Урок чувашского языка 4 классе Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.
методическая разработка (4 класс) по теме

Пĕлÿ тĕллевĕ:1.Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси.

                        2.Панă хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, вĕсен грамматика                  уйрăмлăхĕсене палăртма вĕрентесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konspekt_yapala_yachesem_cinchen_verennine_cirepletessi.doc61.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Урок тĕсĕ: Урок – пĕтĕмлетÿ.

Урок тĕллевĕсем:

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1.Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси.

                        2.Панă хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, вĕсен грамматика                  уйрăмлăхĕсене палăртма вĕрентесси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: 1.Ачасене илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси.

                                2.Шухăшлавне тĕрĕс йĕркелеме вĕрентесси.

Илемлĕх тĕллевĕ: Сывлăха упрама, спортпа туслă пулма кирлине чун – чĕрепе туйса илме пулăшасси.

Урок мелĕсем:

-ыйту-хурав;

-илемлĕ вулав;

-кроссворд туни;

-ÿкерчĕкпе ĕçлени;

-сывлăх çинчен калаçу ирттерни;

-карточкăсемпе усă курни;

-компьютерпа усă курса падеж аффиксĕсене лартни.

Пуплеве аталантармалли хăнăхусем:

-ыйтусем çине хурав пани;

-«сывлăх» сăмахпа кластер туни;

-ÿкерчĕкпе «Стадионта» калав йĕркелени.

 Урокра усă курмалли хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки, кроссворд, ÿкерчĕк, плакат, слайдсем, текстсем, сăвă йĕрки, ваттисен сăмахĕ.

Урок эпиграфĕ:

Спорт вăл – тус,

Спорт вăл – туслăх,

Спорт вăл – вăйă,

Физкульт – ура!

Урок юхăмĕ:

1.Кроссвордпа ĕçлесе илни.

Тупмалли юмахсем панă, вĕсен тупсăмне кроссворда вырнаçтармалла та тĕп сăмахне палăртмалла.                                    

1)Юхать- юхать, юхса пĕтеймест, чупать-чупать,                        

чупса пĕтеймест.

2)Пĕлĕт тăрăх хĕрлĕ çăмха чупать.

3)Симĕс кĕпеллĕ, пурçăн пиçихиллĕ, ан çап -аттене калăп.

4) «Алă çăвăр, шăл тасатăр» - вĕрентет пире шав ….(тухтăр).

С

Ш

Ы

В

Х

Ĕ

В

Е

Л

М

И

Л

Ĕ

К

К

У

П

Ă

С

Т

А

Т

У

Х

Т

Ă

Р

-Вĕрентекен:

-Ачасем эсир тупнă тупмалли юмахсен тупсăмĕсем мĕнле пуплев пайĕ шутне кĕреççĕ?

Вĕсем мĕнле ыйтусем çине ыйтăнаççĕ?

-Ачасен хуравĕ.

2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси. Сывлăх темипе калаçса илесси.

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çак сăмахсемпе килĕшетĕр пулĕ. Вăй хурса хурса ĕçлесси, тăрăшса вĕренесси, пур енлĕн аталанасси – пурте сывлăхран килет. Пирĕн сывлăхлă малашлăх эпир сиенлĕ йăла-йĕркене сивлесен кăна пулĕ. Çавăнпа паянхи урокра япала ячĕсем çинчен аса илнĕ май сывлăх пирки те сăмах хускатăпăр.

3.Ыйтусемпе ĕçлени.

-Пĕлтерĕшне кура япала ячĕсене миçе ушкăна уйăраççĕ? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

-Ачасен хуравĕ.

-Панă текстра япала ячĕсене тупмалла, вĕсем мĕне пĕлтернине каламалла. (ИКТ)па.

Таня Петрова – спортсменка.

Таня Петрова Карăк Çырми ялĕнче çуралса уснĕ. Пысăк Енкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă. Малтан Вăрмарта, Шупашкарта иртекен çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче хутшăннă. Часах я Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш хут Кисловодск хулинче ăмăртса 3 –мĕш вырăн йышăннă. Вăл 1500 тата 3000 метрлă дистанцисенче ытларах чупнă. Унтан Раççей, Латвии, Литва, Белоруç, Украина, Эстонии спортсменĕсемпе пĕрле Киевра ирттернĕ ăмăртура 1500, 3000 метрлă дистанцинче 3-4- мĕш вырăн йышăннă.

Татьяна Валерьяновна Грецире, Францире, Англире тата ытти çĕр-шывра иртекен ăмăртусене хутшăннă. Грецире «Ылтăн шиповка» хрустальпарнене тивĕçнĕ.

Таня Петрова – Тĕнче класлă спорт мастерĕ.

- Чăваш чĕлхинче япала нумаййине палăртма мĕнле мелсемпе усă кураççĕ? Тĕслĕх тупса парăр.

-Ачасен хуравĕ.

-Нумайлă хисепре пулман мĕнле сăмахсем пĕлетĕр? Çак предложенисенче йăнăшсене турлетĕр.

1.Каникулсем çитсен йĕлтĕрпе тата çунапа ярăнма тухатпăр.

2.Сăрт çамкисем, уй-хирсем юрсемпе витĕнчĕç.

3.Çуçсем пăспа шуралчĕç.

4.Çуркунне шывсем юхма тытăнчĕç.

5.Ачасем-пăчасем кимĕсем туса яраççĕ.

4. Кану саманчĕ.

-Атьăр тăрăр, ачасем,

Кукамай патне васкар.

Хир-хир урлă та каçар, çырма урлă та сикер.

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек çуллĕ пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек лутра пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек сарчăк пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек пĕрĕнчĕк пул.

5.Ачасем компьютер патĕнче «сывлăх» тата «укроп» сăмаха кирлĕ падежа лартаççĕ.

  1. Сывлăх… пулсан пуринчен пуян.
  2. Укроп… уссине пурте пĕлеççĕ.
  3. Сывлăх…сутăн илеймĕн
  4. Укроп…витамин нумай.
  5. Сывлăх… хакли нимĕн те çук.
  6. Укроп… салат, соус хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ.
  7. Кали, фосфор, кальци этем сывлăхĕ… питĕ кирлĕ.
  8. Сывлăх… малашлăх çук.

Ачасемпе кластер тумалла

            сывлăх

Вăй-хал

парать

Ăс-тăна

çирĕплетет

Кăмăла

çĕклет

Ĕçлеме

хавхалантарать

Пур енлĕ

аталанма пулăшать

6. Текстпа ĕçлемелле «Хăнăхма çăмăл пăрахма йывăр». Япала ячĕсене тупмалла, вĕсем предложенин мĕнле членĕ пулнине пĕлмелле. (сиенлетет)Кун хыççăн плакатпа усă курса пирус туртнин сиенĕ çинчен ăнлантармалла.

7. «Стадионта» укерчĕкпе усă курса калав çырасси. Усă курмалли сăмахсем:

Вĕрентекен, спорт, стадион, сывлăш, хĕвел, упке, сывлăх, ăмăрту, хусканусем.

1 ĕçĕпе паллашни. (çирĕплетет)

8. Пĕтĕмлету.

-Сывлăхлă пулас тесен сиенлĕ пулăмсене сивлеме тăрăшмалла.

-Сывлăха упраса хăварас тесен спортпа туслă пулмалла.

9. Сăвă.

                  Спортпа туслашăр.

Хамăн аслă пиччерен

Эпĕ ыйтрăм пĕринче.

Спортпа туслă пурăнан?

Спортсмена тухасшăн тен?

Хуравларĕ манн пичче:

Уçă свылăшра пулсан,

Хусканусем эс тусан,

Хĕвелтен пытанмасан,

Эс шывран хăрамасан,

çителĕклĕ çывăрсан,

вăхăтра апатлансан,

пĕчĕк йăмăк ăнлансам.

Чир-чĕр кайĕ сан çумран.

Спортпа туслă эс пулсан,

Сывлăх пулĕ сан ялан.

Пулăн эс пĕрмай патвар.

10.Ачасен ĕçне хаклани.

11.Киле ĕç парасси. Калава çырса пĕтермелле.

Хатĕрлекенĕ : Васильева Любовь Геннадьевна МОУ «Орнарская ООШ»

                                       


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

урок чувашского языка в 1 классе по теме "Любимые занятия зверят"

Технологическая карта  урока составлен для проведения в 1 классе по учебнику Г. Абрамовой по технологии проблемного юбучения....

Презентация к уроку чувашского языка в 4 классе на тему "Кайăксем-пирěн туссем."

Данная презнтация разработана к уроку чувашского языка в 4 классе на тему "Птицы-наши друзья" согласно календатно-тематическому плану учебного предмета....

Урок чувашского языка

Урок чувашского языка  по теме "Печек поварсем"На уроке изучают слова , отвечающие на вопрос из чего?...

Урок чувашского языка в 1 классе.

Конспект урока чувашского языка  в 1 классе на тему: "Шӑши ҫури -Тая"+ презентация к уроку...

Самоанализ урока чувашского языка учителя начальных классов

Самоанализ  урока родного языка (чувашского языка) на тему: "Пирен семье" 2 кл...

Мастер-класс "Развитие функциональной грамотности на уроках чувашского языка"

Данный мастер-класс содержит в себе приемы, рассчитаные на развитие функциональной грамотности на уроках чувашского языка. Мастер-класс выполнен на чувашском языке....