Народная музыка в бабушкином сундуке
план-конспект урока по музыке на тему
привитие любви к народной музыке
Урок теми: Асанне арчинчи кӗвӗсем.
Урок тĕллевĕ: Ачасене чӑваш халӑх юрӑ – кĕввипе паллаштарасси.
Урокӑн задачисем: 1. Чӑваш халӑх юрӑ – кĕввипе паллашасси.
2. Асанне - асатте юрланӑ юрӑсене хисеплеме вĕрентесси.
3. Ӗçе килӗшÿллӗн тума, ун йӗкине палӑртма, туслӑ ӗçлеме вӗрентесси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Народная музыка - это зеркало народа | 178.17 КБ |
Онлайн-тренажёры музыкального слухаМузыкальная академия
Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей
Современно, удобно, эффективно
Предварительный просмотр:
4 класс
Музыка урокĕпе хатĕрленĕ уçă урок планĕ
Урок теми: Асанне арчинчи кӗвӗсем.
Урок тĕллевĕ: Ачасене чӑваш халӑх юрӑ – кĕввипе паллаштарасси.
Урокӑн задачисем:
- Чӑваш халӑх юрӑ – кĕввипе паллашасси.
2. Асанне - асатте юрланӑ юрӑсене хисеплеме вĕрентесси.
3. Ӗçе килӗшÿллӗн тума, ун йӗкине палӑртма, туслӑ ӗçлеме вӗрентесси.
Урока кирлӗ хатӗрсем: баян, компьютер, проектор, ачасем хатӗрленӗ кӗнекесем, асаннен тетрачӗ, шкулти библиотекӑран илнӗ кӗнекесем, арча, арчари япаласем, кайӑк, чечексем…
Урок планĕ
I. Ачасене урока йĕркелесси.
II. Асанне арчинчипе юрӑ – кĕввӗпе паллашасси.
III. Кану вӑхӑчĕ.
IV. Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материалсене ҫирĕплетсе хӑварасси.
V. Урока пĕтĕмлетесси.
Урок йĕрки
- Ачасене урока йĕркелесси.
(Ачасем урока «Илемлӗ» чӑваш халӑх юррипе утса кӗрсе парта хушшинче йӗркеленсе тӑраççӗ.)
- Акӑ шӑнкӑрав янрарӗ
Урока хавас чӗнсе
Юрӗ урокӗ пуçланчӗ
Чунӑма хавас кӗртсе
Вӗрентекнӗм хавассӑн
Кӗтсе илчӗ урока.
Ырӑ кун тесе пуçлатпӑр
Эпир хамӑр урока
- Ырӑ кун!
- Ырӑ кун!
- Ачасем, пирӗн урока паян хӑнасем килнӗ, вӗсене те сывлӑх сунар-ха.
- Сывлӑх сунатпӑр сире!
II. Асанне арчинчи юрри – кĕввипе паллашасси.
(Класри чечексем хушшинче кайӑк сасси илтӗнет)
- Ачасем, итлӗр-ха, мӗн сасси-ши ку?
- Кайӑк калаçать.
- Тимлӗ итлер-ха.
Кайӑк: «Асанне арчинчи кӗвӗсем». (темиçе хут калать)
- Ачасем, пӑхӑр-ха кунталла чечексен хушшинчи кайӑкӗ пире тем çинчен пӗлтересшӗн пуль? Кунта арча ларать. Арчара сирӗн мӗн пуррине пӗлес килет-и?
- Паллах, пӗлес килет.
-Кунта япаласем упранаççӗ иккен. (Вӗрентекен хӑшпӗр ӗлӗкхи тумтирсене арчаран илсе кӑтартать, доска умне кӑларса ҫакса хурать.) Ачасем, кунта тухья, çӑпата, чӑваш кӗпи… Ку мӗне пӗлтерет-ши?
- Ӗлӗк пирӗн асаннесем, кукамайсем тӑхӑннӑ тумтирсем.
- Çапла, анчах кайӑкӗ мӗншӗн асанне арчинчи кӗвӗсем тесе юрлать-ши? Мӗн каласшӑн-ши вӑл пире?
- Вӑл пире ӗлӗкхи юрӑ - кӗвӗсемпе паллаштарасшӑн пулӗ.
-Çапла, пӑхӑр-ха, кунта сурпан çине тем çырнӑ? (Вӗренекенсемпе пӗрле вулаççӗ).
- «АСАННЕ АРЧИНЧИ КӖВӖСЕМ» (Вулаҫҫĕ, доска çине çакса хураçҫӗ.)
- Апла эпир паянхи урока чӑваш халӑх юрри-кӗвви çинчен калаçӑпӑр, юрлапӑр та ташлӑпӑр. Малалла экран çине пӑхатпӑр. 3-мӗш слайд.
- Ребус тупсӑмне туп.
♪, ♪,
Хит …., хит ….
Хитре, хитре.
-Маттур, ачасем, атьӑр-ха пурте пӗрле тӑрӑшса «Хитре, хитре» юрра юрлар. (Ачасем юрлаççӗ)
(Алӑка шаккани илтӗнет. Класа чӑваш тумӗ тумланнӑ асанне кӗрет).
- Манӑн килес, эпӗ çакӑнта иртсе пынӑ чухне илемлӗ юрӑ илтрӗм. Вӑл ман арчари халӑх юррисене аса илтерчӗ. Ачасем, эсир ман арчана курман-и? Эпӗ ӑна ӑçта манса хӑварнине пӗлеймерӗм.
- Асанне, акӑ вӑл.
- Тавах сире ачасем мана арчана тупса панӑшан. Манӑн çак арча чӑваш халӑхĕн тум тирĕпе кӑна мар, юрри-кӗввипе те пуян. Пӗлетӗр-и, ачасем, чӑваш халӑхӗ хитрене, илеме пит юратать. Мӗн хитре? Çӗмӗрт çеçки çурнӑ чух, хурӑн çулçи çурнӑ чух – хитре вӑрман тенӗ, уй-хир хитрине – симӗс курӑк шӑтсан каланӑ. Çапла юрланӑ:
Хурӑн çулçи/ 3 хут çурӑлсан
Килет вӑрман илемӗ.
Хурӑн çулçи/ 3 хут тӑкӑнсан та
Каять вӑрман илемӗ.
- Тавах, асанне, питӗ маттур эсир. Асанне, эсир нумай халӑх юррисене пӗлнине те пӗлетпӗр, халӑх юррисене кӑна мар, хальхи çамрӑксем юрлакан чӑваш юррисемпе те интересренетӗр. Каласа парӑр-ха, ӗлӗкрех тата мӗнле юрӑсем юрланӑ?
- Ӗлӗк-авалах йӑла – йӗрки юррисем йӗркеленӗ. Çӗр ӗçӗ ӗçленипе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнипе, сывлӑха упрасссипе çыхӑннӑ юрӑ-кӗвӗсем пулнӑ. Туй, улах, вӑйӑ юррисем.(Асанне пӗр-пӗр юрӑ юрласа парать, юрӑсем пухса пынӑ тетрадьне кӑтартать).
Шӑнкӑр- шанкӑр шыв юхать те?
- Çапла вара асанне арчи юрӑ - кӗвӗрен пуян пулнине пӗлтӗмӗр. Тавтапуç, сире асанне. 4 класра вӗренекен ачасем те халӑх юррисене пухас ӗçре вӑй хучӗç, пӗчӗк кӗнекесем хатерлерӗç, выставка йӗркелерӗç. Ку вӑл киле ӗç пулнӑ. Ӗçсене хакласа хӑварӑпӑр. Кам хӑйӗн кӗнекинчи юрӑсемпе паллаштарӗ? Ку кӗнеки камӑн-ши? Катя эсӗ мӗнле юрӑсем пухрӑн? Пӗр юррине юрласа параймӑн-ши? (Катя асламӑшӗпе юрлать).
III. Кану вӑхӑчĕ.
- Ачасем, халӗ кӑшт кӑна канса илетпӗр.
Чӑваш ен. А. Никитин, Р. Сарпи
-Ачасем эпир ташланӑ кĕвĕ халӑхӑн тесе шутлатӑп, эсир манпа килĕшетĕр-и?
- Ҫук, вӑл авторӑн.
- Мĕнле авторӑн, эсир ку юррине ӑҫта илтнĕ?
( Анатолий Никитин ҫинчен кĕскен учитель каласа хӑварать.)
- Ачасем, эпӗ сире пӗр кӗвӗ сыпӑкне купӑспа каласа парӑп, сирӗн юрӑ ятне пӗлес пулать.( Учитель «Пахчи, пахчи» юрӑ кӗввине калать).
-Ку чӑваш халӑх юрри «Пахчи, пахчи» пулчӗ.
- Доска умнее тухса тӑрса юрлар-и?
(Ачасем юрлаççӗ).
IV. Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материалсене ҫирĕплетсе хӑварасси.
- Ачасем, малалла хамӑр ку урокра тата маларах пулнӑ уроксенчен илнĕ пĕлӱсене "Пуҫватмӑшсем" усӑ курса ҫирĕплетсе хӑваратпӑр.
Стрелкӑпа йӗрлесе пĕр- пĕринпе килĕшнине туп.
1). А. Александров Гимн Чувашии
Г. С. Лебедев Гимн России
А. Бурундуков Гимн Батыревского района
2) Александров Тукташ
Лебедев Давыдов-Анатри
Бурундуков Михалков
3) Мӗнле музыка инструменчӗ ытлашши?
5) Мӗнле музыка инструменчӗ ытлашши?
V. Урока пĕтĕмлетесси.
- Паянхи урокран мĕн вӗрентӗмӗр?
Çак слайда пӑхар-ха, кунта мӗн çырнине вулӑр. «Юрӑсӑр мӗнле пурӑнӑн: пурнӑç çук, савнӑç çук». «Юрӑ – чун уççи». «Аваллӑхсӑр малашлӑх çук». «Кам ӗçлет çав çиет». Çак ваттисен сӑмахӗсенчен хӑшӗ паянхи урока çывӑх-ши?
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Музейный урок "Из бабушкиного сундука.."
Музейный урок Тема: Из бабушкиного сундука… Краткая аннотация. Музеи как центры хранения историко-культурного наследия обладают большим образовательным потенциалом. Му...
Секреты бабушкиного сундука
Что хранится у нашей бабушки в сундуке? Очень много интересных вещей: и сказки про домового,и рукоделие,и вкусные пирожки,и народные средства лечения простуды,и мудрость народная,как сделать оберег от...
"Секреты бабушкиного сундука" познавательно-игровая программа для детей младшего школьного возраста
Познавательно-игровая программа "Секреты бабушкиного сундука" раскрывает секреты изготовления обрядовых кукол. В программе выстроен алгоритм изготовления куклы "мартинички"....
Бабушкин сундук ( Әбиемнең сандыгы)
Декоративно-- прикладное искусство казанских татар...
Сценарий внеклассного мероприятия "Бабушкин сундук"
Мероприятие позволит познакомить учащихся с обычаями и обрядами русского народа....
Музейный урок: "Секреты бабушкиного сундука" Неменский 5 класс
Музейный урок: «Секреты бабушкиного сундука» 5 класс Цель урока: Познакомить детей с понятием музей, как о месте погружения в прошлое.Развивать логическое мышление, ...
Внеклассное мероприятие для 5-6 классов "Тайны бабушкиного сундука"
Разработка внеклассного мероприятия в помощь учителю технологии. В ходе занятия дети знакомятся с народными ремеслами Севера....
Комментарии
Народная музыка
Этот конспект урока важен для учителей музыки в чувашских национальных школах.