"Савнă Атăл" М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви.
план-конспект урока (7 класс)

Урок теми: : Савнă Атăл. М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл teh.karta_.docx40.25 КБ

Предварительный просмотр:

МБОУ «Яншихово-Челлинская СОШ»

Технологи картти

Урок теми: : Савнă Атăл. М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви.

                   Чăваш литератури: 7 класс

         

2020 çул

Чăваш литератури

7 класс

Урок теми: Савнă Атăл. М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви.

Сапăрлăх  тĕллевĕ: Атăл илемне, унăн пĕлтерĕшне туйма вĕрентесси; Атăла упрама ăна пулăшу пама яланах хатĕр пулмаллине ăнлантарасси

 Пĕлÿ тĕллевĕсем:

  1. Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввине тишкересси, унăн темипе тĕп шухăшне палăртасси
  2. Атăл çинчен чăваш литератури,   географи тата экологи предмечĕсене çыхăнтарса пĕтĕмлетÿ тăвасси:

Литература – сăнарлă чĕлхе, илемлĕх мелĕсем, тĕп шухăшĕ, тема

Географи - Атăл ăçта вырнаçни, унăн тăршшĕ;

Экологи – паянхи Атăл мĕнле юхан шыв, ăна вараланин сăлтавĕсем

  1. Ачасене ушкăнсемпе ĕçлеме, тавра курăмне аталантарма, шухăшлавне çивĕчлетме пулăшасси.

Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, ушкăнпа ĕçлеме; танлаштару, пĕтĕмлетÿ тума; сăнарлă сăмах илемне асăрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ;   ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси,çыравçă çинчен кĕскен калани,    сăвва вулани,   кластер туни, синквейн туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса тупса вуласси.

Пуплеве аталантарасси: вуланă хайлава хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхасси, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки

Урока кирлĕ хатĕрсем: «Атăл» презентаци, «Атăл юхать» юрă,   Атăл çинчен хатĕрленĕ  географи тата экологипе çыхăннă статьясем, ушкăнсене пĕтĕмлетÿсене çырса пыма ватман.

Словарь ĕçĕ: ăрша, чатăр, пуса каччи

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентации, мультимедиапроектор.

Урок тапхăрĕсем

Учитель ĕçĕ

Ачасен ĕçĕ

ВУД (вĕренĕвĕн универсаллă действийĕсем)

I. Урока йĕркелени

1.Проблемăллă ситуаци кăларса тăратасси,  

2.  Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарни:

Ачасене сывлăх сунни.

-Ырă кун пултăр!

-Халĕ вара пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулă парнелетпĕр, кăмăлсене çĕклетпĕр те вырнаçса ларатпăр.  

Сывлăх сунаççĕ. Вырнаçса лараççĕ.

Харпăр хăйлĕх ВУД : урока хатĕрĕннине  палăртни

 

 

 кашни çын хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев  лартмаллине ăнланни

Пĕлÿлĕх ВУД:

- курăмлă тата логикăллă шухăшлама, танлаштарма хăнахни 

Йĕркелÿ ВУД: 

- мĕн вĕреннине, мĕн вĕренмеллине калăплама, ĕç-хĕлĕн юхăмне, результатне пăхса пыма, хаклама вĕренни.

-ĕçе мĕншĕн, мĕнле тĕллевпе, туса пĕтерсен мĕн пулнине пуçличченех пĕлмеллине тавçăрни;

Хутшăну ВУД:

-пĕр-пĕрне итлесе ăнланасси

-учитель, юлташĕсем каланине итлеме вĕренни;

- калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама пултарни;

- предложение тĕрĕс йĕркелеме тăрăшни;

- ыйтусем пама юранине тавçăрни;

- харпăр хăй шухăшне ыттисене ăнланмалла калама тăрăшни;

 

Предмет ВУД

Атăл çинчен ваттисен сăмахĕсем, юрăсем, сăвăсем тупма пултарни

http://festival.1september.ru/articles/613585/img1.gif

- Ÿкерчĕк çинче мĕн куратăр? Мĕнле япала пек туйăнать сире ку?  

-Чăнах та, ку- Атăл. Йывăç пекех курăнать вăл.  Йывăç туни- Атăл юхан шывĕ, йывăç тураттисем-Атăла юхса кĕрекен юхан шывсем.

- Апла пулсан эпир сирĕнпеле паян мĕн çинчен калаçăпăр?

-Паллах,Атăл çинчен.

-Халĕ вара эсир Атăл çинчен мĕн пĕлетĕр, таблицăри пĕрремĕш юпана çырса хуратăр.

Пĕлетĕп

Пĕлтĕм

Татах та пĕлес килет

 

 

 

-Тен кам та пулин Атăл çинчен сăвă е ваттисен сăмахĕ пĕлет?

 

-Çапла, поэтсемпе писательсем те Атăл çинчен нумай сăвă, хайлав çырнă пулсан композиторсем Атăл çинчен мĕн çырнă-ши?

- Юрăсем. Мĕнле юрăсем пĕлетер эсир Атăл çинчен? Тен, вырăсла юрăсем аса килеççĕ.

«Атăл урлă каçнă чух…», «Атăл юхать», «Течёт Волга» «Волга-речка»

Апла пулсан халах Атăла юратать, çавăнпа та вырăс халахĕ Атăла – аннепе, чăвашсем-аттепе танлаштарнă.

 - Çавăн пекех сăрă ăстисем те Атăла юратса  ÿкерчĕксем тунă. Слайд 1

  • И.Е. Репин "Бурлаки на Волге"
  • И. Левитан "Свежий ветер, Волга"
  • И. Шишкин "Первый мост через Волгу"
  • Н.А. Некрасов "О, Волга! ... колыбель моя!"

 -Урокра паян Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввипе паллашăпăр, тишкерĕпĕр, унăн темипе тĕп шухăшне палăртăпăр.- ку ĕçе пирĕн литературоведсем тăваççĕ.

 Сирĕнтен камăн тишкерÿçĕ пулас килет?(1-мĕш ушкăн литературоведсем)

 Çавăн пекех Атăл ăçта вырнаçнине, паянхи Атăл мĕнле юхан шыв пулнине- географсем тĕпчеççĕ.-Географсем вара тепĕр ушкăн пулаççĕ.

Атăла  варалинин сăлтавĕсене  тĕпчеме вара  экологсене парас килет.

Экологсен ушкăнĕ-3 мĕш.

Ачасем хуравлаççĕ

-Ман шутпа, эпир паян Атăл çинчен калаçăпăр.

Ачасем таблицăна кашни хăй тĕллĕн тултараççĕ. Пĕр- пĕрне вуласа параççĕ.  

Ачасем кам ваттисен сăмахĕ, кам сăвă калать.

Ачасем хуравлаççĕ.Юрăсен ячĕсене калаççĕ.

Ачасем ушкăнсем çине пайланаççĕ.

II.  Çĕнĕ темăна                  

ăнлантарасси

1. М.Ваçлей пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси.

2. М.Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввине вулани

3.Словарь ĕçĕ

4.Кану саманчĕ

Презентаци тăрăх кăтартать.

Сăвă йĕркисене презентацире кăтартать, кашни çавра валли уйрăм ÿкерчĕк

 

Сăвăри ăнланман сăмахсене пăхса тухни

Ăрша-мгла

Чатăр-шатер, палатка

            -навес

Пуса каччи-парни, сопровождающие свадебный поезд жениха.

Ачасем  презентаци тăрăх М.Ваçлейĕн пултарулăхĕпе паллашаççĕ.

Ачасем сăвва итлеççĕ, презентаци тăрăх пăхса пыраççĕ.

Ачасем тетрадьсем çине çырса пыраççĕ

Харпăр хăйлĕх  ВУД: ачан астăвăмĕпе асăмĕ, тимлĕхĕпе тимлевĕ аталанни

Хутшăну ВУД:

Йĕркелÿ ВУД

 ĕçĕн кашни тапхăрне   хак парса пырайни

Пĕлÿ ВУД: сăввăн  сăнарлă чĕлхине, илемлĕх мелĕсене, тĕп шухăшне, темине палăртма пултарни

Предмет ВУД: М.Ваçлейĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашса пĕтĕмлетӱсем туни

Хусканусем туни

Хусканусем тăваççĕ

Харпăр хăйлĕх   ВУД

Сывлăха упрамаллине ăнланни

III  Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнхăвĕсене çирĕплетни

1.Ушкăнпа ĕçлени

 

3. Ушкăнсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлени

Кашни ушкăна пулăшу карточкисем валеçсе парать

Мĕн тумаллине кăтартса пырать

«Атăл юрри» сăвва вуланă хыççăн  ушкăнсем çине уйрăлса  Атăла виçĕ енчен пăхса тухаççĕ: литература, географии, экологи

1 ушкăн – литераторсем

2 ушкăн – географсем

3 ушкăн – экологсем

шухăшĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕсене

 ватман листи çине çырса пыраççĕ

Кашни ушкăн уйрăммăн тухса калаçать.

   Харпăр хăйлĕх ВУД:

çут çанталăка сăнама, тавралăхра ыттисем курманнине асăрхама, харкам валли мĕн те пулин çĕннине уçма,  çут çанталăкри тата исскуствăри илеме курма , унпа киленме пултарни

  1. Пĕлÿлĕх ВУД: Атăл çинчен чăваш литератури,   географи тата экологи предмечĕсене çыхăнтарса пĕтĕмлетÿсем тума пултарни

Йĕркелÿ ВУД

хапăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклама, йăнăшĕсене курма, тунă йăнăшсене тÿрлетсе пыма вĕренни;

тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни

Хутшăну ВУД

- юлташпа, ушкăнпа ĕçлеме пулнине пĕлни;

- ыттисем каланă чух йăнăшсене тÿрлетме тăрăшни, пĕр-пĕрин  ĕçне тĕрĕслесе пыма вĕренни;

- пулăшу ыйтма, ыттисене пулăшма, йывăрлăхсене палăртма юранине пĕлни;

Предмет ВУД

 

IV.   Киле валли ĕç пани:

 

Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввине пăхмасăр вĕренесси

Ачасем килти ĕçе дневника çырса хураççĕ.

Харпăр хăйлĕх ВУД:

хăйĕн ăнăçĕвĕсемпе йăнăшĕсене ăнланма, хăйĕн ĕçне хаклама пултарни

Пĕлÿлĕх ВУД:  ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем  çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

- туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

Йĕркелÿ ВУД:

мĕн вĕренни, мĕн туни  çинчен каласа пама пĕлни

V.Урока пĕтĕмлетни.

Рефлекси

Паянхи темăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслесси. Пĕтĕмлетÿ тăвасси. Ачасен ĕçне хакласси.

Таблицăн 2 пайне тултармалла.  Пĕлтĕм…..

 

Пĕлетĕп

Пĕлтĕм

Татах та пĕлес килет

 

 

 

 

Ачасем таблицăн иккĕмĕш юпине тултараççĕ . Пĕлтĕм...

Урокра пĕтĕмлетсе хайсене мĕн килĕшнине, килĕшменнине, мĕн çĕнни  пĕлнине калаççĕ.



По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ

Предмет: чăваш чĕлхиКласс: 5 класс  Урок теми: Савнă ен, Чăваш çĕр-шывĕ.Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕУрок тĕллевĕ: „Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв” темăна вĕреннине аса илсе пĕтĕмл...