Методическая разработка внеклассного мероприятия "Мы вместе"
методическая разработка
Мероприятие на чувашском языке "Пӗрле" (Мы вместе!) в рамках реализаци волонтерской работы по сохранению и развитию родного языка.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
konspekt_vneurochnogo_meropriyatiya_my_vmeste_na_chuvashskom_yazyke.docx | 285.14 КБ |
Предварительный просмотр:
Захарова Марина Анатольевна
учитель родного(чувашского) языка и литературы
МБОУ «Новоильмовская СОШ»
Черемшанского муниципального района
Республики Татарстан
Класс тулашĕнчи ĕçĕн конспекчĕ
«Эпир пĕрле!»
Эпиграф «Прлешÿре – вăй»
Слогон «Пĕрле юрлар, пĕрле ташлар,
Пĕрле ĕçлер, пĕрле савнар,
Пĕрле ялан хаваслă пурнар,
Пĕрле, пĕрле,
Ялан пĕрле!»
Харкамлăх результачĕсем
- чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чаваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни;
пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни
Пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсем:
- шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни;
-вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, хăнăхупа яланхи пурнăçра усă курни;
- калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кеме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни;
- пуплев-хутшăну культурине аталантарни;
- ачасен шухăшлавĕпе пултарулăхне аталантарни;
- общество пурнăçăн пулăмĕсене, кулленхи пурнăç тупсăмĕсемпе çыхăннă проблемăсене тарăннăн ăнланма пулăшни
Предмета вĕреннин результачĕсем:
- тăван чĕлхене пелни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕç пуррине ăнланни;
- пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни;
- шкул ачин кăмăл - сипет тата культура никĕсне чи малтан чăвашсен традициллĕ тĕнче ăнланăвне пур енлĕн аталантарни;
- пуплев - хутшăну культурине аталантарни; ачасен шухёшлавĕпе пултарулăхне аталантарни;
Курăмлăх хатĕрĕсем:
Интерактивлă доска, компьютер, колонкăсем, презентаци, видео «Пĕрле» https://www.youtube.com/watch?v=e5swZFPuxc8 , аудио юрă «Пĕрле», логотип
Ĕçе йĕркелемелли формăсем: калаçу, вăйă, ăмăрту, ушкăнпа
Ĕç йĕрки
- Ĕçе йĕркелесе ярасси
- Пĕрле, пурте юрлар паян пĕрле,
Пĕрле, пурте ташлар паян пĕрле,
Пĕрле, пурте ĕçлер паян пĕрле
Пĕрле, пĕрле, савнар пĕрле!
- Ĕçлеме хавхалантарасси
«Пĕрле» видео-клип пăхасси
- Калаçу «Пĕрлешÿре – вăй»
- Çак шăпăра кам хуçма пултарать?
- Уйрăм туратсене хуçса пăхăр-ха. (Хуçăлаççĕ).
- Мĕншен çапла?
- Пĕрле сăмахăн синонимне тупар-ха.(Сăмахсен пĕлечĕ йĕркелесси)
(Ушкăнпа, нумайăн, йышпа, эртелпе, халăх, ниме)
- Урăх чĕлхесене куçарăр. (Мы вместе/ Без бергә/ We're together)
-Пĕрле самахăн антонимĕ мĕнле пулать?
- Вăйă «Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать»
Ушкăнпа – пĕччен - сăмахсенчен пÿрт «купаласси», е пазл пуçтарасси
Халӑхпа вӗрсен хапха уҫма пулать. Эртелпе ӗҫлесен ӗҫ ҫӑмӑл.
- «Эпĕ - халăхăн пер чĕптĕмĕ» Тумлам шыв тинĕсе пулăшать.
- Сăвăсем ăмăртса вуласси
Виталий Стньял «Камсем эпир?» -Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир? Менле анне пире савса çуратнă? Мĕле атте ура çине тăратнă? Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă, Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă? Хăш халăхсем пире тăван пек картнă?
-Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир: Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.
| Петĕр Хусанкай «Эс манăн халăхăм çинчен…» Эс манăн халăхăм çинчен, Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм. Пăх ман çине: мана пиччен, Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн. Супан этемлĕх несĕлне Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн, Истори анисем çине Шух варвăрсен ятне хăварнă.
Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек. Ман юн кайран нумай пăтраннă. Пин çул ытла пăлхарччĕ эп, Унтан мана чăваш ят панă. |
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш. Урамра хĕвел пăхать, Кишĕр ман çумлас пулать. Хăярне кăпкалататăп, Купăста та шăваратăп. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш, Нихăçан ахаль лармастăп. Пукане йĕрет пÿртре ... Сиктеретĕп сăпкара. Канлĕ выртăр тĕлĕрсе. Пĕр шăна сире çыртаймĕ, Тĕлĕксем курма чараймĕ! | Петĕр Хусанкай «Эп - чăваш ачи» Эп — чăваш ачи, саватăп Хамăрăн Чăваш çĕрне. Вăл — кипке те ман, сăпка та, Ăна манмăп ĕмĕрне. Хумханать-и аслă Атăл, Каш кашлать-и сĕм вăрман — Савнă çĕрĕм-шывăм ман вăл, Сас парать мĕн авалтан. Эп — чăваш ачи, саватăп Эп — чăваш ачи, саватăп |
- Вăйă «Эпĕ - чăваш»
- Пĕрремĕш ача: Эпĕ Станислав, эпĕ – чăваш, эпĕ сăпайлă, çынна сăпайлăх илем кÿрет(хăйен ячĕн пĕрремĕш сас паллинчен пуçланакан çынна сăнлакан паллă ячĕ тупмалла е ваттисен сăмахĕ, е каларăш), эпĕ вун иккĕре, … Иккĕмĕш ача: Вăл – Станисав, вăл сăпайлă чăваш ачи, манăн юлташ, эпĕ Кристина, эпĕ– чăваш хĕрĕ, эпĕ - кăмăллă, камӑллӑ ҫыншӑн пурте кӑмӑллӑ. Эпĕ вун иккĕре, …
- Виççĕмĕш ача: …….
- Вăйă «Ваттисен сăмахне выляса кăтарт»
1 ушкан - Йышпа ÿпре те вăйлă теççĕ.
2 ушкăн – Йышпа çисен апат тутлă.
Ушкăнсем выляса кăтартаççĕ, пăхакансен ваттисен сăмахне ăнланса илсе каламалла.
- Пĕтĕмлетÿ.
Флешмоб «Эпир пĕрле!» - «Пĕрле» юрăпа тата çак сăмахсемпе:
- Пĕрле, пурте юрлар паян пĕрле,
Пĕрле, пурте ташлар паян пĕрле,
Пĕрле, пурте ĕçлер паян пĕрле
Пĕрле, пĕрле, савнар пĕрле!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Методические разработки внеклассных мероприятий по физической культуре и спорту. Методические разработки внеклассных мероприятий по физической культуре и спорту.
Аннотацияк учебно-методическим разработкам внеклассных мероприятий по физической культуре с использованием нестандартного оборудования. 1....
Методическая разработка внеклассного мероприятия по физике «Если вместе - веселее».
Целью данного мероприятия является создание в представлении учащихся общей картины мира с его единством и многообразием свойств неживой и живой природы. Данное мероприятие проводится в урочное время н...
Методическая разработка по физкультуре по теме: Методическая разработка внеклассного мероприятия "Веселые старты" для учащихся начальной школы по предмету: "Физическая культура"
Внеклассное мероприятие "Веселые старты" проводится с целью пропаганды здорового образа жизни, где учащиеся развивают двигательные качества, укрепляют здоровье, дружеские отношения....
Методическая разработка конкурсной программы "Вместе с бабушкой моей"
Методическая разработка конкурсной программы "Вместе с бабушкой моей", проводится на кануне праздника 8 марта (можно и в другое время). В ней учавствуют бабушка и её вну...
Методическая разработка спортивного праздника "Вместе встретим Новый год".
Пропаганда здорового образа жизни и активного отдыха....
Методическая разработка внеклассного мероприятия по теме "Россия и Крым. Мы вместе!" для 7-11 классов
Методическая разработка внеклассного мероприятия для 7-11 классов. Рассматриваются следующие вопросы:1. История Крыма в составе России.2. Город-герой Севастополь.3. Судьба Крыма в составе Украины.4. Р...
Методическая разработка внеклассного мероприятия по физике «Если вместе - веселее».
Методическая разработкавнеклассного мероприятия по физике «Если вместе - веселее»....