1-мĕш класра чăваш букварĕпе ирттернĕ уçă урок планĕ.
план-конспект урока (1 класс) на тему

Васильева Надежда Николаевна

1-мĕш класра чăваш букварĕпе ирттернĕ уçă урок планĕ.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon i_saspalli_1_kl.doc41.5 КБ

Предварительный просмотр:

1-мĕш класра чăваш букварĕпе ирттернĕ уçă урок планĕ.

Урок теми:  [и] cаcă; И,и саспаллисем.

Урок тĕллевĕсем:  1) [и] сасса калас, И,и саспаллиллĕ сăмахсене тĕрĕс вулас

                        хăнăхусене лайăхлатасси;

 2) сăмахри сыпăксене сыпăнтарса, текста ăнланса, предложенисен вĕçĕнче сасса антарса е хăпартса вулама

хăнăхтарасси;

 3) предложенисенче сăмахсене вырăнлă çыхăнтарса калаçма

 вĕрентесси;

  4) ачасене ĕçе юратма, аслисен ĕçне хисеплеме, вĕсене пулăшма вĕрентесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: «чăваш букварĕ», саспаллисен касси, касса кăларнă

                                азбука, пăши, тăри, юр кĕлетке ÿкерчĕкĕсем, «Хĕлле»

                                сюжетлă ÿкерчĕк.

                                        Урок планĕ.

I. Ачасене урок ирттерме йĕркелесси.

        - Ачасем, почтальон пире паян çыру парса хăварчĕ. Вулар-и çырăва? Кам янă-ши ăна? Мĕн çырнă-ши ?

        - Ырă кун, ачасем! Манăн сирĕнпе пĕрле шкулта вулама, çырма вĕренес килет. Анчах та сирĕн класра питĕ ăшă, эпĕ вара ăшăпа  ирĕлсе каятăп. Тархасшăн мана пулăшăр! (Юр кĕлетке.)

II. Урок темипе тĕллевне пĕлтересси.

        - Юр кĕлеткене пулăшатпăр-и, ачасем? (Пулăшатпăр.)

        - Апла пулсан урокра пирĕн питĕ тимлĕ, маттур пулмалла. Паянхи урокра эпир сирĕнпе Юр кĕлеткене пулăшса И,и саспаллиллĕ сыпăксене, сăмахсене, «Маттур, Тимуш» калава вулăпăр, пысăк И саспалли çырма вĕренĕпĕр.

        Эсир тăрăшса ĕçлесен , Юр кĕлеткене ирĕлтерсе ямăпăр, хамăр та сирĕнпе Юр кĕлетке тăвăпăр. Ачасем, эсир Юр кĕлетке туса курнă-и? (Курнă.)

III. Вĕреннине аса илесси.

        1. «Мĕнле саспалли ытлашши?» вăйă.

        - Халĕ эпир сирĕнпе юр кĕлетке тума пуçлăпăр. Анчах та малтан «Мĕнле саспалли ытлашши?» вăйă выляса илĕпĕр. Пурте доска çине пăхатпăр. Çакăнти саспаллисенчен хăшĕ ытлашши-ши? Ăна пĕлсен эпир Юр кĕлеткен пĕр пайне туса та хурăпăр.

                        Аа         Ăă        Уу        Ыы        Хх        Ии        (доска çинче)

(Ытлашши саспалли – Хх, мĕншĕн тесен вăл хупă саспалли, ыттисем – уçă саспаллисем.)

        - Маттур, ачасем! Юр кĕлеткен пĕр пайне туса та хутăмăр.

        2. «Мĕнле саспалли сиктерсе хăварнă?» вăйă.

        - Юр кĕлеткен тепĕр пайне тăвас тесен «Мĕнле саспалли пытаннă?» вăййа выльăпăр.

                                                                 м . р

   в . р                         шăш .

?        

  х . р                         пăш .

                                                           

                                                                 т . р

        - Юр кĕлеткен тепĕр пайне те туса хутăмăр.

IV. Кĕнекепе ĕçлесси.

        1. – Юр кĕлеткен 3-мĕш пайне тăвас тесен, кĕнеке çинчи сыпăксене тата сăмахсене вулăпăр.

        1). Кăтартуллă вулав.

        2). Ачасем çурма сасăпа вулани.

        3). Ачасем пĕчченшерĕн сасăпа вулани.

        4). Ушкăнпа вулани.

        - Маттур, ачасем! Юр кĕлеткене туса та пĕтертĕмĕр.

        

        2. Сюжетлă ÿкерчĕк тăрăх калаçу ирттересси.

        - Укерчĕк çинче камсене куратăр?

        - Ачасене ят парăр.

        - Вĕсем ăçта тухнă?

        - Хĕрачи мĕн тăвать?

        - Пăрăва кам шăварать?

        - Ку ачасене мухтама пулать-и?

V. Физкультура минучĕ.

        - Ачасем, ĕçлесе ывăнтăр пулĕ эсир. Юр кĕлеткене витре тăхăнтартиччен атьăр-ха канса илер.

        - И юр çăвать, юр çăвать,

        Хура çĕре шуратать.

        Ай-хай, ачасем,

        Тухăр урама,

        Тухăр хăвăртрах

        Юр купалама.

3. «Маттур, Тимуш» калавпа ĕçлесси.

        - Халĕ вара, ачасем, Юр кĕлеткене витре тăхăнтартăпăр. Анчах та малтан

«Маттур, Тимуш» калава пирĕн тĕрĕс те илемлĕ вуламалла.

        1). Кăтартуллă вулав.

        2). Ачасем çурма сасăпа вулани.

        3). Ачасем пĕчченшерĕн сасăпа вулани.

        4). Суйлавлă вулав.

        - Анна Тимуша мĕнле мухтанă? Мĕншĕн? Çав вырăна тупса вулăр.

        - Анна мĕн ĕçленĕ?

        - Пăрăва камăн пăхас килнĕ?

        - Вăл аппăшне мĕн тенĕ?

        - Сирĕн килте пăру пур-и?

        

        5). Калав тăрăх пĕтĕмлетÿ тăвасси.

        - Эсир вĕсене утă паратăр-и? Шыв шăваратăр-и?

        - Килте аннесене пулăшатăр-и?

        - Маттур, ачасем! Сирĕн те Тимуш пек маттур пулмалла. Килте атте-аннесене, асатте-асаннесене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшмалла.

        - Акă, ачасем, Юр кĕлеткене витре те тăхăнтартрăмăр.

VI. Çыру тетрачĕпе ĕçлесси. Пысăк И саспалли пайĕсене тата И саспаллине çырасси.

        - Ачасем, Юр кĕлеткен мĕн çитмест-ши? (Шăпăр.)

        - Юр кĕлеткене шăпăр тыттарас тесен пысăк И саспаллине тата и сас -паллиллĕ сăмахсене пирĕн тĕрĕс те илемлĕ çырмалла.

        - Халĕ пурте доска çине пăхатпăр.

        

        1. И саспаллине пайсем çине уйăрасси.        

        - Пысăк И саспаллине çапла çыраççĕ. (Алçыру саспалллине кăтартатăп.)

        - Вăл миçе пайран тăрать? (Икĕ пайран.)

        - Тĕрĕс, И саспалли икĕ пайран тăрать.

        

2. И сапаллин пайĕсене çыртарасси.

        - ăнлантарса çырса кăтартасси;

        - сывлăшра çыртарасси;

        - хăйсем тĕллĕн çырасси.

        - Юр кĕлеткене шăпăрне те тыттартăмăр. Маттур, ачасем!

Пăхăр-ха, ачасем, Юр кĕлеткен аллинче конверт. Тен, унта мĕн те пулин пур.

(Вăхăт юлмасан, конверт ăшĕнче тепĕр çыру.)

        3. (Конверт ăшĕнче.)                                                                                              - Ачасем, тархасшăн  пулăшăр мана! Сăмахсем хушшинче çухалса кайрăм. И саспаллине ниепле те тупаймастăп. Ăна тупаймасан мана Юр кĕлеткесен  шкулне йышăнмаççĕ.

        - Пулăшатпăр-и ачасем? (Пулăшатпăр.)

                        (Сăвă валеçсе паратăп.)

        - И саспаллине аялтан йĕр туртăр. Миçе и?

        - Маттур, ачасем! Эсир, Юр кĕлеткене И саспаллине тупма пулăшрăр. Халĕ ăна пĕр иккĕленмесĕрех Юр кĕлеткесен шкулне йышăнĕç. Унта вăл сирĕн пекех тăрăшса вĕренĕ, сирĕн пекех маттур пулĕ. Эсир, ачасем, яланах пĕр-пĕрне

пулăшса пырăр. Пĕрле ĕçлесен нимĕнле йывăрлăх та сире çĕнтереймĕ. Ахальтен, «Пĕрлĕхре – вăй», - тесе каламаççĕ ваттисем.

VI. Урока пĕтĕмлетесси.

        - Ку урокра мĕн тума вĕрентĕмĕр?


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока "План и карта" 2 класс

Предлагается конспект урока по теме "План и карта" для  2 класса...

Разработка урока (план-конспект) русского языка во 2 классе по теме "Обобщаем и стараемся писать без ошибок" УМК "Гармония"

Урок в форме командных соревнований способствует активизации познавательного общения младших школьников, реализации самостоятельных  познавательно-поисковых действий учащихся с помощью различных ...

Конспект урока "План и карта".

В данном материале представлен конспект урока для 2 класса по окружающему миру по образовательной системе "Школа 2100"....

Учебный материал( презентации к урокам, планы )

В разделе " Учебный материал" вы найдете презентации к урокам "Окружающий мир", и презентации к классным часам....

Тема урока план-конспект урока по чтению

План-конспект урока по чтению в 4 классе на тему: "Жалейкин и пруд". Воспитание бережного отношения к природе....

Разработка урока (план-конспект) : Русский язык. Класс: 2 В

Разработка урока (план-конспект) : Русский язык.  Класс: 2 В...

БУКВАРЬ: МЕТОДИЧЕСКИЙ КОММЕНТАРИЙ К УРОКАМ

БУКВАРЬ: МЕТОДИЧЕСКИЙ КОММЕНТАРИЙ К УРОКАМ, Л.Е. Журова, А.О. Евдокимова, М.И. Кузнецова, школа 21 века. ...