Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ
план-конспект урока (5 класс)

Предмет: чăваш чĕлхи

Класс: 5 класс  

Урок теми: Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ.

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Урок тĕллевĕ: „Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв” темăна вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни, ачасене пĕлÿ шырас ĕçе хăнăхтарса пыни,  ыйтусем тăрăх харпăр хăй шухăшне калассине аталантарни. 

Урокăн пулмалли результачĕсем:

Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):

-Тăван çĕр-шыва, Чăваш Республикине юратма, хисеплеме, хаклама  вĕрентни;

- харпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç-хĕлне сăнас-хаклас хăнăхусене алла илсе пыни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные):

Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.

Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): пĕр-пĕрне итлесе илтме вĕренни, хапăр хăй шухăшне палăртса ыттисене ăнлантарма пултарни, мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне тума  хăнăхни.

Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).

Предмет результачĕсем: ачасен сăмах йышĕ пуянланни, тавра курăмĕ тата çыхăнуллă пуплевĕ аталанни, илемлĕ хайлавсене вуласа пурнăçра пулса иртекен пулăмсемпе ĕçсене курма, вĕсен сăлтавĕсене чухлама хăнăхни.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, сăвă итлени, ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, илемлĕ вулав, пăхмасăр каласси, вăйă, ушкăнпа пĕтĕмлетÿ туни.

Словарь ĕçĕ: 1. Ăнлантармалли сăмахсем: йыш – поколение, карт – почитать, уважать, Çĕр чăмăрĕ – земной шар, чĕптĕм – щепоть, щепотка, кăк – корень, основание. 

2. Çырма вĕрентмелли сăмахсем: çĕр-шыв, Атăл, Сăр, Чăваш Республики, гимн, герб, ялав.

Ĕç хатĕрĕсем: компьютер, проектор, учебник.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Чăваш Республикин картти, Чăваш Республикин патшалăх символĕсем (герб, ялав, гимн), валеçÿ карточкисем, «Чăваш Республики» асамлă чечек, хаклав паллисем.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_chavash_ser-shyve.doc481 КБ

Предварительный просмотр:

Урок юхăмĕ

I. 1.Урока йĕркелени

   Сасă пачĕ шăнкăрав,

   Ак пуçлар-ха урока.

   Пĕр-пĕрин çине пăхар,

   Куçпала сывлăх сунар.

- Ырă кун пултăр, хаклă ачасем, хăнасем!? Ларăр. Паянхи урока ертсе пыраканĕ эпĕ, Надежда Юрьевна Авакова, Кавалти тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

2. Кăмăл-туйăм рефлексийĕ «Хăв сăнна кăтарт»

 - Ачасем, сирĕн умра кăмăл смайликĕсем. Вĕсенчен пĕри хаваслă, тепри хаваслах маррине, виççĕмĕшĕ вара кăмăл çуккине пĕлтерет. Хăвăр кăмăлăрпа килĕшсе тăраканнине суйласа илĕр те çÿлелле çĕклĕр.

-Пăхатăп та сирĕн кăмăлăр пурин те хаваслă. Çак хаваслă, сар хĕвел пек савăк йăл кулăпа малалла ĕçлетпĕр.

3. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни

Паянхи урока эпĕ чăваш çыравçин, Виталий Станьялăн, „Камсем эпир?” сăввинчен пуçлатăп. Эсир пурте тимлĕ итлĕр, экран çине тухакан ÿкерчĕксене сăнăр.. (Учитель вулавĕ)

Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?

Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,

Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?

Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,

Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.

C:\Documents and Settings\User\Рабочий стол\476269bf8e70a45652dcc50875f15c21--volga-siberia.jpg            C:\Documents and Settings\User\Рабочий стол\image.jpg          C:\Documents and Settings\User\Рабочий стол\tatarskij-nacionalnyj-kostyum-36.jpg

- Ачасем, сирĕн умра виçĕ ÿкерчĕк. Эсир вĕсенче хăш халăх çыннисене куратăр? (Ачасен хуравĕ)

- Эсир вара хăш халăх çыннисем? (Хурав)

- Чăвашсен ытларахăшĕ ăçта пурăнать-ши? (Тĕрĕс, Чăваш Республикинче)

- Айтăр-ха халĕ пурте экран çине пăхатпăр. Çак сăмахсене сылтăмран сулахаялла вулăр та урок темине палăртăр.

.ĕвыш-рĕç шавăЧ, не ăнваС

-Тĕрĕс, питĕ маттур. Паянхи урок теми: Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ.

(Число, тема)

-Апла пулсан, эпир паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр?

Ачасен хуравĕ:

-Эпир паян урокра Чăваш Республики, Тăван çĕр-шыв, тăван ял, тăван кил çнчен калаçăпăр.

II. 1. Учитель сăмахĕ:

-Ачасем, эсир иртнĕ уроксенче „Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв” темăпа ĕçленĕ. Айтăр-ха эсир мĕнле ăнланнине тĕрĕслер. Ăна тĕрĕслеме пире  „Чăваш Республики”  асамлă чечек  пулăшĕ. (Эпĕ сире ыйтусем паратăп, эсир ответлетĕр. Хуравĕсем тĕрĕссипе тĕрĕс маррине доска патне тухса чечек çеçкисене çавăрса пĕлетпĕр те çавăнтах çыпăçтарса хăваратпăр).  

Ыйтусем:

1. Чăваш Республики ăçта вырнаçнă? (Вăтам Атăл тăрăхĕнче)

2. Пирĕн республикăн тĕп хули мĕн ятлă? (Шупашкар)

3. Чăваш çĕр-шывĕ урлă мĕнле икĕ пысăк юхан шыв юхса иртет? (Атăл тата Сăр)

4. Республикăра пурăнакан тĕп халăхсем камсем? (чăвашсем)

5. Патшалăх симолĕсем шутне мĕн-мĕн кĕрет? (гимн, ялав, герб)

6. Республика ялавĕ миçе тĕслĕ? (икĕ тĕслĕ: хĕрлĕ, сарă)

7. Чăваш Республикин гимнĕ мĕн ятлă, унăн авторĕсем камсем? („Тăван çĕр-шыв”, сăвви И.Тукташăн, кĕвви Г.Лебедевăн)

8. „Пурнăç йывăçĕ” çинчи виçĕ çăлтăр мĕне пĕлтерет? (Эпир пулнă, пур, пулатпăр)

(Учитель пĕтĕмлетĕвĕ)

2. Учитель сăмахĕ

Тăван çĕр-шыв, тăван ял, тăван кил... Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял, атте-анне килĕ тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Кашни çыннăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ тăван килте иртет, çавăнпа та хăй çуралса ÿснĕ вырăна никам та, нихçан та асран кăлармасть. Поэтсем, тĕслĕхрен, хăйсен юратăвне сăвăсенче палăртаççĕ. Аса илер-ха Петĕр Хусанкайăн „Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ” сăввине. Кам каласа парас тет-ха? (Ачасен хуравĕ)

Çавăн пекех эсир Василий  Давыдов-Анатрин „Тăван кĕтес” сăввине вĕреннĕ. Астăвать-и кам та пулсан? (Ачасен хуравĕ)

Пĕтĕмлетÿ: Маттур ачасем, эсир вĕреннĕ сăвăсене питĕ лайăх астăватăр. Малашне те яланах асра тытăр.

Кану саманчĕ. Ачасем, ывăнтăр пулĕ. Айтăр-ха кăштах канса илер. Сăвăра каланă пек эпир те асатте-асанне ятне ярар мар, вĕсем патне хăнана кайса килер.

Атьăр, тăрăр, ачасем,

Асанне патне васкар.

Вăрман урлă та каçар,

Çырма урлă та сикер.

Асаннен икерчи

Ак çакăн пек çÿллĕ пуль...

Ак çакăн пек лутра пуль...

Ак çакăн пек сарчăк пуль...

Ак çапла пĕрĕнчĕк пуль...

III. 1. Çапла вара, ачасем, хамăр пурăнакан çĕр-шыва эпир мĕн тетпĕр? (Ачасен хуравĕ: Тăван çĕр-шыв)

Халĕ пурте 223-мĕш страницăри „Тăван çĕр-шыв” текста тупатпăр та абзацăн-абзацăн вулатпăр.

Айтăр-ха  текст содержанине мĕнле ăнланнине тĕрĕслер. Ăна тĕрĕслеме эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп. ( № хушса пани)

Предложенисене сиктерсе хăварнă сăмахсене лартăр.

1. Хамăр çĕр-шыва эпир . . . тетпĕр.

           а) атте                  ă) анне                 б) асанне

2. Вăл пире хăйĕн . . . тăрантарать.

           а) çăкăрĕпе                  ă) кукăлĕпе                 б) икерчипе

3. Хамăр Тăван çĕр-шыва эпир . . . тетпĕр.        

           а) Тутар Ен                  ă) Пушкăрт Ен                 б) Чăваш Ен

4. Кунта пурăнакан ытти халăхсемшĕн те Чăваш Ен – . . . .

           а) Ют çĕр-шыв                  ă) Тăван çĕр-шыв                б) Аякри çĕр-шыв

5.Эпир пĕр . . . çемьери пек пурăнатпăр: пĕр-пĕрне хисеплетпĕр, пулăшатпăр.

           а) пысăк                 ă) хаваслă               б) туслă

Тетрадьсене пĕр-пĕринпе ылмаштаратпăр та тĕрĕслетпĕр. Тĕрĕс пулсан предложени хыçне хушас паллă лартатăр (+), йăнăш пулсан – кăларас (-).

        Пĕтĕмлетÿ: Тĕнче аслă, такам валли те вырăн пур тет чăваш çынни, мĕн ĕлĕкрен ытти халăхсемпе туслă пурăнма хăнăхнăскер. Чăнах та, мĕн тĕрлĕ кăна халăх, мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ çĕр çинче. Çапах та пирĕншĕн кашниншĕнех чи хакли, чи юратни – хамăр çуралнă çĕр-шыв. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре, ăна суйлама та, сутăн илме те çук.

2.Тăван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем те нумай. Айтăр-ха эпир те сирĕнпе икшерĕн ĕçлесе илер.

Панă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен пайĕсене тĕрĕс тупмалла та стрелкăпа пĕрлештермелле.

Тăван йăваран . . .                                           хĕвел те ăшăрах.

Тăван çĕр-шыв ăшши . . .                               хакли нимĕн те çук.

Тăван çĕр-шывра . . .                                      Тăван çĕр-шыва асра тыт.

Тăван кĕтес  . . .                                               ют çĕр-шыв – ама çури.

Тăван çĕр-шыв – анне . . .                              ĕмĕр тăршшĕ.

Ăçта кăна ан çит, . . .                                      хăй патне туртать.

IV.1. Учитель сăмахĕ:

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн

Пĕрре анчах, пĕлер хакне.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

2. Рефлекси. Ачасем, эпир паян мĕн çинчен калаçрăмăр? Мĕне вĕрентрĕ –ха сире паянхи урок? (Ачасен хуравĕ) Паянхи калаçу асăмра юлтăр тесе эпĕ сире „Чăваш Ен” видеоролик кăтартатăп. Пурте тимлĕ пăхатпăр.  

3. Ачасен ĕçне хаклани (Маттур, ачасем! Эсир пурте паян аван ĕçлерĕр, пурне те „питĕ аван” паллă лартатăп. Килти ĕç вара:

Урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн пурне те  пысăк тав. Халĕ кăмăл смайликĕсем патне таврăнатпăр.Урока мĕнле кăмăлпа вĕçлетĕр çав смайлике çĕклĕр.  

V. 1. Тăван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренмелле;

     2. „Мĕн вăл Тăван çĕр-шыв” ÿкерчĕк тумалла;

     3. „Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв” темăпа пĕр çавра сăвă çырмалла.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Савнă Атăл" М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви.

Урок теми: : Савнă Атăл. М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви....