Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка
план-конспект занятия (5, 6, 7 класс)

Зайцева Альбина Петровна

Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка.

Самое дорогое для человека это здоровье. Нет здоровья, нет жизни гласит народная мудрость. Каждый человек просто обязан заботиться о своем здоровье, чтобы как можно дольше оставаться сильным и активным. Этому должны мы научить наших учеников. Мне кажется этому могут помочь  мероприятия, пропогандирующие здоровый образ жизни.

1-мĕш ертÿçĕ: Кашни çыншăн чи пысăк пуянлăх-сывлăх. Пепке çут тĕнчене килсенех ăна пурте сывлăх сунаççĕ. Пĕрремĕш кунĕсенченех ачан сывлăхне ашшĕ-амăшĕ, тухтăрсем сăнаççĕ, май килнĕ таран упраççĕ.(1,2 слайд)

2-мĕш ертÿçĕ: Мĕн-ха вăл сывлăх? Кам хăйĕн шухăшне калас тет?

1-мĕш ертÿçĕ:  Паллах ÿт-пÿ кĕрнеклĕ пулни, ăс-тăн çирĕплĕхĕ, кăмăл çĕкленÿллĕхĕ сывлăхпа çирĕп çыхăнура тăраççĕ.

2-мĕш ертÿçĕ:Сывлăхлă пуласси тата ăна упрасси, çирĕплетесси çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет. Çын хăйне хăй упрани, кун йĕркине çирĕп тытни, апата виçеллĕ çини, спортпа туслă пулни, уçă сывлăшра çÿрени- çаксем пурте сывлăха упрама, ăна çирĕплетме пулăшаççĕ.(3 слайд)

1-мĕш ертÿçĕ: Сывă çын тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшса вĕренме, ĕçлеме, телейлĕ пулма, савăнса пурăнма пултарать. Çавăнпа та пирĕн сывлаха упрама пĕлмелле.

2-мĕш ертÿçĕ: Ачан çирĕп сывлăхĕ тĕрлĕ сăлтавсенчен килет: йăхран йăха куçса пыракан чир-чĕртен, организм уйрăмлăхĕсенчен, экологирен.(4 слайд)

1-мĕш ертÿçĕ: Çынна яланах таса сывлăш кирлĕ. Тĕрле хими хутăшĕ, заводсенчен тухакан тĕтĕм- сĕрĕм, автомашинăсем кăларакан тĕрлĕ газ, çынсем паăрахакан çÿп-çап -çаксем пурте экологие пăсаççĕ.

2-мĕш ертÿçĕ: Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, перус тĕтмĕ те сывлăха самайп пăсать. Апла пулсан-сигарет туртакан çын хăйĕн организмне те, туртман çын организмне те сиен кÿрет.

1-мĕш ертÿçĕ: Халĕ вара сире  С.Михалковăн "Упа чĕлĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх  инсценировка курма сĕнетпĕр. Мĕн тумалла-ши пирĕн сылăха упрас тесен?

Скачать:


Предварительный просмотр:

Калавçă. Тимлĕн итлĕр,  ачасем,

Варманта пулса иртнĕ пĕр ĕç çинчен…….

Пĕррехинче вăрман хуралçи вăрманта тапак енчĕкепе чĕлемне çухатса хăварнă тет. Чĕлĕмпе енчĕке упа тупнă тет.  Çакăнтан пуçлать упа чĕлĕм туртма. Хăй те сисмест, хăнăхсах каять чĕлĕм туртма. Енчĕкри табака туртса пĕтерсен типнĕ çулçă пуçтарса туртма тытăнать.

   Ĕлĕкрех упа утаман хĕвелпе пĕрле тăратччĕ, курăк çинче кăлтăрмач пек çаврăнса, шыв хĕрринче çăвăнатчĕ. Унтан юханшывран пулă тытса апат çиетчĕ е тата хăмла çырли пуçтарса çиетчĕ. Халĕ вара...

Упа. Ах! Мĕнле йывăр ирхине тăма.

Шăм – шак  ыратать, пуç ыратать.

Начар мана, йывăр.

Ларас  ман çкăнта канма,

Ай-яй , яй чĕлĕм туртас!

Тилĕ. Ырă кун Упа-упа –утаман!

Упа. Салам

Тилĕ. Эсĕ-и вара ку?

Çулларанпа сана курман!

Мĕскер пулнă сана?

Ырханланса шурса кайнă-çке эс.

Çулталăк хушши апат çимен пек

Ытла начар эс.

Мĕн пулнă вара сана?

Упа. Хам та пĕлместĕп.

Тем шăм-шак сурать пĕр май.

Çăм та тăкăнать, юхать.

Çийĕттĕм, анчах апат анмасть.

Тертленетĕп, тусăм, латсăр,

Чĕрем чикет, ÿсĕреп…

Тилĕ. Мĕскер эс, тусăм,

 Ула такка патне каймастăн?

Пулăшĕ вал сана, ахальтен ăна тухтăр темеççĕ.

Кайса кил, ан ÿркен.

Упа. Тăхтам кăштах, пурнам пĕрер эрне

        Кайса килĕп ун патне.

Калавçă. Акă иртрĕ пĕр эрне,

тепре те вĕçленчĕ.

Упана тата начар,

йывăр ăна пурăнма.

Кашкăр. Ырă кун пултăр, упа-утаман!

Упа. Салам!

Кашкăр. Итле-ха, тусăм, эс ытлата  япăх курăнан.

                  Мĕн пулчĕ? Ытла та йывăр – им сана?

                  Сĕре ырхан –çке эс капла?              

Упа.  Хам та пĕлместĕп…..

          Тем шăм-шак сурать пĕр май

          Çăм тăкăнать,  юхать

          Çийĕттĕм, анчах-апат анмасть.

          Тĕртленетĕп, тусăм, латсăр,

          Чĕрем чикет, ÿсĕреп

Кашкăр. Пĕтен капла…

Мĕскер эс ула такка патне каймастăн?

Ахальтен ăна тухтăр темеççĕ.

Пулăшĕ вăл сана,

Кайса кил, ан ÿркен

Калавçă. Шыраса тупать хайхи упа-утаман ула таккана. Курать ула такка йывăç çинче ларать.


Предварительный просмотр:

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий инсценировки "Умей сказать НЕТ!"

Данный сценарий может быть использован на классных часах или других мероприятиях, посвященных профилактике вредных привычек....

Инсценировки по истории 5-6 класс

инсценировки по истории 5-6 класс...

Внеклассное мероприятие на тему: « Инсценировка сказки Белоснежка и 7 гномов на английском языке » проведенное в 6 Б классе 24.01.2013г.

Основная цель постановки: привить  учащимся  интерес  к драматизации сказок на английском языке.Задачи:Развить навыки и умения диалогической и устной речи, научить учащихся произн...

ВНЕКЛАССНОЕ МЕРОПРИЯТИЯ« Our Pets» c инсценировкой сказки “ The Turnip” для 2-3 классов

развивать произносительные навыки учащихся, развивать интерес к иностранному языку, совершенствовать коммуникативные умения, практиковать монологическую речь с помощью драматизации , разви...

сценарий инсценировки сказки "Теремок" на уроке внеклассного чтения по литературе

интересная  автоорская разработка кукольного спектакля Теремок" на современный лад...

Сценарий внеклассного мероприятия "Инсценировка сказки Муха-Цокотуха"

Сценарий разработан для учащихся 1-2 классов коррекционной школы для детей с ОВЗ УО...

Внеклассное мероприятие по литературе (инсценировка I, IV, V, XI, XIV глав повести А.С. Пушкина «Капитанская дочка»).

Данное внеклассное мероприятие помогает расширить представления учащихся о творчестве А.С. Пушкина,  воспитывать уважение к родному языку и слову, к истории страны, развивать артистизм, эсте...