Открытый урок на тему "Чаваш кил-йыше"
план-конспект урока по краеведению (6 класс) на тему

Урок теми: Чăваш кил-йышĕ. Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса ирттернĕ урок. Урок тĕллевĕсем: 1) çемьери чи хакла сынсене — атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая, аппа-пиччене, йăмăк-шăллăма хаклама, вĕсене хисеплеме вĕрентесси; 2) ачасе тавра курăмне, шухашлавне аталантарасси; 3) вĕренекенсен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси. Курăмлăх хатĕрĕсем: Компьютер, видеопроектор, принтерпа кăларнă текст, видеопрезентаци. Урок мелĕсемпе меслечĕсем: - учитель сăмахĕ - ачасем синквэйн туни - ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени - ыйту-хурав - Г.Н.Волков «Ҫил-тăвăл» калавне итлени

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_kil-yyshe.docx24.65 КБ

Предварительный просмотр:

 Чăваш Республикинчи вĕренÿ тата çамрăксен

политикин министерствитКомсомольски районĕ

Хырай Ĕнелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Муниципаллă бюджетлă вĕрентÿ учрежденийĕ

 

Тăван ен культурипе 6 класра

ирттернĕ уçă урок

«Чăваш кил-йышĕ».

 

 

 

 

 

             

Тăван ен культурине

                                          вĕрентекен Кокшина И.Н.

 

                                                                                                             Урок эпиграфĕ

                                                                                           Аттем-аннем, сире телей сунатăп!

                                                                                           Çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн – тавах!

                                                                                           Аттем-аннем,  эcир ман ик çунатăм…

                                                                                                                                          (Р,Сарпи)

Урок теми:  Чăваш кил-йышĕ.

Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса  ирттернĕ урок.

Урок тĕллевĕсем: 1) çемьери чи хакла сынсене —  атте-аннене,  асатте-асаннене, кукаçи-кукамая, аппа-пиччене, йăмăк-шăллăма хаклама, вĕсене хисеплеме вĕрентесси; 2) ачасе тавра курăмне, шухашлавне аталантарасси; 3) вĕренекенсен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем:  Компьютер, видеопроектор, принтерпа кăларнă текст, видеопрезентаци.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:   

- учитель сăмахĕ

- ачасем синквэйн туни        

- ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени

- ыйту-хурав

- Г.Н.Волков «Ҫил-тăвăл» калавне итлени

Урок юхăмĕ:  1 слайд. 

Учитель сăмахĕ. Хуллен чăваш кĕвви янрать. А.Шадриков «Тавах сире, атте-анне».

Атте-анне юратнă пек

Пире никам та юратман.

Атте-анне юратнипе

Эпир ниçта та хур пулман.

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Атте-анне ятне яман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Тӳсес кунсем татах та пур.

Атте-ачине юратнипе

Йывăррине çăмăл тăвар,

Атте-аннемĕр пек пулар,- тенĕ чăваш халăх поэчĕ Валентин Урташ. Атте-анне пурри пысăк телей.Ҫапла.  Ҫавăнпа пирĕн вĕсене юратмалла, хисеплемелле, вĕсен ватлăхĕ тăнăçлăхпа канлĕ пурнăçра ирттĕр тесе тăрăшмалла.

        Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хăй пурăннă чухне икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалла, хăй хыççăн хисепе тивĕçлĕ, лайăх ачасем пăхса ÿстерсе хăвармалла. Кашни çыннăнах пурнăçĕ кил-йышра иртет, çавăнпа та вăл яланах хăйĕн çемьи, ашшĕ-амăшĕ, ачисем йĕркеллĕ пулччăр, тăнăç пурнăçпа пурăнччĕр тесе тăрăшать.

        2 слайд. Авалхи чăвашсен кил-йышĕ ялан тенĕ пекех виçĕ сыпăкран тăнă: аслашшĕ-асламăшă, ашшĕ-амăшĕ тата ачисем.

        Чăваш çемьинче аслашшĕ-асламăшне, ашшĕ-амăшне лайăх пăхнă, юратнă, хисепленĕ. Ҫакна чăваш халăх юррисенче те курма пулать. Тĕслĕхрен:  Чӑваш халӑх юрри – «Аннене анне тееççĕ».

Аннене анне тееççĕ,

Аннене илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Аннене сутаканĕ çук.

Аттене атте тееççĕ,

Аттене илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Аттене сутаканĕ çук.

Аппана аппа тееççĕ,

Аппана илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Аппана сутаканĕ çук.

Пиччене пичче тееççĕ,

Пиччене илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Пиччене сутаканĕ çук.

Йăмăка йăмăк тееççĕ,

Йăмăка илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Йăмăка сутаканĕ çук.

Шăллăма шăллăм тееççĕ,

Шăллăма илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Шăллăма сутаканĕ çук.

Тăвана тăван тееççĕ,

Тăвана илме укçи çук

Укçи пулсан пулмасан та,

Тăвана сутаканĕ çук.

          Ҫапла вара, халăх юррисенче эпир ашшĕ-амăшне , тăванĕсене юратни çинчен юрланине куратпăр.

        3 слайд. Пур халăх та тенĕ пекех çын ватăлса, пысăк кил-йышра вилнине лайăх та хисеплĕ вилĕм тесе шутланă.Ашшĕ-амăшĕ вилнĕшĕн кулянса юрлакан юрăсенче çитĕнсе çитнĕ çын кăмăл-туйăмĕ лайăх палăрнă:

Уй варринче лаштра юман,

Атте тесе ай кайрăм та,

«Килех, ыв(ă)лăм», - ай темерĕ,

Чун хурланчĕ – макăртăм та …

Уй варринче чечен çăка,

Анне тесе ай кайрăм та,

«Килех, ыв(ă)лăм», - ай темерĕ,

Чун хурланчĕ – макăртăм та …

        4 слайд. Пĕлетпĕр-и-ха эпир сирĕнпе атте-анне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, каларăшĕсене?

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем.

Атте-аннерен пахи çук.

Атте-анне пур чухне сутса ярас килет, çук пулсан укçа парса илес килет.

Атте-аннерен уйрăласси арман чулĕ  йывăрăш.

Атте-анне пилĕ пурнăç парать.

Ашшĕ-амăшне хаклакан, хăй те ырă куракан.

Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла.

Ашшĕ-амăш пиллĕхĕ вутра та çунмас, шывра та путмас.

Açy-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пyç та типĕ.

        Çапла,  ку ваттисен сăмахĕсем пире яланах ырра вĕрентеççĕ.

        5 слайд. Учитель сăмахĕ. 

Пур чăваш чĕлхинче пĕр асамлă сăмах.

Ҫак сăмахшăн кашни савăнать пĕрмаях.

Эх, аннеçĕм-анне! Эс чуна, чĕрене

Ҫăлтар евĕр çĕклетĕн çÿле, тÿпене.

Ăнсăртран такăнсан та калатăн: «Анне!»

Пысăк савнăç пулсан та калатăн: «Анне!»

Ма тесен пĕтĕмпех эс пайлатăн унпа,

Ҫĕр çинчи чи хисеплĕ те хаклă çынпа.

Космонавт уçлăха вирхĕнет çав ятпа,

Ҫар çынни çулăма ыткăнать çав ятпа.

Иван Яккăльч та, чунĕ тухайнă чухне,

Чăвашла шăппăн-шăппăн каланă: «Анне...»(О. Варфоломеев)

         «Анне» — çĕр çинчи чи çепĕç сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Ҫĕр çинчи пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри — чи ырри, аннен алли — чи ăшши... «Анне – Кепе, унпа вăрçма юрамасть», - теççĕ ваттисем. Чăнах та ачасем амăшне уйрăмах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вырăс чĕлхинчи «мать» сăмах чăвашла амăш тесе куçать. Тăван амăшне чăваш анне, апи тесе чĕнет. Анне, апи тесе вăл хăйĕн амăшне çеç калать. Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн таса, сăваплă сăмахсем. Амăшĕ уменче ачисем яланах парăмра. Ун умĕнчи тивĕçĕ çинчен чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашни кун хăвăн ывăç тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан тавăл хăвна ырă тунине, унăн ĕçне хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татймастăн». 

        6 слайд. Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне хисепленĕ, питĕ сайра çеç уйрăлнă. Ватă çынсем упăшкипе арăмĕн çемьери вырăнĕ пирки çапла каланă: «Арçын – кил патши, хĕрарăм - кил тури». Ачасем, эсир мĕнле ăнланатăр çакна?

        Ĕçе хăнăхтарас йăлана чăвашсем тĕп вырăна хунă. Ачасене 3 çултах ĕçлеме, кил-йыша пулăшма хăнăхтарса пынă. Пур ĕç те – хĕрарăм ĕçĕ те, арçын ĕçĕ те хисепре пулнă. Ҫемьере арçын ачасем пулмасан ашшĕне аслă хĕрĕ, хĕр ачасем çук пулсан амăшне кĕçĕн ывăлĕ пулăшнă. Пур ĕçе те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутланă. Акă мĕн çырать кун пирки венгăр ученăйĕ А.Вембери: «Чăваш хăйĕн кил-йышне тата арăмне юратать. Выррăссемпе танлаштарсан, вăл арăмне ытларах хисеплет; арăмĕ те вара çакна ăнланса килти ĕçсене тăрăшса тăвать, йывăр пулсан та чăтать; чăваш хăйĕн арăмне илемлĕ тăхăнтартас тесе укçа-тенкĕ пĕрре те шеллемест».

        7 слайд. Ҫемьен тĕп тĕллевĕ ача-пăча пăхса ÿстересси. Авалхи чăвашсем ача çуралнине Турă парни вырăнне хунă. Питĕ хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесен унра ĕçре пулашакана, йăх-ăру тăсакана, пуласлăха, шанчăка курнă. Ĕлĕкхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем пулнă. Арçын ача çуралсан та, хĕр ача çуралсан та савăннă. Каярах,  XVIII ĕмĕрте, çĕра арçынсен шутне кура валеçме тытăнсан, ытларах арçын ачасем çураласса кĕтнĕ.

        Чăваш ялĕсенче нихăçан та ашшĕ-амăш пăрахнă ачасем пулман. Тăлăха юлнă ачасене тăванĕсем е кÿршĕсем усрама илнĕ, хăйсен ачисем пекех юратса пăхса ÿстернĕ. Тутарсен ун пек йăла çук. Чăвашсем тăлăха юлнă вырăс ачисене те усрама илнĕ, вĕсем, палах, чăваш ачисем пулса тăнă (чăвашланнă). И.Я.Яковлев хăй çырса пынисенче çапла аса илнĕ: «Пахомовсен çемйине эпĕ хамăн тăван çемье тесех шутлатăп. Эпĕ çак çемьене ку таранчченех ăшă кăмăлпа аса илетăп. Ку çемьере мана кÿрентермен, хăйĕн ачи пекех пăхнă. Эпĕ Пахомовсен кил-йышĕ маншăн ют пулнине чылай хушă пĕлмен. 17 çула çитсен çеç … çакăн çинчен пĕлтĕм».

        8 слайд. Ачасене  пăхса ÿстерес ĕçре ватă çынсен, аслашшĕпе асламăшĕн тÿпи питĕ пысăк пулнă. Асанне – аслă анне, асатте – аслă атте – çак сăмахсем хăйсемех ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетсе параççĕ. Тата ваттисем çапла каланине те илтме пулать: «Асатте кил хушши тытать, асанне – пÿрт ăшши». Ҫакă ĕнтĕ килти ĕçсене çемьери аслă хĕрарăм, ытти ĕçсене вара аслă арçын йĕркелесе пынине пĕлтерет. Ҫавăн пекех  кил-йышра пур ыйтăва та пĕр-пĕринпе канашласа татса панă, ваттиесм каланине яланах итленĕ.

        Ача-пăчашăн «кукамай-кукаçи, асатте-асанне» - ытла та тутлă та ăшă сăмахсем. «Кукамай ткучченеçĕ кулачран тутлăрах», - теççĕ ваттисем.         Чăвашсен хушшинче ватă çынсем яланах хисепре пулнă. Вĕсем, хура-шурне нумай курнăскерсем, пире, çамрăксене, пурнăнма вĕрентеççĕ. «Ватă çын - кил илемĕ», -теççĕ халăхра. Чăннипех çавăн пек ĕнтĕ вăл.         ФИЗКУЛЬТСАМАНТ: «Çÿлелле туртăнатпăр, сикетпĕр – сикместпĕр, чупатпăр –  чупмастпăр,  алă çупатпăр – çупмастпăр, пуçсене шăлатпăр – шăлмастпăр, халĕ ман хыççăн калатпăр:

                               «Эпир ăслă, ăслă, ăслă,

                               Ăслă ачасем,

                               Эпир маттур, маттур, маттур

                               Маттур ачасем.

                               Эпир ĕçчен, ĕçчен, ĕçчен,

                               Ĕçчен ачасем».

- Вырнаçса лартăмăр.

        9 слайд.

Синквэйн туни.

Япала ячĕ:  Çемье

Паллă ячĕ:  Туслă, кăмăллă, килĕшÿллĕ

Глагол:       Пулать, тăрăшать

Предложени: Çемье  туслă пулма  тăрăшать.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ:  юрату

        10 слайд. Г.Н.Волков «Ҫил-тăвăл» калавне итлени.

        Ҫанталăк сивĕ тăнă. Куç уçма çук çил-тăман вĕçтернĕ. Ҫав вăхăтра çамрăк çын урампа иртсе пынă май пĕрене çинче старик ларнине курах кайнă. Старик темĕн çинчен шухăшланă пулнă.

        Ҫамрăк çын старик патне пырса:

         - Мучи, мĕн туса ларан урамра çак çил-тăман вăхăтĕнче? – тесе ыйтнă.

        - Эй, ачам, - тенĕăна ват çын, эсĕ пурнăçа чухласа илейместĕн-ха. Тулти çил-тăвăл мĕн вăл? Пÿртре ав ывăлăмпа кинĕм харкашаççĕ, ниçтан чарма çук: ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил-тăвăл килтинчен лăпкăрах. Кил-йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет.

        Ҫапла пуль, çапла пулех çав. Ахальтен маар-çке ĕлĕкех ваттисем: «Кил-йышпа пĕрле пулсан çеç ăш-чик лăпкă пулать», - тесе каланă. Чăнах, кил-йышра тату пурăннине ним те çитмест иккен.

        Ҫапла, кил-çуртра кашăк-тирĕк шăнкăртатмасăр пулмасть, - тенĕ ваттисем.Ачасем, пирĕн çакна та манас марччĕ: яланах çемьере пĕр-пĕрне пулăшса пырасчĕ, хисеплесчĕ, юратасчĕ, ăнланасчĕ. Ҫавăн чухне кĕна вара кил-йышра тăнăçлăх хуçаланĕ.

        2008 çулхи утă уйăхĕн 8-мăшăнчен пуçласа пирĕн çĕршывра çемье куне уявлвççĕ. Ҫак уявăн хăйĕн символĕ те пур – вăл салтак тÿмми чечекĕ.

        Ыйтусемпе ĕçлесси:

  1. Арçын – кил патши,хĕрарăм – кил тури тенине эсир мĕнле ăнланатăр?

        Пĕтĕмлетÿ.  Паянхи тĕл пулу сирĕншĕн усăллă пулчĕ-и? Тавтапуç урокшăн. Манпа сапăр та ырă кăмăллă пулнăшăн.

        Киле ĕç:

  1. ĕç тетрачĕпе ĕçлесси – 32-33 стр.;
  2. хăвăр кил-йышăн пĕр кунĕ çинчен çырса парăр.

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разработка открытого урока по теме: «Географическая оболочка» Урок-открытие

Что такое географическая оболочка? ГО – это взаимосвязь и взаимодействие всех оболочек Земли -  всех сфер Земли.Какие это сферы?Постановка проблемы1.     Ученику дается г...

Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной». Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной».

Открытый урок по алгебре в 7 классе «А»тема: «Уравнения с одной переменной».презентация по данной теме...

Открытый урок (мастер-класс) по русскому языку, проведённый на Фестивале инновационных идей в региональном образовании «Педагогические открытия 21 века» по теме Урок – исследование. «Предлог». (7 класс)

Тема: Предлог. (Закрепление знаний)Цель урока а) учебная: систематизировать и обогатить знания учащихся о предлоге, на основе заданий-исследований предупредить возможные ошибки в употреблении предлого...

Открытый урок по английскому языку. Открытый урок на активность обучения английского языка». (2 е—5 е классы обучения предмету)

Применение различныхвидов игр на уроке с целью закрепления лексических и грамматических навыков в обучении английскому языку....

3.2.Совершенствование методов обучения и воспитания через проведение открытых уроков/занятий на МО муниципального уровня (экспертный лист оценивания, протокол посещения второго открытого урока от МО муниципального уровня)

3.2.Совершенствование методов обучения и воспитания через проведение  открытых уроков/занятий на МО муниципального уровня (экспертный лист  оценивания, протокол посещения второго открытого у...