю.Силем.)
Çак текстран профессионализмсене тупмалла.
Пурте пĕрле тĕрĕслетпĕр,пĕр ача сăмахсене вулать; тĕрĕс пулсан пĕр хутчен алă çупаççĕ, тĕрĕс мар пулсан –шăпăрт лараççĕ.
V. Малтанхи пӗлӗве тӗрӗслесси.
Космонавт- сумлă ят. Çапах та пире тĕнче уçлăхне çул хывакан çеç мар, çĕр çинче суха тăвакан та кирлĕ. Унсăр кам-ха тырă-пулă ÿстерĕ? Ял-хуçалăхĕпе çыхăннă мĕнле профессисем пĕлетĕр-ха, ачасем?
«Ÿссен эсĕ кам пулан?» В.Давыдов-Анатри) Эпĕ ыйтрăм Лёньăран: Эпĕ ыйтрăм Кольăран: «Уссен эсĕ кам пулан?» «Уссен эсĕ кам пулан?» Лёня лётчик пулап тет, Коля конюх пулап тет, Самолётпа вĕçеп тет. Лашасене пăхап тет. Эпĕ ыйтрăм Тольăран: Эпĕ ыйтрăм Павăлран: «Ÿссен эсĕ кам пулан?» «Уссен эсĕ кам пулан?» Толя токарь пулап тет, Павăл пахчаç пулап тет, Машинсем юратап тет. Эп арбуз юратап тет.
Лёня, Толя, Коля тата Павăл ÿссен кам пуласшăн ? Ку профессисемпе ытларах ăçта усă кураççĕ? (ялта) Ачасем, ÿссен эсир вара кам пуласшăн? Халь эпĕ эсир тата мĕнле ял-хуçалăхĕнче усă куракан профессисем пурине пĕлесшĕн.
Мăшăрпа ĕçлесси.
Ял-хуçалăхĕпе çыхăннă професси сăмахĕсене çырса тухăр та вĕсемпе сăмах майлашăвĕсем йĕркелĕр. Тĕслĕх: ĕçчен доярка; хисеплĕ тракторист…
(Тетрадьсене улăштарса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ те хаклаççĕ)
VI. Урок темипе ӗçлесси. Ушкăнпа ĕçлесси
1. 404-мĕш хăнăхтарăва пурнăçласси. Сăмахсене профессисем тăрăх ушкăнласа çырасси.
1 ушкăн-библиотекарь профессийĕпе çыхăннă сăмахсене суйласа çырать.
2 ушкăн-почтальон профессийĕпе çыхăннă сăмахсене
3 ушкăн-спорт профессийĕпе çыхăннă сăмахсене
Слайд 4 (слайд çинчен тĕрĕслеççĕ)
VII. Пуплеве аталантарасси.
1. Текстпа ĕçлени 406- мĕш хăнăхтару.
Текста вуласа тухса ят парасси, профессипе çыханнă сăмахсене тупса палăртасси.
2. Палăртнă самахсен пĕлтерĕшĕсене словарьпе усă курса ăнлантарасси.
- Кану саманчĕ.
Алǎ çупатпăр –1,2,3.
Урана тапатпăр – 1,2,3.
Ик уран сикетпĕр – 1,2,3.
Кукленсе ташлатпăр – 1,2,3.
Сывлăхлă пулатпăр, кĕрсе ларатпăр
IX. Вĕреннине çирĕплетесси.
(10- мĕш слайд )
Чăваш халăхĕн паллă çыннисен ячĕпе хушаматне йĕрпе çыхăнтар. Хушаматпа юнашар мĕнле ĕçре палăрнине çыр.
Константин Чапаев _____________________
Марфа Кузьмина____________________
Иван Иванов ___________________
Вера Трубина ____________________
Андриян Яковлев ____________________
Василий Николаев ___________________
Кирлĕ сăмахсем:
(космонавт, командир, педагог, артистка, писатель, поэт)
(Слайд çинчен харпăр хăй ĕçне тĕрĕслеççĕ)
X. Рефлекси. Ачасен ĕçне хаклани.
Ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ- ха эпир? Çавна пурнăçларăмăр- ши, эсир мĕнле шутлатăр ? Мĕн çĕннине пĕлтĕр?
«Паянхи урок маншăн» таблицăпа ĕçлени, тивĕçлĕ хурава туртса палăртни, хăш шухăшпа килĕшнине суйлани.
Урок | Эпĕ урокра | Пĕтĕмлетÿ |
Интереслĕ | Ĕçлерĕм | Материала ăнлантăм |
Кичем | Канса лартăм | Малтанхинчен ытларах пĕлтĕм |
Маншăн пурпĕрех | Ыттисене пулăшрăм | Ăнланмарăм |
XI. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ.
Ăста çынсем тĕнчере питĕ нумай. Хуть те мĕнле профессие алла илес пулсан та тăрăшса вĕренмелле, тăрăшса ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç çитĕнсен лайăх токарь, учитель е пултаруллă тухтăр пулма пултаратăр.
XII. Киле ĕç пани: (суйласа илни)
«Манăн ĕмĕт» мини сочинени çырасси.
«Профессисем» кроссворд тăвасси.
Усă курнă литература:
1.Андреев. И. А., Виноградов Ю.М., Семенова Г.Н. Чăваш чĕлхи: программа 5-9 классем валли., / Шупашкар -2013
2.Кульев О.Г., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхипе усă курмалли ĕç тетрачĕ 5-мĕш класс вали. Вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар: 2007?– 32 с.
www.cv.wikipedia.org - Википеди - ирěклě энциклопедин чăваш уйрăмě
www.lip.cap.ru -Чăваш Республикин Наци библиотеки
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе
Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....
План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"
Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....
План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"
План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...
Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"
1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле кăмпасем ÿсеççĕ? 4. Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...
Конспект "Групповая работа на уроках чувашского языка"
Групповая работа на уроках чувашского языка и план-конспект открытого урока в 3 классе по теме : "Хĕллехи вăрманта". Такой урок очень нравится детям....
Конспект урока чувашского языка в 5 классе "Хĕл Мучипе Юр пике парни"
Конспект урока в 5 классе на чувашском языке....
План-конспект урока чувашского языка в 5 классе на тему : "Антонимы".
Чăваш чĕлхи урокĕ 5 класс Антонимсем....