План урока по чувшскому языку "Акăш кÿлли" 7 класс(русскоязычная школа)
план-конспект урока (7 класс) по теме
В плане-конспекте даны материалы для провндения урока в 7 классе по теме "Акăш кÿлли".
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
uro_temi.docx | 22.04 КБ |
Предварительный просмотр:
Уро теми: «Акăш кÿлли»
Урок тĕллевĕсем: 1. Пĕлÿ тĕллевĕ: „Акăш кÿлли” текстпа ĕçленĕ май ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
2. Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ: Çут çанталăка, пур чĕрĕ чуна , уйрăмах сахалланса юлнă чĕр чунсемпе вĕçен кайăксегне упрама кирлине ăша хывтарасси.
3. Илемлĕх тĕллевĕ: Çут çанталăк илемне куçпа курма. Чунпа туйма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: Хутăш урок.
Урока кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, Раççей тата Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекисем.
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: П.И.Чайковскин „Çулталăк вăхăчĕсем” (июнь) кĕвви.
2-мĕш слайд: Урок теми
3-мĕш слайд: Урок тĕллевĕсем
4- мĕш слайд: Словарь ĕçĕ
5-мĕш слайд „Акăш кÿллисем”
6-мĕш слайд: Хускану саманчĕ
7-мĕш слайд: „Акăшсем” кластер
8-мĕш слайд: Предложенисен мăшăрĕсене тупăр
9-мĕш слайд: Тĕрĕс хуравсем
10-мĕш слайд: Хаклав паллисем
11-мĕш слайд: Шифрланă алфавит
12-мĕш слайд: Урок эпиграфĕ
13-мĕш слайд: „Шурă акăш” чăваш халăх юрри
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелесси.
II.1. Учитель П.И.Чайковскин „Времена года” (июнь) кĕвви янăранă май Л.Смолина çырнă „Акăшсем” сăвва (1-3 купл.) пăхмасăр вулать.
Ыйтусем çине хуравласси: 1) Мĕнле кайăксем çинчен сăмах пырать çак сăвăра?
2) Çак икĕ акăш пирĕн ума мĕнлерех тухса тăраççĕ?
2. Урок темипе тата тĕллевĕпе паллаштарасси. (2,3слайдсем)
3. „Акăш кÿлли” текстпа ĕçлесси.
1) Словарь ĕçĕ (4-мĕш слайд)
Çавра кÿлĕ – круглое озеро
Лаптăкăшĕ – площадь
Пурăнма пăрахнă – перестали обитпть
Çын çÿремен улах вырăн – укромное место, где не бывает людей
Чĕпĕ кăларса ÿстерет – выводит и выхажывает птенцов
Тĕкне улăштарать - линяет, меняет крупные перья
Тĕкне улăштарнă вăхăтра акăш йĕркеллĕ вĕçеймест – во время линьки лебедь толком не может летать
Тĕрме çыннисене усрамалли вырăн – колония для заключённых
Хăнăхнă вырăнтан куçса кайма тивнĕ – пришлось оставить привычные места
Улах вырăн пулма пăрахнă – перестал быть укромным местом
Лăпкă та чуна кантаракан вырăн – умиротворящее место
Канлĕ шăплăх тăрать – стоит благостная тишина
Вăхăтăн-вăхăтăн – временами
Тунсăх туйăм – грусть, тоска
2) Текста пайăн-пайçн вуласси.
3) Текст содержанине вырăсла калаттарасси.
4) Киле ĕç парса хăварасси. Текст содежанине (чăвашла) каласа пама вĕренсе килесси.
5) Ыйтусем çине хуравласси.
- Акăш кÿлли ăçта вырнаçнă? (5-мĕш слайд)
- Кам Акăш кÿллине карта çинче кăтартас тет? (Пĕр ача карта çинче кăтартать)
- Мĕншĕн çак кÿлле „Акăш кÿлли” тесе ят панă?
- Акăшсем мĕнле вырăнсене юратаççĕ?
- Мĕншĕн улах вырăна юратаççĕ-ха вĕсем?
- Мĕн пирки акăшсен хăнăхнă вырăнсенчен куçсакайма тивнĕ?
Автор чунне мĕн пăшăрхантарать?
- Акăшсем çинчен эсир тата мĕн пĕлетĕр?
4. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ. Шывра ишекен, сывлăшра вĕçекен акăшсем çут тĕнчене чăннипех те илем кÿреççĕ. Шел пулин те, этем юлашки вăхăтра çут çанталăк илемне аркатма пуçларĕ.Чылай чĕр чунпа ÿсен тăран йышĕ сайралса юлчĕ.Вĕсен шутĕнче шурă акăшсем те пур. Çавăнпа вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.
- Мĕн вăл Хĕрлĕ кĕнеке?
- Шурă акăшсем пачах пĕтсе ан ларччăр тесен мĕн тумалла-ши пирĕн?
5. Хускану саманчĕ. (лăпкă музыка янăрать) „Сăмсапа ÿкеретпĕр”
- Ачасем куçăрсене хупăр, сăмсапа хĕвел, çавра кÿлĕ, шывра ишекен акăшсене ÿкерĕр.
6. „Акăшсем” кластер тăвасси. (7-мĕш слайд)
7. Кластерпа усă курса „Акăшсем” калав тăвасси.
8. Предложенисен мăшăрĕсене тупăр. Карточкăпа ĕçлесси. (8-мĕш слайд)
1) Пĕррехинче мана ... улах вырăн кирлĕ
2) Вăхăтăн-вăхăтăн ... пур енчен те чуна кантаракан вырăн
3) Хутран-ситрен ... юлташсем пулла ертсе килчĕç
4) Кÿлĕ хĕрринче ... кÿлĕре пулă шапăртатса илет
5) Чĕпĕ кăларма акăша ... эпĕ те пулса курнă
6) Акăш кÿлли ... пĕлĕтре самолёт вĕçсе иртни сисĕнет
Ачасем ĕçе пурнăçланă хыççăн крточкăсене пĕр-пĕринпе ылмаштараççĕ, экран çинчи тĕрĕс хуравсемпе усă курса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ. (9-мĕш слайд)
Хаклав виçисемпе усă курса отметка лартаççĕ. (10-мĕш слайд)
9. Урок эпиграфĕпе паллашни. (11-мĕш слайд)
- Халĕ çак таблицăпа усă курса шифрланă урок эпиграфне вулăр.
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
А | Ă | Б | В | Г | Д | Е | Ё | Ĕ | Ж | З | И | Й |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
К | Л | М | Н | О | П | Р | С | Ç | Т | У | Ÿ | Ф |
27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | ||
Х | Ц | Ч | Ш | Щ | Ъ | Ы | Ь | Э | Ю | Я |
Урок эпиграфĕ:
22 | 24 | 23 | 22 | 1 | 17 | 23 | 1 | 15 | 2 | 14 | 1 | ||
24 | 19 | 20 | 1 | 21 | 21 | 12 | - | 14 | 1 | 30 | 17 | 12 | |
22 | 33 | 17 | 17 | 2 | 17 | 23 | 12 | 4 | 9 | 22 | 9 | . |
Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. (12-мĕш слайд)
10. Урока пĕтĕмлетни. „Шурă акăш” чăваш халăх юрри янăрать. (13-мĕш слайд)
11. Ачасен пĕлĕвне хакласси.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Проект урока татарского языка в 5 классе (русскоязычная группа русских школ)
Современный урок...Каким он должен быть? В работе очень часто приходится искать ответ на данный вопрос.Конечно, он должен быть актуален для сегоднешнего дня. Урок должен отвечать условиям и требования...
План урока логопедии и русского языка в 5 классе в школе VIII вида.
Закрепление материала по грамматическим признакам существительного на лексическом материале "Весна"...
План урока логопедии и русского языка в 5 классе в школе VIII вида.
Закрепление грамматических признаков существительных на лексическом материале "Весна"...
КТП по башкирскому (государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ
Календарно-тематическое планирование по башкирскому государственному языку для 2 класса русскоязычных школ. Авторы учебника: Толомбаев Х.А., Давлетшина М.С. В неделю 1 час....
КТП по башкирскому (государственному) языку lдля 3 класса русскоязычных школ
Календарно-тематическое планирование по башкирскому (государственному) языку для 3 класса русскоязычных школ. Авторы учебника: Толомбаев Х.А., Давлетшина М.С. В неделю 1 час....
КТП по башкирскому (государственному) языку для 11 класса русскоязычных школ
КТП по башкирскому (государственному) языку для учашихся 11 класса русскоязычных школ. Авторы учебника Габитова З.М., Усманова М.Г....
Рабочая программа по башкирскому(государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ
Рабочая программа по башкирскому (государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ по ФГОС...