Урок теми:Катра хурăн.
план-конспект урока по краеведению (5 класс) на тему
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_temi_huran.doc | 45.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Кăтра хурăн.
Тĕллевĕсем: 1) ачасене йывăçсене упрама, вĕсене лартма хистесси;
2) тĕрлĕ хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси;
3) ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси.
Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса ирттернĕ çĕнĕ тема вĕрентмелли урок
Урок мелĕпе меслечĕсем:
- учитель сăмахĕ
- ыйту-хурав
- калаçу
- кластер тăвасси
- ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Хурăн» презентаци материалĕ, ÿкерчĕксем
Урок юхăмĕ.
1. Ачасене урока йĕркелени.
2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.
-Ачасем, паянхи урокра эпир йывăçсем çинчен калаçăпăр.
3. Умĕнхи калаçу.
-Йывăç- вăл пирĕн пурнăç. Вăл пире мĕнле усă парать? Йывăç кислород кăларать, сывлăша тусанран тасатать. Енчен те эпир таса сывлăшпа сывлас тетпĕр пулсан, чирлес мар тесен пирĕн нумайрах йывăç лартмалла. «Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла»,-тенĕ ваттисем.
- Эсир мĕнле йывăçсене пĕлетĕр, калăр-ха, тархасшăн?
Паян мĕнле йывăç çинчен калаçассине çак тупмалли юмаха шутласа пĕлетĕр.
Уйра шурă кĕпе тăхăннă, симĕс тутăр çыхнă яштака, хитре хĕр тăрать. Мĕн вăл? (Хурăн)
-Çапла вара паян эпир хитре те илемлĕ хурăн çинчен калаçăпăр.
4. «Хурăн» презентаци материалĕпе ĕçлесси.
-Çынсем çак йывăçа питĕ юратаççĕ. Халăхра ăна савни сăнарĕпе танлаштараççĕ (1 слайд )
-Хурăна мухтаса, халалласа нумай сăвă, юрă çырнă. Эпир те пĕр çаврăмне юрлар-ха. (2 слайд).
Хурăн çулçи çурăлсан,
Килет вăрман илемĕ.
Хурăн çулçи тăкăнсан,
Каять вăрман илемĕ.
Пирĕн çĕр-шывра хурăн пур çĕрте те тĕл пулать. Вăл 25 метра çити ÿсет. 150 çул е ытларах та пурăнать (3 слайд).
Хурăн илемлĕ кăна мар, усăллă та. Çак йывăçăн ырă енĕсене каласа пĕтерме те йывăр.
Çуркунне вăл хăйĕн тутлă сĕткенĕпе хăналать. Çулла çынсем хурăн милĕкĕ хатĕрлеççĕ. Унпа мунчара çапăнаççĕ. (4 слайд).
Ĕлĕк çынсем çак йывăçăн хуппипе те усă курнă. Унран апат-çимĕç тытмалли чĕрессем тунă (5 слайд).
Урапа тĕнĕлĕсене хурăн тикĕчĕпе сĕрсе çемçетнĕ.
Хурăн вутти çирĕп, хĕрÿллĕ.
5. Кластер туни.
-Хурăн мĕнле йывăç? Хитре, илемлĕ, яштака, усăллă, çирĕп, кăтра.
- Хурăн мĕнле усă парать? Тутлă сĕткен, милĕк, тикĕт, вутă, сĕтел-пукан, чĕрес.
6. Урок темипе ĕçлени.
1) правилăпа ĕçлени;
2) 3-мĕш ĕçе пурнăçлани;
3) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени: а) кăтартуллă вулав;
ă) ачасен вулавĕ;
б) сăмахсене словарь тетрачĕсем çине çырса хураççĕ;
в) çырса хунă сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем е предложенисем тупаççĕ.
киленетĕп- наслаждаюсь
амант- ранить
суран- рана
асăрханă- заметил
хăрма пултарнă- мог засохнуть
сиплеме- лечить
пула- из-за
7. Кану саманчĕ.
1, 2, 3, 4,
Пирĕн вăйлă пулмалла.
5, 6, 7, 8,
Физзарядка тумалла.
Ÿссе çитсен кашни кунах
Пирĕн йывăç лартмалла.
8. Кĕнекепе ĕçлени.
1) «Кăтра та çÿллĕ хурăн» текста вулани.
а) кăтартуллă вулав,
ă) мĕнле ăнланнине тĕрĕслени,
- Калавра мĕн çинчен çырнă?
в) черетпе вулани, вырăсла куçарни,
г) ыйтусемпе ĕçлени (5-мĕш хăнăхтару)
9. Пĕтĕмлетÿ
-Хурăна касма юрамасть. Вăл та çын пек макăрать. Çын аллине кастарсан тертленет, суранĕ ыратать. Итлесе пăхар-ха Иванова Лизăна.
Хурăн хытă хурланать,
Чăтма йывăр макăрать.
Хăçан суран тÿрленет?
Хăçан вăй-хал çĕкленĕ.
Çапла, пĕчĕк тусăмсем,
Макăраççĕ хурăнсем.
Хĕн-хур, инкек килсессĕн,
Ун хуппине чĕрсессĕн.
-Хурăн та хурланать, макăрать. Куççулĕ вырăнне ун сĕткенĕ юхать. Сĕткенĕ юхса пĕтет те хăрать. Çавăнпа сĕткенне ĕçсен хурăн суранне тăмпа сĕрмелле, татăкпа çыхмалла ( слайд).
10. Çыру ĕçĕ.
Предложенисене тĕрĕс лартса çырса ил.
Вăл вăрмансенче, парксенче ÿсет.
Пирĕн хулара та хурăн нумай.
Хурăнран сĕтел-пукан тăваççĕ.
Хурăн – çÿллĕ йывăç.
Вăл ялан илемлĕ.
11. Урока пĕтĕмлетни.
-Паян эпир мĕнле йывăç çинчен калаçрăмăр? Вăл мĕн парать? Хурăна сиен кÿме юрать-и?
12. Рефлекси: -Ачасем сире паянхи урок кăмăла кайрĕ-и, урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?
- Халĕ доска çинчи йывăçа пăхса илĕр-ха, унăн çулçисем çук, сире симĕс тата сарă тĕслĕ çулçăсем паратăп, эсир вара йывăç çине тухса çыпăçтаратăр: урок килĕшнĕ пулсан – симĕс çулçăсем, урок килĕшмен, хăвăра валли нимĕн те çĕнни илмен пулсан – сарă çулçăсем. - Пирĕн йывăç çинче ытларах симĕс çулçăсем, урокра кам хăйне мĕнле ĕçленĕ пек туять?
13 . Киле ĕç пани. Хурăн çинчен синквейн çырасси, 5-6 предложени каласа пама хатĕрленесси.
14. Ачасен ĕçне хаклани.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.
При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке....
Методическая разработка урока литературы по теме «Творчество Сергея Есенина»(11 класс). Тема урока - «Голубая Русь» Сергея Есенина. Тип урока –урок-исследование.
Знакомство со стихотворениями С.Есенина, посвящёнными теме родины, с творческим методом поэта....
Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)
Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...
Урок изобразительного искусства в 5-ом классе.Тема урока: « Деревья как люди». Вид работы: рисование по представлению Тип урока: комбинированный, урок – сказка
Тема урока: « Деревья как люди».Вид работы: рисование по представлениюТип урока: комбинированный, урок – сказка Цель урока:ü Средствами изобразительного языка ...
Класс 9 Урок №24. Тема урока: Системы счисления. Перевод чисел Тип урока; Урок «построения » системы знания.
Урок для учащихся 9 класса по теме "Системы счисления. Перевод чисел". Урок в разделе программы по счету третий. Цель:Образовательная: систематизация и расширение знаний обучающихся о операциях п...
Сходства и различия уроков с метапредметным подходом с интегрированными уроками и уроками с межпредметными связями (на примере уроков русского языка в 8 классе) Метапредметный подход на уроке русского языка в 8 классе
Сходства и различия уроков с интегрированными уроками и уроками с межпредметными связями (на примере уроков русского языка в 8 классе)...