План-конспект урока чувашского языка в 5 классе на тему : "Антонимы".
план-конспект урока (5 класс) на тему
Предварительный просмотр:
Урок теми: Антонимсем
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Тĕллевсем: 1) Антонимсем çинчен ăнлантарасси.
2) Антонимсене предложенире тупма тата вĕсемпе калаçура, çырура усă курма вĕрентесси.
3) Çут çанталăка сăнама, унăн илемне курма, туйма хăнăхтарасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем:
Ÿкерчĕксем, мультимедиапроектор, слайдсем
Словарь ĕçĕ:
Йăваш –робкий,несмелый,вежливый, приветливый, мягкий.
Шăллă-зубастый, злой, острый, резкий.
Япшар-нежный, ласковый, приветливый, щедрый, хлебосольный.
Хытă-твердый, жесткий, скупой, жадный, строгий, крутой.
Сăпайлă-вежливый, воспитанный, тактичный.
Пуçтах-своенравный, буйный, бедовый.
Суя – ложь, обман, неправда
Чăнлăх – истина, правда
Урок юхăмĕ:
I. Класа йĕркелесси.
Иртнĕ урокра вĕреннине аса илесси. Ыйтусемпе ĕçлени.
II. Çĕнĕ тема патне илсе пыни
- Паян эпир сирĕнпе паллашатпăр сăмахсен тепĕр ушкăнĕпе.Çав сăмахсемпе чĕлхере анлă усă кураççĕ. Вĕсем пирĕн чĕлхене сăнарлă та витĕмлĕ, курăмлă тăваççĕ.
-Аса илер-ха П.Хусанкай поэт çырнă сăвă йĕркисене: 1 слайд
- Мĕн калама пултаратăр эсир палăртнă сăмахсен пĕлтерĕшĕ çинчен? Мĕнле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем вĕсем?
Словарь ĕçĕ 2 слайд
(Çак сăмахсем пĕр-пĕрне хирĕçле пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене антонимсем теççĕ.)
III. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни, темăна ăнлантарни.
- Çапла вара, паянхи урок теми – антонимсем. 3 слайд
Тетрадьсем çине паянхи числона, урок темине çырса хурăпăр та хамăр ума çак тĕллевсене лартăпăр: 4 слайд
1.Антонимсем çинчен пуçламăш класра вĕреннине аса илесси.
-Халь, антонимсем çинчен вĕреннине аса илер-ха. Мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ? Кам калать?
(Пĕр-пĕрне хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене антонимсем теççĕ).
2. Кĕнекери теори материалĕпе паллашасси.
Тĕрĕслер-ха, тĕрĕс каларăмăр-и, уçар учебниксене, паллашар правилăпа.
(Ачасем вулаççĕ).Тĕрĕс каларăмăр-и?
(Антонимсем пĕр пуплев пайĕнченех пулакан сăмахсем).
5 слайд
3.- Ваттисен сăмахĕсене вĕçлер-ха. 6 слайд 7 слайд
Çур вăрăм килсен кĕр ……………… килет теççĕ. (кĕске)
Çур чечекпе пуян, …………………...çимĕçпе. (кĕр)
Ăшă салатать, ……………….пуçтарать. (сивĕ)
Пĕчĕк чăнлăх ……… суяна çĕнтерет. (пысăк)
-Çак ваттисен сăмахĕсенче хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене, антонимсене тупар-ха. Тетрадьсем çине çырса хурар.
- Мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнă-ха вĕсем?
Тĕрĕслер-ха : 6 слайд
Вăрăм – кĕске (паллă ячĕсем)
Çур – кĕр (япала ячĕсем)
Ăшă-сивĕ (паллă ячĕсем)
Пĕчĕк-пысăк (паллă ячĕсем)
4. Çак сăмахсене тивĕçлĕ антонимсем тупăр. 10 слайд
Ĕçле- Кĕнеке-
Çăмăл- Вула-
Пысăк- Хĕвел-
Кĕске- Кăвак-
- Çапла вара, чĕлхери пур сăмахăн та антоним пулмасть.
- Апла пулсан, мĕнле сăмахсене антонимсем тетпĕр-ха эпир?
( Ачасем антонимсем çинчен ăнлантараççĕ)
IV. Хăнăхтару материалĕ.
1.Кĕнекери ÿкерчĕкпе ĕçлени стр.156. Пуçланă предложенисене вĕçлемелле.
2. 391-мĕш хăн. (çырмасăр)
Кун – каç (я. я.)
Хĕлле – çулла(я. я.)
Çурçĕр – кăнтăр(я. я.)
Аял – çиел(я. я.)
Пурнăç – вилĕм(я. я.)
Савăнăç – хуйхă(я. я.)
Телей – инкек-синкек(я. я.)
3. Физкультминутка.
- Кăштах хускану туса илер.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă –
Физкультура халь тăвар.
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр –
Кайăксем пулса вĕçер.
Кайăксем вĕçсе килеççĕ
Ăшă кăнтăртан.
Кăшт канма лараççĕ…
Пĕрре, иккĕ, виççĕ –
Малалла вĕçеççĕ.
4. 393-мĕш хăнăхтару (Ваттисен сăмахĕсенче антонимсене тупса çырса илмелле)
5.Вăйă «Панă сăмахсен антонимĕсене кам хăвăртрах тупать». 10 слайд
Халь – ÿлĕм
Килеççĕ – каяççĕ
Ăшă – сивĕ
Кăнтăр – çурçĕр
Канма – ĕçлеме
Малалла – каялла
Пур-çук
Ир-каç
6. Панă предложенири антонимсене тупса палăртăр (çырса) .
. Çутăпа тĕттĕм, ырăпа усал, çĕннипе кивви, чăннипе суййи ĕмĕртен пĕр – пĕринпе кĕрешеççĕ.
. Пуçтарма – çулталăк, салатма – çур талăк.
7. Ÿкерчĕксемпе ĕçлесе «Çуркунне » темăпа предложенисем йĕркелесси.
- Атьăр-ха апла пулсан çуркуннене сăнлакан ÿкерчĕксене сăнар. Мĕн ÿкернĕ-ха çак ÿкерчĕксенче?
- Халĕ вара эпир те çуркуннене сăнласа пăхар, эсир антонимсемпе усă курма пĕлнине те пăхăпăр.
Çуркунне кун вăрăмланать, çĕр кĕскелет. Ирхине сивĕ-ха, кăнтăрла ăшă. Шурă юр айĕнче хура çĕр курăнать. Çамрăк хурăнсемпе, ватă йăмрасем çара – ха.
V. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
- Ачасем, паян эпир сирĕнпе мĕнле сăмахсемпе паллашрăмăр?
-Мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ?
Килти ĕç: 395-мĕш хăнăхтару стр. 160, ваттисен сăмахĕсене антонимсемпе усă курса вĕçлемелле.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
План-конспект разработки урока музыки в 5 классе на тему:"Что роднит музыку с литературой в сказке".
Развернутый план урока с презентацией и музыкальными фрагментами....
План-конспект открытого урока по физике 10 класса по теме: «Газовые законы. Изотермический процесс»
План-конспект открытого урока по физике 10 класса по теме: «Газовые законы. Изотермический процесс»...
План-конспект открытого урока во 2-ом классе на тему "Друзья"
Тема интересная. У детей развивается монологическая и диалогическая речь. Умение правильно использовать глаголы в единственном и множественном числах. Ознакомление с пословицами о дружбе на...
План-конспект открытого урока математики в 6б классе по теме «Решение уравнений» в рамках методической недели МБОУ «Гимназия №12» г. Белгорода
Разработка урока по математике 6 класс...
План-конспект открытого урока в 5 «А» классе по теме «Free Time»
Конспект урока на тему "Свободное время"...
План-конспект открытого урока в 7 "а" классе по теме "Обработка боковых срезов прямой юбки"
План-конспект открытого урока по теме "Обработка боковых срезов прямой юбки"...
План-конспект интегрированного урока английского языка и литературы по теме "Поэму в сотню строк затмит сонет прекрасный".
План-конспект интегрированного урока английского языка и литературы в 10 классе, в ходе которого учащиеся знакомятся с поэтической формой сонета, анализируют особенности итальянского сонета и со...