"Пур професси те паха!" инсценировка
методическая разработка на тему
Инсценировкăна 5-7 классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ, Ĕç çынни çулталăкне халалланă.
Тĕллевĕ: Кирек мĕнле ĕç те хисеплĕ пулма пултарнине кăтартса парасси.
Задачăсем: ачасене тĕрлĕ профессипе паллаштарасси, вĕсемпе интереслентересси; хăйсем кăмăлланă ĕçе суйласа илме пулăшасси; пур çынна та хисеплеме вĕрентесси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
instsenirovannaya_skazka.docx | 20.96 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи
Муниципаллă бюджетла вĕренÿ учрежденийĕ
«Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
Пур професси те паха!
(инсценировка)
Ĕçе хатĕрлекенĕ: чăваш чĕлхипе
литература вĕрентекенĕ
Краснова Ирина Федоровна
Çĕнĕ Кинчер - 2016
Ăнлантару çырăвĕ
Шкул ачисен пурнăçне мĕнле интереслĕрех тума май пур-ши? Вĕсен шкулти пурнăçне çутăрах, пуянрах тăвас тесен тĕрлĕ мероприятисем ирттермелле. Çавăн пек мероприятисенчен пĕри вăл – инсценировка хатĕрлесе лартса парасси. Çак ĕç ачасен пултарулăхне анлăн сарса яма, ÿстерме, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме пулăшать.
Инсценировкăна 5-7 классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ, Ĕç çынни çулталăкне халалланă.
Тĕллевĕ: Кирек мĕнле ĕç те хисеплĕ пулма пултарнине кăтартса парасси.
Задачăсем: ачасене тĕрлĕ профессипе паллаштарасси, вĕсемпе интереслентересси; хăйсем кăмăлланă ĕçе суйласа илме пулăшасси; пур çынна та хисеплеме вĕрентесси;
Вылякансем:
Автор
Повар
Столяр
Прокурор
Ветеринар
Элекрик
Мулкач
Индеецсем
Автор: Пĕррехинче юлташсем пулла кайма пуçтарăнчĕç: Иван повар, Çемен платник, Çеруш ветеринар, Микула электрик, Сантăр пилот, Кĕркури прокурор. Вăлта илчĕç те çула тухрĕç.
Пĕрле юрлаççĕ: Атьăр каяр юлташсем – 2 хут
Йышпа тытма пулăсем.
Автор: Туссем юхан шыв хĕррине çитрĕç те кимĕ çине ларчĕç.
Повар: Кирлĕ вырăна çитиччен акă мĕн каласшăн эпĕ:
Илсе килĕр ман валли
Аш-какай, рис, çăмарта,
Çĕр улми те купăста,
Хатĕр пулать апат та.
Повар профессийĕ чи лайăххи,
Ман пурнăçăмра вăл чи ăнăçли.
Столяр:
Санпа эпĕ килĕшместĕп,
Столяр кирлĕ çын ялан.
Пăчкăпа хăма тататăп,
Ăсталап сĕтел-пукан.
Ветеринар:
Мĕн кĕрлетĕр пĕр пасар,
Лайăх ĕç – ветеринар.
Кайăк-кĕшĕк-и чирлет,
Ветеринар ак çитет.
Çыхса ярĕ сурана,
Эмел парĕ сывалма.
Электрик:
Ан васкăр-ха, юлташсем,
Ан тăвăр-ха йăнăшсем.
Ман профессирен пахи,
Çук-çке, чăн та, лайăххи.
Вăл пулман пулсан ялан
Тĕттĕм пулĕччĕ, ăнлан.
Апата пĕçереймесĕр,
Телевизор пăхаймасăр
Пурăнаттăмăр пĕрмай.
Çĕр çинчи çынсем пĕлеççĕ,
Кирлĕ вăл электрик ĕçĕ.
Пилот:
Çÿл тÿпере эпĕ вĕçетĕп,
Самолета лайăх пĕлетĕп.
Кама пилот тесе чĕнеççĕ,
Çавна, чăнах та,чаплă теççĕ.
Эп шофертан та лайăхрах,
Хăюллăрах, паттăртарах.
Çухрăмсене те çĕнтермешкĕн,
Кирек хăш çĕр-шыва çитмешкĕн
Пĕтĕм вăйран эп тăрăшатăп.
Прокурор:
Электрик, платник е тĕпçевçĕ?
Кам кирлĕ паян Раççейре?
Çапах та, тен, тухтăр-сиплевçĕ
Пурне те пире кирлĕрех.
Пилот, штукатур, инженер –
Çаксем-и, тен, хисеплĕрех?
Кам кирлĕрех çĕр-шыва?
Парар-ха хурав ыйтăва.
Кирлĕ пире прокурорсем,
Ĕненĕр çакна, тусăмсем.
Пулать пурнăçра тĕрлĕрен
Татса памалли ыйтусем.
Кирлех пире прокурорсем,
Калатăп çакна чĕререн.
Автор: Юлташсем тавлашса пырса пулă тытасси çинчен мансах кайрĕç. Вĕсен кимми тинĕсе тухса кайнине те сисмен. Çав вăхăтра тăвăл тухса кайрĕ, кимме пысăк хăвăртлăхпа аякка илсе кайма пуçласан тин туссем тăна кĕчĕç.
Сасăсем: Уй-уй-уй! Пулăшăр кам та пулин!
Автор: Тепрер сехерен тăвăл чарăнчĕ те, кимĕ çыран хĕррине тухрĕ.
Повар: Ух-х, аран çăлăнтăмăр вĕт.
Столяр: Ăçта-ши вара эпир?
Ветеринар: Пăхăр-ха, йĕри-тавра шыв, эпир утрав çине лекрĕмĕр.
Электрик: Пĕтĕмпех хамăр тавлашăва пула. Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ халь?
Прокурор: Хамăрăн кунтан тухса пĕтесси пулмĕ, пире кам та пулин тупасса кĕтмелле.
Повар: Эс кулатăн-и, пире тепĕр 100 çултан та тупаймĕç!
Столяр: Кимĕ çине ларар та çак утрав çинчен тухса каяр.
Ветеринар: Йĕри-тавра тинĕс, акулăсем. Çук, кунтах кĕтетпĕр.
Столяр: Çук, каймалла.
Ветеринар: Çук, кĕтмелле.
Прокурор: Юлташсем, пĕрре тавлашса çакăнта лекрĕмĕр. Кĕçех каç пулать, çывăрмалли вырăн тупмалла.
Столяр: Эпĕ пÿрт тума пултаратăп, инструментсем ман хампа пĕрлех.
Прокурор: Апла пулсан ĕçлеме пуçла, эпир сана пулăшăпăр.
Столяр: (юрлать)
Алла мăлатук тытап,
Эп тытап, эп тытап.
Пăтана çапса кĕртеп,
Эп кĕртеп, эп кĕртеп.
Пăчкăпа хăма татап. – 2 хут
Пÿрт сире туса парап. – 2 хут
Электрик: Маттур, Çемен, санăн аллусем ылтăн. Ĕçÿ те сан ылтăн.
Повар: Пÿрчĕ лайăх та, çутă çук-çке.
Электрик: (юрлать)
Çутă кирлĕ, сăмах çук,
Парăр мана вун минут.
Лампочка ман сумкăра,
Сумкăра, сумкăра.
Çутă кĕртĕп эп пÿрте,
Эп пÿрте, эп пÿрте.
Пĕлеççĕ пурте: çынсене
Электрик ĕçĕ кирлине.
Халĕ ăнлантăр-и, туссем,
Электриксăр начар ĕçсем.
Прокурор: Маттур, Микула! Чăнах та, электриксем пирĕн çĕр-шыва кирлĕ.
Электрик: Ĕçленĕ хыççăн тем çиес килсе кайрĕ. Апат çисен кансĕрлемĕччĕ.
Повар: Çиес килчĕ-и? Эп тата мĕн тума?(юрлать)
Илсе килĕр ман валли
Аш-какай, рис, çăмарта,
Çĕр улми те купăста,
Хатĕр пулать апат та.
Ветеринар: Ак сана, Иван, апат-çимĕçсем, кăштах йĕпеннĕ ĕнтĕ.
Повар: Нимех те мар, пĕçерме пулать! (юрлать)
Часах, туссем, çитерĕп,
Тутлă яшка пĕçерĕп.
Чаплă повар сир(ĕ)нпеле
Выçă вилмĕр манпала.
Çапла, çапла.
Пилот: Уй, мĕнле тутлă, эпĕ мĕншĕн повар мар-ши.
Прокурор: Тавтапуçах сана. Санăн лайăх професси.
Автор: Апат çинĕ хыççăн юлташсем çывăрма выртрĕç. Утрав çинчи пĕрремĕш кун çапла иртсе кайрĕ. Тепĕр кун...
Электрик: Пурне те ырă кун пултăр!
Ветеринар: Ирхи апатра мĕн пирĕн?
Повар: Ирхи апат валли нимĕн те юлман.
Прокурор: Утрав çинче мĕн те пулин шыраса тупмалла.
(Пурте юрласа утаççĕ)
Каяр, каяр, юлташсем,
Каяр, кирек мĕн тупар.
Ивана кайса парар
Ирхи апат пĕçерме,
Юлташсене çитерме.
Повар: Шăпланăр, илтетĕр-и, такам макăрать.
Столяр: Пăхăр-ха, мулкач!
Ветеринар: Сывлăх сунатпăр, мулкач!
Мулкач: Сире те сывлăх сунатăп, каччăсем!
Прокурор: Эсĕ мĕншĕн макăратăн? Пире каласа пар, тен, эпир сана пулăшма пултаратпăр.
Мулкач: Мана тухтăр кирлĕ. Эпĕ урана амантнă, утаймастăп.
Ветеринар: Ан кулян, мулкачăм, эпĕ сана пулăшăп. Эпĕ ветеринар, чĕр чунсен тухтăрĕ. Кăтарт мана хăвăн аманнă уруна. Аманнă урине çыхса янă май юрлать)
Ан хăра эсĕ, мулкачăм,
Уруна часах сыватăп.
Халĕ маç унта сĕретĕп,
Сурана çыхса хуратăп.
Вăхăт иртĕ пĕр-ик кун,
Ак тÿрленĕ сурану.
Мулкач: Тавах сире, каччăсем. Эсир мĕн тăватăр кунта?
Автор: Туссем хăйсен хуйхи çинчен каласа пачĕç.
Мулкач: Эсир ырă çынсем, эпĕ сире пулăшăп.
Автор: Туссем мулкача пĕрле илчĕç. Утрав çинче чылай çимĕç тупрĕç. Тепĕр кун мулкачăн ури тÿрленсе çитрĕ.
Мулкач: Халĕ манпа пĕрле атьăр. Эпĕ сире пĕр самолет кăтартăп. Анчах ăна индеецсем сыхлаççĕ. Эсир вĕсемпе пĕр чĕлхе тупасса шанатăп. Халĕ вара манăн хамăн ачамсем патне кайма вăхăт.
Автор: Каччăсем мулкач кайнă хыççăн индеецсене курчĕç. Вĕсем хĕрсе кайсах тем пирки тавлашаççĕ. Йывăçсем хыçĕнче самолет курăнать. Туссен хăвăртрах самолет çине ларса вĕçсе каяс килет, анчах индеецсемпе калаçса татăлмалла.
Столяр: Сывлăх сунатпăр, ырă çынсем! Мĕн пирки тавлашатăр? Тен, эпир пулăшма пултаратпăр?
Индеецсем: Эпир тахçантанпах тавлашатпăр, тĕрĕслĕх шыраса тупаймастпăр. Эсир камсем? Кунта мĕнле лекнĕ?
Автор: Туссем индеецсене хăйсен историне каласа пачĕç. Хăйсемпе пĕрле прокурор пулнишĕн савăнчĕç. Вăл кăна тĕрĕслĕх тупма пулăшĕ индеецсене.
Прокурор: (юрлать)
Ман професси прокурор,
Кирлĕ çын эп халăха.
Хуть мĕнле тавлашăва
Татса парĕ приговор.
Автор: Индеецсем прокурора хăйсен историне каласа пачĕç. Прокурор кăшт шухăшларĕ те хăйĕн хуравне пачĕ.
Индеецсем: Тавах сана, ырă çыннăм. Эсе питĕ ăслă-тăнлă. Эсир лайăх çынсем, çавăнпа самолета сире парса ярас тетпĕр, сире вăл кирлĕрех. Анчах та ĕçлеттерме пĕлетĕр-и-ха эсир ăна?
Пилот: Эпĕ пĕлетĕп. Ку ман професси.
Эп, туссем, чăн-чăн пилот,
Юрататăп самолет.
Пĕтĕм вăйран тăрăшăп,
Киле часах çитерĕп.
Электрик: Тавах сире. Сывă юлăр!
Столяр: Аякрах мар эпир пÿрт тунă, унта пурăнма пултаратăр.
Автор: Çапла вара,туссем киле чиперех таврăнчĕç. Урăх нихăçан та хăш професси лайăхраххи пирки тавлашман.
Пурте:
Пур професси те паха!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Мир профессий. Выбор профессии.
Открытый урок для 11 класса....
презентация:"Выбор профессии" 8 класс для урока:"Профессии"
презентация для урока:"Профессии"...
Калейдоскоп профессий "Что такое профессия ? Какие бывают профессии?"
Данный урок предназначен для обучающихся 1 класса". На занятии ведется разговор о таких профессиях как: повар, врач, учитель, библиотекарь, водитель). С людьми данных профессий дети сталкиваются в жиз...
БЕСЕДА: Все профессии важны, все профессии нужны. Цели: расширять знания и представления детей о различных профессиях, их пользе; смотивировать к выбору будущей профессии; воспитывать уважительное отношение к людям разных профессий; показать важность тр
Труд даёт человеку всё необходимое для жизни. Трудом создаются книги, произведения искусства, архитектуры. В процессе труда люди общаются, становятся более образованными. В результате труда созд...
Урок-игра для учащихся 5-9 классов по теме «Профессии»: «Все профессии важны, все профессии нужны»
Цель:Уточнить и обобщить представления детей о профессиях.Задачи: 1.Понимать значимость профессии в жизни людей.2. Воспитывать уважение к результатам труда людей разных профессий.3. Развитие монологич...
Игра - путешествие по профессиям «Все профессии важны, все профессии нужны!»
В игровой форме подготовить воспитанников к осознанному и самостоятельному выбору профессий; определение уровня знаний воспитанников о профессиях;дать представление об огромном и много...
фото «Все профессии важны, все профессии нужны» путешествие в мир профессий
фото «Все профессии важны, все профессии нужны» путешествие в мир профессий...