К.В.Иванов тата унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми
методическая разработка (8 класс) по теме

Васильева Ираида Ивановна

Внеклассное мероприятие, посвященное жизненному пути и творчеству К.В.Иванова и его бессмертному произведению - поэме "Нарспи".

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon k.ivanov_narspi.doc52.5 КБ

Предварительный просмотр:

К.В.Иванов тата унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми

(литературăпа музыка композицийĕ)

   ( 1 слайд) Слакпуç ялĕ… Вăл ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать. Ял çумĕнчех Слак шывĕ пуçланса каять.  Ту тăрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тапса тухаççĕ, çÿллĕ валаксем тăрăх чупаççĕ.

   Слакпуç ялĕнчен мал еннелле пысăк вăрмансем пĕр-пĕринпе сыпăнса инçете тăсăлаççĕ. Кантăр варĕнчен ансан виçĕ çухрăмра пуриншĕн те паллă Силпи улăхĕ ешерет. Силпи шывĕ çулла алла шăнтать, анчах хăй хĕллехи шартлама сивĕре те шăнмасть. Улăхсенче çĕмĕрт çеçке çурсан – кунта шăрăх кун та ăнсăртран юр ÿкнĕ пек чăлт шурă.

   Çакăн пек илемлĕ вырăнта, Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, 1890 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн чаплă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов çуралнă. (2 слайд)

   Кĕçтенттин ача чухне питĕ йăваш пулнă. Урамра ачасемпе выляса чупса çÿремен. Картишĕнче ларнă та тăмран ĕне, лаша, сурăх кĕлеткисем туса айкашнă. Ытти ачасем пырсан вĕсене те тăм теттесем тума вĕрентнĕ. (3 слайд)

   Сакăр çула çитсен хăйсен ялĕнчи шкула вĕренме каять. Унта виçĕ çул вĕренсен Кекен ялĕнчи шкулта ăс пухать. Вара – Пелепей хулинчи шкула. (4 слайд) Çулталăкран Кĕçтенттин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хатĕрленÿ класне вĕренме кĕрет. (5 слайд) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çулсенче вăл тăван халăх сăмахлăхĕпе тата литературăпа кăсăкланма пуçлать. Нумай вулать, халăх сăвви-юррисене, юмах-халапĕсене итлеме кăмăллать. Хăй те сăвăсем çырма тытăнать. ( 6 слайд)  Çуллахи каникул вăхăтĕнче халăх сăмахлăхне пухать: йăла юррисене, кĕлĕ, вĕрÿ-суру чĕлхи тĕслĕхĕсене çыра-çыра илет.

   (7 слайд) 1907-1908 çулсем – 17 çулхи çамрăкăн пултарулăхĕнчи чи хĕрÿ тапхăр. Ку вăхăтра К.Иванов хăйĕн чи ăста, пур енчен те пулса çитнĕ хайлавĕсене – «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахне, «Тимĕр тылă» тата «Тăлăх арăм» балладисене,»Нарспи» поэмине çырать. И.Я.Яковлев тăрăшнипе ку хайлавсем «Чăваш халапĕсем» ятлă кĕнекере пичетленсе тухаççĕ.

     (8 слайд)  «Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартакан произведени. Поэт чи малтан хăйĕн поэмине И.Я.Яковлева вуласа панă. Ун хыççăн – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсене.  (9 слайд) Аслă просветителе питĕ килĕшнĕ хайлав. Акă мĕн тенĕ Аслă Верентекенĕмĕр кун пирки хăй шкулĕнче вĕренкенсене:  (10 слайд) «Пĕлетĕр-и, ман патăмра «пăлхавçă» пурăнать. Мĕн турĕ-ха вăл? Поэма çырнă! Пысăк поэма! Сăвăласа! Сăвви яка та илемлĕ, интереслĕ поэма. Чăвашла çырнă. «Евгений Онегин» пек вăл. Пирĕн халĕ хамăрăн поэзи пур, чăваш халăхĕ те ытти халăхсемпе пĕр рете тăрĕ.

   И.Я.Яковлевăн сăмахĕ тÿрре тухрĕ. «Нарспи» поэмăна çĕр-шыври, чикĕ леш енчи 20 ытла чĕлхене куçарнă. Константин Иванова паян пĕтĕм тĕнче пĕлет.

     (11 слайд)  «Нарспи» поэма калăпăшĕпе пысăках мар, анчах хăйĕн содержанийĕпе çав тери пуян вăл. Мĕнле хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăл куçĕ вĕресе тăрать унта! Тăван ĕç халăхĕн тарăн ăсĕпе тĕрĕслĕх туйăмĕ, таса кăмăл-сипечĕпе çынна юратни, чун илемĕпе характер çыпăçулăхĕ, сăмах-юмах виçелĕхĕпе юрă-сăвă хитрелĕхĕ – çаксем пурте тĕнче литературинчи чи малта пыракан сăнарлăх ăсталăхĕпе тĕлĕнмелле килĕшÿллĕн сыпăннă ку поэмăра. Сывлăм тумламĕнчи йăлкăшса тăракан хĕвел çути пек.

   Поэмăра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне поэт пит ăста кăтартса панă, чăваш ялĕн сăн-сăпатне, ял çыннисен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне, йăли-йĕркисене витĕмлĕ сăнласа панă. «Чăваш çыннин пурнăçĕн энциклопедийĕ» тесе хакланă «Нарспи» поэмăна чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.

   Поэмăри ĕçсем çеçен хирпе вăрманлăх чиккинче ларакан чăваш ялĕнче, Силпипе Хушăлкара пулса иртеççĕ.

     (12 слайд)  «Нарспи» поэма пуçламăшĕнче пирĕн ума çут çанталăкăн чĕрĕ те витĕмлĕ ÿкерчĕкĕсем тухса тăраççĕ. Акă сарă хĕвел хыттăн хĕртме пуçлать те, сивĕ юр хăвăрт ирĕлет. Ту-сăрт ешĕл курăкпа витĕнет те, ун арăкĕ çинче путек-сурăх сиккелет. Ача-пăча вылять. Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет те, унта кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетме тытăнать. Епле хитрее вăл  хĕллехи ыйхăран вăранакан çут тĕнче!

   Çиелтен пăхсан Силпи ялĕнчи пурнăç тÿлек те лăпкă, савăнăçлă пек туйăнать.

   Анчах кунта та, ытти çĕрти пекех, çынсен пурнăçĕ лăпкă мар иккен: тавлă-шавлă, хирĕçÿллĕ. Савăнăçĕнчен ытларах хуйхи-суйхи тулли.

   Аслă Силпи ялĕнче, пуян Михетер килĕнче, Нарспи ятлă хĕр ÿсет. Вăл телейлĕ, илемлĕ; çут çанталăк, ашшĕ-амăшĕ панă ырлăхпа киленсе пурăнать. (Пĕр ача «Сарă хĕр» сыпăка вулать, ун хыççăнах пушкăрт çамрăкĕсен вăйă юрри янăрать)  Пуян хĕрĕ пулсан та, аллинче ĕç вĕресе тăрать. Çирĕп кăмăллă та тÿрĕ чунлăскер хăйне тивĕçлĕ маттур Сетнере, унăн чунне-кăмăлне ытараймасăр, вăл чухăннине пăхмасăр юратса пăрахать те унпала пурпĕрех телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Анчах Нарспи ашшĕ апла шутламасть иккен. Михетер çын телейне пуянлăхра çеç курать. Çавăнпа та вăл хĕрне тепĕр пуяна, Тăхтамана, качча пама калаçса татăлать. Нарспи кăмăлне ним вырăнне хумасăр, хĕрĕнчен пĕр сăмах ыйтмасăр унăн шăпине татса парать. («Çимек каçе» сыпăка инсценировкăлани)

     (13 слайд)  Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă Нарспи пĕрремĕш хут хирĕçле ĕç тăвать. Юратман çынна качча тухиччен вăл килĕнчен тухса тарма та хатĕр. Анчах та Нарспипе Сетнер пурнăçăн тискер саккунĕсенчен сĕм вăрмана  тарсан та хăтăлаймаççĕ. Мĕскĕн Нарспи Тăхтаман арăмĕ пулса тăрать. (Пушкăрт чăвашĕсен туй юррисем янăраççĕ. Хыççăнах «Юмăç патĕнче»  сыпăка инсценировкăлани)  (14 слайд)  Ĕмĕрех Сетнере юратма тупа тунă Нарспи çак мăшкăл хыççăн хăйне хăй вĕлерес патне çитет, анчах путсĕр Тăхтаман асаплантарни унăн шухăшне, ĕçне урăхлатать:  (15 слайд)вăл упăшкине наркăмăш парса вĕлерет, каялла Силпие Сетнер патне таврăнать. (16 слайд)     Çапла Нарспипе Сетнере пĕр хушă пĕрле пурăнма телей килсе тухать. Мул çукки вĕсене тату пурăнма пĕртте кансĕрлемест. «Тату, ырă, килĕшсе иккĕш пĕрле пурăнсан, çĕр хут ытла телейлĕ юрлă çын та пуянран», - тет К.Иванов. Çакă ĕнтĕ этем телейĕн никĕсĕ укçа мар – этем хăй пулса тăнине çирĕплетсе парать.

   Нумая пымасть çамрăк мăшăрăн телейĕ. Пĕр каçхине, Михетер пурлăхне хапсăнса, ун патне вăрăсем пыраççĕ, Михетерпе карчăкне вĕлереççĕ. Вăрăсене тытма чупса çитнĕ Сетнере те пуртăпа касса пăрахаççĕ. Ĕнтĕ çук малашне Нарспишĕн телей. Çĕтрĕ унăн ăраскалĕ. Кун çути тĕксĕмленчĕ уншăн. Нарспишĕн пĕртен-пĕр  çул юлать – вилĕм. Вăл çакăнса вилет. Çапла, мулпа пусмăр вăй илнĕ тĕнчере чăн-чăн телей курма çук иккен.

    (17 слайд)  К.В.Иванов ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлчĕ. 1908 çултан пуçласа паянхи кунччен уйрăм кĕнекен 21 хут пичетленсе тухнă (пĕтĕмĕшле тиражĕ 150 пин экземпляр). Пилĕк ăста вырăсла куçарнă «Нарспи» поэмăна: А.Петокки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров. Поэмăн тулли куçарăвĕсем нумай-нумай чĕлхепе пичетленнĕ.

      (18 слайд) Константин Ивановăн «Нарспи» поэми нумай чăваш композиторне, театрпа искусство ĕçченĕсене хавхалантарнă, халĕ те хавхалантарать. «Нарспие» тĕрлĕ вăхăтра темиçе те инсценировкăланă, вĕсем тăрăх халĕ те спектакльсем лартаççĕ, опера çыраççĕ. Радиопа телекурăм та «Нарспие» манмаççĕ.

   «Нарспи» поэма пичетленнĕ хыççăн сăвăç çичĕ çул пурăнать. Калама çук йывăр шухăш, шырав, асап çулĕсем вĕсем. Тен, çав çулсенче те ун калемĕ вилĕмсĕр  юрăсем шăратнă, анчах вĕсем халăх умне тухаймасăрах пĕтнĕ.

     (19 слайд) К.В.Иванов çыру ĕçĕнчи тĕрлĕ енлĕ ăста – эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă пулнă, çав вăхăтрах вăл талантлă музыкант, художник, педагог, редактор, шухăшлавçă. Пĕтĕм çамрăк вăй-халĕпе, ырă ĕçĕсемпе вăл тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă.

   Паянхи кун та Константин Иванов пирĕн асра, пирĕн чĕресенче. (20 слайд) Чăваш Республики ĕçри ăсталăхпа палăрнă çынсене 1967 çултанпа К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премине парать.(21 слайд)  Урамсем, бульварсем, библиотекăсем, чăваш патшалăх драма театрĕ аслă сăвăç ятне илнĕ. Атăлпа Урал хутлăхĕнчи нумай çыравçă К.В.Иванова сăвă-юрă халалланă. Ун çинчен драмăсемпе романсем çырнă.

    (22 слайд) Пушкăртстанри Слакпуçĕнче, сăвăç ялĕнче, 1935 çултанпа музей ĕçлет, кунта çулсерен «Силпи çăл куçĕсем» ятлă поэзи фестивалĕ ирттереççĕ.

   Эпир те хамăр кăмăла К.В.Иванов премийĕн лауреачĕ Петр Хусанкай сăмахĕсемпе палăртса хăварăпăр:

   Ун ырă ячĕ вĕçĕмсĕр пырать.

   Ик хĕрĕх çул та иртĕ, пилĕк те…

   Паян чысра вăл аслă çĕр-шывра,

   Ыран ăна тĕнче тÿпи кĕтет.

   Чăваш хăйне «чăваш эп» тенĕ чух

   Кĕнекери кăвар пек сăмаха

   Истори сивĕ кĕлĕ витес çук.

   Вăл усрĕ хăй вутне нумайлăха.

 

   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тестовая работа по поэме К.В.Иванова "Нарспи"

Данный тест поможет проверить знания учащихся по содержанию поэмы...

«Нарспи» поэма тата халăх педагогики (К.В.Иванов юбилейĕ тĕлне)

Мĕн ĕлĕкрен пур халăхăн та ачасене воспитани парас ĕçре  ырă йăли-йĕркесене аталантарас, çирĕплетес тата упраса хăварас, çитĕнсе пыракан ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлес тĕллев пулнă....

К.В.Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх литература каçĕ ирттермелли сценари

 Силпи тёрёх.нче хал. те юхать: шаркать =\лл. валак пу=.нчен Нарспи =ёл.? Ч.рк.м.л ев.р =утё та таса вёл? К.=тенттин вил.мс.р Нарспий. кунта шыв ёсма =\рен.: Сетнер.пе т.л пулса хуйхине пусарнё?...

Проблематика поэмы К.Иванова "Нарспи"

Уроки чувашской литературы в помощь  учащемуся для  подготовки к ЕГЭ...

КОНСТАНТИН ВАСИЛЬЕВИЧ ИВАНОВ - АВТОР БЕССМЕРТНОЙ ПОЭМЫ "НАРСПИ"

Презентация "Константин Васильевия Иванов - автор бессмертной поэмы "Нарспи" составлена для внеклассного мероприятия "2015 год - год Константина Иванова в Чувашии"....

Урок литературы по теме "Вступление к поэме А.С. Пушкина "Медный всадник". 7 класс Разработала и провела учитель русского языка и литературы ГБОУ лицея №486 Выборгского района Санкт-Петербурга Цыбина Татьяна Анатольевна

Цели урока:1. Образовательная. Продолжить знакомство с творчеством А.С. Пушкина, рассмотреть образ Петра I.2. Развивающая. Совершенствовать навыки анализа стихотворения. Познакомить с новым ...

К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки  пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕ...