Внеклассное мероприятие "Дорогою добра"
методическая разработка (5 класс) на тему
Целью внеклассного мероприятия является побуждение обучающихся на добрые дела.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
yrlah_sulepe.doc | 39 КБ |
Предварительный просмотр:
«Ырă ĕçсен çулĕпе» - вăйă
Тĕллевĕсем: ачасенче сăпайлăх, ырăлăх туйăмĕсене вăратасси, пурăсри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарасси, туслăха упрама, хаклама вĕрентесси, Ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
Зала илемлетни: шарсем, ÿкерчĕксем,
Кирлĕ хатĕрсем: проектор, компьютер, экран, ача-пăча юррисен, юмах дискĕсем, скакалка, ылтăн панулми, юмах геройĕсен тумĕсем, смайликсем, хĕвел пайăркисем (ĕçченлĕх, хисеп, ăс, туслăх, сăпайлăх)
Вăйă юхăмĕ
Под музыку дети входят в аудиторию и рассаживаются. К доске прикреплен рисунок солнца, закрытого со всех сторон тучами. Лучиков солнца очень мало.Кĕвĕ çеммипе ачасем класа кĕреççĕ те вырнаçса лараççĕ («Юмах тĕнчи» юрă).
Доска çинче хĕвел ÿкерчĕкĕ, ăна пĕлĕтсем хупланă. Унăн пайăркисем те сайра.
Вĕрентекен: - Сывлăх сунатпăр, ачасем! Пурнăçра эпир тăтăшах пĕр –пĕрне «Ырă тума васкăр! Ырăлăх тĕнчене çăлать!»-тенине илтетпĕр.
Вĕрентекен: -Чăнах та, тĕнче пирĕн ытармалла мар хитре, тĕрлĕ енлĕ. Эпир вара сирĕнпе, ачасем, тĕнчен пĕр пĕчĕк пайĕ. Апла пулсан, тĕнче çумăрлă е хĕвеллĕ , ăшă е сивĕ, ырă е усал пуласси пирĕнтен те килет.
Вĕрентекен: -Ачасем, çак çĕр çинче этемшĕн , ÿсен-тăраншăн, кайăк-кĕшĕкшĕн, чĕр-чуншăн чи кирли, чи хакли мĕн-ши? Мĕнсĕр тĕнчере пурăнма çук?
Ачасем:- Хĕвел.
Компьютерпа ачасене юмах кăтартни.
Вĕрентекен: -Апла эпир те сирĕнпе хĕвел ачисем. Мĕн ĕлĕкрен ватăсем ырлăха хĕвелпе танлаштарнă. Ырă çынсем, ырă ĕçсем- хĕвел пайăркисем. Ачасем доска çине пăхăр-ха, пирĕн хĕвел питĕ кичем, тата унăн пайăркисем те çухалнă. Хĕвел ялкăшса пăхтăр тесен, пирĕн унăн çухалнă пайăркисене тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухса пуçтармалла.
Вĕрентекен: -Ачасем, эсир çула тухма хатĕр-и? Кăмăлсем лайăх-и?
Ачасем: -Лайăх.
Вĕрентекен: - Апла пулсан çула тухар!
1 чарăну «Ваттисен сăмахĕсен утравĕ»
Вĕрентекен: -Ĕлĕкренех çынсем ырă ĕçсем тума тăрăшнă. «Çынна усă тăвакан, хăй те ырă куракан»- тенĕ ваттисем. Çак утрав çинче улмуççи ÿсет. Ахаль улмуççи мар вăл, унăн панулмийĕсем асамлă. Çак панулмисен çуррисене пĕрлештерсен ваттисен сăмахĕсем вуланаççĕ.
Вĕрентекен:- Маттур, ачасем. Хĕвел пайăркине суйласа илĕр.
(ачасем пĕлĕт таткине илеççĕ те хĕвел пайăркине çыпăçтараççĕ)
2 чарăну «Сăпайлăх кĕперĕ»
Вĕрентекен: -Сирĕн умăрта тĕлĕнтермĕш кĕперĕ. Кĕпер ячĕ - «Сăпайлăх кĕперĕ». Малалла каяс тесен, ачасем, сирĕн пĕр-пĕринпе алран-алла тытăнса кĕпер урлă каçмалла. Кашни ачан сăпайлă сăмахсем каламалла.
1) Кама та пулин тĕл пулсан 4) -Кучченеç сана парсан
… теме ан ман. … теме ан ман.
2)Уроксем вĕçленнĕ, киле каян 5)Апат çиме ларсан
… теме ан ман. … теме ан ман.
3)Итлемесен, чăрмантарсан 6)Кучченеç сана парсан
… теме ан ман. … теме ан ман.
(ачасем пĕлĕт таткине илеççĕ те хĕвел пайăркине çыпăçтараççĕ)
3 чарăну «Вăйă уçланки»
Кайăксен сасси илтĕнет.
- Вĕрентекен: Вăйă уçланкине çитрĕмĕр, атьăр-ха канса илер.
Пĕр хĕрачи юрласа ярать.
«Кушакпа шăшилле» выляççĕ. Малтан ачасем шут сăвви каласа шăшипе кушакне суйлаççĕ.
(ачасем пĕлĕт таткине илеççĕ те хĕвел пайăркине çыпăçтараççĕ)
4 чарăну «Юмах тĕнчи»
Вĕрентекен:- Ачасем, эсир юмахсем вулама юрататăр-и? Юмахра мĕнле сăнарсем пур?
Ачасем: - Ырă, усал сăнарсем.
Вĕрентекен: -Юмахра мĕн çĕнтерет?
Ачасем: -Ырă, тĕрĕслĕх.
Вĕрентекен: - Юрать-ха, апла пулсан юмах пăхса илер-ха.
Ачасем юмах лартаççĕ.
(ачасем пĕлĕт таткине илеççĕ те хĕвел пайăркине çыпăçтараççĕ)
Вĕрентекен: -Пăхăр-ха,ачасем, пĕлĕтсем сирĕлчĕç, Хĕвел йăл кулса ячĕ, мĕншĕн тесен эпир хĕвел пайăркисене пуçтарса пĕтертĕмĕр. Атьăр пĕрле вулатпăр вĕсене.
Вĕрентекен: - Çак ырă хĕвел пайăркисем кашни çынăн чунĕнче пулмалла. Вара тĕнче татах та илемлĕрех. Пурнăç та савăнăçлăрах. Çынсем те пĕр-пĕринпе ырăрах пулĕç.
Музыка. Вăйă карти. Ачасене лайăх ĕçленĕшĕн хĕвел (смайлик) парса хавхалантарни.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект внеклассного мероприятия "Добро пожаловать в Россию"
Конспект разработан для учащихся 5-7 классов, изучающих английский язык. Внеклассное мероприятие направлено на повышение интереса к изучению иностранного языка....
Сценарий внеклассного мероприятия «Добро пожаловать в страну английского языка»
Сценарий внеклассного мероприятия "Добро пожаловать в страну английского языка»(Проводится как итоговый урок после изучения английского алфавита)...
Внеклассное мроприятие "Добро пожаловать в Спотландию"
Данный материал может быть использован для проведения внеклассного мероприятия,игры-соревнования для учащихся 4 классов....
Внеклассное мероприятие "добро и зло"
Внеклассное мероприятие для обучающихся 2 класса...
Урок внеклассного чтения "Добрые герои из добрых книжек"
Открытый урок в районе на конкурс "Учитель Оренбуржья"....
внеклассное мероприятие "Добро пожаловать в Лондон"
С целью совершенствования учебно - методического обеспечения учебного процесс и повышения качества знания обучающихся предлагается сценарии мероприятия «Путешествие в Лондон». При отборе языкового мат...