М. Ухсайӑн «Услан кайӑк юмахӗ» тӑрӑх ирттернӗ урок (Литература вулавӗ, 4-мӗш класс)
план-конспект урока по чтению (4 класс) по теме

Быкова Марина Ивановна

Урок тӗллевӗпе задачисем: - палӑртуллӑ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси;

- илемлӗх мелӗсене тупса палӑртма хӑнӑхтарасси;

- вуланине ыйтусем тӑрӑх каласа парас хӑнӑхусене ҫивӗчлетесси;

-атте-аннене хисеплес туйӑмсене аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мудьтимедиа проекторӗ, «Йӑх-несӗл йывӑҫӗ» таблица.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл uslan_kayak_yumahe.docx26.78 КБ

Предварительный просмотр:

М. Ухсайӑн «Услан кайӑк юмахӗ» тӑрӑх ирттернӗ урок

(Литература вулавӗ, 4-мӗш класс)

Быкова Марина Ивановна,

Патӑрьел районĕнчи

 Çӗнӗ Ахпӳртри тӗп шкулта

пуçламăш классене вĕрентекен.

Урок тӗллевӗпе задачисем:

- палӑртуллӑ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси;

- илемлӗх мелӗсене тупса палӑртма хӑнӑхтарасси;

- вуланине ыйтусем тӑрӑх каласа парас хӑнӑхусене ҫивӗчлетесси;

-атте-аннене хисеплес туйӑмсене аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мудьтимедиа проекторӗ, «Йӑх-несӗл йывӑҫӗ» таблица.

Урок юхӑмӗ

  1. Урока йĕркелесси.

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар вулав урокне.

- Халь пирĕн литература вулавĕн урокӗ. Урок аван ирттĕр тесен пирĕн мĕнле ĕçлемелле? (Ачасен хуравĕсем).  Ăнăçу сунăр пĕр-пĕрне.

    II.   Урок темине, тĕллевĕсене тупса палăртни.

- Экран ҫине ҫемье ӳкерчӗкӗ тата ҫакӑн пек сӑмахсем тухса тӑраҫҫӗ: «Çемье ӑшши – чун ӑшши».

Учитель. 

Тӑван кил-йышӑм-чун йӑпатмӑш-

Манми ачалӑхӑн сӑпки.

Кӳретӗн пурнӑҫа эс савнӑҫ,

Хӗвел шевли, кун-ҫул ҫути.

Тӑван килтен тухса кайсассӑн

Чӗре кӑлт-кӑлт тапать ӑшра:

Ман чун унтах тӑрса юласшӑн,

Пурнасшӑн мар вӑл аякра.

Асран каймасть атте кил-ҫурчӗ,

Анне кулли, ҫемье ӑшши.

Часрах пурне те ман курасчӗ-

Тӑван кил-йыш ытарайми.

Пулсассӑн килӗм-йышӑм ҫуммӑн

Ҫӑтмах та кирлӗ мар мана.

Нимрен хаклийӗ эсӗ маншӑн,

Сана эп памӑп никама.

Эс маншӑн хӳтлӗх, эпӗ – санӑн,

Пӗрле эпир – патвар юман.

Пире асар-писер ҫил-тӑвӑл

Хуҫаймӗ нихӑҫан, нихҫан!

     - Мӗншӗн ҫак сӑвӑпа пуҫларӑм-ши урока? Мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр урокра? (Ҫемье ҫинчен)

     - Паянхи урокра та эпир ҫемье ҫинчен калаҫӑпӑр, тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илсе ҫирӗплетсе хӑварӑпӑр. «Атте-анне пулсассӑн…» текен шухӑша малалла тӑсӑпӑр. Мария Ухсай ҫырнӑ «Услан кайӑк юмахне» вуласа тишкерӗпӗр. Писательсем хайлавсенче усӑ куракан илемлӗх мелӗсем ҫинче те чарӑнса тӑрӑпӑр.

2018 ҫула Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе «Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкӗ» тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитрӗ. Шухӑшласа пӑхсассӑн, ҫак пулӑмсем пӗр-пӗринпе питӗ тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ: ҫепӗҫ те ачаш туйӑмлӑ пулма, ырӑ ӗҫсем тума мӗн пӗчӗкрен ҫемьере вӗрентсе ӳстернӗ, И. Я. Яковлев та хӑйӗн тивлетне Турӑ ирӗкӗ пек ӑнланса чӑвашсене таса чунлӑ та мал туртӑмлӑ пулма пилленӗ, хӑй халӑхӗнче ҫемье пирки ҫырса хӑварнӑ.

Ача: Çемйěре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракě, патшалăх чаракě. Çемье пурнăçě тěлěшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхě ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçě пире пурнăç хыттинчен хÿтěлесе тăрать. Килěштерсе тěреклě тăракан çемьешěн катаран килекен пурнăç синкерěсем хăрушă мар.

III. Ҫĕнĕ темӑпа ĕҫлени.

  1. Атте-анне пулсассӑн…
  1. Урок темине вуласа шухӑша малалла тӑсни.

1-мӗш слайд:

- Слайд ҫинчи предложенири шухӑша малалла тӑсӑпӑр.

Ачасен хуравӗсем.

  1. Экран ҫинчи сӑвва вуласа унӑн тӗп шухӑшне палӑртни.

Хӗвел пек ҫутӑ ҫыннӑм, анне!

Ҫук санран ҫывӑххи тӗнчере.

Эс кӳретӗн кил-ҫурт илемне,

Юратса ӳстеретӗн пире!

  1. Сӑвва илемлӗ вулама хӑнӑхтарни.

- Ку сӑвва кам ҫинчен ҫырнӑ?

- Кам ҫак йӗркесене амӑшне хытӑ юратнине палӑртса вулама пултарать?

Темиҫе ача сӑвва сасӑпа вулаҫҫӗ.

  1. Сӑвӑри илемлӗх мелӗсене тупса палӑртни.

- Ҫак сӑвӑра автор мӗнле илемлӗх мелӗпе усӑ курать? Асамлӑ кӑранташ ӑна сире аялтан туртса панӑ.

- Ҫыравҫӑсем тата мӗнле илемлӗх мелӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ?

2. «Танлаштару», «эпитет», «сӑпатлантару» ӑнлавсен пӗлтерӗшне палӑртни

1) «Ҫыхӑнусем туп». Литературӑри илемлӗх мелӗсене вӗсен пӗлтерӗшӗсемпе ҫыхӑнтарни

2-мӗ слайд:1-мӗш юпана эпитет, сӑпатлантару, танлаштару терминсене ҫырнӑ, 2-мӗш юпана –вӗсен пӗлтерӗшӗсене.

Танлаштару               Чӗрӗ мар япалана чӗрӗ пек туса кӑтартни

                           

Сӑпатлантару         Пӗр-пӗр япалана е пулӑма сӑнлама усӑ куракан,

                                          ӑна сӑнарлӑх кӳрекен сӑмах

Эпитет                      Пӗр япалана е пулӑма тепӗр япалапа (пулӑмпа)

                                          танлаштарса кӑтартни

-Сулахай енне савӑнӑҫлӑ кӑранташ мӗнле сӑмахсем вырнаҫтарнӑ?

(Терминсем.)

-Сылтӑм енче вара вӗсен пӗлтерӗшӗсем, анчах вӗсем пӑтрашӑннӑ. Пирӗн ҫак сӑмахсене пӗлтерӗшне кура ҫул уҫса памалла, кашни ӑнлава хӑйӗн «ҫемйине» тупма пулӑшмалла.

Ачасем доска патне тухса литература терминӗ патӗнчен унӑн пӗлтерӗшӗ енне асамлӑ кӑранташпа тӗрӗс йӗр тӑваҫҫӗ.

2) Илемлӗх мелӗсен тӗслӗхӗсене ачасене туптарни.

Кӗмӗл сасӑ, ылтӑн алӑ, кӑтра хурӑн – эпитет

Хӗвел ачашлать, ҫумӑр ташлать –сӑпатлантару

Уйӑпсем шевле пек, куҫӗ шӑрҫа пек – танлаштару.

3) Доска ҫине ҫырса панӑ тӗслӗхсене тишкерни.

- Сирӗн ҫемьере пурӑнакан кам ҫинчен ҫапла калама пулать?

Ылтӑн алӑ, сарӑ хӗр, куҫӗ ҫӗмӗрт пек, ӑшӑ чӗреллӗ.

Пӗтӗмлетӳ. Ҫак илемлӗх мелӗсене эпир нумай чухне мухтаса, ырласа каланӑ чух усӑ куратпӑр. Ҫывӑх тӑвансене хытӑ юратнине палӑртма та кирлӗ вӗсем. Тӑвансем пурри – пуянлӑх. Пур тӑвана та пӗрле йӑх-несӗл йывӑҫӗ ҫине пуҫтарма пулать иккен.

3.«Эп паян –чи пуянни». Йах несел йывасе тарах тавансем синчен каласа пани

(Ачасем урока хатерленсе семьен несел йывасне хатерлессе ,1-2 ачана хайсен таванесем синчен калаттарма пулать)

4. 3-меш слайд синчи савва сасапа вуласа тишкерни, унти илемлех мелесене тупса палартни

Тупере хевел кулсассан,

Вайсар сын та вайларах.

Тавансем нумай пулсассан,

Пуринчен эп пуянрах!

 - Сак савара автар менле илемлех мелесемпе уса курать? (Хевел кулсассан -  сапатлантару.)

IV. Физкультура саманче

- Сер синче пур япалан та семье пур иккен: куракан та, йывасан та, чер чунсен те, хевелен те семьи пур. Унан семьи пелет ҫинче иккен. Камсем ши весем? Кун синчен эпир кану вахатенче пелепер.

(Ачасем савапа килешуллен хусканусем тавассе)

- Хевел аста сыварать?

- Кукамашепе юнашар.

- Кам ха ун кукамаше?

- Сулле те кавак тупе.

- Вал мескерпе витенет?

- Сам пек семсе пелетпе.

- Кам ана витсе ярать?

Ун аслашше - Сил мучи.

V. «Услан кайак юмахе» текстпа ӗҫлени

1)  Калаван 1 - меш абзацне сасапа вулани. Анланнине тереслени.

Тӗллев: -  Услан кайаке менле саса каларать – ши?

 - Услан кайаке ухлетет, ух - ух тесе йерет. Саванпа ана ухе тесе ченне енте.

2) Сак кайак синчен каласа пани, сассине итлеттерни, укерчекне катартни («Чаваш челхи,

5-меш класс, электронла пособи, «Путене»)

         Ӳхĕ — тăмана евĕрлӗ пысăк тискер вĕçен кайăк. Çын çӳремен вăрмансенче пурăнать. Куҫӗ унӑн пысӑк, хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ, йӑлтӑркка. Ҫав куҫпа вӑл шӑшие ҫӗрле те курать. Чӗрнисем тата?! Ҫӳлевӗҫ чӗрни пек: карӑка та, мулкача та тытма пултарать. Сӑмси?! Унпа вӑл хытӑ чаклаттарать, кирлӗ пулсан тир те сӗвет. Ытларах чухне чӗрчунсене вӑл чӑмламасӑр ҫӑтать. Çăмартисем тупӑ пек пысӑк пулаҫҫӗ те кайран пӗчӗкленсе пыраҫҫӗ. Чӗпписем вара тухнӑ хыҫҫӑн кунран кун пысӑкланса пыраҫҫӗ, амӑшӗпе ашшӗнчен те пысӑкрах пулаҫҫӗ.

3)2- меш абзаца рольпе вулани (Васук, Настас аппа, автор) Анланнине тереслени.

Теллев: - Ку абзаца рольпе вуласа сак кайакан тепер ятне пелепер.

 - Сак кайака хаш пер вырансенче услан кайаке тессе.

4) Настас аппа услан кайак синчен каласа панине вулани.

- Наҫтаҫ аппа мӗн ҫинчен юмах тапратнӑ?

5) рольпе вулани, анланнине тереслени.

Теллев: Меншен макарать-ши сак кайак?

6)Вулана юмахри илемлех мелесене тупни.

Танлаштарусем: певе хава пек, кус харшисем керхи кас пек, уйах пек.

9)Словарь есе (доска синче пана самахсене вырасла пелтерешепе сыхантарни)

салма                   мачеха

ама сури              скалка

йетер                     клёцки

ӑншӑрт                беда, несчастье

10)Сыру есе. Калаври теп геройсене санлани.

 - Тетраде паян вулана юмах ятне тата авторне сырса хурапар.

Экран сине юмах ячепе авторе тухса тарассе. Сулахай енне хер ача, сылтам енне ама сури тесе сырна.

 - Юмахра мисе теп санар? Камсем? Теп санарсене тетраде юпапа сырса хурапар.

Эпир сиренпе сынна санлакан самахсем чылай вереннечче. (Ачасем теслехсем тупассе)

Хӗр ача – ырӑ, лӑпкӑ, чӑтӑмлӑ, сӑпайлӑ

Ама ҫури – усал, хаяр, кӑнттам, тӳрккес, чӑрсӑр

Хале пирен юмахри хер ачана тата ама сури амашне санламалла.

Ачасем тетраде сырассе.

Петемлету. Яланах ыра камалла, сапайла пулар, пер перне ан курентерер.

VI. Пурнесен гимнастики «Мир информатики», сӑвӑсене вырасларан чавшла кусарна)

Ачасем компьютер сине пахса пурнепе вылятассе.

1, 2, 3, 4 –

Пуранна тет шашисем.

Чей есне, чашак ватна.

Ют челхепе каласна.

Чаби челяби

Челяби чаби-чаби.

Чаби челяби

Челяби чаби-чаби.

Ыра кун пултар,

Аван-и, Иван!

Ыра кун пултар,

Аван-и, Степан!

Ыра кун пултар,

Аван-и, Сергей!

Ыра кун пултар,

Аван-и, Андрей!

Ыра кун пултар,

Аван-и, Антон!

Осьминоган урисем,

Пит нумай-ске весем!

Пурте кирле ана!

Сакар тесле ура!

VII. Компьютерпа уса курса «Тимлехе тересле»тестсене пурнаслани, хак пани («Услан кайак юмахен» содержанийе тарах)

  1. Услан кайаке менле саса каларать?

󠇟Кар-кар

󠇟Ух-ух

󠇟Чив-чив

  1. Кам услан кайак синчен юмах каласа пана?

󠇟Настас аппа

󠇟анне

󠇟Палюк мучи

  1. Чипер хер пурнасе мен пирки усалланса кайна?

󠇟укса-тенке сителексер пулна

󠇟херен ашше авланна

󠇟санталак пасалса кайна

  1. Хер ача меншен услан кайак пулса тарать?

󠇟ама сури амаше ана йетерпе юнана

󠇟хер ача чарусар пулна

󠇟хер ачан килте еслес килмен

  1. Ама сури амаше хер ачана

󠇟юратна

󠇟салтавсарах курентерне

󠇟килти ессене тутарман

VIII. «Услан кайӑк юмахӗ» тӑрӑх петемлету туни.

- Юмаха вуласан менле шухаш-туйам суралче?

- Кама шеллес килет? Кама сивлес килет?

- Юмахӑн тӗп шухӑшӗ мӗнле?

 - Сак семьере килешу, анлану пулна пулсан весем пур йыварлаха сентерне пулеччес. Сывах сынсене хаклама пелменни те куранать кунта. Сиреп, тусла семье теменле йыварлаха та сентерет.Сиреп семье пулсан, пирен республика та, Рассей сер-шыве те сиреп пулать.

. Киле ĕç.

Аслисенчен сакан еверле пер-пер халап сырса ил, танташусене каласа пар.

Х. Ачасен есесене хаклани. Рефлекси. Урока петемлетни.

1) Халĕ хăвăр урокра мĕнле ĕçленине хак парăр (ачасем хăйсем хаклаççĕ, юлташ хаклать, учитель хаклать).

   2)  Паян сире урок кăмăла кайрĕ пулсан хĕвел шевли çыпăçтарăр, кăмала каймарĕ пулсан - пĕлĕт татки. (хут çине ачасем е хĕвел шевли, е пĕлĕт татки çыпăçтараççĕ.

Урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн пысăк тав.

Урока «Аттепе анне киленче» (кевви Перьеван, савви М. Сэниэлен) юрра итлесе вӗҫлӗпӗр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок литературы в 3 классе по теме:А.С.Пушкин "Граф Нулин", "Зимняя дорога"

Урок построен в форме путешествия в зимнее царство. Познакомиться с поэзией А.С.Пушкина помогает Добрая Фея, которая ведет ребят по страницам его стихов и навевает зимнее настроение....

Конспект урока литературы (чтения) в 4 В классе 2 отделения.

Конспект урока литературы (чтения)  в 4 В классе 2 отделения.                                      ...

"Чи хаклă çын". (4 класра ирттернě урок)

Кашни  ачашăн анне чи хаклă çын....

Открытый урок в 3 классе на уроке литературе . Тема В.Ю. Драгунский " Главные реки"

Разработка урока литературы с использованием современных гаджетов....

Презентация у уроку литературы на родном языке. 3 класс. Л.Н. Толстой " Русак"

Использование презентации помогло поддерживать интерес на протяжении всего урока, наглядно осуществить работу  с устаревшими словами и понятиями....

Технологическая карта урока по литературному чтению "Знакомство с зарубежной литературой. Дж. Свифт «Путешествия Гулливера». Герои приключенческой литературы" (УМК "Школа России", 4 класс)

Цель урока: формирование читательской компетенции: знакомство обучающихся с произведением зарубежной литературы: Дж. Свифт «Путешествие Гулливера».Задачи урока:Дидактические:1. Познакомить...