Ачасем – пурнăç калчи, пуласлăх (Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал)
классный час (8 класс)

Кириллова Эльвира Николаевна

   Харпăр хăй ачине мĕнле пăхса ÿстерес тесе ашшĕ-амăшĕ яланах шухăщлать, çак ыйту вĕсене пĕр самантлăха та канăç памасть.

   Ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫсене ялан тӗплӗ шухăшласа, творчествăлла туса пымалла. Ку ҫеҫ те мар: ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫре паянхи кун ӗнерхинчен урăхларах, ыранхи паянхинчен урăхларах пулмалла. Куллен-кун пӗр пек ӗҫлесе пыни ашшӗ-амăшне,  унтан ытларах ачасене йăлăхтарса ҫитерет. Вара тăрăшнин ăнăҫлăхӗ те, усси те пулмасть. Ҫавăнпа куллен  мӗн те пулин ҫӗннине кӗртсе пымалла, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ майсемпе, меслетсемпе усă курмалла.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл ashshe-amashe_puhave_tuhsa_kalasmalli.docx78.88 КБ

Предварительный просмотр:

Ачасем – пурнăç калчи, пуласлăх

(Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал)

Кириллова Эльвира Николаевна,

                                                                        Тăвай районĕ  Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулĕн

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

C:\Documents and Settings\Admin\Рабочий стол\IMG-20200211-WA0002.jpg8-9373975466, Elvira-nb@yandex.ru

   Харпăр хăй ачине мĕнле пăхса ÿстерес тесе ашшĕ-амăшĕ яланах шухăщлать, çак ыйту вĕсене пĕр самантлăха та канăç памасть.

   Ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫсене ялан тӗплӗ шухăшласа, творчествăлла туса пымалла. Ку ҫеҫ те мар: ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫре паянхи кун ӗнерхинчен урăхларах, ыранхи паянхинчен урăхларах пулмалла. Куллен-кун пӗр пек ӗҫлесе пыни ашшӗ-амăшне,  унтан ытларах ачасене йăлăхтарса ҫитерет. Вара тăрăшнин ăнăҫлăхӗ те, усси те пулмасть. Ҫавăнпа куллен  мӗн те пулин ҫӗннине кӗртсе пымалла, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ майсемпе, меслетсемпе усă курмалла.

    Эпир халӗ ҫӗнӗ технологи ӗмӗрӗнче пурăнатпăр.  Пурнăҫ пӗр вырăнта тăмасть, шав малалла  шăвать.  Мӗнле кăна техника ҫук-тăр?  Кӗскен каласан, унăн хăйӗн ачисене кирлӗ пек пăхса ўстерме пур условисем те ҫителӗклӗ пек.

Ашшӗ-амăшӗн те, ачасен те пӗрле пулма, пӗрле ӗҫлеме вăхăт ҫителӗклӗ пулмалла. Вăл вăхăтпа пӗлсе усă курни кирлӗ.  Кунта тата ҫакна та ҫирӗп асăрхаттарса каламалла: ачасене тӗрӗс пăхса ўстерес тесен ашшӗпе амăшӗ пӗр шутлă   пулни  кăна мар, вӗсем шкулпа, учительсемпе пӗр шутлă пулни те питӗ кирлӗ.

    Ман шутпа, ачасене  тӗрӗс воспитани парасси,  пăхса ҫитӗнтересси чи малтан  ашшӗпе амăшӗнчен  нумай килет. Общество, Тăван ҫӗр-шыв, халăх умӗнче ачасемшӗн чи ответлисем – вӗсем ашшӗ-амăшӗ. Чăн-чăн ҫын пуласси ҫемьерен пуҫланать ӗнтӗ. Ачасене нихăҫан та суйма юрамасть. Пурнăҫра тӗл пулакан кăткăс ыйтусене пурнăҫри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе каласа памалла. Паллах, ачасене пăхса ўстернӗ чухне темле ҫитменлӗхсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫав вăхăтрах, ҫитменлӗхсенчен, пăрăнма пӗлни лайăх.   Ваттисем калашле, сахал пупле, нумай итле, юлхав ан пул, ҫынран ан кул, шўт сăмахне ҫӗкле, пуҫна пит ан ҫӗкле. Манас марччӗ ҫак вӗрентсе каланине.

    Акă тӗслӗхрен, ачи шкулта ӗлкӗрсе пыраймасть. Уншăн ашшӗпе амăшӗ шкула тата учителе айăплаҫҫӗ. Ӑшра кăна мар шутлаҫҫӗ, ачи умӗнчех учителе хурлаҫҫӗ. Кӗскен каласан, ача умӗнче учитель авторитетне пӗтереҫҫӗ. Учителе хурлакан кил-йышра ача шкулта йӗркеллӗ вӗренес, ӗлкӗрсе пырас шанчăк  ҫук теме те юрать.  Врач-и,  бухгалтер-и, летчик-и, строитель-и, менеджмент-и, программист-и… – пурте учитель вӗрентнипе, сӗнў панипе  пулаҫҫӗ пурнăҫа юрăхлă професси ҫынсем. Нумай чухне ача-пăча яланах ашшӗ-амăшӗнчен тӗслӗх илет, ашшӗ ‒амăшӗ пек пулма тăрăшать. «Ҫакна пирӗн яланах асра тытмалла» ‒ тенӗ пӗр статьяра.

    Кашни кил-йышрах ачасен хăйсен ашшӗ-амăшне итлемелле, чунтан хисеплемелле. Ҫакăн пек ан пултăр тесен ашшӗн те, амăшӗн те хăйсене тивӗҫлӗ тытма пӗлмелле.  Ашшӗ-амăшӗн хăйсем хушшинчи ҫитменлӗхсене, пӗчӗк хирӗҫўсене те питӗ асăрханса, ачисене систермесӗр татса пама тăрăшас пулать.

    Чăваш культуринче ҫичӗ пил ăнлав пур: ӗҫе хăнăхтарса ўстересси; ачасене йӗркеллӗ, кăмăл-туйăмлă пулма вӗрентесси; ачан ăс-тăнне аталантарасси; илемлӗхе ăнланма вӗрентесси; вăй-хала ўстерме хăнăхтараса пырасси; ачасене  перекетлӗ пулма хăнăхтарасси; харпăр хăйне тытма вӗрентесси.  Ҫын ҫак ҫичӗ пилпе килӗшўллӗ пурăнать пулсан ăна чăн-чăн ҫын тесе  шутланă. Ман тата ҫакна калас килет: ачана ӗҫе хăнăхтарса ўстерес пулать. Ӗҫе юратмалла ҫеҫ мар, унăн яланах ӗҫлес туртăм, ӗҫлес кăмăл пултăр, вăхăта уссăр  ан ирттертӗр.

    Ачана пăхса ўстерес ӗҫре чи кирли тата  вăл – ăна пурнăҫра хăй тӗллӗн пурăнма хатӗрлесси.  Ашшӗпе амăшӗсем виҫесӗр хытă тăрăшнине пула ачан пултарулăхӗ аталанаймасть, вăл пурнăҫа та сăнаса пырса вӗренеймест, мӗншӗн тесен унпа ытлашши тимлӗ пулни ăна аталанма тата ўссе ҫитме чăрмантарать. Чăннипе каласан, хăйсен ачине пурнăҫри тӗрлӗ йывăрлăхсенчен хўтӗлесе, хытă юратакан ашшӗ-амăшӗсем ăна пуҫаруллă пулма чăрмантараҫҫӗ. Яланах ачана тӗрӗслесе тăни питӗ йăлăхтарать, ывăнтарать. Ҫавăн пирки вара ҫитӗннӗ ҫынсемпе ача хушшинче час-часх тавлашусем пулса иртеҫҫӗ. Ҫапла вара, ашшӗ-амăшӗн хăйсен ачин ырă енӗсемпе пӗрле унăн ҫитменлӗхӗсене те шута илсе, ăна тӗрӗс хак пама пӗлмелле.

    Кил-йышра ачасене тӗрӗс пăхса ўстерни обществăшăн кăна мар, кашни ҫыншăн питӗ кирлӗ. Аван ҫемьере анчах ăслă та кăмăллă ачасене ўстерме пултараҫҫӗ. Ҫапла вара, шкулпа, учительсемпе ҫирӗп ҫыхăну тытса ӗҫлесен, паллах ӗнтӗ, ҫитӗнў ăнăҫлăрах, витӗмлӗрех пулать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Халăх йăли – пурнăç йĕрки

Современные традиции со временем полностью вытесняют старинные традиции села. Пока живы наши бабушки и дедушки, мы, распрашивая их,  должны оставить для наших будущих детей и внуков описание традиций....

Шыв пулмасан пурнăç çук.

Вода, поступающая к нам из водопровода, в большинстве случаев пригодна для питья и безопасна. Есть, однако, исключения. Иногда вода, проходящая по старым свинцовым трубам, загрязнена свинцом. В некото...

Игра "Пултаруллă ачасем"

Игра - конкурс для подведения итогов года "Лучший знаток чувашского языка" Каждый ученик выполняет задания самостоятельно и набирает баллы. Кто больше всех наберет баллов тот и является побе...

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок посвященный матерям о правильном  воспитании детей....