ПӖЧӖК ПИКЕ (Ҫемье кунне халалланă конкурс мелӗпе йӗркеленӗ уяв сценарийӗ)
классный час

Кириллова Эльвира Николаевна

Атте-анне – кашни ҫыншăн ҫав тери ҫывăх, ӗмӗр манми сăмахсем. Мӗнле манăн-ха ҫак сăмахсене?!  Пире атте-анне ҫуратса, мӗн пӗчӗкрен юратса, ачашласа пăхса ўстереҫҫӗ, вӗрентсе пырса анлă пурнăҫ ҫулӗ ҫине кăлараҫҫӗ. Паян ҫу уйăхӗн 15-мӗшӗнче –Ҫемье кунӗ. Ҫак  куна  халалласа  кӗҫӗн класра вӗренекен хӗрачасем хушшинче «Пӗчӗк пике»  конкурс ирттерӗпӗр. Ҫак уява чыслама пуҫтарăнтăмăр та ӗнтӗ илемлӗ те ҫутă пўлӗме. Пӗчӗк пикесем питӗ хумханаҫҫӗ, анчах  вӗсенчен ытларах, палах, аашш-амăшӗсем хумханаҫҫӗ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл 2019_inst_obr_yana_pechek_pike_konkurs.docx23.28 КБ

Предварительный просмотр:

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ

«Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

ПӖЧӖК ПИКЕ

(Ҫемье кунне халалланă конкурс мелӗпе йӗркеленӗ уяв сценарийӗ)

                                          Э.Н.Кириллова, Тăвай районĕ,

                                          Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ, чăваш

                                                чĕлхипе литературине вĕрентекен

Э.Н.  Кириллова,  Тăвай  районĕнчи  Çĕнĕ  Пуянкассинчи  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ

паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

ПӖЧӖК ПИКЕ

(Ҫемье кунне халалланă конкурс мелӗпе йӗркеленӗ уяв сценарийӗ, 1-4 класс валли)

Тӗллевсем: 1) ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем хушшинчи ҫыхăнăва ҫирӗплетесси; 2) ачасен пултарулăхне аталантарасси; 3) ашшӗ-амăшӗсемпе ачасене хаваслă канма май туса парасси.

Кирлӗ хатӗрсем: карточкăсем, ҫăм ҫиппи, йӗке.

Уяв чăваш чӗлхи пўлӗмӗнче  иртет. Пўлӗме шарсемпе илемлетннӗ.  Ҫепӗҫ кӗвӗ янăрать. «Ҫемье-манăн телей» ачасен ӳкерчӗкӗсен, сочиненисен, сăвăсен куравне йӗркеленӗ. Уява чăваш тумӗ тăхăннă хӗр ачапа арҫын ача ертсе пыраҫҫӗ. Уявра шкул директорӗ, директорăн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентекенсем тата ашшӗ-амăшӗсем пуҫтарăннă.

1-мĕш ертсе пыракан:    Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, вӗренекенсем,  ашшӗ-амăшӗсем, ачасем!

2-мĕш ертсе пыракан:    Салам, салам, салам!  Эпир сире хамăр уява хапăл туса чĕнетпĕр. Ырă та кăмăллă пултăр пуриншӗн те паянхи кану кунӗ.

Атте килӗнче, анне ҫумӗнче

Ҫуралтăм чăваш ялӗнче.

Асран кайми, нихҫан манайми

Ўсрӗм эп ял-йыш умӗнче.

                                 (Л.Скобелева.)

1-мĕш ертсе пыракан:      Атте-анне – кашни ҫыншăн ҫав тери ҫывăх, ӗмӗр манми сăмахсем. Мӗнле манăн-ха ҫак сăмахсене?!  Пире атте-анне ҫуратса, мӗн пӗчӗкрен юратса, ачашласа пăхса ўстереҫҫӗ, вӗрентсе пырса анлă пурнăҫ ҫулӗ ҫине кăлараҫҫӗ. Паян ҫу уйăхӗн 15-мӗшӗнче –Ҫемье кунӗ. Ҫак  куна  халалласа  кӗҫӗн класра вӗренекен хӗрачасем хушшинче «Пӗчӗк пике»  конкурс ирттерӗпӗр. Ҫак уява чыслама пуҫтарăнтăмăр та ӗнтӗ илемлӗ те ҫутă пўлӗме. Пӗчӗк пикесем питӗ хумханаҫҫӗ, анчах  вӗсенчен ытларах, палах, аашш-амăшӗсем хумханаҫҫӗ.

2-мĕш ертсе пыракан:   

Выльăпăр та кулăпăр,

Хавас юрă юрлăпăр.

Тăвансемӗр хатӗр-и?

Лайăх вырнаҫса лартăр-и?

«Ҫак уяв ячӗпе» юрă.

1-мĕш ертсе пыракан:    Пурте хатӗр пулсан тăвăллăн алă ҫупса илер эппин. Конкурса хутшăнакан чиперккесене («Дорогой добра» кӗвӗ янăрать).Хӗрачасем сцена ҫине тухаҫҫӗ.

1-мӗш номерпе – Филиппова Анастасия

2-мӗш номерпе –Васильева Дарья

3-мӗш номерпе – Макарова Елизавета

4-мӗш номерпе – Чуркина Юлия

5-мӗш номерпе –Максимова Карина

6-мӗш номерпе – Степанова Дарья

7-мӗш номерпе –Константинова Евгения

2-мĕш ертсе пыракан:  Паянхи конкурс ӗҫӗсене хаклакансем: Ефимова Т.Н., ялти Культура ҫурчӗн ертўҫи;  Кириллова Э.Н., вӗрентекен,  Орешникова А.В. Чи пысăк балл – 5.

1-мĕш ертсе пыракан:    Эпир паянхи конкурсра хутшăнакансем валли тӗрлӗрен номинацисем хатӗрлерӗмӗр. Кашни хăйӗн номинацире ҫӗнтерўҫи пулӗ, выляса яракан никам та пулмӗ.  Халӗ сире участниксем хăйсемпе паллаштарӗҫ.  «Паллашу  визитка». Тархасшăн. 

2-мĕш ертсе пыракан:  Конкурсантсене ăсатнă май вӗсене ăнăҫусем сунатпăр, сире вара хисеплӗ куракансем, вӗсене тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарма ыйтатпăр. Вӗсем хатӗрленнӗ вăхăтра  Н.Владимирова «Анне» юрăпа саламлӗ.

Н.Владимирова «Анне» юрă.

 1-мĕш ертсе пыракан:   Халӗ конкурсантсене сцена ҫине чӗнетпӗр.  « Пуҫламăшӗ пур, вӗҫӗ ҫук»  конкурс. Карточкăсем туртса илеҫҫӗ. Карточкăсем ҫинче ваттисем.

«Улăхра» ташă.

1-мĕш ертсе пыракан:   Пирӗн шкул ачисем пӗринчен тепри хитре, пӗринчен тепри ăста.   Хăвăр курса хаклăр-ха. «Талантсен» конкурсӗ.

«Пěчěк ҫеҫ путене» юрă.

2-мĕш ертсе пыракан: 

Шăратаҫҫӗ хитре юрăсем,

Илӗртеҫҫӗ чуна сассисем.

Вӗсем мар-и шăпчăксем,

Пуянкасси маттур пикисем.

«Юрă» конкурсӗ пуҫланать. Пӗрремӗш  Филиппова Анастасия тухать. Унтан …

П.Ялкир «Шăшисем» сценка.

1-мĕш ертсе пыракан: 

«Ӗҫчен ҫынна ӗҫ савать, ‒ тенӗ  ваттисем. Атьăр-ха эпир те пӗчӗк пикесен ӗҫченлӗхне курăпăр. «Ҫăм ҫиппи» конкурс. Йӗкери ҫăм ҫиппине  ҫăмхлаҫҫӗ.

«Пире лайăх вěренме» юрă.

2-мĕш ертсе пыракан:

Куҫ илмесӗр пăхтараҫҫӗ

Пирӗн пӗчӗк пикесем.

Капăр тумӗсем ҫиҫеҫҫӗ

Хӗвел евӗр сăнӗсем.

 «Мода» конкурсӗ.

Эстрада ташши.

1-мĕш ертсе пыракан: 

Лар, аннеҫӗм, юнашар,

Ҫуммăн ларса калаҫар.

Ăш сăмахпа ăшăнар,

Ҫепӗҫ юрă янратар.

Уяв тени чăнах та питӗ аван, пӗр-пӗрне ăшă сăмах каласа, саламлама пӗлсен татах та аван. Ҫавăнпа та пӗчӗк пикесен  тепӗр конкурс – «Уяв ячӗпе саламлани».

2-мĕш ертсе пыракан:  Пӗчӗк пикесем, маттурскерсем, ашшӗ-амăшӗсене чӗререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламларӗҫ.

Тавах сире, атте-анне» юрă.

1-мĕш ертсе пыракан: Хаклакансем конкурссене номинацисемпе пӗтӗмлетеҫҫӗ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Пирĕн савăнăçлă  уяв конкурсӗ вӗҫленчӗ.  Курма килнĕ хăнасене  пысăк тав. Пурне те уяв ячӗпе ăнăҫу сунатăп. Ҫемьӗре телей те тату пултăр! Сывлăх тени ырă пултăр, таса ҫăл куҫăн тапса тăтăр.  Халĕ малалла  чей ĕçме пурне те сӗтел хушшине чĕнетӗп.  


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока казахского языка в 5 классе по теме: 9 Мамыр-Женис куни

в данном конспекте описывается ход и проведение урока казахского языка в 5 классе по теме 9 Мая День Победы,знакомим детей с текстом "Памятник",беседа об участниках Великой Отечествееной Войны,о мемор...

Исследовательская работа "Имена героев войны в названиях улиц поселка Кунья"

Каждая улица является частичкой истории. В названиях улиц отражаются основные события страны, города или поселка. Героические события Великой Отечественной войны также оставили свой след в названиях у...

ПИРЕ ВĂРÇĂ КИРЛĔ МАР, ПИРЕ КИРЛĔ МИР! (Асл= Ё\нтер\ве халаллан= литератур=па музыка композиций\)

Уяв иртекен зала ятарласа ил­ем­лет­н\. Малти фонра — плакат: «Пире в=рё= кир­л\ мар, пире кирл\ мир!» Стена ёинче — шкул ачисен в=рё= темипе тун= ък­ерч\ксем, ал=па к=ларн= хаёатсем. Хыёалти фон шур=...

Сценарий конкурса "Чаваш пики"

Сценарий конкурса "Чаваш пики"...

Манăн çемье чи-чи...

Ку мероприятие класс тулашĕнчи ĕç пек туса ирттерсен лайăхрах. Çемьесем хушшинче ăмăрту та ирттерме пулать. 7-8 классенче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнаççĕ....