урок чувашского языка «Юратнă кайăк – шăнкăрч»
план-конспект урока (5 класс) по теме

Мурзина Светлана Петровна

Паянхи урокра  «Шăнкăрчсем» калава тишкерÿллĕн вулăпăр, çуркунне паллисемпе паллашăпăр,çыхăнуллă пуплеве, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon ptitsy.doc75.5 КБ

Предварительный просмотр:

Çуркунне.

Кайăксем-пирěн туссем.

 ИКТ - па усă курса

4-мĕш класра панă урокăн анлă планĕ

Урока ирттерекенĕ:

Мурзина Светлана Петровна,

8 – мĕш шкулти пĕрремĕш  категориллĕ

чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

Çĕнĕ Шупашкар, 2013

        

 Урок тĕсĕ: Хутăш урок.

            Сапăрлăх тĕллевĕсем: ачасене çуркуннехи илеме сăнама, кайăксене упрама, пулăшма вěрентесси.

             Пĕлÿ тĕллевĕсем: çуркунне паллисемпе паллаштарасси, »Шăнкăрчсем» калава тишкерÿллĕн вуласси, чăвашларан вырăсла куçарма, ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

        Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси. 

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог,монолог тăвасси, валеçÿ карточкисемпе усă курни.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Курăмлăх  хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем;

Усă курнă литература: 1) Н.Н.Чернова, В.И.Игнатьева, З.С.Антонова «Чăваш сăмахе: вырăс шкулĕн 4-мěш класĕ валли.-Ш. 2005. 2) Чăваш чěлхи : Вырăс шкулěсенчи 1-4 классен программи / Ш. 2008. 3) Н.Н. Чернова, В.И. Игнатьева Вырăс шкулěн 4-мěш класěнче чăвашла вěрентесси: Методика кăтартăвěсем.- Ш. 2005.

Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org.

 

 

Урок юхăмĕ.

  1. Класа урока йĕркелени. (1 слайд)

- Ырă кун пултăр, ачасем!

- Ырă кун пултăр, вĕрентекен!

            - Ырă кун пултăр, хăнасем!

        Вĕрентекен: Шăнкăр – шăнкăр! шăнкăрав

                                  Акă иртрĕ те тăхтав.

                                  Ларар парта хушшине          

                                  Пуçлар чĕлхе урокне.

                     

Дежурнăйпа калаçни.

Паян ака уйăхĕн 18-мĕшĕ, юн кун. Класра пурте пур.( Ачасене паянхи çанталăк çинчен ыйтусем парать)

                    Фонетика зарядки. (2 слайд)

Кăштах чĕлхесене вылятса илер – ха.

Тĕрĕс калăр!                  

                                       

      ÿ-ÿр-ур-çур              1) учитель вулать                                                    

çитрě ěнтě çур               2) вырăсла куçарасси

                                       3)учитель хыççăн ачасем вулаççĕ

                                       4)хорпа,икшер йĕрке,пĕчченшерĕн вулаттарасси

Мĕнле сăмах пытаннă? ( Çуркунне)

           Урокăн темипе,тĕллевĕсемпе паллаштарни.

        Паянхи урокра  «Шăнкăрчсем» калава тишкерÿллĕн вулăпăр, çуркунне паллисемпе паллашăпăр,çыхăнуллă пуплеве, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр.

Çуркунне çинчен аса илесси.

            Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?Çурхи уйăхсем хăшсем?

«Апрель» видеофильм пăхатпăр, ун хыççăн çуркунне паллисене калăр.

Тупсăмне калăр

Хура йăмăкăн юрри хитре.

Кăшкăрать крак! крак! крак!

Тăр-р-тăри, тăр-р-тăри

Эпĕ килтĕм –куртăр-и?

Кайăк ятне калăр.(ÿкерчĕк çинче кăтартса кайăк ятне калаттарасси)

«Шăнкăрчсем» текстпа ĕçлесси.

       

  1. Словарь ĕçĕ. (3 слайд)

Калава лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр.

йыхравçă- вестник

хăвăл- дупло

хурт- кăпшанкă- насекомое

ÿсен- тăран- растение

  1. учитель – хор;
  2. ача вуласа вырăсла куçарни;
  3. мăшăрсемпе вулани;
  4. сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани;
  5. сăмахсемпе предложенисем туни.

   2.Кăтартуллă вулав.

     Халĕ эпĕ сире калава пĕтĕмĕшле вуласа парăп.Тимлĕ итлĕр,ăнланма   тăрăшăр,ударенисене асăрхăр.Калавăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

   3.Калавăн содержанине вырăсла калаттарасси.

                4. Калава ачасене хăйсене   тĕллĕн çурма сасăпа вулаттарасси.

                Халĕ калава хăвăр тĕллĕн çурма сасăпа вулатпăр.

               5.Калава сасăпа вулаттарасси.

             

               .

               6. Ыйтусем çине хуравлаттарасси. ( слайд)

                  Калава мĕнле ăнланнине ыйтусем парса тĕрĕслетпĕр.

             7. Ачасене калава тепĕр хут вулаттарасси.

                Халĕ калава пĕтĕмĕшле илемлĕ те тĕрĕс вулатпăр.

             8. Калав тăрăх пěтěмлетÿ тăвасси.

             Физкультура саманчě.

             Çыру ěçě ирттерни.

 

▲- хěл каçма юлакан кайăксем

O- ăшă енне каякан кайăксем

  1. Курак                      6. Тăри
  2. Çерçи                     7. Чакак                    
  3. Чěкеç                      8. Шăпчăк
  4. Кăсăя                      9. Тăрна

      5. Чана                        10. Уйăп

             Çыру ěçне тěрěслени.

Йăнăш çук –  «5»

1 йăнăш –  «4»

2 йăнăш    –  «3»

3 йăнăшран ытла – «2»

              

VI. Физкультура саманчĕ. (Куçсене,кĕлеткене кантарни.)

 ( слайд) - музыка янăрать.

Тест результачĕсене тĕрĕслени.

йăнăш çук

«5»

1 йăнăш

«4»

2 йăнăш

«3»

3 йăнăшран ытла

«2»

VIII.Эсир пĕлетĕр- и?

(Кайăксем çинчен кăтартса каласа пырасси)

Пирĕн кайăксене юратмалла, сыхлама тăрăшмалла, апат памалла.

Кайăксем – пирĕн туссем!

Ушкăнсенче ĕçлесси.

 Урока пĕтĕмлетни.

  Сивĕ,хаяр хĕл иртрĕ

              Тусем урлă çур çитрĕ.

                                                                                               

Сапăрлăх саманчĕ:  Çут çанталăкра кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ.  Илеме курма пĕлмелле, çут çанталăка сăнамалла, ăна упрамалла. Йывăç-курăка ан хуçăр, , чĕр чунсемпе кайăксене пулăшăр, вара çут çанталăк татах та илемлĕрех пулĕ. (  слайд)

- Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Паян урокра мĕн турăмăр?

Киле ĕç пани.

Калава илемлĕ вулама вĕренмелле.

              Ачасен ĕçне хаклани.

 Урока вĕçлени.

         

 Ачасемпе сыв пуллашни.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе

Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....

План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"

Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....

План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"

План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...

Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"

1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ? 4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...

Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...

Статья на тему "Обучение этикету на уроках чувашского языка"

В статье предлагается проведение различной работы с учащимися для обучения этикету чувашского народа, ознакомления с традициями и обычаями родного края, благодаря чему порождается глубокий интерес дет...