Материал для контрольной работы по предмету «Литература на родном языке (чувашском)» в 5-9 классах
методическая разработка (5, 6, 7, 8, 9 класс)
Материал для контрольной работы по предмету «Литература на родном языке (чувашском)» в 5-9 классах
Скачать:
Предварительный просмотр:
Контрольная работа
по предмету «Литература на родном языке (чувашском)»
5 класс
Г. Н. Волков çырнă «Чи пысăк инкек» хайлавне тимлĕ вуласа тух, ăнлан. Ыйтусене хуравла.
- Мěн-ши этемшěн чи пысăк инкек? Мěн уншăн чи япăххи?
- Алă çукки. Алăсăр пуртă та тытаймăн, ача та çěклеймěн.
- Унтан начарри мěн?
- Урасăр пулни. Урасăр çул якине те пěлеймěн, сăрт çÿллěшне те виçеймěн.
- Тата япăхраххи те пур-ши çыншăн?
- Хăлхасăр юлни, илтейми пулни. Ĕçре савапа çава пěр саслă пулнине те асăрхаймастăн.
- Кунран начарри пулма пултарать-ши?
- Куçсăр юлни, курми пулни. Хăпартупа хěвел пěр тěслине те пěлейместěн, çимěç симěсне те манатăн. Уйăх катăкěпе пěлěт кăтри те ěмěрлěхех сÿнеççě.
- Кунран пысăкрах инкек те пур-ши тата?
- Ăсран тайăлни – акă мěн инкек. Çын утать те – çитеймест. Итлет те – ăнланмасть. Курать те – палламасть.
- Ăсран тайăлнинчен хăрушши çук-тăр?
- Пур çав. Юлхавлăх. Мěншěн наяна алă? Мěншěн ÿркенчěке ура? Кахала ăс – мěн тума?
- Акă мěн иккен чи пысăк инкек. Юлхав ухмахран начар, тăмсайран япăх.
______________________________________________________________________________________________________________________________________
çÿллĕш — высота
сава — рубанок
çава — коса
уйăх катăкĕ — убывание луны
юлхавлăх — лень
- Этемшěн чи пысăк инкек мĕн вăл? Хуравне хайлавра туп.
2. Юлхав сăмахăн синонимне тупса çыр.
3. Хайлавăн тěп шухăшěпе тÿр килекен ваттисен сăмахĕсене палăрт.
1) Ĕç тăрантарать, кахал пăсать.
2) Килекен çынна çăкăр лартма хушнă.
3) Ўркенмен ăста пулнă.
4) Алăра ěç пултăр, пуçра ăс пултăр.
5) Вăрман чуна та, ÿте те сиплет.
Контрольная работа
по предмету «Литература на родном языке (чувашском)»
6 класс
Григорий Луч çырнă «Вăрман тусĕсем» калавне тимлĕ вуласа тух, ăнлан. Ыйтусене хуравла.
Ачасем пěррехинче вăрмана кайма шутларěç. Якрав вěсене кайăксем валли апат илме хушрě.
Йěлтěр туйисене вылятса Ваня Козин ыттисенчен мала иртрě. Анчах тепěр çěр метртанах ăна Якрав хуса çитрě. Çапла пěр-пěринпе ăмăртса вěсем часах вăрман хěррине çитрěç. Вěсене лесник кěтсе илчě.
— Эй, курăр-ха, пакша, — шăппăн каларě Ваня. Унтан çăкăр сăмси тытса пакша еннелле утрě. Анчах лешě туратран турата сиксе чăтлăха кěрсе кайрě. — Çăкăр та çиесшěн мар. Çак сивěре мěн çисе пурăнас тет-ши? Йěкел те курăнмасть кунта.
— Пакша кăмпа та çиет. Шăшие те тиркемест.
Çамрăксем рюкзакěсене пушатрěç. Апатне тункатасем çине, чăрăшпа хыр айне хурса пачěç. Çав хушăра вăрман вăранчě. Тěрлě кайăк юрри илтěнсе кайрě.
— Мěнле, килěшрě-и хěллехи вăрман? — кăмăллăн ыйтрě Якрав Ваньăран.
— Хěлле халиччен те пулнă эпě кунта, анчах паянхи чухлě кайăк нихçан та курман.
Пĕррехинче — однажды
Вăрман вăранчĕ — лес проснулся
Çăкăр сăмси — горбушка хлеба
Йĕлтĕр туйи — лыжные палки
Йĕкел — желудь
Ăмăрт — соревноваться
Тунката — пень
1. Ачасем ăçта кайма шутланă?
2. Якрав ачасене мěн илме хушнă?
3. Ачасене вăрманта кам кěтсе илнě?
4. Унта вěсем мěн курнă?
5. Ачасем рюкзакри апата ăçта хунă?
Контрольная работа
по предмету «Литература на родном языке (чувашском)»
7 класс
А. Г. Николаев çырнă «Тăван Шуршăл» калавне тимлĕ вуласа тух, ăнлан. Ыйтусене хуравла.
Шуршăл ялě таçтанах курăнать. Вăл «шурă çăл» тенинчен пулса кайнă. Пирěн унта çăлкуç питě нумай. Кашнин хăйěн ячě пур: пěри — Сивě çăл, тепри — Çутă çăл, виççěмěшě — Сенкер çăл.
Çавал хěррипе çырмасенче хăвалăх, шěшкěлěх ÿсет. Çурхи кунсенче çěмěрт шурă тум тăхăнать. Кěркунне вара пилеш сапакисем кăвар пек çунаççě.
Ял Атăлăн сылтăм енче ларать. Атăл çийěн хěвел хăпарнине курма мěн тери илемлě! Пěтěм тавралăх ылтăн пек çиçсе тăрать, сывлама çăмăл.
Тěнче уçлăхěнче вěçнě чухне тăван Шуршăл яланах юнашар пулчě. Шуршăл тесен кăмăл пушшех çěкленчě. Мěнле-ши унта анне, пиччепе шăллăм, йăмăк? Мěнле эсир унта, тăван Шурă çăлсем? Мěн тери юратса ěçнě пулăттăм эпě сирěн сивě шывăра!
Атте-анне килě çывăхěнче шăнкăртатса юхакан шыва ним те çитмест. Çапла шухăшларăм эпě Çěр тавра çаврăннă чух.
Таврăнсан сирěн шыва нумай хутчен пырса ěçрěм, тăван Шуршăл çăлěсем.
çăлкуç — родник
Çавал — Цивиль
сылтăм — правый
тĕнче уçлăхĕ — Вселенная
кăмăл — настроение
1. Шуршăлта кам çуралса ÿснě?
2. Шуршăл тени мěне пěлтерет?
3. Шуршăл çывăхěнче мěнле çăлкуçсем пур?
4. Икě юпари сăмах майлашěвěсене çыхăнтарса ваттисен сăмахĕсем йěркелěр.
1) Тăван çěр-шыв – анне, …. а) нимěн те çук.
2) Тăван çěр-шыв ăшши … б) ют çěршыв – ама çури.
3) Тăван йăваран хакли … ă) хăй йăвине савать.
4) Кашни кайăк … в) ěмěр тăршшě.
Контрольная работа
по предмету «Литература на родном языке (чувашском)»
8 класс
Г. Н. Волковăн «Çил-тăвăл» хайлавне тимлĕ вуласа тух, ăнлан. Ыйтусене хуравла.
Çанталăк сивě тăнă. Куç уçма çук çил-тăман вěçтернě. Çав вăхăтра пěр çамрăк çын урампа иртсе пынă та пěрене çинче ларакан старике курах кайнă. Старик темěн çинчен шухăшланă пулнă.
Çамрăк çын старик патне пырса:
– Мучи, мěн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтěнче? — тесе ыйтнă.
– Эй, ачам, — тенě ват çын, — эсě пурнăçа чухласа илейместěн-ха.
Тулти çил-тăвăл мěн вăл? Пÿртре ав ывăлăмпа кинěм харкашаççě: ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил-тăвăл килтинчен лăпкăрах. Кил-йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет.
Çаплах пуль çав. Ĕлěкех ваттисем: «Кил-йышпа пěрле пулсан çеç ăш-чик лăпкă пулать», — тесе ахальтен каламан-çке. Чăнах, кил-йышра тату пурăннине ним те çитмест иккен.
куç уçма çук — нельзя раскрыть глаза
курах кайнă — увидел
темěн çинчен шухăшланă пулнă – о чем-то думал
çил-тăман — метель
пурнăçа чухласа илейместěн-ха – не поймешь жизненные трудности
ывăлăмпа кинěм харкашаççě – сын со снохой ссорятся
килтинчен лăпкăрах – тише домашнего
кил-йышра харкашу тухсан – если в семье возникает ссора
тухса тарас килет – хочется сбежать
кил-йышра тату пурăннине ним те çитмест – ничего нет лучше, чем лад в семье
1. Хайлавра миçе сăнар?
2. Çанталăк мěнле тăнă?
3. Çамрăк çын урамра кама курнă?
4. Вăл ват çынран мěн тесе ыйтнă? Тупса çыр.
5. Ват çын мěн хуравланă? Тупса çыр.
6. Хайлавăн (притчăн) тěп шухăшě хăш йěркесенче палăрать-ши? Тупса çыр.
Контрольная работа
по предмету «Литература на родном языке (чувашском)»
9 класс
В. Алентейăн «Çăкăртан асли çук» калавне тимлĕ вуласа тух, ăнлан. Ыйтусене хуравла.
Çăкăр вăл — пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě. Çăкăртан асли çук теççě ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», — тенě çынсем пěр-пěрне ырă сунса. Паян кун та эпир пысăк хăнасене çăкăр-тăварпа кěтсе илетпěр.
Ĕлěкхи вăхăтра çăкăршăн хресчен тем чул асап тÿснě. Чăвашсен çěр хěсěк пулнă. Тырпул тухăçě пысăк пулман. Хěрарăмсене çěр паман. Чухăнсен ани-çаранне пуянсем турта-турта илнě. Тăварлă куççульпе, вěри тарпа йěпеннě ун чухне çăкăр татăкě.
Йывăр вăхăтра çăкăр хакě уйрăмах палăрать. Иртнě вăрçăра эпě Ленинграда хÿтěлесе çапăçрăм, тăшман ункинче пултăм. Ленинград çыннисем çавăн чухне выçăпа вилни çинчен илтнě ěнтě эсир, ачасем. Мана та вăл асапа курма тиврě. Талăкра виççěр грамм çăкăрпа пурăнаттăмăр.
Халě пирěн çěр-шывра çăкăр çителěклě. Унăн хакě те йÿнě. Ку вăл пирěншěн чăннипех те пысăк телей. Анчах тепěр чухне çăкăра хисеплеменнине те курма пулать. Ку вара чун-чěрене питех те тарăхтарать. Çăкăра хисеплемен çынран ыррине ан кěт тенě халăхра авалах. Çакна, хаклă ачасем, нихçан та ан манăр. Кашни çăкăр чěллиех — хěвел шевли, ăшă çумăрăн кěмěл тумламěсем, çуллахи тÿлек çил кěвви. Кашни çăкăр чěллинчех ял ěçченěсен канăçсăр ěçě-хěлě, вăй-халě. Тыр-пул çитěнтерсе мěнпур халăха тăрантаракан çын вăл — чăн-чăн Улăп паттăр, тěнчери чи хисеплě çын.
Халăх пуянлăхě — народное богатство
Пысăк хисепре — в большом почете
Ырă сун — желать добро
Ĕлěкхи вăхăтра — в старину
Хěсěк — тяжелый, трудный
Выçăпа вилнě — умирали от голода
Çителěклě — достаток
Тарăхтарать — злит
1. Ĕлěк тырпул тухăçě пысăк пулнă- и?
2. Çынсем пěр-пěрне ырă сунса мĕн каланă?
3. Чăвашсем пысăк хăнасене мěнпе кěтсе илеççě?
4. Тăшман ункине лекнě Ленинград çыннисен çăкăр çителěклě пулнă- и?
5. Чăвашла тата вырăсла ваттисен сăмахĕсен тÿр килěвěсене туп.
1. Çăкăр — çěр тěрекě. а) Вкус хлеба знает только крестьянин.
2. Çăкăр-тăвар хире-хирěç. ă) Угощение должно быть взаимным.
3. Апатран аслă пулаймăн. в) Хлеб — опора земли.
4. Çăкăр тутине ěçлекен пěлет. б) Хлеб — всему голова.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Контрольная работа (в форме ОГЭ) по русскому языку для учащихся 8-го класса (промежуточный контроль)
Контрольная работа (в форме ОГЭ) по русскому языку для учащихся 8-го класса(промежуточный контроль)...
Контрольная работа по теме "Животные" по немецкому языку как второму иностранному, 5 класс
Контрольная работа разработана по аналогии с предлаггаемой работой УМК "Горизонты" , содержит два варианта. Исключение составляет задание на аудирование, они взяты из УМК....
Рабочая учебная программа по родному языку (чувашскому) в 5-9 классах на 2020-2021 учебный год
Рабочая программа по родному языку (чувашскому) в 5 классе рассчитана на 35 учебных часа (1 час в неделю); из них на развитие речи отводится 6 часов, на контрольные работы – 4 часа....
МЕТОДИЧЕСКИЕ УКАЗАНИЯ ПО ВЫПОЛНЕНИЮ ПРАКТИЧЕСКИХ РАБОТ ПО ПРЕДМЕТУ БУП 03 «РОДНОЙ ЯЗЫК»
Комплект практических работ по учебному предмету "Родной язык " предназначен для студентов, обучающихся по специальности 08.02.01 «Строительство и эксплуатация зданий и сооружений&raqu...
Рабочая учебная программа по родному языку (чувашскому) в 5-9 классах на 2022-2023 учебный год
Рабочая учебная программа по родному языку (чувашскому) в 5-9 классахна 2022-2023 учебный год...
Рабочая учебная программа по родному языку (чувашскому) в 10-11 классах на 2023-2024 учебный год
Рабочая учебная программапо родному языку (чувашскому) в 10-11 классахна 2023-2024 учебный год...
Контрольная работа (тест с ответами) по русскому языку по теме "Причастие" 6 класс
1-ый вариант1.Укажите, какое слово является причастием А) взлететь Б) влетевший В) взлетев Г) взлетает2...