План урока чувашского языка на тему: "Кĕркунне - илемлĕ вăхăт"
план-конспект урока (3 класс) на тему
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахе, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче, диалог, монолог тăвасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_temi.docx | 215.45 КБ |
Предварительный просмотр:
Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ
«Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 50-мӗш вӑтам шкул» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ бюджет учрежденийӗ
Урок теми:
«Юратнă çулталăк вăхăчĕ»
Урока ирттерекенĕ:
Григорьева Оксана Вениаминовна,
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
50-мĕш вăтам шкулта
чăваш чĕлхине вĕрентекен
Шупашкар, 2016ç.
Вырăс шкулĕн 3А класĕнче ИКТ - па усă курса ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕн конспекчĕ
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сăпарлăх тĕллевĕ: ачасене кĕркуннехи илеме сăнама тата тăван тавралăха юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: 1) "Манăн юратнă çулталăк вăхăчĕ"текста вуласа тишкересси, чăвашларан вырăсла куçарма, ыйтусем çине хуравлама хăнăхтарасси, йывăç ячĕсене астуса юласси.
2) Çине хыç сăмахпа паллаштарасси, предложенисенче усă курма вĕретесси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну тхнологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахе, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче, диалог, монолог тăвасси.
Пуплев хăнахавĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр - пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, плакатсем.
Урок юхăмĕ
Ĕç тапхăрĕсем | Вĕрентекен ĕçĕ | Ачасен ĕçĕ |
Класа урока хатĕрлесси | - Сывлăх сунатăп ачасем. - Пирĕн пата паян хăнасем килнĕ. Хăнасем енне çаврăнса сывлăх сунар-ха пурте пĕрле. - Шăппан ларăр. - Ачасем, сирĕн паян мĕнлерех кăмăл? - Апла пулсан урока пуçлар. | - Сывлăх сунатпăр, вĕрентекен. - Сывлăх сунатпăр, хăнасем. Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр! Урок пырать ку класра. Эп вулатăп, эп çыратăп, Калаçатăп чăвашла. (Хорпа калаççĕ) - Пирĕн паян лайăх кăмăл. (Пурте пĕрле калаççĕ) |
Дежурнăйпа калаçни | - Паян класра кам дежурнăй? - Паян миçемĕш число? - Мĕн кун? - Класра кам çук? | - Паян класра эпĕ дежурнăй. - Паян юпа уйăхĕн çирĕммĕшĕ. - Кĕçнерни кун. - Класра пурте пур. |
Фонетика зарядки | - Халĕ ачасем, чĕлхене якатса илер. Ман хыççăн пурте пĕрле калатпăр. | - Не-не-не - халĕ пирĕн кĕркунне. Не-не-не - пăхăр-ха хурăн çине. Не-не-не - пăхăр-ха пилеш çине. Не-не-не - эх, илемлĕ кĕркунне. |
Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси | - Паянхи урок темине ачасем, кантăкран пăхсан пĕлме пулать. - Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? - Тĕрес хуравларăр. - Ачасем, калăр-ха, камшăн кĕркунне юратнă çулталăк вăхăчĕ? Алăсене çĕклетпĕр. - Мĕншĕн эпир кĕркуннене юрататпăр? - Мĕншĕн сире кĕркунне килĕшет? -Паянхи урокăн теми мĕн ятлă пулать-ши пирĕн? - Тĕрĕс калатăр.Паянхи урокăн теми пирĕн - "Юратнă çулталăк вăхăчĕ" - Паян урокра эпир сирĕнпе кĕркунне çинчен калаçăпăр. "Манăн юратнă çулталăк вăхăчĕ " текста вуласа тишкерĕпĕр. Ыйтусем çине хуравлăпăр тата çине хыç сăмахпа паллашăпăр. -Ачасем, кĕркунне вăл мĕнле? Доска çинче хĕвеллĕ кластер тăватпăр. -Йывăçсем мĕн теслĕ тум тăхăннă - ши? Пирĕн пата урока паян кам килчĕ? -Сывлăх сунатăп , ачасем. -Ачасем, Айпин мĕн пур? -Карçинккара мĕн - ши ун? -Айпи паян ирех шкул пахчинчен çулçăсем тухса пçтарчĕ. Мĕле кăна йывăç çулçи çук пуль унта.Вăл çак çулçăсене сире валли илсе килчĕ. Суйласа илĕр . Кама хăш çулçă ытларах килĕшет. -Вика, санăн мĕнле йывăç çулçи ку? -Хурăн çулçи мĕн тĕслĕ? -Ачасем, ку карçинккара тата çырла та пур. Ку çырла мĕнле йывăç çинче ÿсет - ши? Пилеш çырли тата палан çырли. Ку çырласене кайăксем питĕ юратса çиеççĕ. | - Кĕркунне. (Ачасем аллисене çĕклеççĕ) Мĕншĕн тесен урамра йывăçсем питĕ хитре. - Çулçăсем тĕрлĕ тĕслĕ. - Йĕри-тавра юмахри пек илемлĕ. - Паян эпир юратнă çулталăк вăхăчĕ çинчен калаçатпăр. -Ăшă, хĕвеллĕ, ылтăн, çумăрлă, сивĕ, хура. -Сарă, хĕрле сарă. -Айпи. -Сывлах сунатпăр ,Айпи. -Карçинкка пур. -Çулçăсем. Ачасе çулçăсем суйласа илеççĕ. -Хурăн çулçи. Хурăн çулçи сарă тĕслĕ. |
Çĕнĕ темăпа ĕçлесси | -Халĕ вара пурте экран çине пăхатпăр. Ку ĕçе сăнчăр мелĕпе ĕçлетпĕр.(1-мĕш слайд) - Çине сăмах вырăсла мĕнле куçать? - Мĕн çинчен калать вăл пире? (О чём говорит нам это слово?) - Панă сăмахсене вулатпăр, куçаратпăр. - Çине - это слово-помощник, которое говорит тебе о том, куда направляется предмет или взгляд. | - Это слово говорит нам о том, куда надо смотреть. - йывăç çине - на дерево - юман çине - на дуб - ăвăс çине - на осину ... |
Кĕнекепе ĕçлесси Çыру ĕçĕ | -Кĕнекесене 38 - мĕш страницăна уçатпăр. Пурте пĕрле правило вулатпăр.Ачасем мĕнле ăнланнине тĕрĕслес тĕллевпе кĕнекери 2- мĕш ĕçе пурнăçлатпăр. Вĕçе - вĕçĕн ĕçлеççĕ.Ÿкерчĕксем вырăнне сăмахсем лартса вулаççĕ. -Маттурсем, аван ĕçлерĕр. Çине хыç сăмаха çирĕплетсе хăварас тесе кĕнекери 3-мĕш ĕç çине куçатпăр.Икĕ ушкăна пайланса ĕçлетпĕр. Хĕр ачасем сăмах майлашăвĕсене вулаççĕ, арçын ачасем вĕсен ыйтăвне калаççĕ. Ĕç тетрачĕсене 17-мĕш страницăна уçатпăр. Паянхи числона çырса хуратпăр. 2-мĕш ĕçе пурнăçлатпăр. | -Лĕпĕш çине, автан çине ,çулçă çине,вăкăр ç-ине, кăранташ çине. Ÿкерчĕк çине - ăçта? (На рисунок - куда?) Хурăн çине - ăçта? Вĕрене çине - ăçта? |
Текстпа ĕçлени Тăхтав саманчĕ | -Халĕ вара Алисан текстне итлетпĕр. Тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Текстăн содержанине каласа пама хатĕрленĕр. (Аудиозапись) -Эсир çак текста мĕнле ăнлантăр? Текст содержанине вырăсла калаттарасси.(Темиçе ача вĕçе - вĕçĕн калать) -Текста вĕрентекенпе пĕрле вулаççĕ. -Ачасем, çĕнĕ, ăнланман сăмахсем пур - и текстра? Черетпе пĕрер предложени вуласа куçараççĕ. -Халĕ вара тепĕр ĕç.(2-мĕш слайд) Çакăнта пытаннă сăмахсем пурте текстра пулчĕç. Кам маларах тупать? -Расшифруйте слова и переведите их на русский язык. -Маттурсем. Хăвăрт ĕçлерĕр. - Текстпа çыхăннă ыйтусем çине хуравлатпăр -Хĕр ача мĕн ятлă? -Алисăна çулталăкăн хăш вăхăчĕ килĕшет? -Мĕншĕн Алисана кĕркунне килĕшет? -Алисăпа аппăшĕ пахчара мĕн ÿстереççĕ? -Ачасем, кĕркунне çут çанталăка тата йывăçсемсĕр пуçне мĕнсем илем кÿреççĕ? Куçа кантарса илетпĕр. | Ачасем тимлĕ итлеççĕ. Текст содержанине вырăсла каласа параççĕ. ЙЫВĂÇ ÇУЛÇĂ ЮМАН ВĔРЕНЕ ĂВĂС АППА ХУРĂН ПАХЧА -Хĕр ача Алиса ятлă. -Кĕркунне. -Мĕншĕн тесен кĕркунне - илемлĕ çулталăк вăхăчĕ. -Чечексем.
|
Вĕреннине çирĕплетни |
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок чувашского языка 4 классе Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:1.Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси. 2...
урок чувашского языка в 1 классе по теме "Любимые занятия зверят"
Технологическая карта урока составлен для проведения в 1 классе по учебнику Г. Абрамовой по технологии проблемного юбучения....
Презентация к уроку чувашского языка в 4 классе на тему "Кайăксем-пирěн туссем."
Данная презнтация разработана к уроку чувашского языка в 4 классе на тему "Птицы-наши друзья" согласно календатно-тематическому плану учебного предмета....
Урок чувашского языка
Урок чувашского языка по теме "Печек поварсем"На уроке изучают слова , отвечающие на вопрос из чего?...
Презентация к уроку чувашский язык по теме "Глагол"
Урок был проведен во время семинара учителей чувашского языка района. Тема урока "Глагол". Тип урока закрепление. Формы работы: индивидуальная . парная....
Урок чувашского языка в 1 классе.
Конспект урока чувашского языка в 1 классе на тему: "Шӑши ҫури -Тая"+ презентация к уроку...
Презентация к уроку чувашского языка в 1 классе
Знакомимся с буквой "Т"...