по чувашскому языку "Пирěн юлташсем"
план-конспект урока (3 класс) по теме
Урока йĕркелени, хатĕрлени.
- Сывлăх сунатăп, ачасем.
(Ачасем пурте пĕрле юрлаççĕ)
Шăппăн ларăр. Шăппăн ларăр.
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп ҫыратăп.
Калаҫатăп чăвашла.
Эй, савнă тусăм, итле-ха эс мана,
Эпӗ пӗлетӗп, пӗлетӗп чăвашла.
II. Дежурнăйпа калаҫни.
-Паян класра кам дежурнăй?
-Класра эпӗ дежурнăй. Паян ака уйăхӗн ҫирӗм тăваттăмӗшӗ, кӗҫнерни кун. Класра пурте пур.
-Лар, тархасшăн.
III. Халь паянхи ҫанталăк ҫинчен пӗр-пӗрне вěҫе-вěҫěн ыйтусем паратпăр.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
piren_tussem.docx | 78.51 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Аллăпа унăн тусěсем.
Урок юхӑмĕ.
I. Урока йĕркелени, хатĕрлени.
- Сывлăх сунатăп, ачасем.
(Ачасем пурте пĕрле юрлаççĕ)
Шăппăн ларăр. Шăппăн ларăр.
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп ҫыратăп.
Калаҫатăп чăвашла.
Эй, савнă тусăм, итле-ха эс мана,
Эпӗ пӗлетӗп, пӗлетӗп чăвашла.
II. Дежурнăйпа калаҫни.
-Паян класра кам дежурнăй?
-Класра эпӗ дежурнăй. Паян ака уйăхӗн ҫирӗм тăваттăмӗшӗ, кӗҫнерни кун. Класра пурте пур.
-Лар, тархасшăн.
III. Халь паянхи ҫанталăк ҫинчен пӗр-пӗрне вěҫе-вěҫěн ыйтусем паратпăр.
IV. Фонетика зарядки.
Кăштах чĕлхесене вылятса илер – ха.
Тĕрĕс калăр!
Пěчěк йытă çурисем, 1) учитель вулать,
Урамра чупаҫҫě. 2) вырăсла куçарасси
Вěсем Аллăн тусěсем- 3) пурте пěрле вуласси
Ăна юратаҫҫě. 4) хěр ачасем, унтан арҫын ачасем вуласси
V. Килти ěҫе тěрěслени.
Халě килти ěҫе тěрěслетпěр. Сирěн икě тěрлě ěҫ пулнă.
1) Илемпи ҫинчен каласа памалла. Кам каласа парасшăн? (1)
Илемпи тăхăр ҫулта. Вăл виҫҫӗмӗш класра вӗренет. Хӗр ача лайăх вӗренет. Илемпин шлепки сарă, носкийӗ шурă, туфлийӗ хӗрлӗ. Вăл юрлама, ташлама, кӗнеке вулама юратать. Унăн паян ҫуралнă кунӗ. Вăл хаваслă хӗр ача.
2) Илемпи ҫинчен ыйтусем хатӗрлемелле пулнă.
Маттур, лайăх хатěрленсе килнě.
- VI. Çӗнӗ темăпа ӗҫлесси. Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.
- - Ачасем, ҫак кроссворд тупсăмне тупсан паянхи урок темине те хăвăрах калатăр. Çак кайăксен ячěсене чăвашла куҫармалла.
Кам кайăк ятне пěлет, ҫав алă тăратса хуравлать.
- Грач
- Ворона
- Дятел
- Жаворонок
- Снегирь
- Галка
- Журавль
- Дикие гуси
- Синица
- Филин
- Поползень
- Воробей
- Сов
Маттур, ачасем! Çапла, паянхи урок теми «Аллăпа тусěсем». Эпир ку урокра Элпин тепěр калавěпе паллашăпăр. Икшерěн, ушкăнсенче ěҫлӗпěр. Тимлě пулăр, ачасем.
2). Вулавпа куҫару хăнăхăвӗсене аталантарни.
Текстпа ěҫлеме пуҫличчен урокра кирлě сăмахсемпе паллашатпăр. Малтан эпě вулатăп. Унтан эсир калăр.
Унăн
Иккӗшӗ те
Кулăшла
Выляма юратаҫҫӗ
Савăнтараҫҫě
Лайăх пăхать
Уҫăлса ҫӳрет
У нее (у него)
Оба
Забавные
Любят играть
Радуют
Хорошо ухаживает
Гуляет
Катя чăвашла, Даша вырăсла вулăр, тархасшăн.
Çак сăмахсемпе предложенисем тупасси.
3) Калавпа ӗҫлесси.
4) Текст тăрăх ыйтусем ҫине хуравлатпăр. Икшерěн калаҫма хатěрленетпěр.
/карточкăпа доска патӗнче/
- Камăн икӗ йытă ҫури пур? Аллăн икӗ йытă ҫури пур.
- Вӗсем мӗн тěслě? Вӗсем хӗрлӗ сарă тěслě.
- Иккӗшӗ те вӗсем мӗн юратаҫҫӗ? Иккӗшӗ те вӗсем сěт юратаҫҫӗ, выляма юратаҫҫě.
- Пӗр йытă ҫурийӗ мӗн ятлă? Пӗр йытă ҫурийӗ Ласка ятлă
- Тепри мӗн ятлă? Тепри Жучка ятлă
- Вӗсем кама савăнтараҫҫӗ? Вӗсем Аллăна савăнтараҫҫӗ?
Лайăх ӗҫлерӗр, ачасем. Маттур!
5) Как переводятся эти вопросы мěн тăвать? мěн тăваҫҫě? Чем они отличаются?
Он или она что делает?
Вулать
Ташлать
Ĕҫлет
- Теперь сами найдите такие примеры.
Вулаҫҫě
Ташлаҫҫě
Ĕҫлеҫҫě
- Найдите в тексте глаголы, отвечающие на вопросы мěн тăвать? мěн тăваҫҫě?
(пăхать, парать, уҫăлса ҫӳрет)
(юратаҫҫě, выляма юратаҫҫě, савăнтараҫҫě)
6) «Кам тимлӗрех?» тест.
- Хӗр ача Айпи ятлă.
- Аллăн икӗ кушак ҫури пур.
- Йытă ҫурисем иккӗшӗ те хӗрлӗ сарă тӗслӗ.
- Йытă ҫурисем иккӗшӗ те выляма юратаҫҫӗ.
- Алла вӗсене сивӗ сӗт парать.
- Пěр йытă ҫурийě Ласка ятлă, тепри-Жучка.
Пěр-пěрин ěҫěсене тěрěслетпěр.
1 .- 5. - Йǎнǎш çук - «5»
2 .- 6 .+ 1-2 йǎнǎш - «4»
3. + 3-4 йǎнǎш - «3»
4 .+ 5 е ытларах йǎнǎш - «2»
Маттур. Калава пурте лайăх ăнланнă. Эсир пурте тимлӗ ачасем.
VII. Кану саманчě.
Куҫсене, кěлеткесене кантарса илетпěр.
VIII. Халӗ ушкăнсенче ӗҫлетпӗр.
1-мěш ушкăн:
1. «Йытă » сăмах патне 3 паллă ячě (имена прилагательные) тупса ҫырăр.
2. Ваттисен сăмахне вулăр, вырăсла куҫарăр:
Хуҫи мěнле, йытти те ҫапла. Çакна мӗнле ăнланатăр?
Как вы понимаете эту пословицу?
--------------------------------------------------------------------------------------------------------------------
2-мěш ушкăн:
1. «Йытă» сăмах патне 3 (виҫӗ) глагол тупса ҫырăр.
2. Çырса пěтерěр:1) Хěр ача Алла … . 2) Унăн икě йытă ҫури … .
----------------------------------------------------------------------------------------------------------------------
3-мěш ушкăн:
Виҫҫěмěш ушкăна урăхларах ěҫ. Ыттисенчен кăшт йывăртарах.
IX. «Пӗлме интереслӗ» рубрика.
X. Эпир Алла тусӗсем- йытă ҫурисем ҫинчен нумай калаҫрăмăр. Мěнле шутлатăр? Алла хăй мӗнле хӗр ача-ши? Ун ҫинчен кластер тăватпăр.
XI. Урока пĕтĕмлетни.
- Эпир урокра мĕн турăмăр?
- Киле ĕç пани.
1). Аллăпа ун тусӗсем ҫинчен каласа памалла.
2). Хăвăн тусу-йытă- ҫинчен калав тумалла
- Ачасен ĕçне хаклани.
XV. Урока вĕçлени.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
рабочая программа по чувашскому языку
ПОЯСНИТЕЛЬНАЯ ЗАПИСКА Настоящая образовательная программа разработана на основе государственного стандарта общего образования, примерной программы основного общего образования по чувашскому языку и п...
Чувашская вышивка красива и многозначна.
сценарий открытого урока в 1 классе чувашской школы...
Урок ознакомления с окружающим миром, 4-й класс. Тема: "Водоемы Чувашского края"
Какие водоёмы есть на территории нашего района, как человек их охраняет....
Конспект урока по чувашскому языку
Этот конспект подготовлен для нестандартных уроков чувашского языка....
Урок чувашского языка 4 классе Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:1.Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси. 2...
Сценарий ко дню чувашского языка "Маленькая мисс" на чувашском языке
Сценарий подготовлен для начальной школы ко дню чувашского языка....
Рабочая программа по предмету «Государственный язык Чувашской Республики (чувашский)” для 1 класса
Программа составлена с учетом требований Федерального государственного образовательного стандарта начального общего образования и обеспечена УМК, основной образовательной программы начальной шко...