"Туссăр пурнăç çук"(Н.Григорьева çырнă "Тĕтреллĕ çумăр витĕр" калавĕ тăрăх йĕркеленĕ)
план-конспект урока (9 класс) на тему

Теплова Регина Семеновна

Килти вулав урокĕ валли хатĕрленĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_dlya_festivalya.docx57.38 КБ

Предварительный просмотр:

    Урок теми: «Туссăр пурнăç çук» (Н.Григорьева çырнă «Тĕтреллĕ çумăр витĕр» калавĕ тăрăх)

Урок эпиграфĕ: «Туслăхпа юрату юнашар утаççĕ»

Урок тĕсĕ:  килти вулав урокĕ

Урок форми: калаçу – дискусси элеменчĕсемпе йĕркеленĕ урок

Пĕлÿ тĕллевĕ: хальхи çамрăк çыравçă пултарулăхĕпе паллашасси;

- этемлĕхĕн чи паха пуянлăхĕпе -туслăх, юлташлăх …пĕлтерĕшĕсене ăнлантарасси

Аталантару тĕллевĕ: вуланă хайлаври сăнарсене  тишкересси;

 темипе тĕп шухăшне палăртасси

Сапăрлăх тĕллевĕ: çынпа чĕрĕ чун хушшинчи хутшăнăвĕн ырă енĕсене курма, туйса илме вĕрентесси

пĕр-пĕрне ăнланас, ыр сунас, пулăшас туйăма вăйлатасси

Словарь ĕçĕ:

тус- çывăх хутшăнура тăракан питĕ шанчăклă çын

юлташ- шухăш пĕрлĕхĕпе тепĕр çынпа çывăх çын

туслăх- туйăмсен пĕрлĕхĕ

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ те палăртуллă  вулав,

Урокра усă курмалли меслетсемпе мелсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыравçă çинчен кĕскен калани, калаçу, ачасем кластер, синквейн туни, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени, словарь ĕçĕ, ушкăнпа ĕçлени, паллă çынсен сăмахĕсемпе ĕçлени, илемлĕ вулав, сăвă калани,   юрă  юрлани, сăнарсене пурнăçпа çыхăнтарса ăнлантарни, сăнар характеристикине туни

Кирлĕ хатĕрсем: çыравçă портречĕ, туслăх çинчен çырнă тезиссем, компьютер, проектор, видеоролик

                                                     Урок юхăмĕ

1.Класа йĕркелесси

1. Чĕнни (вызов)- кăсăклантарса яни.

Вĕренекен сăвă вулани: Эп пĕлетĕп манăн питĕ

                                         Йăлт пĕлессĕм килнине.

                                          Эп тата , туссем, пĕлетĕп

                                          Эп сире юратнине!

                                          Эп тата çакна пĕлетĕп:

                                         Тусăмсем эсир пур чух,

                                          Çĕр çинче манран хăватлă,

                                         Манран вăйлă çын та çук! (В. Туркай)

Вĕрентекен: И мĕн пуян, тăванăм

Туслăх пуян.

Пин сум  мар, пин  тус эс туян.(М Ваçлейĕ)

    Ачасем, эсир итленĕ сăвă йĕркисем   мĕн çинчен пулчĕç-ха?

-Туслăх çинчен Тус пулсан эпир пуян, эпир-вăйлă, эпир- хăватлă

Апла пулсан паянхи урокра эпир сирĕнпе тус, туслăх, юлташлăх  çинчен  калаçăпăр. Çак темăна хускатнă çамрăк çыравçăн Н.Григорьева çырнă «Тĕтреллĕ çумăр витĕр» калавне тишкерĕпĕр. Хайлаври сăнарсемпе паллашăпăр, темипе тĕп шухăшне палăртăпăр.

2. Учитель сăмахĕ.

Ачасем, тус тата юлташ, туслăх тата юлташлăх  ăнлавсем мĕне пĕлтереççĕ-ши?

Словарь ĕçĕ:

тус- çывăх хутшăнура тăракан питĕ шанчăклă çын

юлташ- шухăш пĕрлĕхĕпе тепĕр çынпа çывăх çын

туслăх- туйăмсен пĕрлĕхĕ

Апла пулсан, санăн тус пулни тата ху камшăн та пулин тус пулни –питĕ пысăк телей

Туслăха  хакласа  паллă çынсем те , ваттисем те чылай ăслă самах  каланă  Туса хаклама, ăна упрама авалтанах вĕреннĕ. (Доска çинчи тĕслĕхсене вулани)

Ачасем, эсир тус çинчен мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?

-туса инкекре ан хăвар

-юлташ çук пулсан –шыра, тупсан-упра

-юлташу хăвăнтан лайăх пултăр

-çĕнĕ тус тупсан та киввине ан пăрах

-тус тени ĕмĕрлĕх пултăр

-çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр

-туслăха сутан илеймĕн

-юлташ инкекре палăрать

-туссăр çын –тымарсар йывăç пек

-туслăхра –вăй

-юлташ лайăх пулсан ĕмĕр иртни сисĕнмест

-юлташсăр пурнăç çук

-юлташлăхра- телей

-юлташсăр çын-çунатсăр кайăк

-юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан-хирĕç мар

Сирĕн туссем пур-и?

Класри ачасене  2( ар çын ачасем, хĕр ачасем) ушкăна пайласа ĕç пани  

  Уйрăм карточка çине çырнă ачасем хушшинче пулса иртекен тĕрлĕ лару-тару тĕслĕхне хăйсен шухăшĕпе çирĕплетсе пани. Урока итлекен учительсем ачасен ĕçне хак пани ( алă çупса)

 «Эпĕ паян киле парса янă сăвва вĕренсе килмен . Эсĕ те учителе вĕренсе килмен тесе кала ,»-терĕ Наташа.  Эпĕ хамăн шухăша каласа ĕлкĕреймерĕм, урока кĕме шăнкăрав пулчĕ те мана тÿрех доска умне сăвă калама чĕнчĕç.  Эпĕ сăвва илемлĕ вуласа патăм , «5» паллă илтĕм. Парта хушшине ларсан Наташа мана : «Мĕнле намăс мар сана!»- терĕ те чÿрече енне çаврăнса ларчĕ.  Мĕнле пулмалла-ши манăн?

  Ним çукшăнах ан кÿрен. Юлташ çитĕнĕвĕшĕн савăн , хăв та ун пек пултаруллă пулма тăрăш.

  Видеоролик пăхни. Мĕнле шухăш çуралчĕ?

  Пурнăçра çынпа çын кăна мар, çыншăн чĕрĕ чун та тус пулма пултарнине мĕнле тĕслĕхсемпе  çирĕплетсе пама пултаратпăр-ха? ( чăваш, вырăс литератури, курнă фильм) Кăçал эсир хăвăрах пĕлетĕр Тăван тавралăха упрас çулталăкĕ тесе йышăннă. Ку мĕне пелтерет-ши?

  Çыравçă çинчен кĕскен калани

Надежда Валерьевна Григорьева 1984 çулта Вăрмар тăрăхĕнчи Кĕлкеш ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури факультетне пĕтернĕ. Унăн сăвви-калавĕсем  «Хĕрлĕ ялав» , «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă. Ку калав 2003 çулта «Тăван Атăл» журналăн 9-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă Вăл вăхăтра çамрăк çыравçă 19 çулта пулнă. Апла пулин те , вăл туслăхпа юрату çинчен тĕлĕнсе каймалла  чуна тыткăнлакан калав çырма пултарнă

 Вуланине лайăх ас тăватăр-и?

1.Ĕçсем хăçан тата ăçта пулса иртеççĕ? (çулла, ялта)

2.Калаври тĕп санар (Çилçунат)

3.Лаша хуçи (Кавĕрле)

4.Кавĕрле арăмĕ(Санюк)

5.Кĕтерук ывалĕ(Паша)

6.Ял ячĕ (Вăрманкас)

7.Пашăна салтака ăçта яраççĕ? (Чечня)

8.Тиха ячĕ(Партизан)

Калава тишкерни

1. Хайлавра пулса иртекен ĕç-пуçа автор мĕнле сăнар  урлă кăтартса  парать?

                        Çилçунат лаша урлă

Ыйту: Унăн  тусĕсем пур-ши?                               

Кĕтерук  ----------- Çилçунат -------Кавĕрле

                              Паша

Кавĕрле  çинчен вуласан   мĕн пĕлтĕр? Мĕнле сăнар?

Характеристика

Кавĕрле

Сăн-сăпачĕ

 Хĕрĕх саккăрти  арçын :тĕксĕм хăмăр куçлă,кăтрарах хура çÿçлĕ,тĕреклĕ пÿ-си, вăйлă, хыткан аллисем

Ĕçĕ-хĕлĕ

фермăра

Кăмăлĕ

ырă, кăмăллă, çемçе те аманчăк чунлă

Тыткаларăшĕ

таса, тирпейлĕ çÿреме юратать, арăмне сив сăмах каласа кÿрентермест, ĕçчен, çынна пулăшма яланах хавас

Шухăш-ĕмĕчĕ

 юратнă çыннипе пĕрле пуласшăн

  Пирĕн пурнăçра йывăр самантсем те , хаваслисем те тĕл пулаççĕ Мĕнле шутлатăр , çакăн пек чухне кама та пулин каласа памалла-ши е ăшрах тытмалла?

Хайлавра  автор çак ыйтăва мĕнле татса панă-ши?

 Кавĕрле те , Кĕтерук та Çилçунатпа калаçса чунне йăпатаççĕ

 « Иккĕшĕ фермăри ĕçсене туса пĕтерсен витене кĕретчĕç те пĕрле юмахласа йăпанатчĕç. Туслăччĕ вĕсем иккĕшĕ. Çилçунат хырăмĕ çине выртатчĕ. Кавĕрле ун патне пуканпа пырса ларатчĕ. Юмаххи вĕсен пурнăç çинчен пыратчĕ. Кавĕрле хăйĕн ĕмĕрĕнче нимĕнле савăнмалли самант та пулман пекех калаçатчĕ. Çук, пурнăçа айăпламастчĕ вăл, шăпи çапла килсе тухнипе кулянатчĕ»

«Хурала юлсан , каçхине , Кавĕрле пекех, Çилçунатпа калаçса ларатчĕ. Пĕлетĕн-и, Çилçунат, ман сансăр пуçне никам та çук. Çакă çутă тĕнчере мана Турă пĕччен тăрса юлмалла шăпа уйăрса пачĕ. Хамăн чуна эпĕ сансăр пуçне никама та уçса параймăп. Акă сан пата килтĕм.

Çилçуначĕ ăнланать-ши вĕсене?  Хăйне мĕнле тытать çав вăхăтра?

  Çилçунат ( мĕн тăвать?)- ачашланать, сĕртĕнет, ассăн сывлать, пусне усать, пуçне сулать, урине выляткаласа илет,

Ачасем, сирĕн те йывăр самант пулчĕ пулсан эсир кама каласа панă пулăттăр-ши? Мĕншĕн?

 Çывăх тусна каласан чуна çăмăл, йывăрлăх сирĕлет, кăмăл уçăлать

  Телейпе хурлăх юнашар çÿреççĕ тесе ахаль каламан ваттисем  Калаври  сăнарсен мĕнле хурлăх пулса иртет-ши?

Кĕтерук --------ывăлне    -----Пашăна------çухатать

« Мĕншĕн? Мĕншĕн мана хĕрхенес темерĕн, Çĕр-аннем?Мĕншĕн ман пĕртен-пĕр телее хăв патна илтен, шеллемерĕн? Мĕншĕн, Турă, ман пертен-пер ывăла çакан пек шăпа çырса патан? Вăл нименле айапа та кĕмен-çке…

Çилçунат ------- тихана----Партизана

« Ачам..-тесе çухăрса ячĕ Çилçунат.Вăл хăйен тихине пулăшас тесе чупса пычĕ ,анчах Партизан, шикленнĕскер, выранта тама пелмерĕ: витен пĕр кĕтессинчен тепĕр кĕтессине чупрĕ, тĕтĕм ăшне пытанчĕ..

 Çак самантра та чуна пусарма  çумра çывăх юлташ кирлĕ.

Çывăх çын вăл-чун уççи

Çывăх çын вăл-чун сасси

Çывах çын вăл-чун юрри

Çывăх сын вăл- чун  йĕрри

Çывăх çын вăл- эс юлташ

Калаври Çилсунат пуриншĕн те юлташ пулчĕ. Мĕнлерех-ши вăл?

                Тус

Шанчăклă, ырă

Пулăшать, ăнланать, хÿтĕлет

Шанчăклă тус йывăрлăхра пулăшать

        Хÿтĕлевçĕ

 

    Калав мĕнле вĕçленет?

 Кавĕрлепе  Кĕтерук пĕрле тĕл пулаççĕ.  Юратма пĕлекенсем, шанчăка çухатманнисем,  туслăха упракансем – телейлĕ

     Çапла, пурнăçра тем пек йывăр пулсан та шанчăка çухатмалла мар. Тĕтреллĕ çумăр хыççăн уяр çанталăк пуласса ĕненсе пурăнмалла. Çумра юратнă çын, юлташ пулсан эсĕ телейлĕ ялан.

Эпиграф  Пурнăçра туслăхпа юрату яланах юнашар утчăр

Пĕтĕмлетÿ турăм…

Мĕн çĕнни илтĕм..

Мĕнле пулмаллине ăнлантăм…

Çапла шухăш тытрăм…

                                                   

  Урока В.Кузнецова репертуарĕнчи  «Юлташсем» юрăпа вĕçлени.

Çĕрпе пĕлĕт хушшинче

Пурăнатпăр çĕр çинче.

Юлташсем пĕрле чухне

Манăр хуйхи-суйхине.

             Юлташсем(2хут)

             Манăн савнă пĕлĕшсем.

             Пурăнасчĕ-ха пĕрле

              Туслăх пытăр ĕмĕре.

Хăш чух йывăр та пулать

Чĕре ыратса сурать.

Чăтма çук йывăр чухне

Чĕнсе ил тусусене.

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Кайаксем-пирен туссем.

Урок по теме междометия....

Открытый урок "Кайăксем-пирěн туссем" в 4 классе.

Урок-обобщение по теме  "Птицы-наши друзья".   Ыйтусем:1.Пирĕн пата шăнкăрчсем хăçан вĕçсе килеççĕ?2.Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?3.Шăнкăрчсем ĕçчен-и?4.Вĕсем уйсене сыхлаççĕ-и?5.Çуркунне, çул...

Кайăксем – пирĕн туссем.

"Кайăксем – пирĕн туссем". Чăваш литература урокĕ (вырăс чĕлхиллĕ шкул), ФГОС. 5-мĕш класс....

ПӖЧӖК ПИКЕ (Ҫемье кунне халалланă конкурс мелӗпе йӗркеленӗ уяв сценарийӗ)

Атте-анне – кашни ҫыншăн ҫав тери ҫывăх, ӗмӗр манми сăмахсем. Мӗнле манăн-ха ҫак сăмахсене?!  Пире атте-анне ҫуратса, мӗн пӗчӗкрен юратса, ачашласа пăхса ўстереҫҫӗ, вӗрентсе пырса анлă пурн...