Урок по окружающему миру во 2 классе "Зимующие птицы"
методическая разработка по окружающему миру (2 класс) по теме
Конспект данного урока по окружающему миру разработан для 2 класса по учебнику Плешакова с использованием ИКТ на чувашском языке. На занятии у детей расширяются представления о том, чем питаются птицы зимой. Воспитывается заботливое отношение к птицам, желание подкармливать их зимой. Ребята обучаются составлению описательных рассказов о зимующих птицах, развивается произвольное внимание, память, логическое мышление.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_zimuyushchie_pticy.doc | 60 КБ |
Предварительный просмотр:
Конспект урока
с использованием информационных технологий (ИКТ)
Предмет: окружающий мир, ИКТпа усă курса ирттернĕ урок.
Тема: «Хĕл каçакан вĕçен кайăксем»
»:
Класс 2
Аннотаци: Пирĕн, пуçламăш шкулта вĕрентекенсен, пĕрремĕш тивĕçĕ – атте-анне чĕлхине, çуралнă çĕршыва ачасене хисеплеме, юратма вĕрентесси. Вĕренекенсен пĕлĕвне мĕнле ÿстерес, вĕсене лайăхрах вĕрентес ыйтăва ăнăçлă пурнăçлама учитель ĕçе тĕплĕн хатĕрленсе килни, ачасен пĕлÿ шайне, тавра курăмне шута илсе ĕçлени, вĕсене хăйсене те интереслентерсе тĕрлĕ çĕнĕлле ĕçсем пани пулăшать. Эпир пуçламăш шкулта вĕрентекенсем, ачасем пирĕн уроксене савăнса çÿреччĕр тесе кашни урокрах çĕнĕ технологисемпе усă курма тăрăшатпăр.
Манăн урок теми «Хĕл каçакан вĕçен кайăксем» . Çак тема питĕ актуаллă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пирĕн ачасене малтан Тăван Çĕршывпа, унăн пуянлăхĕпе, илемлĕ вырăнĕсемпе, чĕрĕ чунĕсемпе паллаштармалла, вĕсене юратма, унтан вара, упрама вĕрентмелле. Çĕршыва юратма, унпа мухтанма вĕрентес тĕллев чи кирли пек туйăнать. Учебниксенче панă материалсем çителĕксĕртерех тесе шутлатăп, çавăнпа та çĕнĕ технологисемпе усă курса ачасемпе пĕрле проект ĕçĕ хатĕрлетпĕр.
Пирĕн хамăр тăрăхри çут çанталăка лайăх пĕлмелле, кайăксем вара çут çанталăкăн пуянлăхĕ.
Урок теми: Хĕл каçакан вĕçен кайăксем.
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Тĕллевсем:
1.Çут çанталăка хаклас, пĕтĕм чĕрĕ чуна упрас туйăма аталантарасси.
2.Хĕллехи кайăксен пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлме тăрăшасси. «Хĕрлĕ кĕнеке» çинчен калаççасси.
3. Ачасен калаçăвне, тимлĕхне, пуплевне аталантарасси.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимедиопроектор, кĕнеке, ÿкерчĕксем, тупмалли юмахсем.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- вĕрентекен пуплевĕ;
- ыйту- хурав;
-диалог – монолог форми;
- словарь ĕçĕ;
- калаçу;
Пуплев хăнăхăвĕсем:
-илемлĕ вулав;
-вĕренекенсен сăмах йышне пуянлатасси;
Словарь ĕçĕ:
- шупăр- чăвашсен ĕлĕк тăхăннă çипуçĕ;
-харсăр- маттур, сатур;
-сырăш- кормушка;
Эпиграф:
Кайăксем – вǎрттǎнлăхпа илем!
Кайăксем – пирĕн туссем!
Урок юхăмĕ:
Ι. Класа йĕркелесси.
Ι Ι. Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
Ырă кун пултăр, ачасем. Паянхи урока эпĕ тупмалли юмахпа пуçласшăн.
Тĕнчене илем кÿреççĕ;
авăтаççĕ те юрлаççĕ;
тĕрлĕ саслă шăхăраççĕ. (слайд)
Мĕн вăл? Ачасен хуравĕ. (Кайăксем)
Вĕрентекен: Тĕрĕс. Урокра эпир кайăксем çинчен калаçăпăр. Кайăксем мĕнлисем пулнине палăртăпăр.
Ачасен хуравĕ: Вĕçсе каяканнисем ,пирĕн тăрăхра хĕл каçаканнисем.(слайд )
Вĕрентекен:
Эпир сирĕнпе паян ытларах пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксем çинчен калаçăпăр.
Ι Ι Ι. Урок темипе ĕçлесси.
Вĕрентекен:
Кайăксем мĕн тума кирлĕ?
Ачасен хуравĕ:
Çут çанталăка илем кÿме, вăрмансене сыватма.
Вĕрентекен:
Хĕллехи тĕнче çав тери илемлĕ, шап-шурă пас тытнă туратсем çинче тĕлĕнмелле «чечексем» курăнаççĕ. Вĕсем хĕллехи вăхăтра тĕл пулакан кайăксем.
Чим-чим-чим!-
тет кайăкĕ.-
Кам кунта уй-хир хуçи,
Нимĕн те акса хуман,
Тырă-пулă ÿстермен. (çерçи)
(слайд)
Çерçи сăмахĕ:
Эпĕ пĕчĕк кайăк- çерçи. Кунĕпе сиккелетĕп, манăн кĕске вăйлă урасем. Сăмса çÿхе, анчах çирĕп сиввĕ çанталăкра эпир яланах пĕрле пуçтарăнса ларатпăр. Пĕчченшерĕн мар, ушкăнпа пурăнатпăр. Эпир тасалăха юрататпăр, хĕлле те юр çинче çăвăнатпăр.
Ав палан çинче ларать
Куратăр-и?
Тăккаланă çинĕ чух
Çырлисене-
Хĕп-хĕрлех хĕретнĕ
Хăй пĕсехине. (Уйăп)
(слайд)
Уйăп сăмахĕ:
Эпĕ уйăп. Мана эсир хĕрлĕ пĕсехерен палларăр пулĕ. Хĕлле сирĕн вăрманта пурăнатăп- ха. Сăмсам хулăм, кĕске. Палан, пилеш çырлисене çиетĕп. Верене çăка вăррисене юрататăп. Юр ăшне чăмса çăвăнатăп.
Улăм, мамăк, тĕк пухса
Кил-çуртăма юсатăп
Хамăн сарă саппуна
Вараласран хăратăп. (кăсăя)
Кăсăя сăмахĕ:
Эп пĕчĕккĕ пулин те, ман пĕр йăла пур. Сивĕ пуçланать те, çурçĕртен килетĕп. Шапка хура, кăкăр сарă, çурăм симĕс, хÿре шĕвĕр. Çулла вăрманта пурăнатăп, хĕлле çынсем патнелле куçатăп. Тăварсăр сало, хĕвелçаврăнăш кăмăллатăп.
Йăм-йăм хура çĕлĕкпе,
Шурă пурçăн шупăрпа,
Хÿри вăрăм пĕвĕнчен. (чакак)
(слайд)
Чакак сăмахĕ:
Ман пек калаçаканни çук, манăн хырăм айĕ шурă. Пуçпа çунатсем хура, хÿри те хура тĕслĕ, анчах та вăл симĕссĕн йăлтăртатать.
Ĕçлеме пит юратать,
Ун пек харсăр çук- тăр.
Йывăçа та сыватать
Каснă лартнă тухтăр. (ула такка)
(слайд)
Ула такка сăмахĕ:
Эпĕ йывăçсен тухтăрĕ. Ырми канми ĕçлетĕп, йывăçсене хурт-кăпшанкăсенчен тасататăп.
Вĕрентекен:
Тавтапуçах, сире кайăксем. Эсир пире хăвăр пурнăçу çинчен питĕ кăсăклă каласа патăр.
Кану вăхăчĕ:
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă
Çунатпа вĕçетпĕр
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр
Йăрт та ярт сикетпĕр.
Вĕрентекен:
Ачасем, хĕл каçакан кайăксемшĕн мĕн чи хăрушши? Сивĕ е выçă пурăнни? Мĕншĕн?
Ачасен хуравĕ:
Вĕрентекен:
Паллах, хĕлле кайăксемшĕн выçă пурăнни чи хăрушши шутланать. Пĕлетĕр-и, хаяр сиввĕре вунă кăсăяран пĕри кăна сывă юлать. Çавăнпа та вĕсене сивĕ çанталăкра пулăшу памалла. Хĕл каçакан кайăксем пирĕн тăрăхра йышлă. Çĕр çинче пурă 8500 тĕрлĕ вĕçен кайăк пурăнать, вĕсенчен 770-шĕ пирĕн тăрăхра пурăнать. Вĕсенчен хĕл каçаканнисем: кăвакарчăн, кукăр сăмса, чана, ула курак.
(слайд)
Вĕрентекен:
Тетрадсене уçрăмăр, темăна çырса хутăмăр. Кайăксен ячĕсене чăвашла çырса хуратпăр, вырăсла куçаратпăр. Кашни хăй тĕллĕн ĕçлет, пĕлменнине пĕрле тăвăпăр.
(слайд)
Вĕрентекен:
Эпир кайăксене пулăшмалли çинчен калаçрăмăр. Эсир мĕнле шутлатăр? Эпир кайăксене мĕнле пулăшма пултаратпăр?
Ачасен хуравĕ:
(сырăш тума пултаратпăр, апат сапса паратпăр.)
(слайд)
Вĕрентекен:
Сырăшсене мĕнрен тума пулать, унта мĕн хурса пама юрать?
Вĕрентекенпе ачасем пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.
Вĕрентекен:
Ачасем, хĕлле кайăксене пулăшас тесен ятарлă правилăсене пăхăнмалла.
Акă вĕсем:
-сырăшсем тĕрлĕрен пулаççĕ;
-сырăша çакнă чух йывăç тураттисене ан хуçăр, вуллисене сиен ан кÿрĕр;
-кайăксене кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен апат сапса парăр;
-сырăшра яланах апат пуррине тĕрĕслĕр;
-сырăш патне пакетсем тата банкăсем пăрахса ан хăвар;
-сырăшра юр ан тăтăр;
-асра тытăр: кайăксене хĕвелçаврăнăш, арбуз, кавăн вăррисене, тăварсăр сало, çăкăр тĕпренчĕкĕ хурса памалла.
Вĕрентекен:
Ачасем, Анатолий Хум çырнă «Кăсăя» сăвва тимлĕ итлĕр те вăл мĕн çинчен пулнине калăр.
-Ку суя,
Ку чăн, -
Тенĕ пек пĕр чун
Сиккелет сив кун
-Кăсăя,
Ан шăн, -
Тетĕп эп сана
Акă çимелли
Эпĕ сан валли
Хутăм балкона
Чăкăта
Сăх эс кăт та кăт
Чакăта
Кат та çăт,
Кат та çăт.
Вĕрентекен:
Автор пире çак сăвăпа мĕн каласшăн пулнă?
Ачасен хуравĕ:
Вĕрентекен:
Анчах эпир кайăксене пулăшатпăр пулин те вĕсен йышĕ çултан çулах чакса пырать. Чăваш Республикинче çухалса пыракан кайăксен ячĕсене «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ. Акă вĕсем.
(слайд)
4.Пĕтĕмлетÿ: (ачасем калаççĕ)
Урокра эпир хĕл каçакан кайăксем çинчен калаçрăмăр. Малашне те вĕсене хамăр тăрăхра тĕл пулас тесен пирĕн кайăксене пулăшу памалла.
Вĕрентекен:
Эпĕ шансах тăратăп: эсир, ачасем, кайăксен чăн-чăн тусĕ пуласса, вĕсене йывăр вăхăтра пулăшасса.
Вĕрентекен:
Тавах сире ачасем, эпĕ сирĕн ĕçĕрпе питĕ кăмăллă пултăм, анчах та манăн эсир урокран мĕнле кăмăлпа тухса кайнине пĕлес килет. Сирĕн умăрта ÿкерчĕксем. Суйласа илĕр.
5.(ачасен ĕçне хаклани)
6.Киле ĕç. Хĕллехи вăхăтра тĕл пулакан кайăксем çинчен пĕчĕк кĕнеке тумалла.
Литература:
1. Володин В.А., Вильчек Г.Е. «Энциклопедия для детей. Птицы и звери», М., «Аванта», 2003.
2.Кульев, О.Г. Тăван ен культури: 5-мĕш класс валли/ О.Г.Кульев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2002. – 80 с.
3.Пĕчĕккисен кĕнеки: Хрестоматии / Т.В.Артемьева; Г.Ф.Трофимов.-Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006 çул
4.Природа Чувашии и её охрана. Чебоксары., 1979.
5.Сладков Н. Вăрман пурнăçĕ. Чебоксары.,1991
6.Чăвашла-вырăсла словарь. Шупашкар, 1989 çул.
7.Чăваш халăх сăмахлăхĕ, 5 том. Вак жанрсем.-Шупашкар, 1984 çул.
8.Интернет сайтсем: chrio.cap.ru., novsbk.cap.ru, www.trip-guide.ru, www.chebyphoto.ru
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок по окружающему миру "Где зимуют птицы?"
Конспект урока по окружающему миру. 1 класс. Плешаков А. А. Школа России....
Урок по окружающему миру "Человек и птицы"
Урок (конспект + презентация) по окружающему миру в 1 классе по программе Гармония "Человек и птицы"...
Открытый урок по окружающему миру" Кто такие птицы"
Урок по открытию новых знаний....
конспект урока по окружающему миру 2 класс "птицы"
конспект урока по окружающему миру 2 класс включает цель урока, задачи,и полная разработка хода урока...
Констект урока по окружающему миру по теме "Птицы"1 класс
Конспект урока по окружающему миру по программе "Гармония" 1 класс...
Технологическая карта открытого урока по окружающему миру Кто такие птицы
Конспект урока в 1 классе "Кто такие птицы"...
урок по окружающему миру"Где зимуют птицы"
урок в 1б классе по окружающему миру"Где зимуют птицы"...