9-мĕш класc. Чăваш чĕлхи урокĕ Тема: Пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерÿ тăвасси.
план-конспект урока (9 класс) на тему

Ванюшина Ирина Васильевна

Сапăрлăх тĕллевĕ: темĕнле йывăр вăхăтра та пуç усмалла мар, малашлăхра ыррине курма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: пăхăнуллă предложени ушкăнĕсем, вĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен мĕн пĕлнине аса илесси. Пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерÿ тăвасси. Чарăну палли лартас хăнăхусене пĕтĕмлетесси.

Аталантару тĕллевĕ: хутлă предложенисене, текста тишкерме хăнăхасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_ch.yaz_.9kl.doc60.5 КБ

Предварительный просмотр:

9-мĕш класc. Чăваш чĕлхи урокĕ

Тема: Пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерÿ тăвасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: темĕнле йывăр вăхăтра та  пуç усмалла мар, малашлăхра ыррине курма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: пăхăнуллă предложени ушкăнĕсем, вĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен мĕн пĕлнине аса илесси. Пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерÿ тăвасси. Чарăну палли лартас  хăнăхусене пĕтĕмлетесси.

Аталантару тĕллевĕ:  хутлă предложенисене, текста тишкерме хăнăхасси.

Усă курнă хатĕрсем: доска, карточкăсем, слайдсем, компьютер, проектор.

Урок юхăмĕ

  1. Класа йĕркелесси.

- Сывлăх сунатăп пурне те! Ачасем, пурте хыçалалла çаврăнса пăхăр та паллашăр пирĕн хăнасемпе. Урока хатĕр пулсан шăппăн ларатпăр. Чăваш чĕлхи урокĕ.

Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси:         

- Кăçал эпир хутлă предложенисемпе паллашрăмăр. Паян пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерме хăнăхăпăр, вĕсен схемисене ÿкерĕпĕр, чарăну палли лартас хăнăхусене аса илсе çирĕплетĕпĕр.

2. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

  1. Килте пурнăçланă хăнăхтарăва вулаççĕ. (263 стр. 6-мĕш хăнăхтару.) Кашни предложение ăнлантараççĕ: тĕп членсене палăртаççĕ, пăхăнуллă предложенири сказуемăй хăш формăрине палăртаççĕ, чарăну палли мĕншĕн лартнине е лартманнине калаççĕ.
  2.  Ыйтусене хуравлани. 

- Мĕнле предложение хутлă предложени тесе калатпăр?(Икĕ е темиçе хутсăр предложенирен пулнă пĕрлĕх).

- Хутлă предложенири хутсăр предложенисем мĕнле мелсемпе çыхăнаççĕ?(Интонаципе,сыпăнуллă тата пăхăнуллă  союзсемпе, аффикспа, союзла сăмахпа, вырăнĕ-йĕркипе,хыç сăмахпа).

- Мĕне кура хутлă предложенисене ушкăнсем çине уйăратпăр?(Çыхăну мелне кура).

- Вырăс чĕлхинче хутлă предложенисен тĕсĕсем пур-и? Вĕсем мĕн ятлă?(Сложносочиненные, сложноподчиненные, бессоюзные сложные предложения)

      3) Кластер туни.

Икĕ ача доска умне тухаççĕ. Вĕсем пăхăнуллă хутлă предложенири хутсăр предложенисен çыхăну мелĕсене тата пăхăнуллă предложени пĕлтерĕшĕсене  кластер ÿкерсе параççĕ:

                                         

                                           Пăхăнуллă союзпа

 

Хыç сăмахпа                       ПХП                     вырăнĕ-йĕрки

Аффикспа                                     союзла сăмахсем

                                подлежащи

Дополнени                                                              сказуемăй            

                                   Пăхăн.предл.

Определени                                     обстоятельство

Пĕтĕмлетÿ: Хутлă предложенисем çинчен аван ăнланнă пек туйăнать. Теори    материалне аса илтĕмĕр.

  1. Пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкересси.

- Ачасем, эсир паян хăвăр умăра мĕнле тĕллевсем лартатăр? (ачасем хуравлаççĕ)

- Эпĕ вара çакăн пек тĕллевсем лартрăм. Паян пирĕн пăхăнуллă хутлă предложенисене тишкерме вĕренмелле, темĕнле йывăр вăхăтра та  пуç усмалла мар (слайд)

    Тетраде дата, урок темине çыраççĕ.

- Сирĕн умăрта предложени (слайд). Хĕвел анас умĕн утта капана хывса пĕтертĕмĕр. Мĕнле тишкернĕ пулăттăр эсир? Мĕн тупатпăр чи малтан? (Тĕп членсене). Унтан мĕн палăртатпăр? (Çыхăну мелне). Вара?(Тĕп тата пăхăнуллă предложенисене).

- Эпир пĕлетпĕр: кашни япалан тата ĕçĕн йĕрки пур. Паллашар-ха тишкерÿ йĕркипе.

    Учебникри 265-мĕш страницăри тишкерÿ йĕркипе паллашаççĕ. Класри стена çинчи стендра тишкерÿ йĕркине тупаççĕ.

1) Доска çинче çырса тишкерÿ тумалли предложени:(вĕрентекен çырса тăвать)

Хĕвел анас умĕн/1 утта капана хывса пĕтертĕмĕр/2.

Малтан тĕп членсене тупатпăр. Подл.- хĕвел, анас - сказ., пĕтертĕмĕр – сказ. Ку – пăхăнуллă хутлă предложени.

Тĕп предложени: утта капана хывса пĕтертĕмĕр; пăхăнуллă предложени: хĕвел анас умĕн.  Вĕсем умĕн хыç сăмахпа çыхăннă. Хăçан пĕтертĕмĕр? хĕвел анас умĕн. Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложени. Вăл тĕп предложени умĕнче тăрать. Чарăну палли лартмалла мар.

Схема тăватпăр:

                         

                         

Куçа уçрăм та /1 хамран вăтăр утăмра ларакан çамрăк хурăн тăрри сулланнине/2 асăрхарăм/1. (Сăмах вĕççĕн тăватпăр).

Ку – пăхăнуллă хутлă предложени. Тĕп предложени – куçа уçрăм та асăрхарăм; сказуемăйсем – уçрăм та асăрхарăм;

Пăхăнуллă предложени: хамран вăтăр утăмра ларакан çамрăк хурăн тăрри сулланнине; унăн тĕп членĕсем – хурăн тăрри,  сулланнине. Пару падежĕн –е аффиксĕпе çыхăннă; мĕн?ыйтура тăрать, дополнени пĕлтерĕшлĕ. Пăхăнуллă пайĕ тĕп предложени варринче тăрать. Чарăну палли лартмалла мар.

Схемăна çырса тăватпăр:

  1. Карточкăпа ĕçлени. Икшерĕн ĕçлетпĕр. Çак союзсăр ХП пăхăнуллă хутлă предложенисем тăвăр.

1)Уçă форточка витĕр лайăх илтĕнет: çырмара шыв кĕрлесе юхать. 2)Ывăлĕ калаçăва хутшăнмасть, çакă ашшĕне пĕр вăхăтрах шиклентерет те, савăнтарать те. 3) Уççăнах илтĕнет: çĕрте выртакан типĕ çулçă çине хыр йĕппи ÿкет.

Тĕрĕс: 1)Çырмара шыв кĕрлесе юхни уçă форточка витĕр лайăх илтĕнет. 2)Ывăлĕ калаçăва хутшăнманни ашшĕне пĕр вăхăтрах шиклентерет те, савăнтарать те.  3) Çĕрте выртакан типĕ çулçă çине хыр йĕппи ÿкни уççăнах илтĕнет.

  1. Пĕр ача доска  умĕнче ĕçлет, ыттисем вырăнта ĕçлеççĕ.

Кам ĕçрен хăрамасть /1, çавăн ячĕ ял çинче те хисепре /2.

Ку – пăхăнуллă хутлă предложени. Тĕп предложени – 2-мĕш предл., тĕп членĕсем – ячĕ, хисепре.пăхăнуллă предл. – 1-мĕш пр., тĕп членĕсем – кам, хăрамасть.союзла сăмахпа çыхăннă. Кăтарту сăмахĕ камăн? ыйтура тăрать, определени пулать. Пăхăнуллă пр.те определени пĕлтерĕшлĕ. Чарăну палли çавăн умĕн лартмалла. Схеми: 1                2

4. Кану саманчĕ. Сывлăха упрамалли технологи. Тĕрлĕ хусканусем тăватпăр.

5. Текстпа ĕçлесси. Кĕнекери 10-мĕш хăнăхтарури (266 стр.) «Салтак арăмĕ» текста вулаççĕ.

  1) Текстра мĕн çинчен каласа панă?

  2) Тĕп шухăшне калăр.(Куç хăрать те, алă тăвать).

  3. Чăваш Енре кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ĕç çинчен ваттисен сăмахĕсем калăр.

Ĕç ăсталăха юратать.

Ĕç çынна ватăлма памасть.

Ăсталăх çăкăр ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать.

Ăсти епле – ĕçĕ çапла.

4). Текстран хутлă предложенисене тупса ăнлантарăр.(3 ПХ предложени унта).

6. Зачет ĕçĕ çыртарасси.

1). Карточкăсем салатса паратăп. Предложенисене тишкерÿ тăваççĕ.

                   1-мĕш карточка.

1 – Çĕлен сăхнă çын пăявран та хăранă.

2 – Хуçа пулсан хуçалăх та юсанать.

                                  2-мĕш карточка.

1 – Çил тухиччен тĕк те хăй йывăрăшне ĕненет.

2 – Çĕр анне паракан тивлетĕн чикки çук.

2). Словарь ĕçĕ: кăвак çутăлла – ир-ирех, хĕвел тухнă-тухманах

                           Бригадир – ĕçлекен çынсен ушкăнĕнче ертсе пыракан

                           Чĕрес – ума çакса ярса акмалли савăт

                           Тăла – урасене çыхмалли хулăн материал

3). Тетрадьсене пухса илетĕп.

5. Пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Рефлекси.

- Мĕн вĕрентĕмĕр паян урокра?Мĕнле тĕллев лартрăмăр урок пуçлансан? Тишкерÿ йĕркине ăнлантăмăр-и?

Эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм…        хĕрлĕ стикер йăтатпăр;

Маншăн кăшт йывăр пулчĕ… Сарă тĕслине йăтатпăр;

Нимĕн те ăнланмарăм...  симĕс тĕслине йăтать, ман патне уйрăм килет, ăнлантаратăп.

6. Киле ĕç.

1) Тĕрĕслев ĕçне хатĕрленмелле.

2) Хутлă предложенисенче чарăну палли лартассине аса илмелле.

Тавах пурне те. Урок вĕçленчĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" - второй урок темы

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" является вторым уроком данной темы...

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" (первый урок темы)

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" (первый урок темы)...

Презентация к уроку Тема урока" Обобщение и систематизация по теме"Строение атома,химическая связь"

Презентация включает в себя отработку материала по теме,проверку и подведение итогов....

Разработка урока и презентации к уроку. Тема программы: Огневая подготовка, тема урока: "История создания АК-47, неполная разборка и сборка автомата", тема презентаций:"История АК - 47" и "АК - 47 составные части"

При создании электронной потемной папки мною был собран материал по теме программы "Огневая подготовка", переработав который у меня получилась разработка урока "История создания АК-47, неполная разбор...

Конспект урока по физической культуре в 8 классе. Тема урока: Тема урока: Введение мяча. Бросок мяча в движении (после ловли)

Тема урока: Введение мяча. Бросок мяча в движении (после ловли)Цель урока:  обеспечить усвоение обучающимися техники ловли и передачи мяча в движении, ведению мяча по прямой.Задачи:общеобраз...