Выступление на семинаре "Развитие творческих способностей детей на уроках чувашского языка и литературы через нестандартные формы урочной и внеурочной деятельности"
статья на тему
Выступление написано на чувашском языке.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
vystuplenie_na_rmo_uchit_nach_kl.doc | 83.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Хисеплĕ ĕçтешсем, пуçламăш шкулта вăй хуракансем!
Паянхи кун эпир федераллă патшалăх шайĕнче йышăннă çĕнĕ вĕренӳ стандартне вăя кĕртес тесе тăрăшатпăр. Стандартăн тĕп шухăшĕсенчен пĕри – кашни ачана унăн уйрăмлăхĕсене шута илсе аталантарма май туса парасси.
Паянхи шкул Рассей çĕр-шывĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшать: енчен те ӳсекен ăрăва пĕрмай вĕренсе аталанса пыма хăнăхтармасан обществăн пысăк йывăрлăхсем пуласси паллах.
Ыран пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан ача хăйĕн вырăнне çăмăллăнах туптăр, обществăри улшанусене хăвăрт йышăнса тĕрлĕ лару-тăрура хăйне тивĕçлĕ тыткалатăр. Çапла пултăр тесен шкулта ачасен уйрăмлăхне, кашни хăйне май пулнине шута илсе ĕçлемелле, вĕсен хальлĕхе пытарăннă пултарулăх папкисене уçма тăрăшмалла. Мĕн пур вĕренӳ программисемпе технологийĕсем, уйрăм меслетсемпе мелсем вĕренекенĕн харпăр хăй уйрăмлăхĕсене пăхăнса вĕсенчен тухса тăмалла.
Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулсенче ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать.
Уроксене яланах пĕр йĕркепе ирттерни вĕренекенсене йăлăхтарать, вĕсен хавхаланулăхне пусарать. Çавна шута илсе уроксене çĕнĕлле йĕркелесе ирттерсен лайăхрах.
Çак тĕллеве пурнăçлас тесе эпĕ тĕрлĕ меслетсемпе усă куратăп. Йăлана кĕмен уроксем – çак меслетсен пĕр тĕсĕ. Çакăн евĕрлĕ уроксем мана ачасене интереслентерме, вĕсен вĕренес туртăмне ÿстерме пулăшать. Апла пулсан, йăлана кĕмен уроксен пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар.
Йăлана кĕмен урок тĕсĕсем.
1) Пĕрлештернĕ уроксем ( шкулти ытти предметсемпе çыхăнтарса йĕркеленĕ уроксем ).
2) Ăмăртупа вăйă евĕрлĕ уроксем: конкурс, пĕлÿ смотрĕ, турнир, эстафета, викторина, ĕçлĕ е роллĕ вăйăсем.
3) Фантазипе усă курнă уроксем: урок-юмах, урок-сюрприз, урок-асамçă парни.
4) Обществăпа культура мероприятийĕсене евĕрлекен уроксем: экскурси, çул çÿрев.
5) Класс тулашĕнчи ĕçсен йăлана кĕнĕ формисене урок шутне кĕртнисем: КВН, « Мĕн? Ăçта? Хăçан?», утренник, спектакль, вăйă каçĕ т. ыт. те.
6) Мультимеди урокĕсем. Учитель урокра суйласа илнĕ темăпа тĕрлĕ анимацисемпе сасăллă слайдсемпе усă курать. Ачасем пĕр харăсах курма та, илтме те пултараççĕ. Çавăнпа та темăна лайăхрах ăнланса юлаççĕ. Кун пек уроксем ачасене хăйсене тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Мультимедия технологийĕпе çĕнĕ тема ăнлантарма, тестсемпе ĕçлеме, тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлама меллĕ.
Паянхи кун эпĕ пултарнǎ таран çĕнĕ информаци технологийĕсене, тĕрлĕрен мелсем хамǎн кулленхи ĕçе кĕртме тǎрǎшатǎп. Вĕсем урокǎн пахалǎхне ÿстереççĕ, унǎн содержанине пуянлатаççĕ, вĕренÿ материалне анлǎрах тишкерме пулǎшаççĕ.
Пĕрлештернĕ уроксен усси пысăк. Вĕсемпе пĕлсе усă курни вĕренекенсен тавра курăмне аталантарма, пĕлĕвне системăлама, активлăхне ÿстерме пулăшать. Ачасен кăсăкланăвĕ, тимлĕхĕ ÿсет, хăйсен шухăшне уççăн калаççĕ. Тĕслĕхрен, йывăçсем çинчен калакан хайлавсене ахаль çеç вуласа тухма пулать, ытти предметсемпе (пирĕн тавралăх, музыка, сăнарлă искусство) пĕрлештерсе интереслĕ урок ирттерме пулать. Çапла ирттерни ачасен илемлĕ вулас, юрлас, ÿкерес ăсталăхне ÿстерме, калаçупа çыру чĕлхине аталантарма май парать.
Хальхи вĕренÿ системинче урокра вĕренекенсене пĕчĕкрех ушкăнсем çине пайласа ĕçлеттернине пысăк вырăна хураççĕ. Класа пĕчĕк ушкăнсем çине пайласа ĕçлеттернин паха енĕсем те нумай. Чи малтанах çак ушкăнсенче туслăх, пĕрлĕх туйăмĕ çурални, ачасем юлташĕсене пулăшма хатĕр пулни, харпăр хăй ÿсĕмне кăтартма пултарни, пĕр-пĕринчен вĕренни курăнать. Татах та пур ырă енĕсем: пĕр-пĕрин ĕçне хаклама, йăнăшĕсене тÿрлетме, калаçма, диалог, монолог тума вĕренеççĕ.
Чăваш чĕлхи урокĕсенче ушкăнсем çине тĕрлĕ майпа уйăратăп. Пĕр майĕ вăл – ушкăнри ачасен пĕлÿ шайне пăхмасăр уйăрни. Кун пек ушкăнсене пĕр пекрех ĕçсем паратăп. Тепĕр майĕ – пĕлÿ шайне пăхса вак ушкăнсем йĕркелени. Пĕр ушкăнĕнче – чăваш чĕлхине лайăх пĕлекенсем, тепĕр ушкăнĕнче – вăтам, виççĕмĕшĕнче – япăхрах пĕлекенсене пĕрлештеретĕп. Кун пек чухне ачасене хушнă ĕçсем кăткăслăхĕпе уйрăлса тăраççĕ.
Ушкăнпа ĕçлеме вĕрентнин тепĕр паха енĕ вăл – ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме явăçтарни, вĕсен яваплăх туйăмне ÿстерни.
Юлашки вăхăтра проект мелĕпе усă курса пĕлÿ парасси анлăн сарăлса пырать. Ку меле чылайăшĕ çĕнĕ технологисен шутне кĕртет.
Проект вăл — ачана хăйĕн кăмăлне каякан ĕçе суйласа илме паракан мел. Ăна хатĕрленĕ май кашни ачан активлăхĕпе пуçарулăхĕ, ушкăнпа ĕçлеме пултарни, тавра курăмĕ аталанать. Çак мелпе тăван чĕлхепе литература урокĕсенче те (кашни ÿсĕмри ачапах) ĕçлеме пулать. Унăн ырă енĕсем, ман шутпа, чылай:
— кашни ача проект вĕçĕнче хăй мĕн тума пултарнине курать;
— хăйĕн тата юлташĕсен пултарулăхне хаклама вĕрентет;
— ыттисен çитĕнĕвне курса татах та ытларах туртăнма хистет;
— пулас професси валли тавра курăма анлăлатма ыйтать;
— учителе те проект темине суйласа илнĕ вăхăтра кашни ачан аталанăвне шута илме хистет;
— кирлĕ кĕнекесене, словарьсене уçса пăхма тивет;
— ача ĕçлесен çитĕнÿ патне çитме пултарнине те туять;
— кашни ачана хăйĕн пĕлÿ шайне тĕрĕс хаклама май туса парать, ăна ÿстерессишĕн тăрăшма хистет.
Ĕçĕн результатне кура тĕпчев, вăйă, пултарулăх, информаци, тишкерÿ, практика проекчĕсем пулаççĕ.
Ман шутпа, проектăн лайăх енĕ вăл — ачасене чăвашла таса та илемлĕ калаçма вĕрентни. Хÿтĕлев вăхăтĕнче — чĕлхе е литература урокĕ пултăр — ача чăн чăвашла таса калаçма тăрăшать. Диалект сăмахĕсенчен тарса литература чĕлхипе калаçма вĕренсе пырать. Çакă вара — чи пахи. Унсăр пуçне çыхăнуллă пуплеве те аталантарать. Ку вара сочиненипе изложени çыхăнуллăрах çырма вĕрентсе пырать.
Маларах каларăм ĕнтĕ, проектпа чĕлхе тата литература урокĕсенче те усă курма пулать. Юлашки вăхăтра манан класри ачасем компьютерпа ытларах презентаци тума юратаççĕ.
Ачасем, проект темине кура, чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе, вырăнти материалсемпе туллин усă курма вĕренеççĕ. Ĕç ăнăçлă пулсан ыттисене паллаштараççĕ, çынсен умĕнче тухса калаçма майĕпен хăнăхса пыраççĕ.
Мультимедиллĕ презентацисене тунă чух ачасен ытларах хаçатсенче, кĕнекесенче материалсене шырама тивет. Апла пулин те вĕренекенсем питĕ ăнăçлă презентацисем туса ачасем умĕнче хÿтĕлеме вĕренеççĕ. Уйрăмах ачасен кăмăлне кайнă проектсене палăртса хăварас.
Проект ĕçĕ «Паллаштарам-ха эпĕ хампалла». 1-мĕш класра вĕренекенсем хăй пирки, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе-асламăшĕ, кил-йышри çынсем çинчен каласа пачĕç, 2-4 классенче вара проект ĕçĕсене çырма вăй çитерчĕç. Кашни ача хăй çинчен ытларах тĕпчесе пĕлес тесе ума çакăн пек задачăсем лартрĕ: хăй ят пĕлтерĕшне, кăмăл-туйăма тĕпчесси, юратнă япаласемпе кăмăлланă ĕçсем çинчен пĕлнине анлăлатасси, йăх несĕлне тĕпчесе хамăн вырăна тупасси, хам тĕпченине малашлăхра усă курасси. Çак задачăсене пурнăçлама ашшĕ-амăшĕсем сахал мар усăллă сĕнÿ пачĕç.
Тепĕр проект ĕçĕ «Анне – пирĕн телей». 4-меш класра вулав урокĕсенче анне çинчен сăвăсем вуланă хыççăн проект ĕçĕ турăмăр. Кашни ача тăрăшса ĕçлерĕ, ӳкерчĕксем турĕç, сочиненисем çырчĕç, сăвăсем тупрĕç. Хăшĕсем хут çинче вырнаçтарчĕç, хăшĕсем презентаци турĕç. Аннесен уявĕнче илемлĕ сăвăсем чăвашла янăрарĕç. Нумайăшĕн амăшĕсен куçĕсенчен куççульсем тухрĕç. Ун пек проектсем тата та пур.
Проект мелĕ — уроксенче, шкул тулашĕнчи ĕçсенче усă курма юрăхлă технологи. Ку ачасен активлăхне ÿстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Учительпе ача тачă çыхăнса ĕçлесе пырать. Пурнăç çулĕпе утма ача хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет. Вĕренекенсем кирлĕ материала шырама вĕренсе çитеççĕ, вĕсен тавра курăмĕ те самаях анлăланать.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, урокра вăйă выляни ачасемшĕн савăнăç. Вăйă ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсенчен пĕри. Унта ачасем пĕр-пĕринпе кăмăллăн хутшăнаççĕ, хăйсен калаçу чĕлхине аталантараççĕ, вĕренекенсен хастарлăхĕ ӳсет. Вĕсенчен кашниех вăйăра мала тухасшăн, çĕнтерӳçĕ ятне илесшĕн. Вăйăра çĕнтернĕшĕн чунтан хĕпĕртеççĕ ачасем, çĕнтереймесен вара пăшăрханаççĕ. Апла пулсан, вăйă вылянă чухне кирлĕ ответа тупас тесен, ачан самаях шухăшлама тивет. Ачана шухăшлама вĕрентесси вара- учительсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Шухăшлама, мĕн кирлине шыраса тупма вĕреннĕ ача вĕренӳре ĕлкерсе пынине кашни учитель лайăх ăнланать. «Кам маларах?», «Камăн нумайрах?», «Кам хăвăртрах?» йышши вăйăсенче вĕренекенсен туйăмĕ-сисĕмĕ пит лайăх палăрать.
Урокра вылякан вăйăсем çĕнĕ материала çăмăлрах, ытлашши тĕртленмесĕрех ăнланса илме, ăша хывма пулăшаççĕ, ăс - тăна аталантараççĕ, тавçăрулăхпа тимлĕхе ӳстереççĕ. Палăртнă ĕсе хăвăртрах пурнăçласшăн, ыйтăва маларах хуравласшăн тăрăшни вĕренекенĕн шухăшлавне çивĕчлетет, ытларах калаçма – çырма хистет. Унсăр пуçне вăйăсенче шкул ачи умри йывăрлăхсене çĕнтерме, кирлĕ чухне хăйне чаруллă тытма, юлташĕсене пулăшма хăнăхать. Ушкăнлăх туйăмне те аван аталантараççĕ вăйăсем. Вĕсемех грамматика пĕлĕвне тарăнлатма, чĕлхен шалти законĕсене, кăткăс пулăмсене асăрхама, тĕрĕс çырма та, калаçма та пулăшаççĕ. Кирек мĕнле вăйă та ачасен пассивлăхне сирсе яма, вĕренекен материалпа интересленме хистет; вăйă выляса ăша хывнă чĕлхе материалĕ ачан ăс – тăнĕнче тарăн йĕр хăварать, нумайлăха çирĕпленсе юлать.
Вăйă ирттернĕ чух учителĕн тĕрлĕ дидактика хатĕрĕсемпе (теттесемпе, ӳкерчĕксемпе, карточкăсемпе, таблицăсемпе, сăвă – юрă йĕркисемпе, тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе т. ыт. те ) усă курма тивет. Хăш-пĕр материалсене эпир ачасемпе пĕрле хатĕрлеме тăрăшатпăр. Çавăнпа та вĕсен чĕлхене тишкерес туртăмĕ, харпăр хăй пултарулăхне кăтартас кăмăлĕ вăйланать.
Вĕренĕве усăллă тума тестсем те пулăшаççĕ. Пĕлтерĕшне кура тестсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсем ку е вăл вĕренекенĕн тавра курăмне, ăсне, тавçăрулăхне палăртма кирлĕ.
Паянхи кун «Литература вулавĕ» учебникпа, унти темăсемпе килĕшӳллĕн ĕçлеме кашни класс валли «Ĕç тетрачĕ» пур. Эпĕ унпа анлă усă куратăп. Вăл ачасен харпăр хăй тĕллĕн вĕренес хăнăхăвне аталантарма пулăшать.
Унта тĕрлĕ йышши ĕçсем панă. 1-мĕш класра – ӳкерчĕксем тума е сăрлама, е текст тăрăх ыйтусем çине хуравлама, 2 – 4 классенче – вуланă произведенисем хыççăн тестсем тума.
Тестсемпе ĕçлеме питĕ ансат. Ыйтусене хуравланă май пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсем хăйсемех куç умне тухса пыраççĕ. Тестсен лайăх енĕ вăл – тĕрĕслеве кĕске вăхăтра туса ирттерни.
Тата 3-4 –мĕш классенче «Чăвашла тĕрĕс çыратăп» ĕç тетрачĕпе усă куратăп. Унта тĕрлĕ йышши ĕçсем нумай.
Пĕр – пĕр темăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, пĕтĕмлетӳ урокĕнче викторинăсем ирттеретĕп. Урок вĕçĕнче темиçе минут викторина ирттерни ачасен кăмăлне çĕклентерет, программа материалне лайăхрах астуса юлма пулăшать. Шкулта вуланă е кашни хăй тĕллĕн килте вуланă тăрăх та викторинăсем ирттерме пулать.
Урокра ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарни вĕренӳпе воспитани ĕçĕнче пысăк çитĕнӳ тума пулăшать. Хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхса çитнĕ ачан вĕренӳре тимлĕхĕ çителĕклĕ пулать, пĕлĕвĕ унăн çирĕп. Вăл вĕренӳ материалне лайăх ăнланать, унăн пултарулăхĕ те ӳссех пырать.
Ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеттермелли мелсем нумай. Вĕсемпе усă курасси, паллах, учитель пултаруллăхĕнчен килет. Анчах та кашни урокрах, учебникпа усă курнисĕр пуçне, тĕрлĕрен кăтарту хатĕрĕпе, урока чĕрĕлĕх кĕртмелли мелпе усă курмалла. Уроксене хатӗрленӗ май Интернетри материалсемпе, электрон кӗнекепе - "Чӑваш чӗлхине вӗренетпӗр", Виталий Михайловăн «Чăваш чĕлхи» ятлă сайчĕпе тата ытти те - усӑ куратӑп. Ачасем те Интернетри материалсене илсе килсе ыттисене паллаштараҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, уроксене интереслӗ ирттерме май парать.
Кашни урокрах ачасем ăнланса пырсан, урокра активлă ĕçлесен, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçсан, учитель ĕçĕ сая каймарĕ теме пулать.
Манӑн тӗллев ҫитӗнекен ӑрура чӑваш чӗлхи витӗм кӳнипе уроксенчи материал урлӑ сапӑрлӑх, тӗрӗслӗх, ырӑлӑх, тӑванлӑх туйӑмӗсене упраса хӑварасси. аталантарасси пулса тӑрать. Ҫакна пурнӑҫласа темӑпа пӗр килекен ваттисен сӑмахӗсене е каларӑшӗсене илетӗп, мӗншӗн тесен аслисем вӗрентнине, канаш панине, вӑлтса каланине ачасем кӑмӑлласах йышӑнаҫҫӗ.
Уроксенче чӑваш халӑх юмахӗсене вуланипе пӗрлех вӗсене инсценировкӑлатпӑр: «Пукане юмахĕ», «Кăмпа айĕнче». Ачасем доска умӗнче чӑн-чӑн артист пек тыткалама, выляма тӑрӑшаҫҫӗ. Курса ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, вӗренес туртӑма ӳстерет, кӑмӑла ҫӗклет.
Уроксем хыççăн та чăваш чĕлхи уçлăхĕ туса пама тăрăшатăп. Класс тулашĕнчи ĕç-хĕлсем – ачасемшĕн савăнăç. Вĕсенчен кашниех мĕнпе те пулсан пултаруллă. Пĕри лайăх ташлать, тепри аван юрлать, сăвă калать т.ыт.те. Уявсене хутшăннă чух ачан шухăшлама та, пуплеве аталантарма та тивет, анчах та ку хистенипе мар, хăй ирĕкĕпе пулса пыни паха. Шухăшлама вĕреннĕ ача вара вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать.
Класс тулашĕнчи ĕç пирĕн шкулта нумай енлĕ пулса пырать. Тĕп тĕллевĕ – хутшăну.
Эпир ачасемпе библиотекӑсене, музея экскурсие каятпăр. Унта авалхи чăвашсен культурипе, йăли-йĕркипе тата та тарăнрах паллашатпăр, конкурссене хутшӑнатпӑр. Тĕслĕхрен, «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăрту-вăййа ачасем кашни çулах хутшăнаççĕ, тĕрлĕ вырăнсем илеççĕ. Ачасем чăваш хаçат-журналне, кĕнекине хистемесĕр вулама вĕренччĕр тесе чăвашла çырнă «Тетте» журналпа «Тантăш» хаçатпа паллаштаратăп.
Йăла-йĕрке уявĕсем ирттерсе те хавхаланатпăр вĕренекенсемпе. Акă нумаях пулмасть çу кунĕсем çывхарнă чух «Çăварнин» ырă саманчĕсем, пархатарĕ ачасен асĕнче юлчĕ.
Çавăн пекех шкулта кашни çулах «Пуçламăш классен эрни» иртет. Ун чухне тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Вĕсене чăвашла та вырăсла та ирттеретпĕр.
Пĕтĕмлетÿ
Хальхи вăхăтра пурнăç хăвăрт улшăнса пынă пирки вĕрентекенĕн хăйĕн тавракурăмне ÿстермелле, паянхи кун кăларса тăракан çĕнĕлĕхсемпе паллашсах пымалла.
Чăваш чĕлхи урокĕсем шкул ачин вĕренес кăмăлне çĕклемелле, ăс-хакăлне пуянлатчăр, кăмăл тĕлĕшĕнчен тÿрĕ те сăпайлă пулма вĕрентчĕр. Çакна, паллах, творчествăлла ĕçлемесĕр, ачасене хăйсене вĕренÿ çине çĕнĕлле пăхма хăнăхтармасăр пурнăçлама çук. Ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе мелсем шырани кирлĕ. Вĕрентекен те, вĕренекенсем те çапла ĕçлесен çеç çĕнетÿ вăхăтне тивĕçтерекен ÿсĕмсем тума пулать.
Министерство образования и науки РТ
Выступление на РМО учителей
начальных классов в ХШСШ
по теме:
«Развитие творческих способностей
детей на уроках чувашского языка и литературы через нестандартные формы
урочной и внеурочной деятельности»
Моисеева Надежда Витальевна,
учитель начальных классов
МБОУ «Убеевская СОШ»
Дрожжановского муниципального района
Республики Татарстан
Март 2016 г.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Развитие творческих способностей детей на уроках русского языка
Эффективность работы учителя определяется тем, в какой мере учебно-воспитательный процесс обеспечивает развитие творческих способностей каждого ученика, формирует творческую личность и готовит е...
Развитие творческой активности детей на уроках русского языка и литературы
Выявление творческих способностей учащихся.Создание ситуаций успеха.Задания для развития творческого мышления учащихся....
Решение нестандартных задач как средство развития творческих способностей обучающихся на уроках русского языка.
Выступление на заседании ШМО учителей начальных классов...
«Развитие творческих качеств ребенка через использование активных форм урочной и внеурочной деятельности»
Все мы хорошо помним, как в школьные годы нравилось играть с друзьями во дворе или на переменках, и как огорчала необходимость читать серые скучные учебники и запоминать придуманные взрослыми длинные ...
Тема по самообразованию:"Развитие творческих способностей детей на уроках русского языка и литературы в условиях реализации ФГОС НОО".
Всякое знание остаётся мёртвым, если у учащихся не развивается инициатива и самостоятельность. Учащихся нужно приучать не только к мышлению, но и к хотению. ( ...
«Развитие творческих качеств ребенка через использование активных форм урочной и внеурочной деятельности»
Все мы хорошо помним, как в школьные годы нравилось играть с друзьями во дворе или на переменках, и как огорчала необходимость читать серые скучные учебники и запоминать придуманные взрослыми длинные ...
«Развитие творческих качеств ребёнка через использование активных форм урочной и внеурочной деятельности»
Происходящие в настоящее время изменения в общественной жизни требуют развития новых способов образования, педагогических технологий, имеющих дело с индивидуальным развитием личности, творческой иници...
- Мне нравится (1)