Орфографи словарĕ.
план-конспект урока (2 класс) на тему
Предварительный просмотр:
Чăваш чĕлхи.
2 класс.
Тема : Орфографи словарĕ.
Тĕллевсем: 1. Орфографи словарĕпе паллаштарасси, ăна усă курма вĕрентесси. 2. Вĕренекенсен тавçăрулăхне, шухăшлавне тарăнлатасси, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси. 3. Çемьери çынсене хисеплеме вĕрентесси.
Урок юхăмĕ.
I. Ачасене урока йĕркелесе лартса сывлăх сунни.
У.: Эп – чăваш ачи саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене
Юратап юрра-сăвва та,
Купăса та кĕслене.
Пурне те ырă кун пултăр! Халĕ Тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи урокĕ. Мана Васильева Надежда Николаевна тесе чĕнеççĕ. «Çак шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем питĕ маттур», - тенине илтсен манран Эрнеслу пукане те юлмарĕ. Вăл сире валли «пиллĕксем» илсе килчĕ. Урокра лайăх ĕçлекенсене пĕр «5» кăна мар парĕ.
II. Темăна уçса пани.
1. а) Ыйтусемпе хуравсем:
-Ачасем, эсир шкула мĕншĕн килнĕ? (Эпир шкула вĕренме килнĕ.)
- Шкулта эсир мĕнле вĕренесшĕн? (Тăрăшса, лайăх вĕренесшĕн.)
- Лайăх вĕренекен ача мĕн тума пĕлет? (вулама, çырма, калаçма, ÿкерме…)
- Шкул ачин мĕнле çырмалла? (хитре, таса, тĕрĕс…)
- Тетрадьре: Юпан 19-мĕшĕ. Класри ĕç.- çыратпăр. (çырнă чух мĕнле лармаллине калать).
ă) Тупмалли юмах:
Вăтăр çичĕ пĕртăван
Пурăнаççĕ пит аван.
Тытăнатăн та «А»ран,
Ăс пухатăн «Я» таран. (Алфавит.)
- Алфавитри пĕрремĕш сас паллина калăр. (А)
- Алфавитри юлашки сас паллине калăр (Я)
б) Таса çырасси: Аа, Яя.
в) Ку сăмахсене мĕнле икĕ ушкăна уйăрма пулать?
г) – Сире тĕрĕс çырма кам пулăшать? (учитель, атте, анне.)
- Кам пулăшнине каларăр.Тата мĕн пулăшать? Тавçăрма тупмалли юмах паратăп:
Ани шурă, вăрлăхĕ хура. (кĕнеке).
-Манăн алра кĕнеке. Унта мĕн тесе çырнă?(словарь)
- Словарь кĕнекине курнă-и эсир? Ăçта курнă?
- Мĕн вăл словарь?(АЛФАВИТ ЙĔРКИПЕ ВЫРНАÇТАРНĂ СĂМАХСЕН ПУХХИ)
Слайд 2№
- Словарьсем тĕрлĕрен пулаççĕ.
Слайд 3№.
Паян эпир сирĕнпе орфографи словарĕпе паллашăпăр.
ОРФО – тĕрĕс, ГРАФИ – çыратăп тенине пĕлтерет. Слайд4№.
Сăмахсене яланах тĕрĕс çырмалла. Йăнăш çырнă сăмаха ăнланма йывăр. Сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентекен кĕнеке вăл – орфографи словарĕ.Пĕр-пĕр сăмаха мĕнле çырмаллине пĕлеймесен ăна çав словарьте шыраса тупмалла. Словарьте сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтараççĕ. Савăнпа шкул ачисен алфавита лайăх пĕлмелле. Вара кирлĕ сăмаха хăвăрт шыраса тупатăн.
2. Алфавит аса илни.(Хорпа плакат çине пăхса калаççĕ).
Сире валли ятарласа кĕнеке хыçĕнче орфографи словарĕ панă.(Ачасем тупаççĕ, пăхаççĕ).
3.Доска умĕнче ĕçлени.
Ешчĕк, карттус, кастрюль, курка, çырла, турилкке, уçăсем, чечек.
III. Физкультминутка.
Мăкăнь акатпăр ак çапла, ак çапла.
Мăкăнь ÿкет ак çапла, ак çапла.
Мăкăнь шăтать ак çапла, ак çапла.
Çеçке çурать ак çапла, ак çапла.
Çимĕç пулать ак çапла, ак çапла.
IV. Кĕнекепе ĕçлесси:
1.Мăшăрпа ĕçлени.
100-мĕш хăнăхтару.(ачасем ĕçне вулаççĕ, ĕçĕ хут çинче те пур.)
2.Ӱкерчĕкпе ĕçлени.(учитель ÿкерчĕк кăтартать, ыйтусем парать)
- Ӱкерчĕке мĕнле ят пама пулать? (Çемье).
- Ку çемье мĕнле? (пысăк, туслă).
-Çак пĕчĕк пепке хăй тавра пухнă çынсене мĕнле чĕнет?(анне, атте, асатте, асанне, аппа, пичче).
3. Ачасем сăвă калани.
Асанне ман пит маттур,
Ĕненмесен кил те кур.
Тавтапуç асаннене:
Юратать мăнуксене.
Халаллатăп сăввăма
Хам юратнă пиччене.
Мухтанатăп-çке унпа
Хамăн хаклă пиччене.
Атте ир ирех тăрать
Тÿрех ĕçĕ тытăнать.
Ылтăн алăллă атте
Ывăнма пĕлмест пĕртте.
Аппа шкулта вĕренет,
«5» паллăсем илет.
Хăйĕн кăмăлне кура
Çине тăрсах тăрăшать.
Ман анне – чи илемли,
Ман атте – чи маттурри.
Атте-анне пулнăран
Юрлас, ташлас килет ман.
Эп класра чи пуянни:
Кукамай пур кукаçи,
Асаттепе асанне –
Акă мĕн вăл чи кирли.
Вĕсем сывă пулнăран
Савăнать мĕн пур тăван.
3. Ушкăнпа ĕçлени.
Эрнеслуна пулăшни. Кроссворд туни.
V. Урока пĕтĕмлетни.
1. -Сăмаха тĕрĕс çырма пĕлмесен ăна мĕнле кĕнекере тупса тĕрĕслемелле?
- Алфавита пĕлни мĕн тума кирлĕ?
2. Килти ĕç.
99-мĕш хăнăхтару.
3. Ачасене ырлани.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Обобщающий урок по теме "Состав слова. Орфография"
В данной разработке предлагаются разнообразные упражнения и задания на обобщение материала по изученным орфограммам с использованием активных методов обучения....
Орфография без правил
Петр Семёнович Тоцкий разработал оригинальную методику обучения грамотности – «Орфография без правил». За основу взял теорию известного в свое время методиста Дмитрия Ивановича Тихомирова, ...
урок русского языка " Турнир занимательная орфография"
Турнир " Занимательная орфография"...
Конспект открытого урока на тему: "Роль имён существительных в предложении и в речи. Многозначные слова, синонимы, антонимы Знакомство с разными видами словарей, работа со словарями, чтение словарных статей".
На этом уроке русского языка обучающиеся познакомится с разными видами словарей : с толковым словарем, со словарями синонимов и антонимов, со словарем иностранных слов.Дети овладеют первичными н...
Заседание научного клуба «Ключ и заря» по теме: «Путешествие в страну словарей. Какие бывают словари?» во 2 классе ( УМК «Перспективная начальная школа»)
Конспект внеурочного занятия «Ключ и заря» предназначен для учителей начальных классов. Содержание данного конспекта знакомит обучающихся с учебными словарями (орфог...
ВНЕКЛАССНОЕ МЕРОПРИЯТИЕ ПО РУССКОМУ ЯЗЫКУ для 4 класса в рамках празднования «Дня Словаря» «Словарь-это Вселенная в алфавитном порядке.»
Цели: вовлечь каждого участника в активный познавательный процесс творческого характера;прививать любовь и уважение к родному языкуЗадачи:обобщать и делать выводы; расширять кругозор, повышать эрудици...
ПРОЕКТ СЛОВАРЯ ИНОСТРАННЫХ СЛОВ «СЛОВА-ГОСТИ РУССКОГО ЯЗЫКА». Методы и приемы работы со словарями на уроках русского языка
Проект словаря разработан в рамках выпускной квалификационной работы по теме: «Формирование познавательных универсальных учебных действий младшего школьника в процессе создания словаря ино...