Классный час
классный час

Облесова Ирина Николаевна
Разработки классных часов

Скачать:


Предварительный просмотр:

5-мĕш класра

«Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ» темăпа  ирттермелли класс сехечĕ.

 

   Учитель:  Сывлăх сунатăп сире, ачасем. Паян пирĕн класс сехечĕн теми «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ».

       Эпир пурте Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫи ҫинчен пĕлетпĕр, киносем куратпăр, тăван литература урокĕсенче те ҫак темăпа сахал мар калаҫатпăр.            Учитель: Хăҫан пуҫланнă- ха ку вăрҫă?  

       Ачасем: ---

       Учитель: Çапла. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине, вырсарникун, хĕвел яланхи пекех ташласа тухнă. Анчах çав илемлĕ те ăшă кун çутине усал хыпар тĕксĕмлетнĕ. Совет Союзĕн кашни кĕтесĕнче пĕр сăмах янăранă: вăрçă! Ку мĕне пĕлтернине, вăл пин-пин çыннăн пурнăçне илсе каяссине ăнланса хĕрарăмсем куççульне чарайман. Арçынсем пăчăртаннă тумлама никама кăтартмасăр вăрçа амăшĕсемпе ачисене, йăмăкĕсемпе аппăшĕсене, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене фронтра çухатнă амăшĕсем нимĕçсене ылханнă, тĕпренчĕкĕсен ачалăхне туртса илнĕ тăшмана чунран курайман... Пурне те йывăр килнĕ ун чухне.

         Учитель: Тылрисене те фронтрисенчен кая мар лекнĕ.Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫин шавĕ Чăваш Ене ҫитмен пулсан та пирĕн халăх историре тарăн йĕр хăварма пултарнă.

         ---- Чăваш халăхĕн тылри мĕнле паттăрлăхĕ ҫинчен пырать сăмах?

        Ачасем: Ку Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхĕ.

         Учитель: Çапла, тĕрĕс.

         Учитель: Хăҫан чавма пуҫланă ҫак хӳтĕлев чиккисене?

         Ачасем: 1941 ҫулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче.

 Учитель: Мĕншĕн йышăннă вĕсене чавма?

         Ачасем: 1941 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне тăшман çарĕ Мускав патнелле çывхарнă. Совет çыннине ыран мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Мускав хÿтĕленме хатĕрленнĕ.      

        Учитель: Тĕрĕс. Çавна май СССР оборона комитечĕ Хусан, Горький, Самара, Ульяновск, Саратов, Сталинград тата ытти хула çумĕпе хÿтĕлев сооруженийĕсем тума йышăннă. Çак документпа килĕшÿллĕн ЧАССР Халăх комиссарĕсен Канашĕпе Чăваш обкомĕ Хусан хули тата Сăр юханшывĕ чиккисенче строительство ĕçĕ пуçлама , 17 çултан аслăрах сывă та тĕреклĕ çынсене пухма хушу кăларнă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕҫе васкасах чăваш халăхĕ те кӳлĕннĕ.

Учитель: Хăҫан вĕҫленнĕ ҫак ĕҫсем? 

Ачасем: 1942 ҫулхи январĕн 21-мĕшĕнче.

Учитель: Мĕншĕн ҫак ĕҫ чарăннă?

         Ачасем: 1942 ҫулта Мускав патĕнчи ҫапăҫура Совет ҫарĕ ҫĕнтерет, вăй илсе наступлени пуҫланать. Историре переломный момент теҫҫĕ.   

           Учитель: Мĕнле ҫанталăк тăнă- ши ҫав вăхăтра?  

          Ачасем:1941 çулхи кĕр питĕ сивĕ пулнă. 30-40 градус тăнипе палăртнă заданисене пурнăçлама тата та йывăртарах пулнă.

          Учитель: Çапла. 3 уйăх ытла шартлама сивве чăтса танксем каҫмалла мар варсем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла шăн ҫĕр хускатнă. Шăн тăпрана ăшăтас тесе малтан кăвайтсем чĕртнĕ, унтан чавнă. Кунсерен 85 пин ҫын, хăш ĕç хатĕрĕсене алăран ямасăр хăйĕн тÿпине хывнă.. Калама çук йывăр условисенче тар юхтарма тивнĕ пулин те окопсене кĕске вăхăтра чавса пĕтернĕ, телее, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курма пÿрмен.

         Ăш-чике лăплантармалăх кашнине кунне 800 грамм çăкăрпа, 600 грамм çĕр улмипе тата пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ. Çак варсем тылра нушаланнисен юнĕпе тата куҫҫулĕпе тулнă.

       «Кашни районăн хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, пăчкăсемпе, наçилккăсемпе тата ыттипе. Рабочисене кирлĕ материалсемпе -ĕç хатĕрĕсемпе, вăрманпа, цементпа, кирпĕчпе тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă. Халăха çывăхри ялсенче, бараксенче, вăрманти организацин çурчĕсенче вырнаçтармалла, çĕр пÿртсем тумалла. Колхозсен шучĕпе апат çитермелле, котлопунктсем йĕркелемелле. Чăвашстройтрест ĕçлекенсене пуртă тата кĕреçе аврисемпе, йывăç кашăк-чашăкпа, çăпатапа, алсишпе тивĕçтернĕ. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шурă чул кăларма, вăрман хатĕрлеме пуçланă», — пĕлтерет ЧР патшалăх истори архивĕ.

       Учитель: Мĕн тăршшĕ тăсалнă-ши ҫак хӳтĕлев чикки? 

       Ачасем: Сăрпа  Хусан хӳтĕлев чиккисен тăршшĕ - 380 км

       Учитель: Тĕрĕс. Маттур. Сăрпа  Хусан хӳтĕлев чиккине çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 380 километра çитнĕ -  1500 çĕр пÿрт, 80 километр окоп, 1600 хÿтĕленсе çапăçмалли çирĕплетнĕ вырăнсем. 171 450 пине яхăн ҫын хутшăннă.

          Паллах, ĕҫлекенсен шухăш-кăмăлне çĕклес ÿстерес тĕллевпе агитациллĕ-массăллă мероприятисем ирттернĕ, ăмăртусем йĕркеленĕ:  Малта пыракан коллектива, бригадăсене, звеносене  куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавпа чысланă. Хавхалану тĕп вăйсен çăлкуçĕ пулнă.

    Аса илӳсем.                                                                                                                                                  Вăхăт хăйĕн еккипех чупать. Унтанпа сахал мар çул иртрĕ. Шел пулин те, ҫак ĕҫе хутшăнакансен йышĕ ҫултан-ҫул чакса пырать. Пирĕн районта паянхи кун вĕсем пурĕ виҫҫĕн: Петрова Екатерина Ивановна (Аслă Таяба), Мисякова Ефросиния Максимовна (Аслă Елчĕк), Мижерова Ольга Ивановна (Лащ Таяба).

        София пире Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан 98-ти Ефросиния Мисякова асаилĕвĕпе паллаштарать. Вăл Улатăр енче окоп чавма хутшăннă.    «Çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ах, ытла йывăр пулчĕ-çке ун чухне. Окопсене тем тарăнăш чавтаратчĕҫ. Танксем ан каҫайччĕр тесе тутарнă вĕт вĕсене. Йăлтах алăпа, ун чухне трактор та, лаша та пулман.. Эпир вăрманта ҫĕр каҫаттăмăр. Шартлама сивĕ тăнăран шăнса чирлекенсем те пулчĕç»,  - хумханмасăр аса илеймест çав çулсене.

        Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче пурăнакан Евдокия Ешмейкина кăçал 95 çул тултарать. Вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куççульленет вăл. Ытла та тарăн йĕр хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Питĕркасси çывăхне окоп чавма илсе кайнă чухне Евдокия Николаевна 21 çулта çеç пулнă. Евдокия Николаевна асаилĕвĕпе Даша паллаштарĕ. «Пите тăм тивнĕччĕ, алă шăнса кÿтетчĕ.  Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметрне лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. 1,5 тарăнăш чавмаллаччĕ. Урара - çăпата. Çĕрпÿрте таврăнсан ăна пÿлĕм варринчи çаврака кăмака тавра хурса типĕтеттĕмĕр. Ăшă тумланайман ун чухне, çири кĕпе-йĕм кивĕччĕ», - аса илчĕ Евдокия Николаевна.        Учитель:  Патăрьел районĕнчи Аслă Чеменре пурăнакан 16 ҫулхи Вера Михайловăна 1941 çулхи кĕркунне Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Ялти çамрăксене пухнă та Пăрачкав тăрăхне лашапа лартса кайнă. Паллах, аслисен тин çеç чечекленме пуçланă ачисене йывăр ĕçе ярас килмен. Анчах ыйтнă-и ун чухне? Каймалла - çапла каланă çирĕппĕн. Унăн асаилĕвне Валерия каласа парĕ:

       «Йĕре-йĕре кайрăмăр. Мĕн кĕтет пире? Хăрататчĕ. Лайăх çĕрте пурăннă эпир, икĕ хутлă çуртра. Çÿлтинче штабчĕ, эпир аялти хутра выртса тăраттăмăр. Вăл хĕл юр нумай çуманччĕ, сивĕ самаях шăтăртатрĕ. Ĕç вырăнне лашапа илсе каятчĕç. Пĕррехинче ларса пынă чухне сисмен те - пите тăм тивнĕ. Шап-шурă вырăна юрпа сăтăркаласа ăшăтрăм. Çăпатапа ура шăнатчĕ. 40 градус сивĕре сăхман та витĕр яратчĕ. Хăшĕ-пĕри ăшăнас тесе кăвар çинче тăпăртататчĕ. Эпĕ ун пек туман - ĕçлесе ăшăнаттăм. Аванах çитеретчĕç. Килтен çăкăр илсе кайни те пулнă. Пĕррехинче кăлпасси панăччĕ. Темшĕн çимерĕм ăна. Те хăнăхманран, те тутлă мар пек туйăннăран... - иртнине куç умне кăларчĕ Вера Дмитриевна.

    Учитель: Ачасем, ҫак асаилӳсене вуласан сирĕн куҫ умнее мĕнле ӳкерчĕк тухса тăрать?

Ачасем: Сивĕ, тумĕсем ҫӳхе. Пурте нимĕçсем çывхарасран хăраса канмасăр тар тăкса ĕҫлеҫҫĕ.

Учитель: Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. «Кунта тăшман ури пусмĕ» тесе никам та ĕçе пăрахса кайман, сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ вĕсем.

      «Кунта тăшман ури пусмĕ» фильм

        «Кунта тăшман ури пусмĕ» шăпах ҫак ятпа «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электронлă документсен архивĕ документлă фильм ӳкерет. Ãна  хăйсем курнă ҫынсем аса илĕвĕсене, истрори тата архив докуменчĕсене тĕпе хурса хатĕрлеҫҫĕ. «Чăвашкино» студире тăрăшăкансем Етĕрне тата Тăвай районĕсенче ĕҫленĕ, пулас фильмăн темиҫе сценисене ӳкернĕ. Сценари авторĕ тата режиссĕрĕ А.Енейкин.

   «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке           

           Çак кунсенче «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке кун çути курнă. Кĕнекене Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисемпе вĕсен тăванĕсен аса илĕвĕсем кĕнĕ. Вĕсене Шупашкарти шкул ачисемпе шырав отрячĕсем пĕлтĕр ялсене кайса пуçтарнă. Шыравçăсем окопсемпе дзотсем, çĕр пӳрчĕсем пулнă вырăнсемпе паллашнă, ял çыннисемпе курса калаçнă, çавăн пекех архиври материалсене тишкернĕ. 87 аса илӳрен тăракан кĕнекене сăн ӳкерчĕксемпе, истори докуменчĕсемпе пуянлатнă. Ку «Шырав» ĕçне 300 ачапа 60 ытла вĕрентекен хутшăннă.

            Пĕтĕмлетӳ.

      Учитель:  Кăҫалхи ҫула мĕн ҫулĕ тесе палăртнă?

      Ачасем: Чăваш Ен Пӳҫлăхĕн Указĕпе 2021 ҫула республикăра  Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫ паттăрлăхне халалланă ҫулталăк тесе пĕлтернĕ.

        Учитель: Ачасем, эсир мĕнле шухăшлатăр, пирĕн халăха тăшмана ҫĕнтерме мĕн пулăшнă?

        Ачасем: Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăм. Йывăр пулнă вĕсене, йывăр пулсан та чăтнă, анчах çакна кăтартман. Тăраниччен çăкăр çиеймен вĕсем, анчах пĕрре те ÿпкелешмен. Вăрçă вĕсен асĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрле кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ. Вĕсене туслăх, пĕр шухăшлă пулни, шанчăк пурри, ҫĕр-шыва юратни тăшмана ҫĕнтерме пулăшнă.

         Учитель: Тĕрĕс шухăшлатăр эсир ачасем. «Хӳтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерӳшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла»-  ҫак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин  строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать.

        Пирĕн те ҫынлăха ҫухатмалла мар.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий конкурса классных воспитателей "Мой классный самый классный"

В нашей школе существует институт классных воспитателей. Поэтому в своей деятельности стараюсь тесно взаимодействовать с ними. Зачастую ребята видят только одну из сторон личности классного воспитател...

Материал в помощь классному руководителю для подготовки классного часа, для оформления классного уголка на тему "Верь в себя"

Материал в помощь классному руководителю для подготовки классного часа, для оформления классного уголка на тему "Верь в себя"...

Сценарий выступления на районном конкурсе классных руководителей "Самый классный классный"

Презентация классного руководителя, включающая в себя самопрезентацию и выступление учащихся класса, поставлена в форме литературно-музыкального шоу....

Описание опыта работы классного руководителя на конкурс "Самый классный классный"

Описание опыта работы классного руководителя на конкурс "Самый классный классный" на тему:  « Духовно-нравственное воспитание учащихся класса казачьей направленности на основе отечественного...

Сценарий классного часа на конкурс "Самый классный классный"

Сценарий классного часа на конкурс "Самый классный классный" на тему: "Заходите до нашей хаты"...

Визитка на участие в городском конкурсе классных руководителей и классных коллективов обучающихся "Самый классный класс".

Визитка на участие в городском конкурсе классных руководителей и классных коллективов обучающихся "Самый классный класс"....

Сценарий финала районного конкурса для классных руководителей "Самый классный классный".

Есть особая категория педагогов, которые о своих учениках и воспитанниках говорят "это мои дети". Эти педагоги - классные руководители!...