«Вăрманти тĕл пулу». Спектакль.
методическая разработка на тему
Спектакль.
Тĕллевĕсем:
• çут çанталăка юратма, упрама пĕлмеллине ăнлантарасси;
• тăван тавралăх илемне курма, унпа киленме хăнăхтарасси;
• вăрманта хамăра мĕнле тытмалли çинчен асăрхаттарасси;
• ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
ekologicheskiy_spektakl.doc | 57.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Ирина Васильевна Ванюшина.
«Вăрманти тĕл пулу».
Спектакль.
Тĕллевĕсем:
- çут çанталăка юратма, упрама пĕлмеллине ăнлантарасси;
- тăван тавралăх илемне курма, унпа киленме хăнăхтарасси;
- вăрманта хамăра мĕнле тытмалли çинчен асăрхаттарасси;
- ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
Плакат. «Çут çанталăка упрани – тăван çĕр-шыва сыхлани.»
План: 1. Ялта
2. Вăрманта
3. Вăрманти тĕл пулу.
4. Пĕтĕмлетÿ
5. Вĕçĕ.
Вылякансем:
Марине, 5-мĕш класра вĕренет.
Куçук, Марине тантăшĕ.
Ача ушкăнĕ (4-5 ача, хĕр ачи те, арçын ачи те пур.)
ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ
Ялта. Марине карçинккапа тухать. Куçуксен умĕнче чарăнать.
Марине. Паянхи куна мĕнле лайăх ирттермелле-ши? Пĕр класра вĕренекен кÿршĕри Куçука чĕнес пуль. Вăрмана çырла татма каяр. Куçук пи-и-итĕ çырла çиме юратать. Анчах ĕçлеме питех юратмасть-çав. Улталаса чĕнсе пăхам-ха, паян мĕнпе суйĕ-ши…
Куçука чĕнет, хытăрах сасăпа йыхăрать.
Марине. Куçук! Тух тумланса! Йывăç лартма каймалла.
Куçук сасси. Ой-Ой-ой! Марине! Манăн ура ыратать.
Марине. Йывăçсене шăвармалла.
Куçук. Çумăрĕ çăвĕ-ха.
Марине. Çуллахи пĕр кун çулталăк тăрантарать.
Куçук. Эп виçĕ кун ĕçленĕ – виçĕ çул пурăнма пултаратăп.
Марине. Тух ĕнтĕ, Куçук! Эпĕ улталарăм сана. Атя, паян вăрмана çырла татма каяр. Кăçал çырла нумай терĕç унта.
Куçук. (Карçинккипе чупса тухать). Çырла çиме юрататăп эп.
Марине. Ай, Куçук, уру ыратма пăрахрĕ те-и? Вăт çырла те, усăллă теççĕ çав ăна. Атя, уттарар.
ИККĔМĔШ ПАЙĔ
Вăрманта. Карçинкка йăтнă ачасем ширма хыçĕнчен çаврăнса килеççĕ.
Кайăксен сассисем илтĕнеççĕ. Куçукпа Марине унтан-кунтан çырла таткалаççĕ.
Пĕри пĕр çĕрте, тепри аяккарах.
Куçук. Марине! Эс ăçта?
Марине. Ау-у! Куçук! Эс ăçта?
Куçук. Ку Хура вăрманта пĕр çырла та тупаймарăмăр. Киле каяр пуль. Пăчă тата.
Марине. Санькка уçланкине кайса пăхар-ха.
Куçук. Сар хĕвелĕмĕр
Çÿллĕ тÿпере. Ай-ай-ай хытă пĕçертет.
Марине. Чечексем чуна уçаççĕ,
Таврана капăрлатаççĕ.
Хĕвел патне туртăнаççĕ,
Питĕ хитрен курăнаççĕ.
Йăл кулаççĕ, куç хĕсеççĕ,
Хăйсем патне илĕртеççĕ,
«Кур-ха пирĕн илеме,
Упрасам çак тĕнчене!»
Утса килеççĕ. Çырласем нумай кунта.
Куçук. Хура вăрманти пек тĕксĕм мар кунта. Хĕвел кулса пăхать, ÿсекен йывăç-курăка ачашшăн çупăрлать. Вăт çакăн пек уçă çĕрте ÿсет те вăл çырла.
Курăка сирет. Çĕр çырлисем шакăрах лараççĕ. Ачасем савăнсах каяççĕ.
Пуçтараççĕ, те çиеççĕ те.
Марине. Сан витрÿ тулчĕ-и? Ман карçинкка туп-тулли. Çитĕ пуль паянлăха. Каç пуличчен килелле уттарар пуль.
Тулли карçинккасемпе утса каяççĕ. Вышка кураççĕ.
Куçук. Марине, ав, куратăн-и, вышка. Вышка тăррине хăпарнă пулăттăн-и?
Марине. Ай, çук. Хăратăп эп… ÿксен тата…
Куçук. И, хăравçă! Хĕр ача темерĕн. Эп вара хăпаратăп. Чи тăррине хамăн ята çырса хуратăп. (Кĕсйинчи кăранташне хыпашласа тупса кăтартать.) Ак, кур. Ну, мĕнле, хăпаратпăр-и, чăх чĕри?
Марине. Çук, çук. Эпĕ хăпармастăп. Сана та хушмастăп.
Куçук. Ничава, эпĕ хăпаратăп. Пухнă çырлу пĕтĕмпех мана пулать.( Куçук вышка тăррине хăпарса каять.)
Марине. Эп санпа тавлашман вĕт.
Куçук. (Çÿлтен). Э-хэ-хэ- эй! Ай, мĕнле инçе курăнать. Пирĕн ял та курăнать.! Вăт хамăр ялсем курсанччĕ мана! «Ай, епле маттур Куçук, хăрама та пĕлмест» тесе тĕлĕнĕччĕç.
Марине. Ку-çу-ук! Ан часрах! Каяр!
Куçук. Марине, тăхта-ха. Ав çавăнта темле ачасем курăнаççĕ. Вĕсем те çырлана килнĕ пулмалла.
Марине. Атя, ан, эппин, часрах! Тĕл пулар вĕсемпе.
Куçук анма тăрать. Аяллалла пăхать те, хăраса каять.
Куçук. Марине! Эсĕ кунтан пукане пек çеç курăнатăн. Ай-ай! Куç хуралса килчĕ, пуç çаврăнать. Ÿкетĕп… Аттене кайса чĕн-ха, Марине-е-е!
Марине йăлт ăнланса илет. Вăл вышка çине улăхса каять.
Куçук. Хăра-а-атăп.
Марине. Ан хăра. Эп малтан анатăп. Аяллалла ан пăх. Куçна хупма пултаран. Ман хыççăн пĕрер пусма анса пыр. (Анса çитеççĕ.)
Куçук. Чăм шыва ÿкрĕм. Марине кун пирки никама та каласа ан пар ĕнтĕ, ята ан яр. Ме, çырлана ил. (Çырлине тăсса тăрать.)
Марине нимĕн те чĕнмест, ширма хыçнелле утса каять. Куçук ун хыççăн чупать.
Куçук. Марине, пĕрле!
Пĕр ушкăн ача уçланкăра айкашать. Реп евĕр кĕвĕ янăрать.
Кам мечĕкпе вылять, кам ларать.
1 ача. Яна. Мĕнле уçă сывлăш кунта. (Жевачка чăмлать.) Чун каниччен пулăпăр паян кунта.
2 ача. Юля. Аслисенчен ирĕклĕх!!! Урра!!!
3 ача. Вика. Акă çитрĕ ăшă çу,
Манăн пурнăç пыл та çу.
Тÿпере тăри юрлать,
Манăн чунăм савăнать.
1 ача. Авă хĕп-хĕрлĕ çырла
Ларать курăнса.
Тĕрлĕ тĕслĕ чечекĕ
Ÿсет васкаса.
2 ача. Кайăпăр ыран пулла,
Кайран сулхăн вăрмана.
Выльăпăр кула-кула,
Килентерĕпĕр чуна.
Вика. (Лантăш чечекĕ татса килет. Пурне те кăтартаь. Мухтанать.) Курăр-ха, эпĕ лантăшран букет турăм. Киле илсе кайăп ăна. Лантăш, лантăш, лантăш чечексем…
Артем. (Йывăç турачĕсене хуçкалать.) Атьăр, костёр тăватпăр, ачасем!
Ачасем. Çук, çук, Артём, вăрманта костёр чĕртме юрамасть.
Артем. Атьăр, эппин, волейболла выляр. (Курăка таптать, йывăç туратне хуçкалать.) Кусем выляма чăрмантараççĕ-ха пире.
Ачасем пĕр вăхăт пÿскепе выляса илеççĕ.
Юля. Уф! Ывăнтăм. Ман çиес килет. Мĕн пур унта пирĕн?
Ачасем «чипсы» çиеççĕ, сок ĕçеççĕ, пакечĕсенчи япаласене кăлараççĕ.
Мусорсене аяккалла вăрмана ывăтаççĕ.
Куçукпа Марине çак ачасене пĕр йывăç айĕнче сăнаса лараççĕ.
Маринепе Куçук. Мĕнле ачасем пулчĕç кусем?
Марине. Йывăç-курăка таптарĕç, лантăша татса килнĕ пĕр хĕр ачи. «Хĕрлĕ кĕнекери ÿсен-тăрана тытма юраманни çинчен те пĕлмеççĕ-ши ку маттурккасем. Вăт канма килнĕ çынсем!?
Куçук. Мусорпа вараласа хăвараççĕ пуль кусем. Мĕн тăвар? Тăн кĕртмелле пуль ку ачасене.
Ачасем çисе тăраннă хыççăн пĕр çавра ташă ташлаççĕ.
Вĕсем патне Маринепе Куçук тухаççĕ.
Марине. Ырă кун пултăр, ачасем!
Ачасем. Салам! Салам!
Куçук. Салам, пурне те! Эпĕ Куçук, ку Марине.
Марине. Эсир хăш ялсем пулатăр?
Яна. Эпир кÿршĕ ялсем. Канма килтĕмĕр кунта.
Марине. Уçă сывлăшра канни лайăх-ха вăл. Анчах та сирĕн хушăра хăш-пĕр ачасем вăрманта хăйне мĕнле тытмалли çинчен маннă пулĕ тетĕп.
Яна. Маннă-ши?.. Кам-ха вăл сăтăрçă?
Куçук. Хам куçпа хам куртăм, пĕр хĕр ачи лантăш чечекне татса илнĕ, тепри ним çукран çамрăк йывăç турачĕсене хуçать. Тата эсир вăрманти кайăксене, чĕр чунсене вăйлă сасă кăларса чăрмантаратăр.
Марине. Вăрман халăха темĕн чухлĕ усă кÿрет. Унпа тирпейлĕн усă курмалла. Пысăк йывăç пĕчĕккинчен ÿссе çитĕнет. Çавăнпа çамрăк хунавсене сиенлеме юрамасть.
Ачасем. Юрĕ-юрĕ. Урăх ун пек тумăпăр.
Вика. Эпĕ урăх татмăп лантăшсене. Кусене халь ĕнтĕ пăрахса хăвармăп. Питĕ илемлĕ-çке вĕсем.
Яна. Чечексем чуна уçаççĕ,
Таврана капăрлатаççĕ.
Хĕвел патне туртăнаççĕ,
Питĕ хитрен курăнаççĕ.
Вика. Йăл кулаççĕ, куç хĕсеççĕ,
Хăйсем патне илĕртеççĕ,
«Кур-ха пирĕн илеме,
Упрасам çак тĕнчене!»
Таня. Пурнăçа илем кÿрсе ÿсеççĕ
Уй-хирте чиперрĕн чечексем.
Таптасан, татсан кĕçех пĕтеççĕ
Сывлăм пек черченкĕ çеçкисем.
Артем. Эпĕ те йывăçсене хуçмăп. Çитĕнĕç ман пахчара
Çĕмĕрт, хурăн та çăка…
Шăварап куллен, ара,
Юратса, савса пăхап.
Таня. Марине, Куçук, сирĕн тутлисене çиес килмест-и? (Чипс сĕнет).
Марине. Çук, тавах. Эпир çырла çисе тăрантăмăр.
Юля. О-о-о, çырла… Çиме паратăр-и? Атьăр эпир те аннесене хăналама киле татса каятпăр.
Маринепе Куçук ачасене çырлапа хăналаççĕ.
Марине. Эсир лайăх ачасем пек курăнатăр. Вăрманта хамăр хыççăн кун пек мусор пăрахса хăварар мар пуль? Вăрман вăл – çĕр-шыв илемĕ.
Ачасем пурте. Тĕрĕс, Марине! Атя, пуçтарар пакет ăшне.
Яна. Çут çанталăк юхăнса юлсан, тавралăх илемĕ пĕтсен, унăн пурнăçĕ те тĕссĕрленет, кичемленет. Çын кăмăлĕ те пăсăлать.
Вика. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн, çут çанталăка сыхлас, таврари илеме нумайлатас тесе, пурин те çине тăрса ĕçлемелле.
Таня. Тăван çĕр-шыва юрататăп тени вăл – тăван çут çанталăка упрас тениех.
Артем. Çут çанталăка юратмалла, упрамалла, çынсем каланине итлемелле…
Пурте. Каçарăр пире, чечексем!
Каçарăр пире, йывăçсем!
Эпир сире татрăмăр,
Хуçрăмăр, амантрăмăр.
Эпир малашне ун пек тумăпăр.
Ачасем пысăк пакет çине мусор пуçтараççĕ.
Куçукпа Марине. Питĕ хавас пултăмăр сирĕнпе паллашма. Нумай çÿрерĕмĕр вăрманта. Эпир Куçукпа киле каятпăр. Пирĕн çул кунталла. Чипер юлăр, ачасем!
Юля, ытти ачасем те. Эпир вара кăшт çырла пуçтаратпăр-ха. Чипер кайăр, Маринепе Куçук!
Ачасем кĕрсе каяççĕ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"За ваше счастье-пулей и стихом"
Литературный час, посвященный жизни и творчеству Эдуарда Асадова....
Презентация по теме " Строка, оборванная пулей"
Презентация в помощь к проведению мероприятий, литературных гостиных по теме " Поэты, погибшие на войне..."...
Музыкально-поэтическая композиция "И я, двадцатилетний, под пулями стою"
Композиция посвящена молодым участникам Великой Отечественной войны, погибшим на полях сражений...
Строки, пробитые пулей
Молодые поэты ушли на войну, многие из них не вернулись, остались талантливые стихи, обещания яркой творческой жизни, которая оборвалась на фронте. Молодые поэты , как будто предчувствуя свою судьбу и...
"Строка, оборванная пулей"
Внеклассное мероприятие для учащихся 5-6 классов, знакомящее с творчеством поэтов, погибших в годы Великой Отечественной войны...
Строка, оборванная пулей...
Литературно-музыкальная композиция к 9 мая...
Открытый урок в 5 классе на тему: «Хĕллехи вăрманта».
Открытый урок в 5 классе на тему: «Хĕллехи вăрманта»....