Уҫӑ урок «Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем»
план-конспект урока (2 класс) по теме
Вӗрентекен: Павлова Оксана Юрьевна
Предмет: Чӑваш чӗлхи
Ачасен ӳсӗмӗ: 2-мӗш класс
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tese_peltereken_samahsem_2_klass_1.docx | 35.73 КБ |
Предварительный просмотр:
Вӗрентекен: Павлова Оксана Юрьевна
Предмет: Чӑваш чӗлхи
Ачасен ӳсӗмӗ: 2-мӗш класс
Урок теми: Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем
Пӗлӳ тӗллевӗ: паллӑ ячӗ çинчен вӗреннине çиреплетесси, тӗсе пӗлтерекен самахсем çинчен ӑнлантарса вӗсене тупма хӑнӑхтарасси;
Аталантару тӗллевӗ: ачасен шухӑшлавӗпе пуплевне аталантарасси;
Сапӑрлӑх тӗллевӗ: сӑпайлӑ пулас туртӑма вӑйлатасси, тирпейлӗхе хӑнӑхтарасси.
Урок юхӑмӗ
I. Урока йӗркелесе яни.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр, чӑнкӑр-чанкӑр
Ак пуҫланчӗ те урок.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр, чӑнкӑр-чанкӑр
Шăнкăрав чӗнет пире.
-Ырӑ кун пултӑр, ачасем!
-Ырӑ кун пултӑр, хӑнасем!
- Ачасем: пӗр-пӗрин ҫине пăхса йӑл кулса илӗр. Паян пирӗн урока хӑнасем килнӗ, вӗсене те сывлӑх сунар-ха. (Сывлӑх сунатпӑр сире). Ачасем, эсир хаваслă пулнине эпӗ курма хавас. Паян эпир сирĕнпе каллех ҫӗнӗ пӗлӳ илӗпӗр, хамӑр ҫитӗнӳсемшӗн савӑнӑпӑр, йӑнӑшсем тусан вӗсене пурте пӗрле тӳрлетӗпӗр.
II.Фонетика зарядки. (Куçа хупаççӗ.)
-Ҫу кунӗсене аса илӗр. Алӑсене кӑкӑр ҫине хурӑр.
1. Сывлӑш сывласа илме вӗрентни.
-Эпир уҫланкӑра. Чечексем нумай. Тутлӑ шӑшӑ кӗрет. Тутлӑ шӑрша хулпуҫҫине ҫӗклемесӗр шӑрлӑр. (Пурте шӑрлаҫҫӗ)
-Халь кукшапуҫ чечекӗн вӑррисене вӗрсе вӗҫтеретпӗр.
2? Таса каларӑшсем калани
Ман хыççӑн калӑр:
– Ши-ши – Ку шӑши. Шӑши тырӑ юратать.
– Ша-ша – ку пакша. Пакша вӑрманта пурӑнать.
– Ра-ра-ра –эпир кунта урокра.
– Са-са-са – вӗренетпӗр тӑрӑшса.
III. Ĕç тетрачĕсемпе ӗçлесси.
– Малалла ӗҫ тетрачӗсен 24-мӗш страницине уҫӑр. Ҫӳлти сулахай кӗтесри сӑмахсене ҫырас йӗркесене аса илсе сăмахсене хитре те тӗрӗс ҫырма пуҫлӑр. Парта хушшинче мӗнле лармаллине ан манӑр. Ҫырнӑ чухне ан васкӑр. Таса çырма тӑрӑшӑр. Тĕрĕс те илемлĕ çырассине авалтан хакланă. Ĕç хучĕ-и, юлташ патне çыру çырни-и - яланах çынна ăнланмалла, таса чипер почеркпа çырмалла. Ку хăвна та, çыру илекене те хисеплени пулать.
IV. Вӗреннине аса илни.
Доска çине сӑмахсем (ача, чечек, торт, хитре, вĕренет) çыпӑçтарнӑ.
- Ачасем, доска ҫинчи сӑмахсене вуласа тухӑр. Дана, саспа вула.
– Ҫак сӑмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса мĕнле шухăша калама пулать-ши? Сӑмахран, эпӗ сире çапла ӗç хушма пултаратӑп.
– Ҫак сӑмахсене хитре те тӗрес çырса илӗр, тата мӗнле ӗç хушма пулать?
(–Сӑмахра миҫе сыпӑк?
– Миçе сасӑ тата миçе сас палли?
– Предложенисем тума пулать.
– Пӗчӗк калав йӗркелеме пулать.)
– Тата, ачасем, пуплев пайӗсем çине уйӑрма пулать.
Доска çинче çырса тултарман таблица çакӑнса тӑрать, ӑна сăмахсем çырса тултараççĕ.
- Иртнӗ уроксенче мӗнле пуплев пайӗсене вӗрентӗмӗр?(япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол).
- Вӗсен ыйтӑвӗсем мӗнле? Аса илсе калӑр.
- Мӗне пӗлтерет япала ячӗ? (япалана) Паллӑ ячӗ? (япала паллине) Глагол? ( япала ӗçне).
Пуплев пайӗсем | ||
Мӗне пӗлтереççӗ? | ||
Таблицăна тултарнă хыҫҫӑн:
Пуплев пайӗсем | ||
Япала ячӗ | Паллӑ ячӗ | Глагол |
кам? мӗн? | мӗнле? | мӗн тӑвать? мӗн турӗ? |
Мӗне пӗлтереççӗ? | ||
япалана япала паллине япала ӗçне |
- Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни. (Доска çинче çырса хунӑ).
- Вулӑр, ыйтусене хуравлӑр. Кашни япали мӗн тӗслине хушса калӑр.
çырла (мӗнле?)…хӗрлӗ юр (мӗнле?)…шурӑ
чӑрӑш (мӗнле?)… симес хӗвел(мӗнле?)…сарӑ
çулḉӑ (мӗнле?)… сар тӳпе(мӗнле?)…кӑвак, сенкер
тӑпра (мӗнле?)… хура упа (мӗнле?)…хӑмӑр
- Ачасем, паянхи урок теми мӗнле пулать – ши? (Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем)
V. Çӗнӗ материалпа ӗçлени.
- Ачасем, эпӗ сире тупмалли юмах вуласа паратӑп, эсир ун тупсăмне калӑр.
- Çичӗ тӗслӗ ḉут хӑю Атӑл урлӑ ывтӑнчӗ. (Асамат кӗперӗ тата тӗс). Тӗрӗс. Чӑваш чӗлхинче те тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем пур. Вӗсемпе эсир кӗнекери 119 страницӑра паллашма пултаратӑр.
- Правило вулатпӑр (темиçе ачана вулатармалла) (248-мӗш хӑнӑхтару)
- Кӗнекери 246-мӗш хӑнӑхтару пурнӑçласси (сӑмах вӗççӗн).
- Малалла эпир сирӗнпе кӗнекепе ӗҫлӗпӗр. 118 страницӑри 246-мӗш хӑнӑхтарӑва тупӑр. Сӑвва вуласа тухӑр. (Ачасем вуласа тухаҫҫӗ) Паллӑ ячӗсене тупӑр. (Хура, шурӑ, кӑвак, сар). Ҫак сӑмахсене алфавит йӗркипе каласа тухӑр. Кашни ҫумне япалана пӗлтерекен икшер сӑмах хушса калӑр. Тӗслӗхрен: кӑвак – тутӑр, кофта; симӗс – чӑрӑш, курӑк).
4. Ачасем, урока тухăçлăрах ирттерес тӗллевпе эпир сирӗнпе малалла ушкӑнсемпе ӗҫлӗпӗр. Кашни ушкӑнра хӑйсен ертӱҫисем пур: 1 рет – Дана; 2 рет – Антон. Кашни ушкӑн умӗнче ывӑссем. Ывӑс çинче тӗрлĕ япала. Сирӗн çак япаласем çумне тивӗçлӗ паллӑ ячӗсем хушмалла. Сире канашланма 1 мин. паратӑп.
–Питӗ аван, çак ӗçе эсир йӑнӑшсӑр пурнӑçларӑр.
VI. Кану саманчĕ.
– Ну мӗнех, кану саманчӗ валли те вӑхӑт çитрӗ. Ăна ирттерер.
Акӑ мечӗк, ҫавра мечӗк,
(сывлӑшра ҫавра мечӗк ӳкереҫҫӗ)
Хӗрлӗ мечӗк, яка мечӗк.
(Мечӗке сӑрланӑ пек тӑваҫҫӗ.)
Мечӗк сикме юратать,
Ак ҫапла, ак ҫапла!
(Икӗ аллине пилӗк ҫинче тытаҫҫӗ, темиҫе хут сикеҫҫӗ)
Хӑй хыҫҫӑн та чуптарать,
Ак ҫапла, ак ҫапла!
(Пӗр вырӑнта чупаҫҫӗ).
- Ачасем, пирӗн мечӗк мӗнле тĕслĕ? (Хӗрлӗ) Хӗрлӗ мӗн тĕсне пӗлтерет? (Мечӗк тӗсне пӗлтерет) Тата мечӗк мӗнле? (Яка, ҫавра) Яка, ҫавра сӑмахсем япалан паллине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене те паллӑ ячӗ теҫҫӗ.
- Кӗнекери 247-мӗш хӑнӑхтару пурнӑḉласси.
- 118 страницӑри 247-мӗш хӑнӑхтарӑва тупӑр та хӑвӑр ӑшӑрта вуласа тухӑр, тӗсе пӗлтерекен паллӑ ячӗсене тупӑр. (Пӗрер предложени вулаттармалла) Дана вула.
Дана:
- Чӑвашсем шурӑ тата сарӑ тӗссене питӗ юратнӑ. Мӗнле тӗссене? Шурӑ, сарӑ.
Вӗрентекен:
- Маттур, Дана. Малалла Катя вулать…..
V.Урока пӗтӗмлетни.
- Ачасем, мӗнле сӑмахсем япала паллине пӗлтереҫҫӗ? (Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем)
- Мӗнле тӗсе пӗлтерекен сӑмахсене астуса юлтӑр. (Сарӑ-хӗрлӗ (оранжевый), сӑрӑ (серый), сенкер (голубой), ҫырӑ (светло-коричневый), хӗрлӗ кӑвак (фиолетовый), чалка (алый), чакӑр (голубой).
- Паянхи урокра мӗн ḉинчен пӗлтӗмӗр? (Япала умӗнче тӑракан мӗнле? ыйтуллӑ сӑмахсем тӗсе пӗлтерме пултараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем нумай).
VI. Ачасен ĕçне хакласси. Ачасем. Паянхи кун маншăн чӑн-чӑн уяв пулчĕ. Сирĕнпе ĕçлеме мана питĕ килĕшрĕ. Эсир пурте маттурсем. Тавах сире. Урокра ĕçленине хӑвӑра мӗнле хакланине пӗлме, кашни доска умне тухса хӗвӗл çумне пӗчӗк е пысӑк пайӑркасем çыпӑçтарса хурӑр.
- Кӑмӑллӑ пулсан – пысӑк пайӑркана илсе çыпӑçтарӑр, кӑмӑллӑ мар пулсан – пӗчӗк пайӑркана илсе çыпӑçтарӑр.
Килти ӗç. (24 стр. ӗç т.трачӗ)
- Килти ӗҫе ҫырса хурӑр. Ӗҫ тетрачӗ – 24 страница.
- Урок пӗтрӗ. Ура ҫине тӑратпӑр. Тавтапуҫ. Сывӑ пулӑр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Тема урока: "СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’]. БУКВЫ Ч, ч" 3.Тип урока: «Урок открытия нового знания» • 4. Форма организации урока: групповая • 5.Предмет - литературное чтение (обучение грамоте) • 6.Класс: 1 • 7.Автор
·Аннотация урока2.Тема урока: " СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’].БУКВЫ Ч, ч"3.Тип урока: «Урок открытия нового знания»4. Форма организации урока: групповая5.Предмет - литературное чтение (обуче...
Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров" МБОУ лицея №32 г.Орла Тип урока: обобщение изученного материала. Форма урока: урок - путешествие Программа: УМК "Перспективная начальная школа" Учебник: Окружающий мир 2-й класс, часть 2. Авторы:
Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров"Тишина Ирина Викторовна, учитель начальных классовМБОУ лицея №32 г.ОрлаТип урока: обобщение изученного материала.Форма урока:...
Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров" МБОУ лицея №32 г.Орла Тип урока: обобщение изученного материала. Форма урока: урок - путешествие Программа: УМК "Перспективная начальная школа" Учебник: Окружающий мир 2-й класс, часть 2. Авторы:
Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров"Тишина Ирина Викторовна, учитель начальных классовМБОУ лицея №32 г.ОрлаТип урока: обобщение изученного материала.Форма урока:...
Разработка урока по математике « Математический теремок» Тема урока: «ЗНАКИ «ПЛЮС» (+), «МИНУС» (–), «РАВНО» (=)» Разработка урока по математике « Математический теремок» Тема урока: «ЗНАКИ «ПЛЮС» (+), «МИНУС» (–), «РАВНО» (=)»
Цели урока: познакомить учащихся со знаками «+», «–», «=»; учить детей понимать значение данных знаков, читать равенства; работать над развитием внимания, логического мышления учащихся; при...
Конспект урока «Число и цифра 8» Тип урока: урок объяснения нового материала (урок формирования первоначальных предметных навыков и УУД, овладения новыми предметными умениями) – «Введение понятия числа и цифры 8»
Конспект урока «Число и цифра 8» Тип урока: урок объяснения нового материала (урок формирования первоначальных предметных навыков и УУД, овладения новыми предметными умениями) – «Введение п...
Презентация "Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем"
Презентация к уроку чувашского языка "Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем" во 2 классе...
Проект урока русского языка, 4 класс Тема: Общее понятие о наречии. Тип урока: Урок изучения нового материала. Форма урока: Урок – сказка
Тема: Общее понятие о наречии. Тип урока: Урок изучения нового материала. Форма урока: Урок – сказка...