Удивительный животный мир
план-конспект урока (5 класс) на тему
Предварительный просмотр:
Тĕлĕнмелле чĕрчун тĕнчи
5-мĕш класра ирттермелли урок планĕ
Урок тĕллевĕсем:
1). Тискер чĕрчунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, пуплеве çĕнĕ чĕрчунсен ячĕсемпе пуянлатасси;
2). Чĕрчунсем çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма вĕрентесси.
3). Упа çинчен вуласа, калаçса ачасен пĕлĕвне анлăлатасси;
4). Чĕрчунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
Çĕнĕ сăмахсем: пурăш, хăнтăр, йывăрăшĕ, упа аçи, упа ами, упа тирĕ, тăлăп, йăраланса тухать, апата тиркемест.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тискер чĕрчунсен ÿкерчĕкĕсем, проектор, учебник Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли /Андреев И.А., Гурьева Р.И. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014., текст çырнă карточкăсем, тест ирттермелли карточкăсем.
Урок планĕ.
I. Класа йĕркелесси.
1. Сывлăх сунни.
- Ачасем, чăваш чĕлхи урокне сăвăпа пуçлатпăр:
Вĕренетпĕр, вĕренетпĕр
Вĕренетпĕр калаçма.
Ак çыратпăр та вулатпăр,
Калаçатпăр чăвашла.
Эп çанталăка сăнлатăп:
Вĕрентекене итлетĕп:
Терлĕ-тĕрлĕ ĕç тăватăп:
«Пиллĕк» илме тăрăшатăп.
2. Дежурнăй хуравĕ.
– Калаçатпăр-и чăвашла?
- Паян класра кам дежурнăй?
-Паян класра эпĕ дежурнăй. Паян юпа уйăхĕн 23-м.ш.: юн кун? Урокра пурте пур?
3. Çанталăка сăнани.
- Ч\речерен урамалла пёхса паянхи =анталёк =инчен каласа парёр?
- Хал. к.ркунне? Паян =анталёк сив. (ёшё)? Урамра х.вел пёхать (пёхмасть): ёшётать? Т\пе кёвак т.сл.: =ил =ук? +умёр =умасть?
- Ачасем: манён вара кёшт к.рхи вёрман =инчен калас килет? М.н тери илемл. к.рхи вёрманта. Йывё=сем х.рл.: сарё тум тёхённё?Кайёксен сасси сахалланнё .нт.: хёш.-п.рисем ёшё еннелле в.=се те кайр.=? К.=ех х.лле те =ит.? Тискер ч.рчунсем хёйсен к.р.к.сене улёштар.=? Хĕлле чĕрчунсене уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен тарăн юр айĕнче апат тупма йывăр.
II. Çĕнĕ тема вĕренни.
- Ачасем: кам тав=арса илч.: м.н =инчен кала=ёпёр-ши эпир паянхи урокра;
-Паян урокра, эпир ачасем, тискер чĕр чунсем çинчен калаçăпăр, вĕсен ячĕсене аса илсе çирĕплетĕпĕр, çĕнĕ чĕрчунсемпе паллашăпăр. Упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр. Урок теми «Тĕлĕнмелле чĕрчун тĕнчи».
1. Лексика зарядки.
-Ачасем, слайд çинчи сăмахсене тĕрĕс калăр. Çак сăмахсенчи паллă тунă сас паллисене янăратса (звонко) вулатпăр: упа, вăрманта, пăши, пысăк, апат, выртать.
- Паян урокра çакăн йышши сăмахсем нумай тĕл пулĕç, вĕсене тĕрĕс каламаллине ан манăр.
- Халĕ сăвва ман хыççăн тĕрĕс вулăр:
Упа-упа утаман,
Ик урапа утакан.
Пур кайăкран хытăрах
Мĕкĕрттерсе улакан.
2. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупни.
-Ачасем, аса илер-ха, пирĕн вăрмансенче мĕнле чĕрчунсем пурăнаççĕ? Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупса чĕрчунсен ячĕсене аса илетпĕр.
а) Шак-шак шаккать, пурне те хăратать.
ă) Пыл çимешкĕн юратать,
Хĕлĕпех вăл çывăрать.
б) Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе
Йывăç тăрăх сиккелет.
в) Хĕлле шурă, çулла сăрă.
г) Мăйракаллă, хÿреллĕ, пăрушĕ пур – ĕне мар.
д) Кушак мар, шăши тытать, сĕт ĕçет: çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.
е) Чее тус пырать утса,
Хÿрипе йĕрне шăлса.
Шăшисене вăл тытать,
Чăхсене те юратать.
3. Сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăвăр:
Выçă пăши
Вăйлă пакша
Хăравçă чĕрĕп
Чее упа
Йĕплĕ мулкач
Мăйракаллă кашкăр
Ĕçчен тилĕ
-Пурте пĕрле вуласа тĕрĕслетпĕр:
выçă кашкăр, вăйлă упа, хăравçă мулкач, чее тилĕ, йĕплĕ чĕрĕп, мăйракаллă пăши, ĕçчен пакша.
Сăмах майлашăвĕсемпе усă курса предложенисем тăвăр.
4. Ачасем ÿкерчĕксем тăрăх калав йĕркелени.
-Халĕ, ачасем, ÿкерчĕксемпе усă курса тискер чĕрчунсем çинчен 2-3-шерен каласа пама хатĕрленĕр.
Тĕслĕхсем: Ку чĕрчун мулкач. Вăл питĕ пĕчĕк, хăравçă. Мулкач вăрманта пурăнать. Хĕлле вăл шурă тĕслĕ, çулла сăрă тĕслĕ. Мулкач курăк, пахча çимĕç çиет, йывăçсене кăшлать. Вăл кашкăртан, упаран, тилĕрен, йытăран, çынран хăрать.
Ку упа. Упа – тискер чĕрчун. Вăл пысăк та вăйлă. Вăл вăрманта пурăнать Упана вăрман хуçи теççĕ. Упа хĕлле шăтăкра çывăрать, çуркунне унтан тухать. Вăл темĕн те çиет: аш, çырла, курăк, хурт-кăпшанкă. Упаран пур чĕрчун та хăрать.
5. Çĕнĕ чĕрчунсен ячĕсемпе паллаштарни.
-Пирĕн вăрмансенче тата пурăшсем пурăнаççĕ. Пурăш вырăсла мĕнле куçать? (барсук) Пурăш та, упа пекех, хĕлле çывăрать. Пирĕн патра тата хăнтăр пурăнать. Вырăсла вăл мĕнле пулать? (бобр). Хăнтăрсем шыв хĕрринче пурăнаççĕ, вĕсем ăста платниксем. Юлашки вăхăтра пирĕн вăрмансенче хир сыснисем те нумайланчĕç.
6. Кану тăхтавĕ.
-Ачасем, шăппăн тăрăр. «Мулкач ларать пашкаса» сăвва каласа хусканусем тăватпăр
Мулкач ларать пашкаса
Ик хăлхине вылятса:
Ак çапла, ак çапла
Ик хăлхине вылятса.
Сив.рех ёна ларма
К.= пу=лать вёл ташлама
Ак =апла: ак =апла
К.= пу=лать вёл ташлама
7. Упа çинчен калаçни.
-Паян урокра упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр. Пирĕн çĕршывра икĕ тĕрлĕ упа пурăнать: хăмăр упа тата шурă упа. Ачасем упасем çинчен информаци хатĕрленĕ. Итлер-ха вĕсене.
1-мĕш вĕренекен:
Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕрчун. Ку упа кĕлеткин тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, тачка ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Упа вăрманта - çынсем çӳремен вырăнта йăва тăвать. Ытларах ӳсен-тăранпа тăранать, ним те тиркемест. Çавăнпа пĕрлех упа пысăк чĕрчунсене те тапăнать. Шăши тытать, кăткă, сăпса, пыл хурчĕпе пылне çиме юратать. Ӳсен-тăрантан упа сĕлле кăмăллать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ. Йĕнĕре (упа йăвинче) 2-3 çура пулать. Чăваш Енре упасем сахал - 10-15 пуçа яхăн çеç. Пирĕн тăрăхра упасене тытма чарнă.
2-мĕш вĕренекен:
Шурă упасем пирĕн çĕр-шывра çурçĕр полюсĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен кĕлеткин тăршшĕ виçĕ метр таран пулать, йывăрăшĕ пĕр тонна таран. Шурă упа шывра лайăх ишет тата чăмать. Вăл шыври чĕрчунсемпе тăранса пурăнать. Шурă упа 25-30 çул таран пурăнать.
8. Текстпа ĕçлени
-Ачасем, кĕнекесене 188 страницăна уçăр, «Чĕрчун тĕнчи. Упа.» текст тупăр. Текстпа ĕçлесе упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.
- Словарь ĕçĕ.
- Халĕ текста тимлĕ итлĕр те ăна ăнланма тăрăшăр.
9. Текста вырăсла куçарни.
- 4-мĕш абзацран пуçласа вырăсла куçаратпăр. (вĕçĕ-вĕçĕн вуласа куçарни).
- Текста тепĕр хут ăшра вуласа тухăр, ыйтусене хуравлама хатĕрленĕр.
10. Ыйтусене хуравлани.
1). Упа мĕнле чĕрчун?
2). Упа мĕн-мĕн çиет?
3). Ĕлĕк хресченсем упана мĕншĕн юратман?
4). Çынсем упана мĕншĕн тытнă?
5). Хĕлле упа мĕн тăвать?
6). Халĕ вăрмансенче упа нумай-и?
7). Ачасем, эсир упана ăçта курнă?
11. Кластер туни.
12. Тискер чĕрчунсене упрасси çинчен каласа хăварни.
- Хальхи вăхăтра тискер чĕрчунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕрчунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Чĕрчунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла.
III. Текст тăрăх тест ирттерни.
-Халĕ вара текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттеретпĕр:
1? Упа м.нле ч.рчун;
а) п.ч.к те хёрав=ё ă)пысёк та вёйлё
в) чее те вы=ё
2? А=ин йывёрёш. ми=е килограма =итет;
а) ик =.р ă) =.р в) ви= =.р
3? Упа м.н_м.н юратать;
а) =ырла: пыл: курёк: пукан ă)пыл: к.пе: курёк: аш в) аш: =ырла: пыл: курёк
4? Х.лле упа м.н тёвать;
а)вёрман тёрёх =\рет ă) хёй шётёк.нче =ывёрать в) йывё= =инче =ывёрать
5? Упа шётёк.нчен хё=ан тухать;
а) х.л ларас ум.н ă)шыв тапранас ум.н в) юр ир.лсе п.тсен
Ачасем, теста мĕнле çырнине тĕрĕслĕр те хăвăра отметка лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1-2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 3 йăнăш ытларах –«2».
IV. Текста предложенисем çине уйăрни.
-Ачасем, упа çинчен малалла калаçатпăр. Парта çинчен карточкăсене илĕр, çак текста кăранташпа усă курса предложенисем çине уйăрăр:
Упа.
Çуркунне çитрĕ хĕвел ăшăтма пуçларĕ юр ирĕлме тытăнчĕ упа ăшша туйса илчĕ вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ ăна валли çуркунне те апат пур упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
-Слайд çине пăхса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслĕр, отметкăсем лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1 -2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 3 йăнăш ытларах –«2».
Упа.
Çуркунне çитрĕ. Хĕвел ăшăтма пуçларĕ. Юр ирĕлме тытăнчĕ. Упа ăшша туйса илчĕ. Вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ. Ăна валли çуркунне те апат пур. Упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
VI. Ваттисен сёмах.семпе .=лени?
Упа к=на п\ччен пур=нать, ёынс=р ёын пур=наймасть.- Только медведь живет один, а человек без людей не может жить.
Упа урине ёуласах х\л каёать.- Медведь всю зиму только лапу сосет и сыт живет.
Упаран тарн=, кашк=р ё=варне лекн\. - Бежал от медведя, да волку в пасть попал.
Упа в=йл= та с=нч=рта теёё\. - Медведь силен, да на цепи.
VII. Ваттисен каларёшне вулани?
Упа урине =уласах х.л ка=ать? – Медведь одну лапу сосет: да всю зиму сыт живет?
V.Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.
- Паян урокра, ачасем, мĕн çинчен калаçрăмăр? Упа çинчен эсир мĕн пĕлтĕр? Эсир урокшăн хăвăра мĕнле отметкăсем лартрăр? Камăн «5», камăн «4», камăн» 3»?
-Чĕрчунсен пурнăçĕпе тĕрлĕ професси çыннисем интересленеççĕ.
Çыравçăсем чĕрчунсем çинчен нумай произведенисем çырнă, художниксем картинăсем çырнă. Шишкин художник «Утро в сосновом бору» картина çырнă.
Çак картина çинче мĕн ÿкернĕ? Художник упасене питĕ илемлĕ сăнласа панă.
Ачасем, эсир çак картина тăрăх килте калав йĕркелĕр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Удивительные животные
Каждое животное удивительно по-своему. Обыкновенных животных не бывает. Также и каждый человек удивителен по-своему. Не бывает обыкновенных людей. Мы все разные. И это здорово! Занятие "Удивительные ж...
Эти удивительные животные
презентация состоит из нескольких частей, рассказывает о невероятных животных, обитающих на нашей планете. Может быть использована на уроках биологии, географии, а также как внеклассное мероприятие....
Эти удивительные животные 2
Продолжение первой презентации. презентация состоит из нескольких частей, рассказывает о невероятных животных, обитающих на нашей планете. Может быть использована на уроках биологии, географии, а такж...
Удивительные животные
Данная презентация была подготовлена мной к уроку игре "Эти удивительные животные"в 7 классе. Презентация может быть использована на уроках биологии и экологии, так как содержит фотографии и описание ...
Урок - конкурс "Эти удивительные животные - рыбы".
Целевая аудитория: учащиеся 7 -го класса. Материал данной методической разработки может быть использован как для проведения урока (нестандартная форма), так и для проведения внеклассных мероприя...
Презентация на тему Удивительные животные. УМК биболетовой 6 класс
Презентация к уроку по теме Животные. Содержит красочный и увлекательный материал и вопросы в конце просмотра....
Викторина по зоологии для учащихся 7-х классов «Эти удивительные животные»
Данное мероприятие многократно использовалось при проведении предметных недель естественнонаучного направления. Викторина по зоологии для учащихся 7-х классов «Эти удивительные животные» у...