"Друг птиц"
план-конспект урока на тему
Предварительный просмотр:
Урока ирттернĕ вырăн: Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 39-мĕш шкул.
Урока ирттерекенĕ: Баранова Алина Вячеславовна.
Класс: 3Л.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.
Тема: Кайăк тусĕ.
Тĕллевĕсем:
- «Кайăк тусĕ» калавпа паллаштарасси, пултарать сăмахпа сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупма вĕрентесси;
- фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог (ÿкерчĕксем тăрăх предложенисем йĕркелени), çыру хăнăхăвĕсене аталантарни;
- вĕçен кайăксене пулăшмалли çинчен, вĕсене кÿрентермелле марри çинчен асăрхаттарса каласси.
Словарь ĕçĕ:
сырăш – кормушка, çак – вешать, çăкăр тĕпренчĕкĕ – крошки хлеба, пултарать – может, тырă – зерно, тулă - пшеница.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки (кĕнеке авторĕ - Г.В. Абрамова), презентаци, Айпи ÿкерчĕкĕ, карточкăсем (çыру ĕçĕ пурнăçлаттарма), кайăксем ÿкернĕ ÿкерчĕксем.
Урок юхăмĕ:
І. Хатĕрлев тапхăрĕ.
( Учительпе ачасем пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ. Сăвă каласа параççĕ.
Сывлăх сунатăп!
Сывлăх сунатăп!
Эпĕ аван пурăнатăп!
Эпĕ аван пурăнатăп!
Сире те çавна эп сунатăп!)
ІІ. Пуплев саманчĕ. (Учитель ачасене паянхи кун çинчен ыйтусем парса калаçтарать).
- Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
- Халĕ мĕнле уйăх? Пуш уйăхĕ-и, ака уйăхĕ-и?
- Паян миçемĕш число?
- Паян мĕн кун?
- Паян çанталăк мĕнле? Ăшă-и, сивĕ-и?
( Ыйтусене хуравласа пĕтерсен вĕрентекен урок тĕллевĕсемпе паллаштарать:
- Урокра «Кайăк тусĕ» калав вулăпăр, чăн-чăн кайăк тусĕпе Алешăпа паллашăпăр, çĕнĕ сăмахсем вĕренĕпĕр).
ІІІ. Çĕнĕ тема.
- пултарать сăмахпа слайдсенчи тĕслĕхсемпе усă курса паллаштарни;
- пултарать глаголлă предложенисене ыйту лартма вĕрентни;
(Кунта ачасем кĕнекери 123-мĕш страницăри 4-мĕш ĕçе хăйсене тĕллĕн пурнăçлаççĕ. Ушкăншар, хорпа вуласа параççĕ).
- «Кам мĕн тума пултарать?» вăйă выляни;
Хускану саманчĕ. (Ачасем пурте пĕрле сăвă каласа тĕрлĕ хусканусем туса канса илеççĕ).
Вĕçсе килчĕç кайăксем
Пĕчĕк-пĕчĕк кайăксем.
Хаваслăн сикеççĕ,
Пĕрчĕсем сăхаççĕ.
- кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;
- «Мĕнле кайăксем пытаннă-ши?» вăйă выляни; (Ачасем слайдри асамлă тÿркĕтеслĕхре кайăк ячĕсене тупса вуласа параççĕ. Ĕçе вĕçлесен учитель ачасене кайăксем çинчен тĕрлĕ ыйту парса калаçтарать. Унтан пурте пĕрле пĕчĕк пĕтĕмлетÿ туса хăвараççĕ:
- Кайăксем пире хăйсен илемĕпе, хитре юррисемпе савăнтараççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ. Кайксем – пирĕн пĕчĕк туссем. Вĕсене йывăр чухне пулăшмалла.
(Малалла учитель кайăк тусĕпе Алешăпа паллашасси çинчен пĕлтерет).
- «Кайăк тусĕ» калавпа паллашни;
а) словарь ĕçĕ;
ă) калава тишкерни;
б) ыйтусене хуравлани;
IV. Çирĕплетÿ тапхăрĕ.
- «Сырăш çине мĕн-мĕн хураççĕ?» кластер тăвасси; ачасем икĕ ушкăна пайланса ĕçлеççĕ.
- çыру ĕçĕ пурнăçлани; учитель ачасене кашнинех карточкăсем çине пичетлесе хатĕрленĕ ятарлă ĕç валеçсе парать.
Проведи одну непрерывную ломаную линию по буквам , чтобы у тебя получилось предложение. Запши и переведи его на русский язык. Начинать нужно с буквы К в кружочке.
К Ă Й Л Ă Н М
С К А У Ш А А
Е Н Е П М А Н !
(Кайăксене пулăшма ан ман!)
V. Урока пĕтĕмлетни.
- Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
- Мĕнле çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр?
- Калав вуларăмăр-и?
- «Кайăк тусĕ» калаври Алеша мĕнле арçын ача?
- Кайăксем çинчен мĕн калама пултаратăр? Кайăксем мĕнле?
- Сире хăш кайăк килĕшет? Мĕншĕн?
- Эсир кайăксене пулăшатăр-и?
- Вĕсене мĕнле пулăшатăр?
- Пирĕн мĕншĕн кайăксене пулăшмалла?
VI. Киле ĕç пани.
5-мĕш ĕç. 124 стр. (илемлĕ вуламалла)
VІІ. Ачасен ĕçне хаклани.
Урокра хастар ĕçлекенсене учитель тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен касса кăларнă чечексем парнелесе тухать, хавхалантарать.
VIII. Сывпуллашни. Ачасем сăвă каласа пĕр-пĕринпе сывпуллашаççĕ.
Сывă пулăр! Сывă пулăр!
Яланах хаваслă пулăр!
Яланах илемлĕ пулăр!
Яланах телейлĕ пулăр!
Сывă пулăр! Сывă пулăр!
Шăнкăрав
Уçă урокра ИКТ технлологийĕпе усă курнине сăнласа пани
Чăваш чĕлхи урокне эпĕ 3-мĕш класра ирттертĕм. Ку класра ачасем Г.В. Абрамова хатĕрленĕ кĕнекепе вĕренеççĕ. Автор йĕркеленĕ методика кăтартăвĕсенчи сĕнÿсене, ачасен ÿсĕм, пĕлÿ шайне шута илсе «Кайăк тусĕ» темăпа урок йĕркелерĕм. Урокра ачасем активлăрах ĕçлеччĕр, вĕсене пĕлÿ илме интереслĕрех пултăр тесе урок юхăмĕнче компьютерпа усă курса хатĕрленĕ слайдсене кăтартса пытăм. Кирлĕ тапхăрта ачасен мотивацине çĕклеме кайăк сассисене те, юрă та итлеттертĕм.
Чи малтанхи тĕллевсенчен пĕри вăл пултарать сăмахпа паллаштарасси пулчĕ. Кунта эпĕ ачасене слайдри тĕслĕхсемпе ĕçлеттертĕм. Малтанах чăвашла предложение вырăсла куçарнă тĕслĕхпе паллаштартăм. Ытти 3 предложенине ачасем хăйсемех куçараççĕ. Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ пĕрле тăваççĕ. Пултарать сăмаха вырăсла может тесе куçараççĕ. Паллах, ку хăнăхтарăва ачасене кĕнекепе усă курса пурнăçлаттарма юратьчĕ. Ман шутпа, çĕнĕ сăмахпа слайдсемпе усă курса ăнлантарни те пăсмасть. Кун пек чух ачасем слайд çине тимлĕрех пăхаççĕ, лайăхрах ăнланма тăрăшаççĕ.
«Айпи ачасем çинчен мĕн калать-ши?» слайд та ачасен куçĕ умĕнчех. Вĕренекенсем ÿкерчĕкри пилĕк ачана сăнаççĕ, вĕсем мĕн тума пултарни çинчен каласа хăвараççĕ. Пуплевре пултарать, пултаратăп сăмахсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхса пыраççĕ.
Слайдсенчи кайăк ÿкерчĕкĕсене курса ачасем кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăвараççĕ.
«Мĕнле кайăк ячĕсем пытаннă-ши?» ятлă ĕçре вара ачасем тупăшса ĕçлерĕç. Пурин те экран умне тухса «асамлă тÿркĕтеслĕхре» кайăк ячĕсене тупса кăтартас килни курăнчĕ. Ачасем çак ĕçе пурнăçласа ку е вăл кайăк ятне тĕрĕс çырма астуса юлма тăрăшаççĕ.
Презентацири 15-мĕш слайдри ÿкерчĕк текстпа паллашнă хыççăн пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. Кунтах вырнаçтарнă вырăсла юрă ачасене кăштах хĕпĕртеттерет, кантарать.
16-мĕш слайд вара ачасене валеçсе панă карточкăсенчи ĕçе тĕрĕслеме пулăшать. Унти ÿкерчĕксене пăхса ачасем кайăксене мĕнле тата мĕншĕн пулăшмалли çинчен каласа хăвараççĕ. Учительпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.
Çак асăннă ĕçсене шута илсе ирттернĕ урок тухăçлă иртрĕ тесе шутлатăп.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок развития речи по технологии РКМЧП "Давайте говорить друг другу комплименты"
Богатый материал по данной теме....
Социально-культурный проект "Узнаем друг о друге, узнаем друг от друга!"
В 2010 году команда старшеклассников ГБОУ СОШ № 294 Центрального района Санкт-Петербурга, под руководством учителя Герасимовой Т.Н. принимала участие в Молодежном Фестивале-конкурсе "Культурной столиц...
Урок психомоторики 2 класс Тема «Мозаика из рваной бумаги. Птицы.» Урок психомоторики 2 класс Тема «Мозаика из рваной бумаги. Птицы.» Урок психомоторики 2 класс Тема «Мозаика из рваной бумаги. Птицы.»
урок "Развитие психомоторики и сенсорных процессов" предназначен для учащихся 1-4 классов коррекционной школы VIII вида. Урок "Мозаика из рваной бумаги.Птицы" развивает мелкуюмоторику, мышление,...
Свои - чужие. Другая национальность, другая религия, другие убеждения.
Размышление о воспитании толерантности....
Конспект урока по биологии"Класс птицы. Среда обитания и внешнее строение птиц". Лабораторная работа №8 «Внешнее строение птицы»
Урок - исследование. Изучение нового материалаЦели урока: 1. Познакомить учащихся с характеристикой птиц.2. Раскрыть особенности организации птиц в связи с приспособленностью к воздушной ср...
Презентация к уроку "Друг птиц"
По учебнику 3 класса Г.В. Абрамовой...
Интегрированное занятие «МОЯ СЕМЬЯ» старшая группа Цель: способствовать формированию у детей старшего дошкольного возраста представления о семье как о людях, которые живут вместе, любят друг друга, заботятся друг о друге. Образовательные задачи: расширя
Интегрированное занятие «МОЯ СЕМЬЯ»старшая группа Цель: способствовать формированию у детей старшего дошкольного возраста представления о семье как о людях, которые живут вместе, любят друг друга...