Урок чувашской литературы в 6 классе с использованием Сингапурских структур обучения (ФГОС)
план-конспект урока (6 класс) по теме
А.Воробьевăн «Çурхи хирте» тата «Çăкăр» сăввинчи илемлĕх мелĕсем.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_rodnoy_literatury_v_6_klasse_s_ispolzovaniem_singapurskih_struktur_obucheniya.docx | 28.03 КБ |
Предварительный просмотр:
А.Воробьевăн «Çурхи хирте» е «Çăкăр» сăввинчи илемлĕх мелĕсем.
(Урок чувашской литературы в 6 классе)
Захарова Марина Анатольевна,
учитель родного языка и литературы
первой квалификационной категории
МБОУ «Новоильмовская СОШ»
Черемшанского муниципального района
Республики Татарстан
Урок тĕсĕ. Хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Алексей Воробьевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вĕренесси, поэтăн «Çурхи хирте» тата «Çăкăр» сăввисенче илемлĕх мелĕсене палăртасси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн план тăрăх туса пыма хăнăхтарасси, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма, татса пама хавхалантарасси.
Вĕренекенсен результачĕсем:
Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):
1.Çăкăра тата çăкăр ÿстерекенсене хисеплеме вĕренни.
2.Вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй вăйне, пултарулăхне шанма вĕренни.
3. Çăкăра типтерлĕ тытмаллине ăнланни.
Предметăн пайрамлă результачĕсем (предметные): илемлĕх мелĕсене шыраса тупма пĕлни, вĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултарни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные):
Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни.
Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).
Курăмлăх хатĕрĕсем: Интерактивлă доска, проектор.
Урок юхăмĕ
- Класа йĕркелесси, ачасене урок темипе кăсăклантарасси.
-Ачасем, куçăра хупăр-ха, эпĕ сире ытарлă(асамлă) япала парса тухатăп. Мĕн-ши вăл? (Тулă пĕрчи) Мĕншĕн çак пĕчĕк пĕрчĕ асамлă? (Çак пĕрчĕрен çăкăр пулать)
-Иртнĕ уроксенче эпир сирĕнпе мĕнле темăпа çыхăннă хайлавсем вуларăмăр? Хăш вăхăтра çырнă çав хайлавсене? Мĕншĕн çак тема çав вăхăтра çивĕч тăнă?
- Урок темипе тĕллевĕсене палăртасси.
-«Çăкăртан асли çук» уйрăма эпир сирĕнпе «Тепĕр май шкул» (Перевернутая школа) меслетпе вĕренме калаçса татăлнăччĕ. Килте мĕнле темăпа ĕслерĕр? Мĕнле тĕллевсем лартрăр? Хăвăр ĕçĕре мĕнле йĕркелерĕр?
Килте ĕçлемелли план:
- Автор çинчен вуласси (кĕнекере, Интернетра)
- Хайлава вуласси (сăвва палăртуллă вулама вĕренмелле)
3. Тишкерÿ:
1.Автор
2.Хайлав ячĕ
3.Жанр
4.Тема
5.Хавха
6.Тĕп шухăш
7.Сăнарсем
8.Сюжет(ĕçсен йĕрки)
9.Илемлĕх мелĕсем
4. Тема тăрăх ĕçсем тăвасси (ваттисен сăмахĕсем, презентацисем тата ыт. те)
III. Вĕреннине аса илесси.
-Килте ĕçри темăна уçса пама литературăри мĕнле теори ыйтăвĕсене аса илмелле пулчĕ? Вĕсене тепĕр хут «КОНЕРС» структурăпа усă курса çирĕплетер-ха.
КОНЕРС структура (кĕтессене «Танлаштару», «Сăпатлантару», «Метафора», «Эпитет» тесе çырнă хутсем çапнă. Ачасем хăсене лекнĕ хутсенчи терминсен пĕлтерешесене вулаççĕ те кирлĕ кĕтесе суйласа илеççĕ)
… яланах пĕр япалана е пулăма лайах пĕлекен тепĕр япалапа е пулампа танлаштарса кăтартнине пула йеркеленет.
Пуплевре … пуррине пек тата евĕр самахсем катартаççĕ.
… тесе пĕр-пĕр япалана е пулăма илемлетсе, хитрелетсе санлакан, унăн хайне евĕрлĕ уйрамлăхне кăтартакан палăрту сăмахсене калатпăр.
… ытларах мĕнле? ыйтура тăраççĕ.
… тесе çут çанталăк пулăмĕсене, таврари япаласене, йывăç-курăка, выльăх-чĕрлĕхе этем пек чĕрĕ чунлă туса санани калаççĕ.
… тесе икĕ пĕр пек пулăма танлаштарса пĕрин паллине теприн çине куçарнипе йĕркеленĕ илемлĕх мелне калатпăр.
Тĕрĕссипе танлаштару, эпитет тата сăпатлантару илемлех мелĕсене пĕтĕмлетсе … тесе калама май пур. Çапах та вĕсен пĕр-пĕринчен уйрăлса таракан паллисем пур.
Пуплевре … мелĕпе уса курни япаласемпе пуламсене асра юлмалла чĕрĕ ÿкерчĕк тума, фантазие аталантарма та пулăшать.
- Килти ĕçе тĕрĕслесси (çĕнĕ тема тăрăх)
1)ЭЙ АР ГАЙД структура(утвержденисем)(малтан)
Малтан | Çирĕплетсе каланисем | Кай- ран |
Хайлав ячĕ: «Çăкăр». | ||
Автор: Александр Воробьёв. | ||
А. Воробьевăн юратнă йывăçĕ – хурăн. | ||
Жанр: сăвă. | ||
Тема: çăкăра мĕнле ÿстерни çинчен. | ||
Хайлавра сюжет пур. | ||
Хайлавăн тĕп шухăшĕ çак йĕркесенче курăнать: «Тăван ял-йыша эп мухтатап, Чыслатăп ун тарлă ĕçне: Çĕн çăкăр – мельюнлă ытарлăх» | ||
Хайлава çĕкленÿлĕх хавхапа çырнă. | ||
Тĕп сăнар: ял-йыш. | ||
Чĕлĕ – çавра çăкăр. | ||
«Шăпа» тени вырăсла «судьба» тесе куçать. | ||
Сăвăра пысăклату илемлĕх мелĕпе усă курнă |
2) План тăрăх ĕçлесси
-Çĕнĕ темăпа килте ĕçленĕ вăхăтра йăвăрлăхсем пулчĕç-и? Хăш ыйту тăрăх ĕçлеме килĕшрĕ?
-Хуравсене кам вуласа парас тет. Итлесе пĕтерсен ыттисем хăвăр шухăшăра калама пултаратăр.
«Çăкăр» сăвă тăрăх:
- Автор çинчен (презентаци)
- Илемлĕ вуласси (ТАЙМ ПЭА ШЭА структура)
Словарь ĕçĕ
3.Тишкерÿ
3.Жанр: мухтав юрри.
4.Тема: Çăкăра тата çăкăр ÿстерекенсене хисеплени çинчен.
5.Хавха: Çĕкленÿллĕ.
6.Идея: Çăкăртан асли çук. Çăкăр ÿстерекенсен ĕçĕ сăваплă.
7.Сюжет йĕрĕ уççăн палăрмасть, çăкăрпа çыхăннă глаголсем çук.
8.Сăнарсем:автор, çăкăр
9. Илемлĕх мелĕсем (СОРТ КАРДС структура)
Танлаштарусем: çĕр чăмăрĕ евĕр çавра; ун пичĕ – тин тухнă хĕвел; çĕртес пек ислетрĕ йĕпе; хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн;
Сăпатлантарусем: шăпланчĕ пÿрт ашĕ, килче хĕнпе, куçать ун ăшши ман ÿте; пуян кĕр тимлерĕ парне;
Метафорăсем: çуталчĕ тĕпел, пылланчĕ вĕри хир шарши, ĕç ăнчĕ, ун ячĕ çÿлте, ĕмет çитнишĕн;
Эпитетсем: çĕн çăкăр, вĕри хир шăрши, тертлĕ хура çĕр, сумлă пăчĕ, чăваш çăкăрĕ, пысăк шăпа, тăван ял-йыш, тарлă çăкăр, пуян кĕр;
Пысăклату: Çĕн çăкăр – мельюнлă ытарлăх;
Кăшкăруллă, ыйтуллă предложенисем, хутлам.
3) ЭЙ АР ГАЙД (кайранхи шухăшсем)
4)Тема тăрăх ĕçсем хатĕрлени:
- Маша çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем хатĕрленĕ, вуласа тухăр, хăшĕ «Çăкăр» сăввăн тĕп шухăшне уçса парать?
-Тома çăкăр мĕнле ÿстерни çинчен презентаци хатĕрленĕ. Ĕç сăмахĕсене калăр.
- Кирилл кукамăшĕнчен вăрçă вăхăтĕнче çăкăр мĕнле ÿстерни çинчен ыйтса пĕлнĕ(интервью илнĕ). Итлесе пăхар-ха?
V. «Çурхи хирте» тата «Çăкăр» сăвăсене танлаштарасси.
-«Çăкăр» сăвăпа пĕр хурăмă е уйрамлăхĕсем пур-и?
(Ĕçсен йĕрки палăрать: çĕн тулă калчара, ÿсет, шăркана(чечеке) ларать, пучахланать, ĕлкĕрет, тырра пухса кĕртеççĕ)
VI. Синквейн(сăвăран илнĕ самахсемпе йĕркелемелле)
1.Çăкăр.
2.Çавра, çĕн
3.
4.Нихçан çăкăртан ан пул аслă.
5.Мельюнлă ытарлăх.
-Мĕншĕн глаголсем çук? «Çурхи хирте» сăвăпа усă курăр.
- Пĕтĕмлетÿ.
ТОКИН МЭТ структура (Илемлĕх мелĕсене çырса хуратпăр, улшăнатпăр, çыхăнтаратпăр.)
- Ачасен хуравĕсене хаклани.
- Киле ĕç. «Çурхи хирте» е «Çăкăр» сăвва пăхмасăр вĕренмелле.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
ОТКРЫТЫЙ УРОК АЛГЕБРЫ В 7 КЛАССЕ С ИСПОЛЬЗОВАНИЕМ ИННОВАЦИОННЫХ СРЕДСТВ ОБУЧЕНИЯ ПО ТЕМЕ «ВОЗВЕДЕНИЕ В СТЕПЕНЬ ПРОИЗВЕДЕНИЯ И СТЕПЕНИ»
ОТКРЫТЫЙ УРОК АЛГЕБРЫ В 7 КЛАССЕ С ИСПОЛЬЗОВАНИЕМ ИННОВАЦИОННЫХ СРЕДСТВ ОБУЧЕНИЯ ПО ТЕМЕ «ВОЗВЕДЕНИЕ В СТЕПЕНЬ ПРОИЗВЕДЕНИЯ И СТЕПЕНИ»...
Тема: Повторение и обобщение по теме, « Причастие» в V11 классе с использованием сингапурской структуры
Цель урока: обобщение знаний учащихся о причастии.Задачи урока:— научить применять знания о причастии как части речи, выявлять орфограммы в причастиях, отработать умение определять его синтаксическую ...
ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА в 3-м классе с использованием технологии развивающего обучения, межпредметных связей и ИКТ
Тема урока: Природа (Nature)Цель: дальнейшее формирование коммуникативной компетенции на материале темыЗадачи:1. Образовательные: обобщить и закрепить умения использовать...
план-разработка урока в 5 классе "Супермалай" по Сингапурской структуре обучения (по учебнику Хайдаровой Р.З.)
Урок разработан по Сингапурской структуре обучения. Использованы 7 приемов по Сингапурской системе. Участвуют 4 команды по 4 ученика.У каждой команды есть капитан и девиз....
План-конспект урока на тему "Слуховой анализатор с использованием сингапурской системы обучения"
Класс: 8АДата: 8.12.14 Тема урока: "Анализатор слуха».Тип урока и его структура: изучение новых знаний. 1. Знания этой темы, тесно связаны с последующими (понятия анализато...
Урок информатики в 5 классе с использованием активных методов обучения. "Компьютерная графика. Знакомимся с инструментами графического редактора"
Разработка урока информатики в 5 классе с использованием активных методов обучения.Технология АМО применена на данном уроке с целью активизации деятельности всех участников образовательного проц...
План – конспект урока математики с использованием сингапурских структур обучения
План – конспект урока математикис использованием сингапурских структур обучения...