Урок теми: Местоименисем
план-конспект урока (6 класс) на тему

 

Урок теми: Местоименисем

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок

 

Сапăрлăх тĕллевĕ: çынна ырă тума тăрăшмалла текен шухăша аталантарни

 

Пěлÿ тěллевě: 1) Местоименисем çинчен вĕреннине аса илтересси.

                           2) Местоимени ушкăнĕсемпе паллаштарасси.

                           3) Местоименисене тупма хăнăхтарасси.

Аталану тěллевě:

               1) Местоименин морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хаварасси.

               2) Ачасан шухăшлавне аталантарасси.

 

Курăмлăх хатěрěсем:

                           1) Компьютер, экран, презентаци слайчĕсем.

                           2) Таблица

                           3) «Тилĕпе

 

 

Словарь ĕçĕ:   хÿхĕм  —илемлĕ (красивый, прекрасный)

                         килен —пăхса савăнма (любоваться);  киленÿ (удовольствие)

                         ĕшне   — уçланкă (поляна)

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_temi_mestoimenisem.doc65.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Местоименисем

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок

Сапăрлăх тĕллевĕ: çынна ырă тума тăрăшмалла текен шухăша аталантарни

Пěлÿ тěллевě: 1) Местоименисем çинчен вĕреннине аса илтересси.

                           2) Местоимени ушкăнĕсемпе паллаштарасси.

                           3) Местоименисене тупма хăнăхтарасси.

Аталану тěллевě:

               1) Местоименин морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хаварасси.

               2) Ачасан шухăшлавне аталантарасси.

Курăмлăх хатěрěсем:

                           1) Компьютер, экран, презентаци слайчĕсем.

                           2) Таблица

                           3) «Тилĕпе

Словарь ĕçĕ:   хÿхĕм  —илемлĕ (красивый, прекрасный)

                         килен —пăхса савăнма (любоваться);  киленÿ (удовольствие)

                         ĕшне   — уçланкă (поляна)

Урок планĕ:

  1. Класа йĕркелесси.
  2. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

У.: Килте сирĕн япала ячĕсем, паллă ячĕсем, хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине аса илмелле пулнă.

Вĕсем çинчен эпир çак планпа калаçăпăр.

  1. Пĕлтерĕшĕ.
  2. Ыйтăвĕсем.
  3. Грамматика паллисем
  4. Предложенире мĕнле член пулни.

Япала ячĕ

1. Япалана тата çынна пĕлтерет.

2. Кам е мĕн ыйтура пулаççĕ.

3. Падеж, хисеп, сăпат тăрăх улшăнаççĕ.

4. Предложенин пур членĕ те пулаççĕ.

Паллă ячĕ 

1. Япалан, ĕçĕн тата паллăн паллисене пĕлтерет.

2. Мĕнле? Епле? ыйтура тăрать.

3. Танлаштару, палăрту, мĕнлелĕх формисенче пулать, палăрту формисене йышăннă п. я. туллин вĕçленет, хисеп тăрăх улшăнать.

4. П.я определени, обстоятельство, сказуемăй пулать.

Хисеп ячĕ

 1.Хисепе кăтартать, япаласен шутласа каланă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерет.

2. Миçе? Миçемĕш? Миçешер? Миçен? ыйтусенче тăрать.

3.  Хисеп ячĕсем тулли тата вак пулаççĕ. Х.я ушкăнĕсем: шут, валеçÿ, пĕтĕмлетÿ, йĕрке.

4. Предложенире подлежащи, сказуемăй, определени, дополнени, об-во пулаççĕ.

( ТĔРЕВ паллисем тăрăх каласа пани)

Кашни пуплев пайне аса илнĕ хыççăн тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле.

III. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси.

У.: Паян эпир сирĕнпе тепĕр пуплев пайĕпе паллашатпăр. Урок темине палăртиччен панă предложенисене вулатпăр, кирлĕ вырăнта сăмахсене улăштаратпăр.

А.: 1. Паян Коля ирех урама тухрĕ. 2. Коля хăйĕн юлташĕсене аякранах курчĕ. 3. Коля аллинчи çĕнĕ мечĕк арçын ачасене илĕртрĕ?

У.: Ачасем, предложенисенчи хăш сăмаха эсир улăштарнă пулăттăр? Мĕншĕн?

А.: Коля сăмаха кашни предложенире калани килĕшÿллĕ мар. Эпĕ ку предложенисене çапла улăштарăттăм. 1. 2. Вăл …. 3. Унăн ….

У.: Маттур. Ачасем, мĕнле сăмахсемпе ылмаштарчĕ-ха сăмаха?

А.: 2.Вăл …. 3. Унăн …местоименисемпе.

У.: Тĕрĕс. Местоименисемпе. Апла пулсан эпир паян местоименисем çинчен вĕреннине аса илĕпĕр, çĕнĕ материала ăша хывăпăр.

 Тетрадьсене уçрăмăр та паянхи числона, тема ятне тирпейлĕн çырса хутăмăр:

Ака уйăхĕн вун саккăрмĕшĕ

Класри ĕç

Местоименисем

У.: Мĕн-ши вăл местоимени? Мĕнле пуплев пайĕнчи сăмахсене ылмаштарать вăл? Вырăс чĕлхинче местоимени пур-и?

А.: Пур. Эпир ăна вĕреннĕ.

У.: Местоимени сăмах вместо имени сăмахсенчен пулнă.

Ассистент: Чтобы не повторять в  речи одни те же слова используют местоимения, которые подставляются вместо имен существительных, прилагательных, числительных. Местоимение – это самостоятельная часть речи, которая указывает на предметы, признаки, количество, но не называет их.

У.: Тавах. Чăваш чĕлхинче те местоимении ят сăмахсен (япала ячĕн, паллă ячĕн, хисеп ячĕн) пĕлтерĕшĕсене пĕтĕмĕшле палăртать, анчах ячĕсене кăтартмасть, вĕсен вырăнĕнче çÿрет.

Хамăр предложенисенче Коля япала ятне вăл, унăн местоименисемпе ылмаштартăмăр. (Экран çинче ылмаштарнă предложенисем). Вĕсене тетрадь çине  çырса илĕр 1… 2…3…

У.: Ачасем, местоимении мĕнле ыйтусем çине хуравлать-ши? (Коля – кам? Вăл – кам?) Местоимении хăш пуплев пайĕнчи сăмаха ылмаштарать, çавăн ыйтăвĕ çине хуравлать, пĕлтерĕшне, грамматика паллисене йышăнать. Предложенире тĕрлĕ член пулма пултарать.

Тĕрев пали ÿкереççĕ.

У.: Учебника уçатпăр та правило вулатпăр.( Местоимении тесе ят сăмахсен…..дополнени пулаççĕ) Пĕр ачана вулаттарни

У.: Экран çинче таблица «Местоименисен ушкăнĕсем»

Ушкăнсем

Тĕслĕхсем

сăпат

эпĕ, эсĕ, вăл

таврăну

хам, ху, хăй

кăтарту

ку, леш, çак, çав, хай, хайхи

ыйту

кам, мĕн, мĕнле, епле, хăш, миçе

çуклăх

никам, ним(ĕн), ним(ĕн)ле, ниепле,   нихăш

паллă мар

такам, тем(ĕн), тем(ĕн)ле, тепле,

тахăш,  темиçе, кам та пулин(пулсан), мĕн те пулин (пулсан)

паллă

Пур, кашни, кирек кам, кирек мĕн, мĕн пур, харпăр, кирек хăшĕ

2 ачана вулаттармалла (пĕри ушкăнĕсене, тепри – тĕслĕхĕсене)

III. Çирĕплетÿ тапхăрĕ.

280-мĕш хăнăхтару. Таблицăпа усă курса ĕçе çырса пурнăçлатпăр. 1 ача доска умĕнче ĕçлет.

Словарь ĕçĕ (слайд)

281-мĕш хăнăхтару. Сăмах вĕççĕн пурнăçлатпăр. Кашни ача пĕрер предложении вулать.                              

Эсĕ, пире, ху – я.я.; вăл, сан – я.я.; хăшĕсем – я.я.; вĕсем – я.я.; хăйĕн – я.я.

Физкультура минучĕ               Эпир пурте юрататпăр

Физкультура минутне.

Халь вара тума пуçлатпăр

Тĕрлĕ хусканусене.

 (чупaр, сикeр, ишeр, вĕçeр,    ларaр, тăрaр, парта хушшине ларaр).

«Тилĕпе шăши» юмахпа ĕçлени. Текста кашни ачана валеçсе памалла.

  1. 4 ачана (автор, тилĕ, шăши, йытă) илемлĕ вулаттармалла.
  2. Текстри местоименисене çырса илĕр, ушкăнне палăртăр. (1 ача доска умĕнче)

Текстпа ĕçлени.

  1. Текст стильне, тĕсне палăртăр (калав, илемлĕ литература стилĕ)
  2. Тĕп шухăшне палăртăр. (Ырă туни каялла таврăнать. Çынна ырă тусан вăл та сана ырă тăвĕ.)

Шута илĕр! (правило) – 148 стр. вулаттарни.

282-мĕш х-ва сăмах вĕççĕн пурнăçлани.

Сирĕнешкел – ев. кат.

Çавнашкал – ев.кат.

Кунашкал – ев.кат.

Çавнашкалах – ев.кат., сказ.пулать

Мĕнешкел – ев.кат.

Унашкалах – ев.кат., сказ.пулать

V. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ.

Мечĕкпе персе пымалла, ыйтусем памалла.

  1. Местоименисене мĕнле пуплев пайĕнчи сăмахсем вырăнне усă кураççĕ?
  2. Местоимени ыйтăвĕсем.
  3. Местоименисем предложенире мĕнле членсем пулаççĕ?
  4. Местоименин мĕнле ушкăнĕсем пулаççĕ?

VI. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

VII. Киле ĕç пани.    284-мĕш хăн-ру.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" - второй урок темы

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" является вторым уроком данной темы...

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" (первый урок темы)

Урок информатики по теме "Табличное решение логических задач" (первый урок темы)...

Презентация к уроку Тема урока" Обобщение и систематизация по теме"Строение атома,химическая связь"

Презентация включает в себя отработку материала по теме,проверку и подведение итогов....

Разработка урока и презентации к уроку. Тема программы: Огневая подготовка, тема урока: "История создания АК-47, неполная разборка и сборка автомата", тема презентаций:"История АК - 47" и "АК - 47 составные части"

При создании электронной потемной папки мною был собран материал по теме программы "Огневая подготовка", переработав который у меня получилась разработка урока "История создания АК-47, неполная разбор...

Конспект урока по физической культуре в 8 классе. Тема урока: Тема урока: Введение мяча. Бросок мяча в движении (после ловли)

Тема урока: Введение мяча. Бросок мяча в движении (после ловли)Цель урока:  обеспечить усвоение обучающимися техники ловли и передачи мяча в движении, ведению мяча по прямой.Задачи:общеобраз...