План – конспект внеклассного мероприятия «Савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ» в 3 классе.
план-конспект занятия (5 класс) по теме

Урок-игра по закреплению пройденных тем  в 5 классе.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 3.doc45.5 КБ

Предварительный просмотр:

План – конспект внеклассного мероприятия

«Савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ»

Учитель: Мурзина С.П.

Дата проведения: 24.04.2013.

Новочебоксарск -2013

  1. Ачасене икĕ  ушкăна пайлани.

I команда                                                                II команда

«Чĕкеç»                                                                «Шăпчăк»

  1. Ушкăнсем пĕр-пĕринпе ăмăртни.

1-мĕш ĕç: «Тупăмне тупăр»

1. Юр çăвать, çанталăк сивĕ, ачасем çунашкапа ярăнаççĕ. Ку хăçан пулать-ши? (Хĕлле)

2. Çанталăк ăшă, хĕвел пăхать, чечексем ÿсеççĕ. Ачасем шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Ку хăçан пулать-ши? (Çулла)

3. Юр ирĕлет, шыв юхать, йывăçсем çулçă кăлараççĕ? Хăçан пулать-ши? (Çуркунне)

4. Çулçăсем хĕрлĕ, сарă тĕслĕ. Çанталăк сивĕтсе пырать, час-часах çумăр çăвать. Хăçан пулать-ши? (Кĕркунне)

5. Килти чĕр чун, хура, пĕчĕк, мяу-мяу тет. Мĕн вăл? (Кушак)

6. Вăрманта пурăнать, питĕ чее те хĕрлĕ. Чăх тытма юратать. Мĕн вăл? (Тилĕ)

7. Вăрманта пурăнать, хăмăр тĕслĕ, пыл, çырла юратать. Мĕн вăл? (Упа)

8. Килти чĕр чун, кил сыхлать. Какай, шăмă юратать. Мĕн вăл? (Йытă)

2 – мĕш ĕç: «Тĕрĕс калăр»

Доска çинче йывăç ÿкерчĕкĕсем. Ачасен йывăç ячĕсене йĕркипе, тĕрĕс каласа тухмалла: хурăн, юман …

3 – мĕш ĕç: «Сăмахсене пуçтарса предложенисем йĕркелĕр»

  1. Хĕвел ăшшăн пăхать.
  2. Шурă юр ирĕлет.
  3. Урамра шыв юхать.
  4. Кайăксем юрлаççĕ.

(Кашни команда икшер предложени йĕркелет. Юлашки предложенине пурте пĕрле йĕркелеççĕ. Питĕ аван, çуркунне!)

4 – мĕш ĕç: «Сăвва вĕçлĕр»

Учитель пуçламăшне калать, ачасен вĕçне тупмалла.

  1. Кашни йыттăн ячĕ пур,

Çакă йытă вăл … (Кампур)

  1. «Нăрик-нăрик!» - ун юрри,

Ку вара, сысна … (çури)

  1. Сĕтел çинче ларать куршак

Унтан хăйма вăрлать … (кушак)

  1. Авăтса калать: «Вăран!»

Куккарекук сар … (автан)

  1. Ăс парать мана пĕр май

Ырă чунлă … (кукамай)

  1. Хатĕрлерĕм эп парне

Савăнать ман … (асанне)

5 – мĕш ĕç: «Мĕнле кайăк?»

(Вырăсларан чăвашла куçарса каламалла)

Соловей                                Ласточка

Грач                                        Кукушка

Скворец                                Жаворонок

Журавль

6 – мĕш ĕç: «Кам маларах?»

Доска çинче кун ячĕсене вырăнĕсемпе улăштарса çырнă. Ачасен кун ячĕсене йĕркипе каласа тухмалла, сăмах тăррине цифра лартмалла. Хăш ушкăнри ача маларах паллă тăвать, çав ушкăн çĕнтерет.

I ушкăн

Ытлари кун, кĕçнерни кун, шăмат кун, тунти кун, юн кун, вырсарни кун, эрне кун.

II ушкăн

Юн кун,  тунти кун, шăмат кун, эрне кун, ытлари кун, кĕçнерни кун, вырсарни кун.

7 – мĕш ĕç: «Кам нумайрах?»

2 минут хушшинче хăш ушкăн п сас паллипе сăмахсем нумайрах çырса парать. (Кашни ушкăн уйрăм хут листи çине çырать.)

8 – мĕш ĕç: «Сăвă калани»

Кашни ушкăнран пĕрер ача тухса сăвă калать. Кам илемлĕ, сасса улăштарса вуласа парать, çав çĕнтерет.

9 – мĕш ĕç

Сĕтел çинче «асамлă михĕ». Унта килти тата тискер чĕр чунсем. Пĕрер ача тухса алла миххе чикеççĕ, мĕнле чĕр чун иккенне калаççĕ. Кам тĕрĕс калать, çав çĕнтерет. (Кашни командăран 2-3 ача тухать.)

10 – мĕш ĕç: « Кам хăвăртрах?»

Доска çинче числосем çырнă. 10-100 таран. Ушкăнран пĕрер ача тухса çак числосене йĕркипе каласа, кăтартса, туртса тухмалла. Кам маларах пĕтерет, 100 тăррине ялав ÿкерсе хурать.

                                                                                             

                                                                                                

                                                                                                       

                                                                                                

                                                                       

11-мĕш  ĕç: «Йăнăшсене туп»

1. Пахчара курак ÿсет.

2. Юпа вăрманта пурăнать.

3. Хуран – хитре йывăç.

4. Асанне  пăта юратать.

12 – мĕш ĕç: «Сăмахсем пуçтар»

Панă сыпăксенчен «Профессисем» темăпа сăмахсем пуçтармалла:

Тăр, вĕ, кен, чик, ник, рен, тух, те, лет, ху, дож.

III. Пĕтĕмлетÿ туни. Çĕнтернĕ ушкăна парнесем пани.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект внеклассного мероприятия для 5 классов "Математическая мозаика"

Целью проведения данного мероприятия являются :- Расширение знаний учащихся;- Развитие познавательного интереса к математике;- Воспитание  стремления к непрерывному совершенствованию своих ...

План-конспект внеклассного мероприятия по русскому языку "Конкурс знатоков русского языка"

Внеклассное мероприятие по русскому языку, проведенное с учащимися 5 - 8 классов   в рамках недели русского языка и литературы....

План-конспект внеклассного мероприятия по математике в 10 классе «Математик-бизнесмен»

Внекласное мероприятие по математике для учащихся 10 классов. Проводится в форме деловой игры, основной целью которой является пробуждение и развитие устойчивого интереса к математике и её приложениям...

План-конспект внеклассного мероприятия по информатике в 10M классе

Игра по теме: Электронные таблицы « Большое путешествие»Цели: оценка знаний по  данной теме;проверка навыков работы в EXCEL;развитие навыков работы в команде...

План- конспект внеклассного мероприятия по предмету изобразительное искусство 6 класс

План-конспект мероприятия по изобразительному искусству содержит в себе дополнительные материалы (сообщения для учащихся), и иллюстрации, которые помогут выполнить задания как учащимся так и учителю....

План – конспект внеклассного мероприятия по литературе (9 класс) «Но жив талант, бессмертен гений...» Посвящается 200-летию со дня рождения Н.В. Гоголя

План – конспект внеклассного  мероприятия  по литературе (9 класс)«Но жив талант, бессмертен гений...»  Посвящается 200-летию со дня рождения Н.В. Гоголя ВЕДУЩИЙ (1): Николай ...

План-конспект внеклассное мероприятия "The world of fairy tales" для 5 классов

Внеклассное мероприятие "The world of fairy tales" разработано для учащихся 5 классов. Главная цель мероприятия - мотивировать учащихся к изучению английского языка и чтению зарубежных сказок. Учащиес...