анне
методическая разработка по теме

Леонтьева Надежда Викторовна

сценарий для мам

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon анне - пирен телей72.5 КБ

Предварительный просмотр:

Анне – пирĕн телей

(3-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ)

Залта «Аннене – парне» ятлă алă ĕçĕн выставки пур: «Манăн аннеçĕм» сăн ÿкерчĕклĕ хаçатсем çакăнса тăраççĕ. Сценă çинче пысăк сас паллисемпе: «Анне – пирĕн телей»,- тесе çырнă. Анне çинчен юрăсем янăраççĕ.

1- мĕш ертсе пыракан:

Ырă хĕвел ăшшипе

Ирхи хĕвел куллипе

Ырă кун пултăр!

2- мĕш ертсе пыракан:

Мартăн 8-мĕшĕ – хĕрарăмсен кунĕ. Ирĕк парсамăр сире çурхи уяв ячĕпе саламлама. Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр.

1- м.ш ертсе пыракан:

Анне… Çак тăватă сас паллинче ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ.

2- мĕш ертсе пыракан:

3-мĕш класс ачисем те уяв яч.пе ал ĕçĕсем, хаçат, сăвă-юрă, ташăсем хатĕрленĕ.

(Ачасем сăвăсем вулаççĕ.) 

1) Савăнса кĕтсе илетпĕр

  Аннесен уяв кунне

  Йышăнса илсемĕр тетпĕр

  Парнине те саламне.

2) Çак ят чи çывăх

  Чи чаплă çĕр çинче

  Пурăнать ĕмĕр сывă

  Кашни çын чĕринче.

3) Анне, санпа эп мухтанатăп,

  Пăхатăн ăшшăн, кăмăлтан,

  Ачашласа чуппа тăватăн,

  Мана эс вăй-хăват паратăн.

4) Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,

  Эс пуринчен те хитререх.

  Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм,

  Тата та пул чипертерех.

  1. мĕш ертсе пыракан:

ÿссен эсĕ кам пулатăн.

Ыйтать манран анне.

2- мĕш ертсе пыракан:

Кашни ача професси суйласа илме тивĕçлĕ. Çакăн пек ĕмĕтленет те ĕнтĕ ача амăшĕ. 3-мĕш класри вĕренекенсем ÿссен космонавт пуласшăн. «Митюк тухрĕ урама» юрă.

1- мĕш ертсе пыракан:

Аннеçĕм… Мĕнле телей пирĕншĕн эс пулни. Сансăр хĕвел те ăшăтмасть. Уйăх та çутатмасть, чечек те çеçке çурмасть.

(Ачасем малалла сăвăсем вулаççĕ.)

1) Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн.

2) Кам тĕлĕкĕнче те

  Курать-çке пирех,

  Килте пуринчен те

  Тăрать иртерех.

3) Кам ир вучах чĕртнĕ-

  Апат пĕçерет,

  Ĕне суса кĕнĕ -

  Ăш сĕт ĕçтерет.

  1. Е ăшă çи-пуç-и

     Тимлет сан валли.

  Пĕр-пĕр инкек пулчĕ -

  Сиплет кам алли.

5) Кам ыррăн, хавассăн

  Пурне те пире

  Çапла лăш курмасăр,

  Пăхса ÿстерет.

6)  Кам пултăр. Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл – пирĕн телей-çке

Вăл пирĕн анне!

7) Вăл кирек хăçан та

  Чи çутă тивлет,

  Анчах ман çакна та

  Калассăм килет.

  Хăш чух эпир темшĕн

  Чĕресĕр пекех,

  Çуратнă аннешĕн

  Хыпмастпăр питех.

8) Анне таврăнать-и

  Ĕç хыççăн хиртен,

  Каллех тупăнать ун

  Тем те пĕр килте.

  Ик алăшăн - пин ĕç

  Вăл пĕр пушă маар.

  Эпир ăна тивĕç

  Куллен пулăшма.

9) Анчах та манатпăр

  Çавна час-часах,

  Ĕçрен пăрăнатпăр

  Вăййа васкаса.

  Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

  Тăвать хăй ĕçне

  Çуратнă аннемĕр

  Юратнă анне.

2- мĕш ертсе пыракан,

Амăшĕ чун тĕпренчĕкне юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. Халĕ çепĕç сăпка юррипе хĕр ачасем пуканесене  çывăрттараççĕ. 

(«Сăпка юрри» юрă.)

1- мĕш ертсе пыракан:

Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума, ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

  1. Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн

Лăпканăшăн, юратнăшăн,

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.

  1. Тавах, аннем, çуратнăшăн,

  Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн.

  Ятланашăн, юратнăшăн,

  Шăпчăк юрри пилленĕшĕн.

  1. Тавах, аннем, çуратнăшăн,

  Салху чухне хĕрхеннĕшĕн.

  Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,

  Чечексене пилленĕшĕн.

4) Тавах, аннем, çуратнăшăн,

  Мăшăр çунат ÿстернĕшĕн,

  ÿстернĕшĕн, юратнăшăн,

  Сÿнми телей пилленĕшĕн.

  1. Кам пире ăс-тăн парать,

Ачашлать е хăтăрать.

Вăл – анне, манми анне.

Тавтапуç сана, анне!

(«Пирĕн анне» юрă янăрать)

2- мĕш ертсе пыракан:

        Поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Пирĕн ачасем те çавăн çинченех каласшăн.

1) Ылтăн мар-ши эс, анне.

  Кĕмĕл мар-ши эс, анне.

  Ылтăн пек ай хаклă-çке,

  Кĕмĕл пек ай сумлă-çке.

2) Шăпчăк мар-ши эс, анне.

      Е сар кайăк эс, анне.

      Çут хĕвел: чечек, ахах-

  Ырлама çитмест сăмах.

  Эс нимрен те лайăхрах,

  Пуринчен те хаклăрах.

  1. Çăлтăр мар-ши эс, анне.

 Уйăх мар-ши эс, анне.

   Çăлтăр пек хĕлхемлĕ-çке,

 Уйăх пек илемлĕ-çке.

  1. Пăхрăм та анне çине -

Сар хĕвел пек ун кули.

Ма тесессĕн ман анне

Çĕр çинче чи илемли.

6) Анне кули-

  Хĕвел çути,

  Анне кули-

  Чи илемли.

  Анне кулсан

  Чунра аван,

  Юрлас килет,

  Ташлас килет.

        (Ташă.)

Вĕренекен сăвă вулать:

Тÿпере пиншер çут çăлтăр

Çуталать-çке йăлтăр-йăлтăр.

Кам-ши çутнă вĕсене?

Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?

Вĕсене пĕрле пухатпăр,

Çăлтăрсен пуххи тăватпăр,

Мартăн саккăрмĕш кунне

Парнелетĕп аннене.

(Амăшĕсене парне параççĕ.)

Ача сăвă вулать:

Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,

Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,

Эсĕ панă пехил ĕмĕре

Упранать манăн чун-чĕремре.

Пурте ура çине тăрса юрă юрлаççĕ. («Пусть всегда будет мама» юрă.)

Яланах хĕвел пултăр,

Яланах тÿпе пултăр,

Яланах анне пултăр,

Яланах эп пулам!

Ертсе пыракансем:

Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!  

Эпир сире питĕ юрататпăр!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Исследование. Портреты Анны Ахматовой на границе живописи и поэзии

Исследование. Портреты Анны Ахматовой на границе живописи и поэзии....

Персональная запись Игнатьевой Анны (руководитель Глухова Светлана Анатольевна) на Международной детской Доске почёта

  Воспитанница МБОУ  ДОД "Янтиковская детская школа искусств" – Игнатьева Анна (руководитель Глухова Светлана Анатольевна) за свои победы на конкурсах разного уровня решением к...

Беседы по истории хореографии. Анна Павлова

Работа о творчестве выдающейся русской балерины А. Павловой...

Анна Ахматова.

Презентация знакомит с жизнью и творчеством Анны Ахматовой....

Урок по творчеству Анны Андреевной Ахматовой.

Дается характеристика первых сборников поэта, введется рассказ о детстве и юности А. Ахматовой...

Урок "Анна Андреевна Ахматова и Тверской край"

Ранний период творчества связан с жизнью А.А.Ахматовой на Тверской земле. Здесь, на этой земле , она находила вдохновение. Тверской край стал второй её родиной....

Çĕре –Анне, ĕçĕ – Аттемĕр тейĕр» Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок

Урок тĕсĕлирика  хайлавне вуласа тишкермелли урок  - хутăш урок.Урок тĕллевĕсем:Сапăрлăх тĕллевĕ:ачасене паллă поэтăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланма мухтанма, ăна тĕслĕх вырăнне хумаллине вĕрент...