"Овощи нашего края".
план-конспект урока (6 класс)
План урока для 6 класса по теме "Овощи нашего края"
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tehnologi_kartti.doc | 124 КБ |
Предварительный просмотр:
«Чăваш чĕлхипе литератури.
Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç»
Республика шайĕнчи конкурс
Кириллова Надежда Витальевна
И.Н. Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул
Технологи картти
Предмет: Чăваш чĕлхи
Класс: 6 класс
Шкул: вырăс чĕлхиллĕ шкул
Тема (пай): Хамăр тăрăхри пахча çимĕçсем
Урок теми: Ыхра
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок
Технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упрас, харпăрлăха аталантарас, ушкăнра хутшăнса ĕçлес технологисем.
Мелсемпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани; çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни; ушкăнсенче ĕçлесе кластер туни, пĕр-пĕрне тĕрĕслени; тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни; тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав; çурма сасăпа тата саспа вулани; ыйтусене хуравлани; текстăн содержанине каласа кĕске монолог туни (6–7 предложени); хăнăхтарăва харпăр хăй çырса туни; синквейн çырни; харпăр хăй ĕçне тишкерни, хаклани; суйлавлă (альтернативăллă) килти ĕç.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
- Права
– вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарасси;
- Тĕллевпе тупсăм
– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси;
- Моральпа этика
– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарасси;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
- Йĕркелÿ
– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;
– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарасси ;
– харпăр хăй ĕçне планлама вĕренттесси;
– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарасси;
– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курнма хăнăхтарасси ;
– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
- Хутшăну
– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;
– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантаррасси (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);
– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси ;
– Ыхра çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарасси;
– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси;
– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме хистесси;
– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарасси;
– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентнасси.
- Информаци
– кĕнекере кирлĕ текста, хăнăхтарусемпе ĕçсене, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентесси;
– кĕнекери правилăсемпе, ÿкерчĕксемпе ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхтарасси;
– тĕрлĕ ĕçе тума схемăсем шутласа кăларма е хатĕр схемăсене кирлĕ пек улăштарма вĕрентесси;
– итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистесси;
– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентесси;
– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕрентесси;
– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси;
– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхтарвсси.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем
- Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ
– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентнесси;
– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарасси;
- хамăр тăрăхри пахча çимĕç – ыхра çинчен монолог формипе каласа пани;
- илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарасси;
- пуплевре анчах, çапах союзсемпе вырăнлă усă курни;
- панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелеме пултарни;
- кластер, синквейн çырас хăнăхусем аталанни.
- вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси ;
- Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ:
Кĕнекери панă текстри тата харпăр-хăйен кăмăлне паăртса хайлаври пулăмсене хак пама пултарни.
Словарь ĕçĕ:
а) ăнлантармалли пай;
гипертони
атеросклероз
фитонцид
ă) çырма вĕрентмелли пай
хăюллă-смелый
сăтăр-растирать
эмел-лекарство
Урок тĕсĕ:
Содержанийĕпе – текстпа ĕçлемелли урок
Тĕллевĕ тăрăх – çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Форми тарăх – виçĕ тапхăрлă урок
Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем – компьют, проектор, экран,
Кăтарту хатĕрĕсем – вĕренÿ кĕнеки, урок презентацийĕ, куçсене кантармалли видеоролик, карточкăсем.
Урок юхăмĕ
„Урок тапхăрĕ Этап урока | Ĕçлевлĕхлĕн тĕп енĕсем (вид деятельности) | Вĕрентекен ĕçĕ Деятельность учителя | Вĕренекенсен результачĕсем (ĕçĕ-хĕлĕ) Деятельность ученика | Меслетсемпе меслетсем (приемы и стратегии) |
I. Кăсăк- лантарни | 1.Класа йĕркелени, сывлăх сунни. | Ачасене сывлăх сунни, урока хатĕррине тĕрĕслени. - Сывлăх сунатǎп, ачасем! - Лайǎх кǎмǎлпа, ырǎ кǎмǎлпа урока пуçлар. | Вĕрентекене сывлăх сунни, хăйсем урока хатĕррине тĕрĕслени, вырнаçса ларни. „Шǎнкǎр- шǎнкǎр шǎнкǎрав, Акǎ иртрě те тǎхтав Парта хушшине ларар Хамǎр урока пуçлар” | Учитель сăмахĕ, хорпа калани |
2 Дежурнăйпа калаçни | Ыйтусем пани Ачасен пуплевне итлени, йăнăшсем пулсан тÿрлетни. Паян класра кам дежурнăй? Класра кам çук? | Дежурнăй мĕнле число, хăш кун пулнине, класра кам çуккине каласа пани; çанталăк çинчен чарăнса тăни. Паян класра эпĕ дежурнăй. Класра пурте пур. Дежурнăй ачасене çанталăк çинчен ыйтусем пани, ачасем хуравлани: 1. Паян урамра мĕнле çанталăк? 2. Тÿпе мĕн тĕслĕ? 3. Хĕвел пăхать-и? 4.Урамра мĕнле çил вĕрет? 5. Паян урамра юр çăвать-и? 6. Сана паянхи çанталǎк килĕшет-и? | Калаçу, ыйту- хурав, диалог | |
3. Пуплев зарядки. | Класра туслă ĕçлессине йĕркелени
Тĕрĕс калăр! ĕ – çĕ – ĕç – ĕçлеме пуçлар ă – сă – ăс – ăслăрах пулар! | Сăвă калани: Эпир тимлĕ, тăрăшуллă, Тавçăруллă, пултаруллă, Ырă чунлă ачасем ĕ – çĕ – ĕç – ĕçлеме пуçлар ă – сă – ăс – ăслăрах пулар! | Хорпа сасăпа вулани, илемлĕ вулани Учитель хыççăн хорпа сасăпа вулани | |
4.Урок темипе тĕллевне ачасемпе пĕрле палăртни. | Сăвăра сиктерсе хăварнă сăмаха лартса урок темин ятне пĕлме сĕнни. Çимĕçĕ ку пит паха: Çирĕплетет сывлăха. Ÿсет кашни пахчара Суханăн шăллĕ ... . | Ачасем хăйсен тĕллĕн урок темине тата тĕллевне палăртни. | Куçару, шырав - тĕпчев, тишкерӱ | |
II. Ăнланса илни | 1.Словарь ĕçĕ пахалăх-качество, çĕлен-змея, юл-отставать, шăршă-запах, сăх-жалить,сăтăр-растирать, сĕткен-сок, эмел-лекарство, пĕтнĕк-мята, хастар-храбрый, тумлат-капать | Слайд çинчи сăмахсене тĕрĕс вулама вĕренме, ăнланма ыйтни | Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни. | Словарь ĕçĕ, сасăпа илемлĕ вулани (хор) |
2. Учебникри „Ыхра" текста вулни. Ачасем текста çурма сасăпа пайăн-пайăн вулани. Çĕнĕ сăмахсене текстра тупни, куçарни. | Текста пайăн-пайăн вулама, куçарма, ыйтусене хуравлама ыйтни, словарьти сăмахсене текстра шыраса тупма ыйтни. Вырăсла каланă сăмах майлашăвĕсене текстра тупса чăвашла вуласа пама ыйтни: растирали чесноком, использовали в качестве лекарства,место змеиного укуса, выделяя вокруг себя фитонциды | 1,2-мĕш абзаца çурма сасăпа вулани, ун тăрăх ыйтусене хуравлани 3,4-мĕш абзацсене вулани, вырăсла куçарни. 5,6-мĕш абзацра учитель вырăсла каланă предложенисене тупса вулани. Ачасем шырани, тупни: Ыхрапа сăтарнă, эмель вырăнне усă курнă, çĕлен сăхнă вырăна, хăй тавра фитонцидсем кăларса | Текстпа ĕçлени, вулавпа куçару, Ыйту-хурав, пĕрле вулани, ăшра вулани, черетпе вулани Суйлавлă вулав | |
3. Кану саманчĕ. Сăвва вуласа тĕрлĕ хусканусем туни. | Ачасене сăвва вуласа хусканусем тума сĕнни. | Сăвва вулани, илемлĕ хусканусем туни.
| Зарядка туни Сăвă Лартрăм-лартрăм эп ыхра, Ÿссе ларчĕ ман ыхра. Ак çакăн пек пысăк шăллă, Кун пек пысăк çулçăллă. | |
4.Грамматика материалĕпе ĕçлени. Анчах, çапах союзсемпе пуплевре мĕнле усă курнине калани, теори материалне вуласа ăнланни | Тишкерÿ тата пĕтĕмлетÿ тума пулăшакан ыйтусем пани, ачасене ĕçлеме хавхалантарни | Грамматика материалĕпе ĕçлени. Теори материалне вуласа ăнланни. | Тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни. Тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав. | |
5.Грамматика материалне мĕнлерех ăша хывнине тĕрĕслени. Анчах, çапах союзсемпе усă курса предложенисем çырни | Анчах, çапах союзсем пуплевре мĕнле вырăн йышăннине аса илтерни. | Союзсемпе предложенисем туса çырни (6-мĕш ĕç, 80 стр.) | Хăнăхтарăва харпăр хăй çырса туни. | |
6. Вĕреннĕ материала çирĕплетни, ыйтусене хуравлани. Ыхра усси çинчен калаçни. | Текст тăрăх ыйтусем пани, хуравлама ыйтни: 1) Ыхра мĕнле чирсенчен сипленме пулăшать? 2) Ыхрана ăçта-ăçта яраççĕ.? 3) Ăна хăçан лартаççĕ? 4).Ыхра мĕнле витаминсемпе пуян? | Вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани | Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, тема тăрăх калаçу иртттерни | |
7„Ыхра çинчен пĕлме интереслĕ“ текста вуласа пĕлни (80 стр.); | „Ыхра “ çинчен мĕн ăнланнине ыйтса пĕлни, панă текста вырăсла куçарма пулăшни. | „ Ыхра çинчен пĕлме интереслĕ“ текстпа паллашни. | Вулав, сăнав, куçару | |
8.Ушкăнсенче „Ыхран усси“ кластер туни Кашни ушкăн пĕр-пĕрин кластерне улшăнса тĕрĕслени. Ыхра сăмахпа синквейн çырни, вулани. | „Ыхран усси“ кластер тума пулăшни. Ыхра сăмахпа синквейн çырма пулăшни, сасăпа вулама ыйтни. Ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçленине сăнани. |
ыхра усăллă, паха ÿсет, йышăнать, сипленме пулăшать тĕрлĕ витаминсемпе пуян паха пахча çимĕç | Кластер туни, синквейн çырни, ушкăнсенче ĕçлени. | |
9.Ыхра „паспортне” туни. „Паспортпа” усă курса текст тăрăх пĕр-пĕрне ыйтусем пани. | Ачасене 27-мĕш урокри „паспортпа”усă курса ыхра „паспортне” тума, пĕр-пĕрне ыйтусем пама сĕнни, тĕрĕс хуравсене текстран тупма хушни | Ачасем ыхра „паспортне” туни, ыйтусем йĕркелени, вĕсене пĕр-пĕрне пани, хуравсене текстран тупни. 1)Ыхран Тăван çĕр-шывĕ ăçта?(Кăнтăр Ази). 2)Пирĕн тăрăхра ыхра хăçан анлă сарăлнă?( IXĕмĕрте). | Шырав, ыйтусем çине хурав тупма вĕренни. | |
III. Рефлекси | Кăмăл карточкипе ĕçлени. Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни. Ачасен ĕçне хаклани. | Урока мĕнле ăнланнине оценка пама ыйтни: мĕне вĕрентĕр, мĕнле çĕнĕлĕхсем уçрăр, мĕн çинчен татах пĕлес килет тата ытти те. Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетни | Хăйсен ĕçне хаклани, кăмăл карточкине тултарни | Карточкăри ыйтусем çине хуравлани. Ачасем хăйсен ĕçне учитель кашни ача умне хунă карточка мелĕпе хаклани. Суйлав, пĕтĕмлетӱ |
Киле ĕç пани Суйлавлă киле ĕç пани | Пĕрне суйласа илме сĕнни 1. Ыхра презентацине хатĕрлемелле. 10-мĕш хăнăхтару тумалла(çырса). 3. "Ыхра " текста тепĕр хут вуламалла. | Дневника çырса хуни |
Кăмăл карточки
№ | Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни | Ĕçе хаклани |
1. | Урок материалĕ … пулчĕ. | Çăмăл / йывăр |
2. | Урок материалне эпĕ … . | Пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр Пĕтĕмпех ăнлантăм Кăштах ăнлантăм Пачах ăнланмарăм |
3. | Урок мана … . | Килĕшрĕ килĕшмерĕ |
4. | Урокра эпĕ … ĕçлерĕм. | хастаррăн / сÿрĕккĕн |
5. | Урокра эпĕ … . | ывăнмарăм кăштах ывăнтăм питĕ ывăнтăм |
6. | Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … . | Кăмăллă/ кăмăлсăр |
7. | Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп. | 5 / 4 / 3 / 2 |
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок природоведения в 5 классе. "Поверхность нашего края"
Урок природоведения в 5 классе. "Поверхность нашего края" с использованием технологии РКМЧП...
проектно-исследовательская работа "Их именами названы улицы нашего края "
Конкурс "Моя педагогическая копилка" (к 65-летию Победы в Великой Отечественной войне).Проектно-исследовательская работа выполнена учащимися 8,9 классов для дальнейшего применения ее на уроках английс...
Занятие "Фитофлористика" студии "Садоводство в нашем крае"
Кружковое занятие во 2 классе....
Открытое занятие "Овощи нашего огорода"
Занятие в группе детей с глубокой умственной отсталостью в коррекционной школе VIIIвида...
Исторический калейдоскоп "Просторы нашего края"( по материалам истории Нижегородского края
Внеклассное мероприятие по краеведению...
Животные нашего края (Пермский край)
Данная презентация является информационным сопровождением к уроку в 7кл "Многообразие животных". Можно использовать на различных внеклассных мероприятиях биологической тематики. На основе ...
ЗАНЯТИЕ ПО ВАЛЕОЛОГИИ (ДЛЯ ДЕТЕЙ СТАРШЕГО ДОШКОЛЬНОГО ВОЗРАСТА) " ОВОЩИ – наши помощники в укреплении здоровья, ВСЕГДА ЛИ?"
Pакрепление знаний детей о пользе витаминов для нашего организма.Формирование представлений детей о нитратах....