Тĕлĕнмелле кĕнеке
план-конспект урока (5 класс) по теме

Григорьева Вера Евгеньевна

Çут çанталăк илемне курма, юратма вĕрентесси, ăна сăнас тата упрас туйăма ÿстересси. Хисеп ячĕсене пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, йывăç ячĕсене çирĕплетсе хăварасси, вăрман çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon telenmelli_keneke.doc77 КБ

Предварительный просмотр:

МОУ «СОШ №8»

Урок чувашского языка по теме:

«Тĕлĕнмелле кĕнеке»

в 4 А классе.

                                           Учитель: Григорьева В.Е.

г. Новочебоксарск

2010

Тĕлĕнмелле кĕнеке

Воспитани тĕллевĕсем: çут çанталăк илемне курма, юратма вĕрентесси, ăна сăнас тата упрас туйăма ÿстересси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: хисеп ячĕсене пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, йывăç ячĕсене çирĕплетсе хăварасси, вăрман çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕсем:çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, ыйту – хурав, шырав, предложени, илемлĕ вулав, ушкăнсенче ĕçлени, тест.

 

Пуплеве аталантарасси: предложенисем, тĕрĕс хуравсем йĕркелесси; вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси; диалог йĕркелесси;  каласа парасси.

Словарь ĕçĕ:  Йăлăм вăрманĕ - заволжские леса; пырса чарăнтăмăр – остановились; çаврашка – круг; хĕн курса ÿснĕ – под гнётом рос; шултра – крупный; пушар – пожар; хăрса ларма пуçланă – начал засыхать; тĕлĕнмелле – удивительный (-ая, -ое); йĕпе-сапа – дождливо; типĕ – сухо.

Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор, презентации, тест.

Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ урок.

Урок эпиграфĕ: Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен. (Ват.сăм.)

        

Урок юхăмĕ

Класа йĕркелесси.

Сывлăх сунни.

 Ырă кун пултăр ачасем!

- Ырă кун пултăр!  

Паян пирĕн патра хăнасем. Вĕсене те ырă сунар-ха.

- Ырă кун хăнасем!

Шăппăн ларăр.

 - Шăнкăрав сас пачĕ, урока чĕнсе.

   Пĕтĕм класс шăпланчĕ, парта хушшинче.

Паян класра кам дежурнăй?

-

Класра кам çук?

1. Çанталăк çинчен калаçасси.

Паянхи çанталăк çинчен пĕр–пĕрне ыйтусем паратпăр.

_-…, кала тархасшăн, халĕ  çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

_-…, халĕ кĕр. Кала тархасшăн, тÿпе мĕн тĕслĕ?

_-…, кала тархасшăн, çил пур-и?

_- …, кала тархасшăн, кĕркунне çил мĕнле?

_ -…, кала тархасшăн, йывăçсен çулçисем мĕн тĕслĕ?

_- …, кала тархасшăн, урамра сивĕ-и?

 _-…, кала тархасшăн, юр çăвать-и?

_ -…, кала тархасшăн, ачасем мĕнле тăхăннă?

_ -…, кала тархасшăн, ачасем мĕн-мĕн тăхăннă?

_ -…, кала тархасшăн, урамра мĕнле, пылчăклă-и?

_ -…, кала тархасшăн, мĕнле кайăксем вĕçсе кайнă?

_  - Курак, шăнкăрч, шăпчăк, чакак, чĕкеç, тăрна  вĕçсе каяççĕ.  …, кала тархасшăн, сана кĕркунне килĕшет-и? Мĕншĕн?

  I  Вĕреннине аса илни.

 2.Килти ĕçе тĕрĕслени. Килте 44-мĕш страницăри 1-мĕш ĕçе тумалла пулнă.

   

    Герасим Дмитриевич Харлампьев 1913 çулта Элĕк районĕнче çуралнă.

    Чи малтан  вăл художник пулнă. Унăн ÿкерчĕкĕсем ытларах çут çанталăк çинчен. Çавна май Г.Д.Харлампьев йывăç-курăк, чĕр чунсем çинчен калавсем çырма тытăннă. Вăл çырнă «Тăрна ташши», «Илемлĕ ир» кĕнекесене ачасем юратсах вулаççĕ.

    1). Г.Д. Харлампьев ăçта çуралнă?

    2). Вăл мĕншĕн çут çанталăк çинчен кĕнекесем çырнă?

    3). Эсĕ Г.Д.Харлампьев çырнă мĕнле калавсене вуланă?

3.Фонетика зарядки.

Çу-çу-çу, çумăр çу

Çи-çи-çи, çитрĕ кĕр.

Кÿ-кÿ-кÿ, кÿлĕ кур.

Ăн-ăн-ăн, урок ăн.

Ĕн-ĕн-ĕн, ырă шухăш сĕн.

II  Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

1 Урок темине,тĕллевне палăртасси.

- Эпир сирĕнпе Г.Харлампьев çырнă «Тĕлĕнмелле кĕнеке» калавпа паллашăпăр, хисеп ячĕсене пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхăпăр, йывăç ячĕсене çирĕплетсе хăварăпăр, вăрман çинчен çыхăнуллă каласа пама тăрăшăпăр.

2. Урок эфиграфĕпе паллаштарасси.

 - Халĕ çак таблицăпа усă курса шифрланă урок эпиграфне вулăр

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

У

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

35

37

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

ъ

Ы

ь

Э

Ю

Я

9

16

9

20

19

24

20

2

17

9

16

9

20

4

9

20

7

17

- Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен!

а). Ваттисен сăмахне вулани.

ă). Ăнланнине тĕрĕслени.

б). Ваттисен сăмахĕн шухăшне ăнланасси.

3. Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлен.

1. У – а; Аа – Ха.

2. Предложенисем тупасси.

3. Çыру – пуплев тетрачĕсем çине çырса хурасси:

Йăлăм вăрманĕ - заволжские леса;

пырса чарăнтăмăр – остановились;

çаврашка – круг;

хĕн курса ÿснĕ – под гнётом рос;

 шултра – крупный;

пушар – пожар;

хăрса ларма пуçланă – начал засыхать;

 тĕлĕнмелле – удивительный (-ая, -ое);

йĕпе-сапа – дождливо;

типĕ – сухо.

 

Сăмахсене тĕрĕс вуласси: 198 çул, 23 çул, 24-мĕш çаврашка, 91-мĕшне çити.

4. «Тĕлĕнмелле кĕнеке» калава вуласси. 59-мĕш страницăри 2-мĕш ĕç.

1) Вĕçе вĕçĕн вуласси.

2) Рольсемпе вуласси. (Автор, Степан Лукич, Эдик)

3) Ăнланнине тĕрĕслени.

4) Ыйтусем çине хуравлани.

а) Степан Лукичпа ачасем Йăлăм вăрманне мĕн тума кайнă?

ă) Çанталăк мĕнле пулнă?

б) Йăлăм вăрманĕнче мĕнле йывăçсем ÿснĕ?

в) Ачан мĕн пĕлес килнĕ? Ыйтăва текстра туп, вула.

г) Степан Лукич ачасене мĕн каланă? Туп, вула.

д) Тункатана Степан Лукич мĕншĕн «кĕнеке» тет?

Тĕлĕнмелле кĕнеке.

     Пĕррехинче вăрман хуралçи Степан Лукич, кÿршĕ ачи Эдик тата эпĕ Йăлăм вăрманне кăмпа татма кайрăмăр.

      Кунĕ уяр, ăшă, сывлăш таса. Вăрманта хырсемпе хурăнсем шăп лараççĕ.

 –   Çак хурăнсемпе хырсем миçе çул ÿсеççĕ-ши? – пĕлес килчĕ манăн.

 –   Вĕсем çинчен питĕ лайăх çырса панă кĕнеке пур, – терĕ Степан Лукич куларах.

 –   Мĕнле кĕнеке? Ăçта?

 –   Кунтах вăл, вăрмантах. Анчах эсир ăна вулама пĕлместĕр пуль-ха, малтан  

 хамах вуласа паратăп. Атьăр! – чĕнчĕ пире Степан Лукич.

     Пысăк тунката умне пырса чарăнтăмăр.

  –  Акă вăл кĕнеке, – терĕ вăрман хуралçи çак тункатана кăтартса. –Атьăр хыр миçе çул пурăннине шутласа пăхатпăр.

    Шутларăмăр. Мĕнпурĕ 198 çаврашка.

 – Ой-ой – тĕлĕнчĕ Эдик. – 198 çул ÿснĕ хыр!

  –  Ну-ка, ку хыр 198 çул хушшинче мĕн «çырнине» вуласа пĕлер, –  терĕ  Степан

 Лукич.

  – Тэк, тэк… 23 çул хушши ватă хырсем хушшинче хĕн курса ÿснĕ ку хыр. Çаврашкисем тĕттĕм те ансăр. 24-мĕш çаврашкаран пуçласа 91-мĕшне çити шултра та таса çаврашкасем. Ку çулсенче хыр ирĕккĕн ÿснĕ. 91-мĕш çулти – хура çаврашка. Ку пушар пулнине, хыр хăрса ларма пуçланине пĕлтерет. Ытти çулĕсем аван. Ну вăт, пурте паллă.

    Степан Лукич çаврашкасем çине пăхса хăш çул типĕ е уяр, йĕпе-сапа пулнине те каласа пачĕ.

   Чăн та тĕлĕнмелле кĕнеке!

    Г. Харлампьев

ФИЗКУЛЬТМИНУТКА

«Тĕрĕс илт».  Вăрманти чĕр чунсен ячĕсене илтсен алă çупмалла.

Упа, автан, тилĕ, тиха, кушак, кашкăр, шăши, лаша, курак, чĕрĕп, мулкач.

Шăппăн ларăр, Шăппăн ларăр,

Урок пырать ку класра,

Эп çыратăп, эп вулатăп,

Калаçатăп чăвашла.

5. «Тĕлĕнмелле кĕнеке» ятлă пĕчĕк калав туни.

 Ачасем слайдри ыйтусене вуламасăр отвечĕсене çеç калаççĕ.

III. Вĕреннине çирĕплетни.

Икĕ ушкăна пайласа экран çинчи ĕçсене туни. 

1-мĕш ушкăн

                                  2-мĕш ушкăн

                                               1-мĕш ĕç. Тупсăмне пĕл

            1. Çулла симĕс, кĕркунне сарă,  

               хĕлле çара.

1. Хĕлле те, çулла та симĕс.

            2. Пыратăп хăнана,

                Чĕнме кăна эс тăрăш.

                 Пур йывăç та мана

                 Ăмсанĕ. Эпĕ - …

2. Мана эс хушса ярсассăн

    Пĕр пăхмасăр вĕренетĕн,

    Такăнмасăр, тăрăшса.

    Хыçалтан эс вуласассăн

    Вăрманта патвар ÿсетĕп,

    Çÿлелле эп кармашса.

                                         2-мĕш ĕç. Кам маларах?

                           Çак сăмахсенче мĕнле чĕр чун ячĕ пытаннă?

                            Шупашкар, купа, пашалу, лупасай, купăста.

                                      3-мĕш ĕç. Сăмахсене ушкăнла

Вĕрене, хурăн, чăрăш,

                юман, ăвăс, çĕмĕрт

Кашкăр, тилĕ, мулкач,

                чĕрĕп, пăши, упа

 IV Урока пĕтĕмлетни.

Ачасем, паян эпир сирĕнпе урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?

1. Çыру тетрадьне уçса паянхи числона çырса хуратпăр. Тест пурнăçлатпăр.

Çак предложенисем текстра тĕл пулаççĕ-и? Тĕл пулаççĕ пулсан «+» паллă, тĕл пулмасан «-» паллă. Я прочту вам сейчас предложения, если эти предложения в тексте есть, ставите знак «+», если нет «-».

1. Пĕррехинче вăрман хуралçи Степан Лукич, кÿршĕ ачи Эдик тата эпĕ Йăлăм  

 вăрманне кăмпа татма кайрăмăр.

2. Кунĕ уяр, ăшă, сывлăш таса.

3. Пысăк хапха умне пырса чарăнтăмăр.

4. 23 çул хушши ватă хырсем хушшинче хĕн курса ÿснĕ ку хыр.

5. Степан Лукич çаврашкасем çине пăхса хăш çул типĕ е уяр, йĕпе-сапа пулнине те каласа пачĕ.

 6. Чăн та тĕлĕнмелле кĕнеке!

 7. Эпир киле кайрăмăр.

Тĕрĕс хуравĕсем:

  1. +             4. +                                 Йăнăш çук – «5»
  2. +             6. +                                  1-2 йăнăш – «4»
  3. –              7. –                                     3 йăнăш – «3»

 2. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

V. Киле ĕç пани.

«Тĕлĕнмелле кĕнеке» калава рольсемпе вулама вĕренесси. Научиться читать по ролям.

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разработка открытого урока по литературе "И некому было крикнуть о помощи..." Ю.П. Казаков "Тихое утро"

Разработка открытого урока.Цель: воспитание нравственных качеств учащихся, таких как добро, сопереживание, смелость, любовь и уважение к человеку, сострадание.Проектная работа детей - создание презент...

Мастер-класс "Жалею тех, кому нечего или некому подарить"

Форма занятия, в которой сконцентрированы такие характеристики: вызов традиционной педагогике, не сообщение знаний, а способ самостоятельного их построения с помощью всех участников заняти...

Литературная гостиная «Есть в жизни всех людей порядок некий …» Вильям Шекспир

Данный классный час разработан к мероприятию "Неделя книги"....

Урок чувашского языка, 7 класс. Тема " Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем"

Урок повторения раздела " Тĕнчери çĕр – шывсем"....

Арт Нами-неко

Стоит добавить и диджитал-арт. Рисунок, выполненный на компьютере, так же в аниме-стиле. Мой персонаж в образе неко (с яп. neko - кот). Изначально был сделан в традиционном виде, затем перерисован в к...